Чăваш вăрманĕсем
план-конспект урока (8 класс) по теме
Конспект урока "Чăваш вăрманĕсем" для 8 класса.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
chavash_varmanesem.doc | 48.5 КБ |
Предварительный просмотр:
Урок теми: Чăваш вăрманĕсем.
Тĕллевсем: 1) палăртнă темăпа вĕреннĕ материала аса илсе çирĕплетесси; 2) –çă (-çĕ) аффикс хушăнса пулнă япала ячĕсене аса илсе çирĕплетесси; 3) çут çанталăк илемне курма, ăна упрама, хаклама вĕрентесси.
Урока кирлĕ хатĕрсем: «Вăрман», «Йывăçсем» çинчен презентации; тест; кроссврод; ваттисен сăмахĕсем.
Çĕнĕ сăмахсемпе сăмах майлашĕвĕсем: лаптăк, çĕр пичĕ, тава тивĕçлĕ, чĕр тавар, хуçалăх, йышăн, хÿтĕле, сиен кÿр ,тирпейсĕр.
Урок юхăмĕ
I.Сывлăх сунни.
II.Çанталăк сăнлани.
III.Фонетика хăнăхăвĕсене аталантарасси:
Вăрманта чечек ÿсет,
Таврана илем кÿрет,
Мана кÿрет … ,
Çапла унăн … .
(савăнăç, пурнăç)
- Çак сăвăра ç сасăллă сăмахсене тупăр.
- Паянхи урок та пирĕн савăнăç, пурнăç сăмахсемпе çыхăннă. Мĕнле савăнăç, ăçти пурнăç? Эпир ăна тупмалли юмахăн тупсăмне тупсан пĕлĕпĕр.
IV.Тупмалли юмах.
Хĕлле хывăнать, çулла тăхăнать. (Вăрман)
V.Урок темипе тĕллевĕсемпе паллаштарасси.
- Паян урокра чăваш вăрманĕсем çинчен вуласа пĕлĕпĕр, вăрман пурнăçĕ, савăнăçĕ пирки калаçăпăр, хамăр мĕн пĕлнине аса илсе çирĕплетĕпĕр.
VI.Умĕнхи калаçу.
- Мĕнле савăнăç пулма пултарать-ши вăрманта?
(Кайăксем юрлаççĕ. Чĕр чунсем чупаççĕ. Чечексем, çырласем, кăмпасем ÿсеççĕ. Вĕсене чĕр чунсем çисе савăнаççĕ…)
VII.Çĕнĕ материалпа ĕçлени.
- Тата вăрман çинчен эпир калав вуласа пĕлĕпĕр.
- Çĕнĕ сăмахсемпе паллашни, вĕсемпе предложенисем туса пуплеве кĕртесси.
лаптăк - площадь
çĕр пичĕ – поверхность земли
тава тивĕçлĕ - заслуженный
чĕр тавар - сырье
хуçалăх - хозяйство
йышăн - занимать
хÿтĕле – защищать
сиен кÿр – наносить ущерб (вред)
тирпейсĕр – неаккуратный
- Текстпа ĕçлесси.
а) Текста ачасем хăйсем тĕллĕн вулаççĕ.
- Текстра мĕн е кам çинчен каланă?
ă) Сасăпа вулани.
б) Суйлавлă вулав (çĕнĕ сăмахсемлĕ предложенисене вулани, куçарни).
в) Ыйтусем çине хуравлани.
- Чăвашра миçе гектар вăрман çĕрĕ?
- Йывăç ÿсекен вырăн миçе гектар?
- Чăваш вăрманне миçе вăрман хуçалăхĕ пăхса тăрать?
- Вăрман çынна мĕнле усă кÿрет?
- Камсене пула вăрманта хĕрлĕ автан алхасать?
- Мĕне пĕлтерет «хĕрлĕ автан» тени?
- Вăрмансенче пушарсем ан пулччăр тесен пирĕн мĕн тумалла, мĕн тума юрамасть?
- Вăрмансене камсем сыхлаççĕ?
(Вăрманçăсем)
- Мĕнле вăрманçăсем çинчен вуласа пĕлтĕр?
- Грамматика материалне аса илсе çирĕплетесси.
- Вăрманçă сăмах мĕнле аффикспа пулнă? Мĕнле пуплев пайĕ тăвать?
(Я. ячĕ çумне –çă (-çĕ) хушăнса я. я. пулать, вĕсем пурте çынна пĕлтереççĕ, ытларах професси ячĕсем пулаççĕ).
Панă сăмахсенчен –çă (-çĕ) аффикс хушса çĕнĕ сăмахсем тăвасси:
Пахча, тĕрĕ, купăс, сăвă, юрă, ташă, çĕвĕ, атă, çĕнтерÿ, кăмака, пулă, вĕрентÿ.
- Çак сăмахсенчен хăшĕ ытлашши? Мĕншĕн?
( Çĕнтерÿçĕ ытлашши, мĕншĕн тесен профессие пĕлтермест).
- Калава ăнланнине план тăрăх тĕрĕслесси.
Йĕркине пăснă плана йĕркелесси:
- Хăрушă тăшман
- Чăвашри вăрман çĕрĕ
- Паллă вăрманçăсем
- Вăрманăн çын пурнăçĕнчи вырăнĕ
VIII.Кану тăхтавĕ.
Ашă çилĕ лăпкă вĕрчĕ,
Хускалаççĕ йывăçсем.
Пит ÿсесшĕн вĕсем çÿллĕ
Эпир лартнă йывăçсем.
IX.Çирĕплетни.
1)Кану тăхтавĕ мĕн çинчен пулчĕ?
(Пирĕн те вăрмансем ан çаралччăр тесен йывăçсем лартмалла. Вĕсем çÿллĕ ÿсчĕр.)
2) Йывăçсем çинчен видеосюжет пăхасси, мĕнле ăнланнине кроссворд шутласа тĕрĕслесси.
- Йывăçсем çĕр çинче пыск вырăн йышăнаççĕ. Çынна савăнăç кÿреççĕ. Йывăçсемсĕр çĕр çинче пурнăç çук.
3) Ушкăнсем çине пайланса тĕрлĕ ĕçсем тăвасси.
1 ушкăн (сăмах ăстисем): «Вăрман» темăпа кластер, синквейн çыраççĕ.
2 ушкăн (ăслисем): тупмалли юмахсен тупсăмне тупаççĕ, тупсăмĕ патне паллă ячĕ хушаççĕ.
1.Çулла сăрă, хĕлле шурă.
2. Унăн ури пур, шĕлепкеллĕ, пуçĕ çук.
3. Вăрманти хĕрлĕ автан.
4. Çулла симĕс, хĕлле çара.
5. Ку çимĕç шĕшкĕ çинче ÿсет. Ăна пакша та пуçтарать.
6. Куçĕ чăр-чăр, хÿри çемçе,
Йывăç тăрăх сиккелет.
7. Кушак мар – шăши тытать,сĕт ĕçет, çын мар – панулми, кăмпа пуçтарать.
8. Йывăçсене вăл сиплет, вăрман тухтăрě.
9. Ку çимĕç юман çинче ÿсет. Ăна çынсем сысна валли пуçтараççĕ.
3 ушкăн (халăх сăмахлăхĕн ăстисем): ваттисен сăмахĕсене вĕçлеççĕ.
1.Уй пек асли, …
2.Вăрман чуна та, …
3.Вăрман çур …
4.Йывăç лартма часах та…
5. Вăрмантан туясăр …
а) тăлăп
ă) ÿте те сиплет
б) вăрман пек пуянни çук
в) килмеççĕ
г) уссине курма часах мар
4 ушкăн (чĕлхе ăстисем): предложенисенчи сăмахсене тĕрĕс йĕркелеççĕ.
Çĕр шыв, илемĕ, вăл, вăрман.
Ÿстермелле, усă, тирпейлĕ, курмалла, ăна, пăхса, унпа.
Йывăç, икĕ, пĕр, пулсан, касрăн, йывăç, ларт.
Сиплет, вăрман, ÿте, те, чуна, та.
(Хуравсене доска çине çыпăçтараççĕ, урок хыççăн кашни ушкăнри хуравсемпе пурте паллашаççĕ, тепĕр урокра хуравсене вăрман çинчен хаçат кăларма усă кураççĕ).
X. Пĕтĕмлетни.
(Ачасем комьютерпа тест ыйтăвĕсем çине хуравласа урокшăн оценка илеççĕ).
- Вăрман вăл – çĕр шыв илемĕ. Ÿнпа тирпейлĕ усă курмалла. Мĕншĕн тесен вăрман чуна та, ÿте те сиплет.
XI. Киле ĕç пани (ушкăнсемпе).
- Чăваш вăрманĕсем çинчен интернетран е пĕр-пĕр кĕнекерен мĕн те пулин çĕннине пĕлмелле.
- Паянхи темăпа ÿкерчĕк ÿкерме, ун тăрăх каласа пама.
- Калав тăрăх презентации тума.
- Тискер чĕр чунсем çинчен кроссворд тума.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Вăрман - пирĕн пуянлăх.
Вăрман вăл ман, ...
Чăваш вăрманĕсем
Урок чувашского языка в 8 классе...
Хĕллехи вăрман
Комбинированный урок родного чувашского языка для 6 класса...