Урок теми "Хĕллехи кайăксем"
методическая разработка (5 класс) на тему

Левина Галина Александровна

Урок теми "Хĕллехи кайăксем"

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл urok_temi.docx31.42 КБ

Предварительный просмотр:

Урок теми: Хĕллехи кайăксем. Çерçи.

Пĕлÿ тĕллевĕ:   Кайăк-кĕшĕк çинчен калаçма хăнăхтарасси, кайăк ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварасси.  

Сапăрлăх тĕллевĕсем: ачасене хĕллехи вăхатра кайăксене пулăшмалли çинчен каласси. 

Аталантару тĕ ллевĕ: çыхăнуллă  пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси, тишкерметата пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси.
Урок мелĕсем:  ыйту-хурав, вĕрентекен самахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, словарь диктанчĕ,  тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ,ăшри вулав, илемлĕ палăртулă вулав,монолог тăвасси.
Урока кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕпрезентаци, кайăк ÿкерчĕкĕсем, кайăк сассисемлĕ кассета.

Урок юхăмĕ.

I.Класа йĕркелесси.

    1) Сывлăх сунни

     2) Дежурнăйпа калаçни

II. Урок темипе, тĕллевĕпе паллаштарасси.

- Ачасем, тимлĕ пулăр. Эпĕ сире тупмалли юмахсем вуласа паратăп, эсир вĕсен тупсăмĕсене калăр. (Слайд)

1)  Чим-чим-чим! – тет кайăкĕ

     Кам кунта уй-хир хуçи,

     Нимĕн те акса хуман,

    Тырă-пулă ÿстермен. (Çерçи)

2) Улăм, мамăк, тĕк пухса

    Кил-çуртăма юсатăп

    Хамăн сарă саппуна

    Вараласра хăратăп. (Кăсăя)

3)Палан тесен палан пек

   Пилеш тесен пилеш пек.

   Çийĕ-пуçĕ хĕп-хĕрлĕ

   Çунат вĕçĕ тĕп-тĕрлĕ. (Шăлинкурăс)

4) Йăм-йăм хура çĕлĕкпе,

    Шурă пурçăн шупăрпа

    Хÿри вăрăм пĕвĕнчен. (Чакак)

5) Ав палан çинче ларать

    Куратăр-и?

    Тăккаланă çинĕ чух

    Çырлисене –

    Хĕп-хĕрлĕ хĕретнĕ

    Хăй лĕсехине. (Уйăп)

- Çак кайăксене пурне те мĕн пĕрлештерет?

- Вĕсем пирĕн патра хĕл каçаççĕ.

- Тĕрĕс. Мĕн çинчен калаçăпăр-ши эпир паян урокра?

- Пирĕн патра хĕл каçакан кайăксем çинчен.

- Çапла ачасем, ку кайăксем пирĕн патра хĕл каçаççĕ, çавăнпа вĕсене хĕллехи кайăксем теççĕ. Паян вара эпир сирĕнпе çак кайăксенчен пĕринпе – çерçипе паллашăпăр. Айтăр-ха тетрадь çине паянхи число тата урок темине çырса хурар.

II.Çĕнĕ материалпа ĕçлени.

1. Текстпа ĕçлесси

а) Словарь ĕçĕ. (Слайд)

    Хутланса лараççĕ – сидят нахохлившись

    Шеремет – бедняшка

    Каялла чупса кĕтĕм – забежал обратно

    Пĕр ывăç илсе тухрăм – вынес горсточку

    Савăнсах сăхма тытăнчĕç – радостно стали клевать

    Тапăннă – нападали

    Çурри ытла вилсе пĕтет – более половины погибает

    Сапса патăм – насыпал

    Кантăр – конопля

    Вăррисене сăхса пучахсене пушатса хăварнă – выклёвывали зёрна и колосья оставляли пустыми

    Хĕлĕн-çăвĕн – зимой и летом

ă) Текста ăшра вуласси.

б) Текста сасăпа вуласси.

в) Текст срдержанине вырăсла каласси.

г) Ыйтусем çине хуравласси.

- Ачасем ăçта кайма тухнă?

- Ачасем мĕн курнă?

- Ĕлĕк çерçие мĕншĕн сиенлĕ кайăк тесе шутланă?

- Çерçи мĕнле кайăк шутланать – усăллă-и, сиенлĕ-и? Мĕншĕн?

- Çерçи апат тиркет-и?

-Хĕлле çерçисемшĕн мĕнле вăхăт шутланать?

- Ачасем çерçисене пулăшса тĕрĕс тунă-и? Мĕншĕнг?

- Хĕлле эсир кайăксене мĕнле пулăшатăр?

д) Текст содержанине чăвашла калаттарасси.

е) Текст тăрăх словарь диктанчĕ ирттересси. (Учитель сăмах майлашăвĕсене вырăсла калать, ачасем вĕсен чăвашла тÿр килĕвĕсене текстран тупса çыраççĕ.)

Зимнее морозное утро – хĕллехи сивĕ ир; вредная птица –сиенлĕ кайăк; полезная птица – усăллă кайăк; уничтожает насекомых – хурт-кăпшанкăсене пĕтерет; защищает от болезней – чирлесрен сыхлать; живёт с нами – пирĕнпе пурăнать; не брезгает едой – апат тиркемест; трудное время – йывăр вăхăт.

3. Физкультминутка.

    Шăппăн çĕкленетпĕр,

    Хумханса илетпĕр.

    Алăпа суллашнă хыççăн

    Çерçи пек сикетпĕр.

    Пĕрре, иккĕ виççĕ, тăваттă

    Сикме чрăнатпăр,

    Вĕренме ларатпăр.

- Канса илтĕмĕр, урока малалла тăсăпăр.

4. Çырупа грамматика хăнăхăвĕсене аталантарасси.

- Ачасем текстран мĕн тăвать? ыйтура тăракан  глаголсене тупăр-ха.

- Глаглсен вăхăтне, сăпатне калăр.

- Хăш предложенисенчи глаголсем çерçи усăллă кайăк пулнине палăртаççĕ? Вĕсене тетрадь çине çырса хурăр, глаголĕсене аялтан туртăр.

5. Пĕлетĕр-и эсир?

-Çерçи икĕ тĕрлĕ пулать: ял çерçийĕ, уй çерçийĕ. (Слайд)

Уй çерçийĕ (Плевой воробей)ял çерçийĕнчен кăшт пĕчĕкрех ҫерҫи. Уйри, ял-хула хĕрринчи вăрмансемпе парксене, йывăç катисене килĕштерет. Çĕр чĕкеçĕсен йывисене те тиркемест. Çăмартисем (5-8) шупка шурă е сăрăрах тĕслĕ, тĕксĕм пăнчăсемлĕ. Ытларах йывăç хăвăлĕсемпе вĕллесенче йăва çавăраççĕ. Çу каçа икĕ-виçĕ хутчен чĕп кăларма ĕлкĕреççĕ. Хĕл каçма вĕçсе каймаççĕ. Чăвашра вĕсен йышĕ пысăк. Кĕр енне тырă пуссисене тапăнса пысăк сăтăр тăваççĕ.

Ял çерçи, е кил çерçи, е кил-ҫурт çерçи (Домовой воробей)– пурте пĕлекен вĕçĕн кайăк, çерçи.

Ытларах вăл хуласене килĕштерет, ялсенче вĕсен йышĕ пĕчĕкрех. Çăмартисем (3-5) тĕрлĕрен тĕслĕ пулаççĕ, улшăнсах тăраççĕ. Çакă çерçи хăш чухне çăмартисене куккук пек ют йăвана тума пултарнинчен килет ахăр. Çулталăкра икĕ-виçĕ хут чĕпĕ кăлараççĕ. Çерçисем нарăс уйăхĕнчех юрлама пуçлаççĕ.

Хĕл каçма кăнтăралла каймаççĕ. Чăвашра чи йышлă кайăксем шутне кĕрет.

-Итлесе пăхар-ха вĕсен сассине. (Магнитофонпа итлеттересси)

-Халапсенче, каларăшсенче, халăх сăмахлăхĕнче çерçисем çинчен тĕрлĕрен калани пур.

Ваттисен каларăшĕсем, сăнавсем. (слайд)

-Çерçи пÿрте вĕçсе кĕни ырлăха мар.

-Çерçи утнине куракан пуять тет.

-Çерçисем кĕтÿпе çÿреме пуçласан ыраш акма вăхăт теççĕ.

-Çерçисем пĕр çĕре пухăнса чăкăлтатсан çулла çумăр, хĕлле ăшă, юр пулать.

Тупмалли юмах (слайд)

Пĕр вакка хĕрĕх çерçи тăкăнать.

                                                   (Салма –клецки)

6. Синквейн çырасси.

Çерçи

Пĕчĕк, усăллă

Вĕçет, пуçтарать, сыхлать

Пирĕн патра хĕл каçать.

Усăллă кайăк.

 7. Урока пĕтĕмлетни.

-Ачасем, паянхи урокра эпир сирĕнпе мĕн  çинчен калаçрăмăр? (Ачасем хуравлаççĕ).
-Вĕсем пире мĕнле  усă параççĕ? (Сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене петереççĕ, хăйсен илемлĕ юррисемпе савантараççĕ, çум курак вăррисене пуçтараççĕ).
-Вĕçен кайăксен çут çанталăкри пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вĕсем сиен кÿрекен хурт- кăпшанкăсене
 пĕтереççĕ, çум курăк вăррисене пуçтараççĕ. Уйрăмах кайăксене хĕлле йывăр:ссивĕ, апат çук. Пирĕн вĕсене пулăшмалла: сырăшсем тумалла, апат памалла. Вара кайăксем пире яланах илемлĕ сассисемпе савăнтарĕç. 

Рефлекси. –Сире паянхи урок килĕшрĕ-и? Мĕн килĕшрĕ? Çĕнни мĕн пĕлтĕр?

_Эпĕ сире хутран касса кăларнă çаврашкасем валеçсе панăччĕ. Сире урок кăмăла кайрĕ пулсан,пĕтĕмпех ăнлантăр пулсан  эсир вĕсем çине савăнăçлă смайлик ÿкерĕр, енчен те йывăртарах самантсем пулчĕç пулсан хрлăхлă смайлик ÿкерĕр те çĕклесе кăтартăр.

8. Киле ĕç парасси.

  1) Çерçи ÿкечĕкне тăвăр, ăна сăнласа пама хатĕрленĕр.

  2) Çерçи çинчен пĕчĕк калав çырăр.

9. Ачасен пĕлĕвне хакласси.

Паянхи урокра эсир пурте тăрăшса ĕçлерĕр. Мана эсир урокра тăрăшса ĕçлени савăнтарчĕ. Пурте маттур ĕçлерĕр. Пурне те «пиллĕк» лартса паратăп. Эпĕ сире тăрăшуллă пулнишĕн, мана пулăшнишĕн тав тăватăп.



По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Методическая разработка урока по теме "Хĕллехи кайăксем" в 5 классе

Урок используется при изучении раздела "Птицы". В данной методической разработке содержатся цели и задачи, полный конспект урока и прилагается презентация по этой теме....

Методическая разработка: предполагаемый план проведения урока - При подготовке к уроку использовать как вспомпгательный ориентир для каждого этапа урока. Презентация отражает создание условий для учебных действий на уроке.

При подготовке к уроку использовать как вспомпгательный ориентир для каждого этапа урока.  Презентация отражает  создание условий для учебных действий на уроке....

Открытый урок "Кайăксем-пирěн туссем" в 4 классе.

Урок-обобщение по теме  "Птицы-наши друзья".   Ыйтусем:1.Пирĕн пата шăнкăрчсем хăçан вĕçсе килеççĕ?2.Вĕсем ăçта пурăнаççĕ?3.Шăнкăрчсем ĕçчен-и?4.Вĕсем уйсене сыхлаççĕ-и?5.Çуркунне, çул...

Конспект открытого урока по технологии в 6 классе. Тема урока: Игровые технологии на уроках обслуживающего труда. Одежда и требование к ней. Снятие мерок для построения чертежа юбки. (Презентация к уроку)

Разработка урока с презентацией помогает учителю более доступно и понятно познакомить учащихся с историей юбки. На уроке используются игровые технологии, что помогают учащимся лучше усвоить материал у...

Хĕл каçакан кайăксем (4 класс)

Урок разработан в соответствии с требованиями ФГОС. Учитель работает с группами, парами и индивидуально, раскрывая особенности каждого ученика, обращая внимание на развитие речи. Выбраны и исполь...

Кайăксем – пирĕн туссем.

"Кайăксем – пирĕн туссем". Чăваш литература урокĕ (вырăс чĕлхиллĕ шкул), ФГОС. 5-мĕш класс....