Хĕллехи вăрман
план-конспект урока (6 класс)
Комбинированный урок родного чувашского языка для 6 класса
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
Комбинированный урок родного чувашского языка для 6 класса | 43.03 КБ |
Предварительный просмотр:
Григорьева Инна Валериановна,
Çĕнĕ Шупашкарти 8-мĕш вăтам шкулта
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
Предмет: Чăваш чĕлхи (вырăс чĕлхиллĕ шкул).
Класс: 5-мĕш класс
Урок теми: Хĕллехи вăрман.
Урок тĕсĕ: хутăш урок.
Сапăрлăх тĕллевĕсем: хĕллехи вăрман çинчен калаçасси; хĕл илемне сăнама, туйма вĕрентесси; хĕлкаçакан кайăксене упрама, вĕсене пулăшма вĕрентесси.
Пěлÿ тěллевě: глаголăн хальхи вăхăтри 3-мĕш сăпат формипе тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси, кайăк ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварасси, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси, ушкăнра ĕçлеме хăнăхтарасси, туслăх туйăмне çуратасси.
Аталантару тěллевě: çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси, тишкерме тата пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси.
Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.
Урок мелĕсем: ыйту-хурав, фонетика зарядки, вĕрентекен сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, хăнăхтарăва çырса пурнăçласси, проблемăлла ыйтăва хуравлани, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, çурма сасăпа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ палăртуллă вулав; мăшăрсенче, ушкăнпа ĕçлесси, диалог, монолог тăвасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ презентации, ĕçне ирттермелли карточкăсем, асамлă чечек, сарă тĕслĕ çаврашкасем.
Лексика материалĕ: тул çутăлас умĕн, çăмăллăн шăвать, чарăн, тем чавса кăларчĕ, хăйĕн валли, çурăка хĕстернĕ.
Урок юхăмĕ.
- Класа урока йĕркелени.
В: Ырă кун пултăр, ачасем!
А: Ырă кун пултăр!
В: Шăнкăрав сас пачĕ урока чĕнсе.
Пĕтĕм класс шăпланчĕ парта хушшине
- Пуплев хăнăхтарăвĕ (çанталăк çинчен калаçни).
1. Дежурнăйпа калаçни.
- Паян класра кам дежурнăй?
- Паян класра эпĕ дежурнăй. Паян раштав уйахен çирем пĕрремĕшĕ, кĕçнерни кун.
- Класра кам çук? - Класра пурте пур.
2. Дежурнай паянхи çанталăк çинчен ачасене ыйтусем патать.
-Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ? (Халĕ хĕл.)
-Урамра мĕнле çанталăк тăрать? (Урамра сивĕ çанталăк тăрать).
- Тÿпе мĕн тĕслĕ? (тÿпе кăвак е сăрă)
- Çил вĕрет-и? (çил вĕрет)
- Мĕнле çил вĕреть? (сивĕ çил вĕрет)
- Хĕвел пăхать-и?
-Юр çăвать-и?
- Сире паянхи çанталăк килĕшет-и? Мĕншĕн килĕшет?
У: -Тĕрĕс ачасем, эсир каланă паллăсем вĕсем пурте хĕл паллисем.
- Мĕн тери илемлĕ, хаваслă вĕсем хĕллехи кунсем!
III. Урокăн темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарасси.
- Паян урокра мĕн çинчен калаçассине экран çинче панă цифрограммăра вулама пултаратăр (урок темине тупмалла).
- Нумĕрленĕ алфавитпа усă курса паянхи урок темине тупăр.
(27,9,15,15,7,27,12 4,2,20,16,1,17 ушкăнсенче нумĕрленĕ алфавитпа усă курса урок темин ятне тупаççĕ – ХĔЛЛЕХИ ВĂРМАН)
-Паянхи урокра эпир сирĕнпе хĕллехи вăрманта пулса курăпăр, хĕлкаçакан кайăксемпе тискер чĕрчунсене аса илĕпĕр, текста вулăпăр, ушкăнсече ĕçлĕпĕр, тĕрлĕ ĕçсем тăвăпăр, выляса та илĕпĕр.
-Çапла вара, паянхи урок теми «Хĕллехи вăрман».
IV. 1. Фонетика зарядки
Рифмăсем тупăр:
Лапка-лапка юр çăвать,
Хура çĕре шуратать.
Хура çĕре шуратать,
Мамăк сарнăн туйăнать
(В. Давыдов – Анатри.)
V. Текстпа ĕçлесси.
;ĕнĕ сăмахсемпе ĕçлени.
- Халĕ эпир сирĕнпе текстпа ĕçлĕпĕр. Текста ăнланма, унпа çыхăннă ĕçсене пурнăçлама çĕнĕ сăмахсемпе паллашăпăр. Çак сăмахсене малтан эпĕ вулатăп, эсир тимлĕ пулăр, вĕсене астуса юлма тăрăшăр.
тул çутăлас умĕн перед рассветом
çăмăллăн шăвать – легко скользит чарăн – прекращаться
тем чавса кăларчĕ–что-то выкопала хăйĕн валли – для себя
çурăка хĕстернĕ – зажал в щели
Ĕç мелĕсем:
а) учитель хыççăн хорпа калама вĕренни;
ă) хĕр ачасем, арçын ачасем;
б) 1 рет, 2 рет, 3 рет;
в) пĕр-пĕрин хыççăн калани;
г)словарьсене çырса хуни.
2. Текстпа ĕçлесси.
а) текста вĕрентекен вуланине итлени;
- Халĕ текстпа паллашăпăр. Тимлĕ пулăр, эпĕ вулатăп, эсир ăнланма тăрăшăр.
ă) пĕр ачана текста мĕнле ăнланнине вырăсла калаттарни;
б) текстра паян паллашнă çĕнĕ сăмахсем тата сăмах майлашăвĕсем пур предложенисене тупса вырăсла куçарттарни;
б ) ачасем çурма саспа хăйсем тĕллĕн вулани;
- Ачасем, халĕ текста хăвăр тĕллĕн çурма саспа вуласа тухăр,
ыйтусем пама хатĕрленĕр.
в) калав тăрăх ыйтусем йĕркелсе тĕрĕс хуравлани (текст тăрăх ачасен ыйтусене ушкăнсенче пĕрне-пĕри парса хуравлама хатĕрленмелле. 142 стр. 8 хăн).
- Халĕ çак калав тăрăх ыйтусем çине хуравлăр.
г) ушкансече санчарпа ĕçлени;
- Халĕ хатĕрленĕ ыйтусене пĕрне-пĕри парса туллин хуравлăр.
- Маттур ачасем, ку ĕçе те аван пурнăçларăр.
д) текста чăвашла каласа пани (1 ача калавне итлени);
- Ачасем, эпир текстпа тĕрлĕ ĕçсем турăмăр. Халĕ ман шутпа, эсир çак текста чăвашла каласа пама пултаратăр пулĕ тесе шутлатăп.
VI. Кану саманчĕ
- Ывăнни сисĕнме пуçларĕ, кăштах çан-çурăмсене хускатса илер. (хусканусене сăвă каласа тăваççĕ)
VII. Грамматика материалĕпе ĕçлени.
#1059;шкăнсече ĕçлени. ПОСЛЕЛОГИ
- Малалла ĕçлетпĕр. Кашни ушкăнăн текстра хыçсăмахла предложенисене тупса палартмалла, вырăсла куçармалла. Экран çинчи тĕслĕхпе усă курăр. (экран çинче иртнĕ урокри текстран илнĕ предложенисем, хыçсăмах тĕслĕхĕсем)
2. Ункăнри ĕçе тĕрĕслени.
(ушкăнри ачасем преложенисене вулаççĕ, экран çинчен тĕрĕслеççĕ)
- Вăл каçпа та чарăнмарĕ, тул çутăлас умĕн кăна чарăнчĕ.
- Ирхи апат хыççăн йĕлтĕрпе вăрмана кайрăм.
- Акă пĕр йывăç çинче пакша куранса кайрĕ.
- Вăл хăвăрт çĕре чупса анчĕ те юр айĕнчен тем чавса кăларчĕ.
- Хайĕн валли йĕкел тупнă иккен пакша.
- Асăрханса ун патнелле утатăп.
- Авă хуçăк турат çинче ларать вăл.
- Аван, тавтапуç, лайăх ĕçлерĕр.
VIII. Ушкăнсенчи ĕçсем. (Ушкăнсем ăмăртмалла ĕçлеççĕ.)
1. «Ăшă тумтир» вăйă
1) Ушкăнсенче хĕллехи тумтир, атă-пушмак ÿкерчĕкесем айне вĕсен тĕрĕс ячĕсене çыпăçтармалла.
2) Тĕрĕслени.
2. «Ачасен хĕллехи вăййисем» калав йĕркелени.
1) Кашни ушкăнăн панă ÿкерчĕк тăрах ыйту-хурав хатĕрлемелле.
2) Панă ÿкерчĕк тăрăх калав хатĕрлемелле.
3. Кайăксен ячĕсене, чĕрчунсене аса илни, вĕсене ушкăнлани.
1) Ачасен кайăк тата черчунсен ячĕсене, вĕсен ÿкерчĕкĕсене икĕ ушкăна пайласа панă ÿкерчĕксем çине çыпăçтармалла.
2) Калав йĕркелемелле.
- Ачасем текстра мĕнле кайăк çинчен каланă? (Ула такка) Мĕнле чĕрчуна асăннă? (Пакша)
-Панă кайăк ячĕсене, чĕрчунсене вĕсен кÿлеписемпе шайлаштарса ушкăнсене пайлăр, çыпăçтарса хурăр. (Кашни ушкăнă хăйĕн ĕç)
1-мĕш ушкăн ĕçĕ
#1050;айăксене ушкăнламалла. Çыпăçтармалла, вĕсем çинчен калаçу йĕркелемелле.
1. - Пирĕн вăрмансенче мĕнле-мĕнле кайăк хĕл каçма юлать? (чакак, ула такка, тăмана)
2. - Мĕнле кайăксем пирĕн пата хĕл каçма çурçĕртен вĕçсе килнĕ? (кăсăяпа уйăп)
3. -Хула е ял таврашĕнче мĕнле кайăксем хĕл каçаççĕ? (çерçи, кăвакарчăн, чана, ула курак, кăсăя, уйăп)
4. - Вĕсем мĕншĕн пÿрт-çурт çывăхне пыраççĕ?
(Мĕншĕн тесен вĕсем выçă, апат шыраççĕ)
- - Эсир кайăксене пулăшатăр-и?
- - Мĕнле пулăшатăр?
(Сырăшсем тăватпăр. Сырăш çине çăкăр тĕпренчĕкĕ, кĕрпе, тырă, хĕвелçаврăнăш хурса паратпăр)
2. Ула такка çинчен каласа парăр.
Ула такка - вăрманта пурăнакан кайăк. Вăл шурă – хура çунатлă, шурă хырăмлă, пуçĕ хĕрлĕ.
Хыр йĕкелне çурăка хĕстернĕ те шĕвĕр сăмсипе таккать те таккать. Ула такка - усăллă кайăк. Вăл чирлĕ йывăçсене сыватать, хурт - кăпшанкăсене пĕтерет, çут çанталăка упрать.
Çавăнпа ăна вăрман санитарĕ теççĕ.
2-мĕш ушкăн ĕçĕ
- Тискер чĕр чунсене ушкăнламалла. Çыпăçтармалла, вĕсем çинчен калаçу йĕркелемелле.
- - Вăрманта мĕнле тискер чĕр чунсем пурăнаççĕ?
- - Хĕлле пакша ăçта пурăнать?
(Пакша хĕлле йывăç çинче хăвăлта пурăнать.)
- - Хĕлле мулкач ăçта пурăнать? (……………………)
- - Упапа чĕрĕп мĕн тăваççĕ?
- - Хĕлĕпех çывăраççĕ пулсан, вĕсем вара нимĕн те çимеççĕ пулĕ?
- Çимеççĕ. Вĕсем çуллахи вăхăтра хăйсен ăшне хывнă çупа тăранса пурăнаççĕ.
2. Пакша çинчен каласа парăр.
Мулкач хĕлле шурă, çулла сăрă тĕслĕ. Унăн тăшман нумай, тăшмансенчен мулкач тарса хăтăлать.
Хĕлле вăл ял çывăхне калча çиме çÿрет. Улмуççие те кăшлать. Çамрăк туратсем, утă çиет.
Пăшисем тепĕр чух яла та пырса кĕреççĕ. Вĕсем çынран хăрамаççĕ. Пăши пĕччен кашкăртан хăрамасть. Ăна мăйракипе те тĕкет, урипе те тапать. Кашкăр кĕтĕвĕ çеç пăшие çĕнтерме пултарать.
2) - Маттур ачасем, ку ĕçе те аван пурнăçларăр.
4. «Раща» (Çĕнĕ Шупашкар хулин вăрманĕ)
-Хĕлкаçма юлакан кайăксене хĕлле мĕнле йывăрлăх кĕтет? (сивĕ, выçă)
-Эпир вĕсене пулăшма пултаратпăр-и? (Пултаратпăр)
-Мĕнле? (Сырăшсем çакса парса, çимелли хураса парса)
-Сырăш çине мĕн-мĕн хурса пама пултаратпăр? (кĕрпе, хĕвелçаврăнăш, кавăн вăрри )
- Вăрманти сырăш çине мĕн хума юрамасть? Мĕншĕн? (çăкăр, кăсăясене сиенлĕ, вилме пултараççĕ)
IX. Урока пĕтĕмлетни
- Ачасем, паянхи урокра эпир сирĕнпе мĕнсем çинчен калаçрăмăр? (Ачасем хуравлаççĕ).
- Хĕлле мĕнле улшăнусем пулаççĕ?
(юр çăвать, сивĕ, йелтерпе, çунашкапа яранма пулать…………..)
- -Вĕсем пире мĕнле усă параççĕ? (Сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене пĕтереççĕ, хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтараççĕ, çум курăк вăррисене пуçтараççě).
- -Вěçен кайăксен çут çанталăкри пěлтерěшě питě пысăк. Вěсем сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăсене пěтереççě, çум курăк вăррисене пуçтараççě. Çавăнпа та вĕсене упрăр, пулăшăр, кайăк çăмартисене ан тытăр, йăвисене ан тустарăр! Вара кайăксем пире яланах илемлĕ сассисемпе савăнтарĕç.
X. Рефлекси.
1. Сире паянхи урок килĕшрĕ-и?
- Эпĕ сире сарă çаврашкасем валеçсе панă. Эсир вĕсем çине халĕ смайликсем ÿкеретĕр. Енчен те урок сире килĕшрĕ пулсан савăнăçлă смайлик ÿкерĕр. Урок килĕшсех каймарĕ пулсан, ăнланман вырăнсем юлчĕç пулсан хурлăхлă смайлик ÿкерĕр. Халĕ хăвăр ÿкерчĕксене çĕклесе кăтартăр, тархасшăн.
XI. Ачасен ĕçне хаклани.
- Паянхи урокра эсир тăрăшса ĕçлерĕр. Мана эсир урокра тăрăшса ĕçлени савăнтарчĕ. Ытларах … маттур ĕçлерĕç. (Оченкăсене каламалла).
Урокра ĕçленĕшĕн хăвна мĕнле паллă лартатăн? Суйла.
| ||||||||||||||||||||
Учитель лартнă паллă: _____ |
- Эпĕ сире урокра тăрăшуллă пулнишĕн, мана пулăшнишĕн тав тăватăп. Вĕренÿре ăнăçу сунатăп. Чăваш чĕлхине малашне те юратса вĕренессе шанатăп.
XII. Урока шăнкăравпа вĕçлени.
- Сывă пулăр, ачасем!
- Сывă пулăр, Инна Валериановна!
- Урок вĕçленчĕ, тухма пултаратăр.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Чăваш вăрманĕсем
Конспект урока "Чăваш вăрманĕсем" для 8 класса....
Методическая разработка урока по теме "Хĕллехи кайăксем" в 5 классе
Урок используется при изучении раздела "Птицы". В данной методической разработке содержатся цели и задачи, полный конспект урока и прилагается презентация по этой теме....
Вăрман - пирĕн пуянлăх.
Вăрман вăл ман, ...
Чăваш вăрманĕсем
Урок чувашского языка в 8 классе...
Открытый урок в 5 классе на тему: «Хĕллехи вăрманта».
Открытый урок в 5 классе на тему: «Хĕллехи вăрманта»....
Урок теми "Хĕллехи кайăксем"
Урок теми "Хĕллехи кайăксем"...