Чăваш чěлхине вěрентмелли заняти «Чãваш пуянлãхě»
план-конспект

Журавлева Марина Михайловна

Чăваш чěлхине вěренес кăмăла вăйлатасси; çак чěлхепе калаçакан çынсене, чăваш халăхěн культурине хисеплеме вěрентесси.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon zanyati_chavash_puyanlahe.doc51.5 КБ

Предварительный просмотр:

Шкул  çулне çитменнисен ушкăнěнче

чăваш чěлхине вěрентмелли заняти

«Чãваш пуянлãхě»

Тěллевěсем.

  1. Вěрентӱ. Чăваш халăхěн культурипе малалла паллаштарасси; чăвашла калаçнине итлесе ăнланас кăмăла вăйлатасси; чăвашла калаçма кирлě пěлӱсемпе хăнăхусем парасси.
  2. Аталантару. Пуплевре ялан усă курмалли тата ăнланмалли сăмахсен йышне ӱстересси, çыхăнуллă пуплев хăнăхăвěсене лайăхлатасси.
  3. Воспитани. Чăваш чěлхине вěренес кăмăла вăйлатасси; çак чěлхепе калаçакан çынсене, чăваш халăхěн културине хисеплеме вěрентесси.

Словарь ěçě.

  1. Çěнě сăмахсем: арча, вăрттăнлăх, ěлěк, авал, тěрě, тěкěр.
  2. Çирěплетмелли сăмахсем: пӱлěм, хěрлě, шурă, хура, асанне, кайăк, йытă.

Кирлě хатěрсем: йытă, кушак (теттесем), арча, тěрлě тěслě кăранташсем, кмпьютер, юрă кěввисем.

Кăтартмалли хатěрсем: темăпа çыхăннă укерчěксем, чăваш юррисен, сăввисен пуххисем; чăваш террисен укерчěкěсем; чăваш тумне тăхăнтартнă пуканесем.

Заняти планě.

  1. Ачасене йěркелесе лартса сывлăх сунасси.
  2. Хăнана асанне патне килни.
  3. Пěр – пěринпе паллашни.
  4. Калаçу юхăмě:

- асанне хăйěнпе паллаштарни;

- асамлă арчапа паллаштарни;

    5. Асанне юрă юрлани. «Çывăр аптраман тавраш»

    6. Воспитатель Чăваш çěр шывě, Шупашкар çинчен каласа пани.

    7. Ачасем юрă юрлани. «Юрри лайăх – и?»

    8. Ĕç çинчен каланă ваттисен сăмахěсем.

    9. Чăваш тěррисемпе паллаштарни.

   10. Ачасем хатěр ӱкерчěксене сăрлани.

   11. Вăйă «Пушă вырăн»

   12. Ачасене мухтани, заняти пěтěмлетěвě.

Заняти юхãмě.

Ачасем чăваш тумě тăхăннă воспитателпе пӱлěме кěрěççě.

Воспитатель.

- Кěме юрать- и?

Асанне.

- Кěрěр, кěрěр!

-  Сывлăх сунатпăр, асанне! Ачасем пурте пěрле хуравлаççě.

Асанне.

- Ырă кун пултăр, ачасем!

Воспитатель.

- Асанне, паян пирěн ача сачěнче чăваш кунě. Эпир  Чăваш çěрě çинчен нумай пěлтěмěр, вăйăсем вылярăмăр. Ак сирěн патне те хăнана килтěмěр.

Асанне.

- Ман патне килсе тěрěс тунă эсир, эпě сире тата та нумай кирлине каласа паратăп. Ларăр тархасшăн, ман патра тахçанах пěчěк хăнасем пулман. Эпир сирěнпе малтан паллаштатпăр.

- Эпě асанне, эсě кам ятлă?

-Эпě Петя, Надя, Катя …( ачасем хăйсен ячěсене каласа тухаççě)

- Эпě кунта пěччен пурăнмастăп, манпа пěрле кам пурăнать? Пěлме тăрăшăр – ха.  (Ачасен хуравěсем)

Воспитатель.

- Ку кам? – ку йытă. Йытă Кампур ятлă. Ку кушак. Кушак Муркка ятлă.

Асанне.

- Мурккăпа Капур манăн асмлă арчана сыхлаççě. Паян эпě сире рачан вăрттăнлăхне уçатăп. Çакăнта манăн интереслě, авлхи япаласем упранаççě: чăваш юррисем, вăййисем, юмахěсем, калавěсем, ваттисен сăмахěсемпе каларăшěсем, сăнукерчěксем.

Воспитатель.

-Эпир пурте Чăваш çěршывěнче çуралнă, пурăнатпăр. Кунта ěçлеме юратакан, чăваш йăли – йěркисене пăхăнса пурăнакан çынсем пурăнаççě. Элěкренех чăвашсем хăйсен юрри – кěввисемпе чапа тухнă.

Асанне.

-Эпě çамрăк анне пулнă чухне хамăн пепкесене «Çывăр аптраман тавраш» юрăпа çыврататтăмччě. Çак юрра сире те юрласа парас тетěп.

Асанне юрă юрлать. Юрласа пěтерсен асамлă арчинчен хйěн ачисен пěчěк чухнехи сăнукерчěкěсене кăларать, весем çинсен каласа парат.

- Манăн ачасем ӱссе çитěннě ěнтě, тěп хулара пурăнаççě.

Воспитатель.

- Тěп хула вăл – Шупашкар. Ăнлантăр – и? Ачасен хуравěсем, ыйтăвěсем.

Асанне.

- Ачасем, эсир чăвашла юрăсем пěлетěр-и? Ачасен хуравěсем.

- Мана пěр – пěр юррине юрласа памăр-ши?

Ачасем юрă юрлаççě. «Юрри лайăх – и?»

  1.  Улми лайăх – и, çеçки лайăх – и (2 хут)

          Пирěншěн пулсан çеçки лайăх,

          Улми тата лайăхрах.

  1. Тулли лайăх – и, ырашě лайăх – и (2 хут)

          Пирěншěн пулсан ырашě лайăх,

          Тулли тата лайăхрах.

  1. Юрри лайăх – и, ташши лайăх – и (2 хут)

          Пирěншěн пулсан ташши лайăх,

          Юрри тата лайăхрах.

Асанне.

- Маттур ачасем! Чăваш çынни мěн ěлěкрен ěçлеме юратнă. Ĕç пирки тěрлě ваттисен сăмахěсем те нумай.

Воспитатель.

- Ачасем, аса илěр – ха ваттисен сăмахěсене.

Ачасем.

- Ĕç çынна илем кӱрет.

- Ăнланса ил те ěçе пуçăн.

- Ăмăртса ěçлесен ěç ăнать.

Асанне.

- Маттур,

Ěç çинчен çырнă каларăшсене пěлетěр. Ĕлěк чăваш хěрěсем пěр килте пуçтарăнса тěрлеме юратнă. (арчаран тěрленě япаласем кăларса кăтартать).

Воспитатель.

- Ачасем, пăхăр – ха. Чăваш хěрěсем тěлěнмелле тěрěсем тěрленě, пăхсан пурте пěр пек, анчах та пěлтерěшěсем тěрлěрен. Çак тěрěсене кěнеке вуланă пек вулама пулать.

- Хěрсем тěрěсемпеле хăйсен юратăвě пирки, çут çанталăкăн илемлěхне кăтартса панă.

- Ачасем, эсир асăрхарăр – и, çак тěрěсене ытларах мěнле тěссемпе тěрленě? (Ачасен хуравěсем).

Воспитатель.

- Тěрěс.  Хěрлě, шурă, хура. Эсир кашни тěсěн пěлтерěшне пěлетěр – и? (Ачасен хуравěсем).

- Шурă -  ырă- кăмăллăх, хура – çěр, хěрлě – юрату.

(Чăваш тěррисен ӱкерчěкěсене пăхса тухаççě.)

Воспитатель.

- Эпě халě сире хатěр чăваш тěррисене паратăп, сирěн ăна сăрласа илемлетмелле.

Ачасем сăрлаççě. Кěвě кěрлет.

Асанне.

- Ай, маттур, ачасем. Мěнле хитре сăрласа илемлетрěр. Ку ӱкерчěксене хамăн асамлă арчана асăнмаллăх хăваратăп.

Воспитатель.

- Халě канмалла вăйă выляса илетпěр. Вăййи «Пушă вырăн» ятлă.

Вãйã юхãмě:

Ачасем карталанса тăраççě. Шăпапа палăртнă пěр ачи ункă тулашěнче юлать (хуралçă) . Хуралçă ункă тавра пěр хут чупса çаврăнат те пěр ачине çурăмěнчен тěртет. Лешěн , ретрен тухса хуралçă хыççăн чупмалла. Кам пушă вырăна малтан чупса çитет, çавă ункăра вырăн йышăнать, тепри хуралçă пулать.

Асанне.

- Маттурсем. Юрлама та, выляма та, ěçлеме те пěлетěр.

- Манăн çакăнта пěчěк тěкěрсем пур. Çак тěкěр пире паян вěреннě сăмахсене тěрěс калама пулăшать.

Ачасем тěкěр çине пăхса çак сăмахсене калаççě: арча, вăрттăнлăх, ěлěк, авал, тěрě, тěкěр.

Асанне.

- Савăнтартăр эсир паян мана, маттурсем. Эпě сире валли пěчěк кучченеç хатěрлерěм.

Воспитатель.

- Тавтапуç. Асанне, пирěн сирěнпе сыв пуллашма та вăхăт çитрě. Сывă  пулăр!

Ачасем.

- Сывă пул, асанне!

(Воспитатель тата ачасем пӱлěмрен тухса каяççě.)


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Çăкăр- халăх пуянлăхĕ

Тĕллевĕсем: 1) çăкăр çын пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантарасси; 2) çăкăр туса илекенсене хисеплеме, çăкăра упрама, перекетлĕ тытма вĕрентесси; 3) вĕренекенсен пуплевне...

Ева Лисинăн «Çăкăр чĕлли» калавне вĕрентмелли материалсем Проект ĕçĕ

Ку ĕç Ева Лисинăн "Çăкăр чĕлли" калавне вĕретнĕ чух усă курма питĕ меллĕ. Материал пуян. Урокра усă курма лайăх....

Вăрман - пирĕн пуянлăх.

      Вăрман вăл ман,                           ...

Урок по теме"Сывлăх - чи хаклă пуянлăх"

Сывлăха ачаранах упрама вĕрентмелли урок...

Статья на тему "Ачасене чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕх майĕсем (Инновационные подходы в обучении чувашскому языку)"

Вĕренӳри çĕнĕлĕхсене пула хальхи вăхăтра Раççейре педагогика теорийĕпе вĕрентӳ-воспитани ĕçĕ-хĕлĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Тĕп вырăнта – вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пĕр-пĕрне ăнланса, çĕнĕ вĕрентĕве ăша ...

Чăваш чĕлхин чăн-чăн тĕпчевçи

Тăван республикăри чĕлхе ăслăлăхĕпе тĕпчев ĕçĕсене пуçарса яракансенчен пĕри - паллă педагог, методист, орфографипе пунктуаци правилисен чи малтанхи авторĕ, чăваш чĕлхин чăн-чăн тĕпчевçи Тимухха Хĕвет...

Чăваш чěлхине вěрентмелли заняти. «Лавккара»

Чăваш чěлхине хисеплеме, тěрлě ěçе , профессине хаклама, ěçлекен çынсене хисеплеме, ěçе, вăййа йěркелеме, ăна планлама хăнăхтарни....