Чăваш вăрманĕсем
план-конспект урока (8 класс) по теме

Карсакова Валентина Ильинична

Урок чувашского языка в 8 классе

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл Чăваш вăрманĕсем 8 класс366.57 КБ

Предварительный просмотр:

«Чăваш вăрманĕ» уçă урок

(вырăс шкулĕн 8 - мĕш класĕ)

Тема: «Чăваш вăрманĕ»

Творчествăлла проект мелĕпе ирттермелли  урок йĕрки

1.   Илнĕ урок темипе проектăн ĕç йĕркине хатĕрлесси.

2.   Тĕрлĕ информаци пуçтарасси:

  • «Чăваш вăрманĕ» темăпа ĕçлемелли лексикăна палăртасси
  • вăрманпа, йывăçсемпе çыхăннă ваттисен сăмахĕсене тупса хатĕрлесси
  • вăрманпа çыхăннă тупмалли юмахсене, сăвăсене, юрăсене тупса хатĕрлесси
  • паллă вăрманçăсем çинчен информаци шырасси
  • вăрман музейне çитсе паллашасси, презентаци хатĕрлесси
  • текстри «вăрман» сăмахпа кластер тăвасси
  • пĕр абзацпа синквэйн çырасси
  • Чăваш вăрманĕпе çыхăннă сăмахсемпе кроссворд туса хатĕрлесси.  

3.   Рольсене, ĕçе пурнăçлакансене палăртса хурасси (ачасем хăйсен ирĕкĕпе суйласа илеççĕ).

4.   Кашни ушкăн хăйĕн ĕçне хатĕрлесси.

5.   Пухнă материала пĕтĕмлетсе хаçат кăларасси.

Эпиграф: Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать....(Л. Мартьянова)

Урок тĕсĕ: Творчествăлла проект мелĕпе ирттермелли пĕтĕмлетÿ урокĕ.

Сапăрлăх тĕллевĕ: Тăван тавралăх илемне курма, унпа савăнма, ăна юратма, унăн хăйне йевĕрлĕхне туйма, çут çанталăка упрама тимлесси

Пĕлÿ тĕллевĕ: „Чăваш вăрманĕ” темăпа лексикăна анлăлатасси, хисеп ячĕсене пуплевре тĕрĕс усă курассине çирĕплетсе хăварасси.

Аталантару тĕллевĕ: Вĕренекенсене хăйсен шухăшне ирĕклĕн пĕлтерме хăнăхтарасси, пĕрлĕх туйăмне аталантарасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: вĕрентекен сăмахĕ, пĕчченшерĕн калани, хорпа калани, ыйту-хурав, калаçу, кластер туни, синквэйн çырни, суйлавлă вулав, ваттисен сăмахĕсемпе, тупмалли юмахсемпе, сăвăсемпе ĕçлени, пĕтĕмлетни.

Урок юхăмĕ:

I. Класа йĕркелесси.

1) Сывлăх сунасси

2) Дежурнăйсемпе калаçасси

II. Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарасси.

В: Эсир паянхи урокра пĕр - пĕрне ăнланса, пулăшса тухăçлă ĕçлессе шансах тăратăп. Хаклă  вĕренекенсем, сирĕн умра пĕр пĕчĕк вăрттăнлăх. Мĕн вуласа пĕлме пулать-ши ку ÿкерчĕксене уçсан? (Ачасем сас паллисене палăртса тема  ятне пĕлеççĕ)

В: Паянхи урок теми  «Чăваш вăрманĕсем». Чăваш вăрманĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетĕпĕр, хисеп ячĕсене çирĕплетсе хăварăпăр, хамăр туса ирттернĕ ĕçсем çинчен каласа парăпăр, хаçат кăларăпăр.

 Урок эпиграфĕ : «Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать...».

В: Халĕ тетрадьсене уçатпăр та паянхи числона, урок темине, урок эпиграфне çырса хуратпăр.

III. Ĕçсене хÿтĕлесси.

В: Ачасем, эпир сирĕнпе  ушкăнсем  çине пайланса кашни  ушкăн хăйне евĕр ĕç суйласа илнĕччĕ. Чăваш вăрманĕ текста аса илсе ĕçсене хÿтĕлетпĕр.

1-мĕш ушкăн «Таврапĕлÿçĕсем»  (Ачасен информацийĕ)

      Пирĕн ушкăн „таврапĕлÿçĕсем ”ятлă. (презентаци) Пирĕн Чăваш çĕр-шывĕнчи вăрмансене, вăрман пурлăхĕпе ăçта усă курнине , вăрман тăшманĕсене   тишкермелле пулнă. Эпир çакăн пек информаци пуçтартăмăр. Чăваш çĕр - шывĕнчи вăрман çĕрĕ 632,1 пин га шутланать. Вĕсен шутне 11 лесничество, Присурский заповедник, Чăваш вăрманĕ наци паркĕ, хулари вăрмансем кĕреççĕ. Вăрманти йывăçсем вăтамран 39 çул ÿсеççĕ. Чăваш республикин çур çĕр пайĕнче Йăлăм вăрманĕ вырнаçнă. Унăн пĕр пĕчĕк пайĕ кăна пирĕн республикăна кĕрет, ытти Мари Республикине. Кăнтăр енче вăрмансем пысăк лаптăк йышăнаççĕ. Вăрмансенче 70 тěрлě йывǎçпа тěм тěл пулать.  Çакăн пек диаграмма хатĕрлерĕмĕр: 29 - хырпа чăрăш, 26 – хурăн, 19 – юман, 11 – çăка, 9 – ăвăс, 6 – тĕрлĕ йывăçсем йышăнаççĕ.

       Вăрман этеме мĕнле кăна ырлăх памасть пуль! Вутă çунтарса пÿрте ăшăтаççĕ. Йывăçран хут-кăранташ, сĕтел-пукан, пÿрт-çурт, паркет тăваççĕ, сăрă тунă çĕрте те усă кураççĕ, дамбăсене çирĕплетме, эрозипе кĕрешме те нумай лартаççĕ. Кашни йывăç хăйне майлă сиплĕ, усăллă. Унпа медицинăра та усă кураççĕ. Вăл сывлăша та тасатать, кирлĕ строительство материалĕ парать.  

         Вăрмана пăхса тăмасан тĕрлĕ хурт-кăпшанкă, чир-чĕр хытă хавшатать. Пăшисем те, мулкачсем те  çамрăк йывăçсене сахал мар пĕтереççĕ.Анчах та вăрманăн чи  хăрушă тăшманĕ вăл – пушар ...  

В: Вăрманта çÿренĕ май хамăра тытма пĕлмелле. Вăрман пурлăхĕпе пĕлсе усă курмалла.

Пĕтĕм ушкăнсене панă ĕç:  хисеп ячĕсене тĕрĕс вуласси

Чăвашра вăрман çĕрĕ 632,1 пин гектар шутланать. Вăрмансенче 70 тěрлě йывǎçпа тěм тěл пулать. Йывăçсем вăтамран 39 çул ÿсеççĕ.  Вăрманăн чи  хăрушă тăшманĕ  - пушар.  2010 çулта пулнă пушар 6177 га лаптăкне сиен кÿнĕ. 2013 çулччен 3000 га лаптăкне тасатса йывăçсем лартма йышăннă.

Тĕрĕслесси: Кашни пĕрер предложени вуласа параççĕ

Тĕллев: хисеп ячĕсене пуплевре тĕрĕс усă курасси

       2-мĕш ушкăн «Чĕлхеçĕсем» (Ачасен информацийĕ)

Эпир чĕлхĕçĕсем. Пирĕн вăрман сăмахпа текст тăрăх кластер тумалла тата  текстри пĕр абзацпа синквейн çырмалла пулнă. Пирĕн çакăн пек кластер пулчĕ. (презентаци)

Эпир текстри çак абзаца суйласа илтĕмĕр. Вĕренекен вулать. Çакăн пек таблица турăмăр.

Япала ячĕ

Паллă ячĕ + Наречи

Ĕç-хĕл

вăрман

тĕрлĕ

парать

строительство материалĕ

паха

шутланать

йывăç

хĕвеллĕ 

хÿтĕлет

хими промышленоçĕ

ирĕклĕ 

кăларать

тавар

 

кирлĕ

вăрман

 

çурса

çĕр пичĕ

 

пĕтересрен

çырма-çатра

 

парать

çанталăк

 

кислород

 

кислород

 

чĕр чун

 

çĕр çинче

 

вăрман

 

 

çын

 

 

çулталăк

ĕмĕр

Синквэн çыртăмăр. (презентаци)

                                               вăрман (4 хут тĕл пулать) - тĕп сăмах

тĕрлĕ, паха

парать, хÿтĕлет,кăларать

вăрман çынна тĕрлĕ пуянлăх, кислород парать.

Пурнăç

В: Ачасем, слайд çинчи хатĕр синквэйна тетрадьсем çине çырса хуратпăр.

Пĕтĕм ушкăнсене панă ĕç

Сас паллисене вырнаçтарса лартса тĕрĕс сăмахсем тăвăр, вĕсемпе предложенисем йĕркелĕр.(Икшерĕн ĕçлеççĕ)

Тĕрĕслесси: Пĕри- сăмах, тепри –предложени калать.

В: Чăн та, вăрман çынна мĕн чул усă кÿрет. Ăна сыхласа хăварас, упрас тесе тăрăшмалла.

       3-мĕш ушкăн «Тĕпчевçĕсем» (презентаци)  (Ачасен информацийĕ)

       Эпир тĕпчевçĕсем. Пирăн вăрманçăсем çинчен тĕпчемелле пулнă. Эпир интернетра шырарăмăр, библиотекăсенче пултăмăр, анчах та нумай материал  тупаймарăмăр. Чи пуян материал Бронислав Ильич Гузовский çинчен.   Никифоров Леонид Никифорович, Фадеев Андрей Васильевич, Бронислав Ильич Гузовский вăрманçăсем çинчен каласа параççĕ.

     В: Кашни çулах пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчери вăрман кунне паллă тăваççĕ. Вăрманçăсем  пысăк йĕр хăварнă. Пирĕн те вĕсен ĕçне малалла тăсма тăрăшмалла.  2005 çултанпа пирĕн республикăра „йывăç лартса ÿстер” уйăхлăх пырать.Эпир те йывăçсем лартса ÿстерсен аван пулмалла. Хамăр сывлăхшăнах усăллă.

Пĕтĕм ушкăнсене панă ĕç: Предложенисене тĕрĕс йĕркелесе вырнаçтар. (ушкăнпа ĕçлеççĕ)

Юман, пысăк, шăтса, çитĕннĕ, йĕкелтен, пĕчĕк. Хĕл, миçе, çу, миçе, ĕмĕренче, вăл, хăй, курнă. Кĕркуннех, кашни, хăйĕн, вăл, тумне, ешĕл, хывнă. Ĕмĕрĕнче, хăйĕн, вăрăм, курнă, йывăрлăх, нумай, пулĕ. Патвар, çав - çавах,  та, çирĕп. Пăхăнман, никама,  та, вăл, хушшинче, йывăçсем, ытти.

Тĕрĕслесси: Кашни ушкăнран пĕри вуласа парса тĕрĕслеççĕ.

      Хускану саманчĕ

      4-мĕш  ушкăн  (Ачасен информацийĕ)

 Пирĕн ушкăн «Халăх сăмахлăхне тишкерекенсем» ятлă. Пирĕн вăрманпа çыхăннă тупмалли юмахсене, ваттисен сăмахĕсене, сăвăсене, юрăсене тишкерсе кроссворд хатĕрлемелле пулнă. Халĕ эпир сире кроссворда шутлама сĕнетпĕр. (презентаци)

Пĕтĕм ушкăнсене панă ĕç:  Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр

Вăрман пек пуянни, уй пек асли çук.

Уй куçлă, вăрман хăлхаллă.

Йывăççине кура çимĕçĕ.

Вăрман нихăçан та пушă ямасть.

Кашни чечекĕн хăйĕн вăхăчĕ

Тĕрĕслесси: Ушкăнсем ĕçсене ылмашăнса тĕрĕслеççĕ.

В: Чăваш халăхĕ яланах вăрмана хисепленĕ, юратнă, хăйĕн сăмахлăхĕнче те асра хăварнă.

5-мĕш ушкăн «Экскурсоводсем»   (Ачасен информацийĕ)

Эпир экскурсоводсем. Эпир вăрман музейĕнче пулса материалсемпе паллашнă май сире валли виртуаллă экскурси хатĕрлерĕмĕр. Сире экскурсие чĕнетпĕр.

Пĕтĕм ушкăнсене панă ĕç:

Музей материалĕ тăрăх аудировани ирттересси.

В: Маттур. Халĕ хатĕрленĕ материала ватман çине вырнаçтаратпăр.

IV. Хаçат кăларасси.

Доска çине ватман çакса хунă. Кашни ушкăна валли хачă, çилĕм, тĕрлĕ  тĕслĕ фломастерсем хатĕрлесе хунă. Кашни ушкăн хăй хÿтĕленĕ ĕçне ватман çине тухса çыпăçтарать. Вăл хушăра  чăваш юррисем янăраççĕ.

V. Урока пĕтĕмлетесси.

VI. Киле ĕç парасси.  

VII. Ачасен ĕçне хакласси.      

 


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Чăваш вăрманĕсем

Конспект урока "Чăваш вăрманĕсем" для 8 класса....

Вăрман - пирĕн пуянлăх.

      Вăрман вăл ман,                           ...

Хĕллехи вăрман

Комбинированный урок родного чувашского языка для 6 класса...