Новые подходы в обучении: веками накопленная мудрость в современной жизни.
методическая разработка
Инновационные технологии при изучении пословиц на уроках и внеурочной деятельности по родному (чувашскому) языку и литературе. Вĕрентÿри çĕнĕлĕхсем: ĕмĕрхине – çĕнетсе. Ваттисен сăмахĕсене вĕрентме çĕнĕ меслетсемпе мелсем шыратпăр.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
rabota_s_poslovitsami_na_urokah_rodnogo_chuvashskogog_yazyka_i_literatury.docx | 84.71 КБ |
Предварительный просмотр:
Захарова Марина Анатольевна
учитель родного(чувашского) языка и литературы
МБОУ «Новоильмовская СОШ»
Черемшанского муниципального района
Республики Татарстан
Тема выступления «Новые подходы в обучении: веками накопленная мудрость в современной жизни. Инновационные технологии при изучении пословиц на уроках и внеурочной деятельности по родному языку и литературе»
«Вĕрентÿри çĕнĕлĕхсем: ĕмĕрхине – çĕнетсе. Ваттисен сăмахĕсене вĕрентме çĕнĕ меслетсемпе мелсем шыратпăр»
Чăваш чĕлхине ăнăçлă вĕрентес тесен ачасене предмет патне кăсăкланса туртăнма пулăшакан методика системи кирлĕ тесе шутлатăп. Ачасене паянхи пурнăç ыйтнă пек вĕрентес тесен тарăн пĕлÿ панисĕр пуçне шухăшлама, харпăр хăй тĕллĕн пĕлÿ пухма, пĕтĕмлетÿсем тума, йывăрлăхсене çĕнтерме те хавхалантармалла, уроксенче тĕрлĕ мелсемпе, меслетсемпе, çĕнĕлĕхсемпе анлă усă курмалла.
Çав вăхатрах, тăван чĕлхе чăваш халĕхĕн наци пурлăхĕ пулнине, ăна хисеплеме, юратма, культура пулăме иккенне, илемлĕх пуянлăхĕ пулнине ăнланма вĕрентесси те тĕпре тăрать.
Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме нумай чухне ваттисен сăмахĕсемпе усă курни пулăшать.
Ваттисен сăмахĕсем – ваттисем ăс парса, вĕрентсе каланă сăмахсем. Вĕсен тĕп тĕллевĕсем: ачан тĕнчекурăмне аталантарасси, ăна илемлĕхе курма-туйма пулăшасси, ырăпа усала, лайăхпа начара уйăрма вĕрентесси, ĕçе хăнăхтарасси.
Ваттисен сăмахĕсем вĕрентÿпе воспитании тĕллевĕсене пĕрлештерсе ăс пама пулăшаççĕ. Çĕнетсе кăларнă ФГОС верентекенсен умне шăпах çак тĕллевсене мала хурать. Хальхи вĕренÿ стандарчĕсен тĕллевĕ – çыннăн пĕлÿпе пултарулăх пахалăхне пăхса ăна малалла аталантарасси пулса тăрать.
Кĕскен каласан, тăван чĕлхе вĕрентекенĕн ачасене халăхăн ĕмĕрхи йăли-йĕркисене те манма памалла мар, çав вăхăтрах хальхи пурнăçран та кая юлмалла мар, ĕмĕрхине çĕнĕтсе пымалла.
Хамăн кулленхи вĕрентÿпе воспитании ĕçĕнче çакăн пек мелсемпе усă куратăп.
- Сăмах пĕлĕчĕсем йеркелени.
https://wordscloud.pythonanywhere.com/
Самах пĕлĕчĕсемпе тĕрлĕ ĕç йĕркелеме пулать:
1.Пĕлĕтсене йĕркелени;
2.Йĕркеленĕ пелетсенче ваттисен сăмахне тупни;
3. Ытлашши сăмах кертсе йĕркелени( Пĕри – ытлашши, иккĕшĕ ытлашши …)
- Гиперссылкăпа уса курса текст йĕркелени
Тĕслĕхрен: Пӗлменни инкек мар, пӗлме тӑрӑшманни инкек.
Çак мелпе усă курса та тем тĕрлĕ ĕç те йеркелеме пулать:
1. Сăмаха вырăсла куçарни;
2.Сăмах пĕлтерĕшне тупни;
3.Çав сăмахпа тата ваттисен сăмахĕ тупни;
4.Предложени йеркелени;
5.Хайлав ятне тупни;
6.Антоним тупни тата ытти те…
- Вăйă «Эпĕ - чăваш»
Пĕрремĕш ача: Эпĕ Станислав, эпĕ – чăваш, эпĕ сăпайлă, çынна сăпайлăх илем кÿрет(хăйен ячĕн пĕрремĕш сас паллинчен пуçланакан çынна сăнлакан паллă ячĕ тупмалла е ваттисен сăмахĕ, е каларăш), эпĕ вун иккĕре, …
Иккĕмĕш ача: Вăл – Станисав, вăл сăпайлă чăваш ачи, манăн юлташ, эпĕ Кристина, эпĕ– чăваш хĕрĕ, эпĕ - кăмăллă, камӑллӑ ҫыншӑн пурте кӑмӑллӑ. Эпĕ вун иккĕре, …
Виççĕмĕш ача: …….
- Вăйă «Ваттисен сăмахне выляса кăтарт»
Тĕслĕхрен:
1 ушкан - Йышпа ÿпре те вăйлă теççĕ.
2 ушкăн – Йышпа çисен апат тутлă.
Куракансен ваттисен самахне пĕлмелле.
- Мăйăр хуппи тата тĕшши.
нумай пĕлет
тăват çын
Ват çын –
Ватă çын
Хуппи – ваттисен сăмахĕ, тĕшши – мĕне пелтерни.
- Çак мăйăрăн тĕшшине тупăр, тархасшăн.
- «Виççемĕшĕ ытлашши»
Пĕрремĕш юпара ваттисен сăмахĕ, тепĕр юпара – виçĕ предложении(е текст, е пурнаçри пулăм, е пĕр шухăшлă ваттисен самахĕсем), вĕсенчен пĕри ваттисен самахĕн шухăшĕпе лилĕшсе тăмасть.
Çын ăсĕпе ан пурăн, хăвăн ăсупа пурăн. | 1.Улатимĕр кÿршисен пахчине пан улми вăрлама кĕнĕ, Сантăр та ун хыççăн кайнă. 2. Унăн кÿрши ăслă çын пулнă. 3. Ҫын хыҫҫӑн каякан вута сикнӗ, юмӑҫ хыҫҫӑн каякан шыва путнӑ. |
Çырса асăннă мелсене урокра та, класс тулашĕнчи ĕçре те усă курма пулать. Практикăра усă курнă ĕçĕн конспектне вуласа пăхма сĕнетĕп.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Новые подходы в обучении
Современному учителю математики, необходимо учить детей находить оптимальные и альтернативные способы решения поставленных задач, правильно оценивать события, аргументировать полученные выводы, способ...
"Новые подходы в обучении"
В данной статье мной рассматриваются такие формы работы на уроке как учебный диалог, групповая форма работы, умение учителя правильно ставить вопросы, т.е. формы работы направленные на развитие мыслит...
Новые подходы в обучении и образовании
Данный материал поможет педагогам, начинающим свою педагогическую деятельность, сориентироваться в современных подходах к...
Критическое мышление - новый подход в обучении школьников
Рассуждение о том, как развивать критическое мышление у школьников...
Поиск новых подходов для обучения курсантов Морского технического колледжа , в соответствии с образовательными стандартами 3-го поколения
Стандарты третьего поколения ФГОС содержат инвариативную часть (то, что обязательно к выполнению) - это 70% от общего объема времени, отведенного на освоение ОПОП и вариативную...
Статья _Новые подходы к оценке качества образования обучающихся: контекст современного урока физической культуры_
В соответствии с ФГОС предъявляются новые требования к результату обучения в целом и в частности по физической культуре.Есть три составляющих для оценивания результативности: метап...
Внедрение современных развивающих и реабилитационных технологий, новых подходов в обучении и воспитании детей-инвалидов с отклонениями в умственном развитии и тяжелыми множественными нарушениями психофизического развития в повседневную работу специалистов
Внедрение современных развивающих и реабилитационных технологий, новых подходов в обучении и воспитании детей-инвалидов с отклонениями в умственном развитии и тяжелыми множественными нарушениями психо...