Урок конспекчĕ «Паллă ячĕ» çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси.
план-конспект урока (6 класс)

Николаева Людмила Юрьевна...

Тĕллев: 1. «Паллă  ячĕ» темӑна вĕренсе пĕтернĕ май ачасен  пĕлĕвне тĕрĕслесси, пурнӑçра паллă  ячĕсемпе тĕрĕс усӑ курма вĕрентесси.

2.Паллă ячĕсен синонимĕсемпе, антонимĕсемпе пуплевре усă курма хăнăхтарасси.

3.Калаçу тата çыру пуплевне сăнарлăрах тума, паллă ячĕсемпе пуянлатма хăнăхтарасси.

4. Тӑван тавралӑха сӑнама, юратма  хӑнӑхтарасси.

5.  Ачасен чăваш чĕлхин пуянлăхне, илемне курма, унпа мухтанма вĕрентесси.

 

    Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл palla_yache_6_kl.docx29.76 КБ

Предварительный просмотр:

 Урок конспекчĕ «Паллă ячĕ» çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси.

Тĕллев: 1. «Паллă  ячĕ» темӑна вĕренсе пĕтернĕ май ачасен  пĕлĕвне тĕрĕслесси, пурнӑçра паллă  ячĕсемпе тĕрĕс усӑ курма вĕрентесси.

2.Паллă ячĕсен синонимĕсемпе, антонимĕсемпе пуплевре усă курма хăнăхтарасси.

3.Калаçу тата çыру пуплевне сăнарлăрах тума, паллă ячĕсемпе пуянлатма хăнăхтарасси.

4. Тӑван тавралӑха сӑнама, юратма  хӑнӑхтарасси.

5.  Ачасен чăваш чĕлхин пуянлăхне, илемне курма, унпа мухтанма вĕрентесси.

 

    Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ

    Урокра усӑ курмалли материал: маршрут хучĕсем, проектор, компьютер,экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем.

Урок йĕрки.

слайд:

    Урок юхӑмĕ:

 Ачасем, паян эпир сирĕнпе паллă  ячĕсен уçланкине мул шырама кайăпăр.Чи малтан манӑн сире акӑ мĕн сĕнес килет:уçланкăра  питĕ илемлĕ те хитре, сирĕн çав илеме курма, туйма пĕлес пулать. Паянхи ĕçсем пирĕн пурте çав уçланкăпа  çыхӑннӑ. Тимлĕ пулӑр, вара ӑна эсир хӑвӑрах ӑнланса илетĕр. Урок пирĕн эстафета йĕркипе иртет. Эсир пĕлетĕр ĕнтĕ, эстафета ирттернĕ чухне ушкӑнсем пĕр-пĕринпе ӑмӑртаççĕ. Çавӑнпа эсир те ушкӑнсем çине пайлантӑр. Сирĕн 2 ушкӑн. Тĕп тĕллев – «Паллă  ячĕн» уçланкине тухасси. Анчах та çул вӑрӑм. Тĕрлĕ чарӑну вырӑнĕсенче сире ĕçсем кӑтеççĕ. Çав ĕçсене пурнӑçламасӑр малалла кайма çук. Сирĕн ĕçсене тĕрĕслесе пыма жюри кирлĕ. 

     слайд: Пурте хатĕр. Халĕ маршрутпа паллашар.

слайд:

Ачасем,вăрмана  мĕнпе çитме пулать? (автобуспа). Автобуспа каяс  тесен пире кам кирлĕ? (водитель) Пирĕн икĕ ушкăн, çавăнпа та   автобуссене  тапратма  пĕрер водитель   кирлĕ .

   

1 чарӑну – «Теори».

4,5 слайдсем:

Паллă ячĕсем пуплевре мĕн тума кирлĕ? ( шухăша сăнарлăрах, уçăмлăрах тума кирлĕ)

Паллă ячĕн  пахалăх виçине мĕнле  формăсемпе кăтартма пулать?

(тĕп форма, танлаштаруллă форма, вăйлă  форма)

 Ыйтусем  çине малтан  хурав параканĕсем  водительсем пулĕç. Водительсем хатĕр.Апла пулсан мĕн тумалла-ха? Автобуссене тапратмалла.

2 чарӑну – «Практика»

слайд:

Панă  сăмахсен антонимĕсене тупăр

Сарлака( хĕсĕк), хулен ( хăвăрт), ырхан( мăнтăр),шурă(хура), çÿллĕ ( лутра)

вăрăмланнă( кĕскелнĕ), ĕлĕкрех( хальтерех), çамрăк( ватă). 

Панă  сăмахсен синонимĕсене тупăр

Тÿлек( лăпкă), хаваслăн( савăнăçлăн),именчĕклĕ( вăтанчăклă),

«катăк» çын (ухмах, кăшт çитмест)),катăк (çурăк)маттур( пултаруллă), ешĕл( симĕс), шыçмак(

слайд :  Фразеологизмсен
         пĕлтерĕшĕсене  ăнлантарăр

Турти кĕске( хăвăрт  çилленекен), алă кĕçтет( вăрçас килет), ята варала( намăс кăтартать),  йĕрĕ те çухалнă( тарнă, кайнă), чĕлхе çырт( ан калаç, шăпăрт пул), çут тĕнчерен уйрăлнă( вилнĕ), пуш параппан çапать(кирлĕ мар япала çинчен калаçать), хĕне кайнă( чирленĕ).

3 чарӑну – «Халӑх сӑмахлӑхĕ»

слайд:

            Сиктерсе хăварнă паллă ячĕсене кĕртсе ваттисен сăмахĕсене калăр.

Паллă ячĕсем мĕнле формăра?

    Кивви каялла, ( çĕнни) малалла. Киввисĕр çĕнни çук, йÿççисĕр ( тутли) çук. Ăсли кулма чарăнать, (ухмаххи)  кулма пуçлать.  Лайăххине пурнăç çук, (усаллине)  вилĕм çук.

слайд:  

Тупмалли юмахăн тупсăмне тупăр, паллă ячĕсен антонимĕсене калăр

Çаранĕ аслă, çарĕ йышлă, çар пуçĕ пĕрре (çăлтăрсемпе уйăх)

Аслă – кĕçĕн;  йышлă – сайра,сахал

слайд: Пиратсем! Асăрханăр!

Пиратсене çĕнтерес тесен пирĕн 3 ĕç тумалла:

слайд  Тĕсне пĕл 

  1. Н   мĕн тĕслине пĕлсен савăт-сапа ячĕ пулать (хура+н)
  2.  Лăх   мĕн тĕслине пĕлсен шывлă вырăн ячĕ пулать ( шур+лăх)
  3.  Ма   мĕн тĕслине пĕлсен йывăç ячĕ пулать (хура+ма)
  4.  Х   мĕн тĕслине пĕлсен халăх пурăнакан вырăн пулать ( х+ула)
  5.  Ал  мĕн тĕслине пĕлсен шыв кайăкĕн ячĕ пулать ( кăвак+ал)

Тул  мĕн тĕслине пĕлсен тыр пул ячĕ пулать( хура+ тул

слайд  Панă сăмахсен антонимĕсене тупмалла.Антонимсене тĕрĕс  тупсан пĕрремĕш сас паллийĕсенчен тупмалли юмах вуланĕ.

Сăмахсем: вилĕ, ырă, ĕçчен, кахал, ватă, хупă, вăрăм, вăйлă, хальхи, йывăр, хăвăрт, ют

Антонимсем: чĕрĕ , усал, наян, ĕçчен, çамрăк, уçă, кĕске, вăйсăр, ĕлĕкхи, çăмăл, ерипен, тăван.

Тупмалли юмах: Чунĕ çук- вĕçет( самолет)

слайд: 4 чарӑну – «Литература»

        

а) Çак çыравçăсен  ячĕсене, хушамачĕсене  калăр.

Вĕсен произведенийĕсене аса илĕр.

ă) Çак сăвă йĕркинчен паллă  ячĕсене çырса илĕр,

антонимĕсене калăр.

… Çăлтăрсем сÿнеççĕ ерипен, илемлĕн

Уйăх шурса çитрĕ çÿллĕ тÿпене.

Вăрман патнелле çывхаратпăр.

слайд: Асăрханăр! Тискер чĕр чунсем!

Тискер чĕр чунсенчен сыхланма пире çак ĕçсене туни пулăшĕ:

16 слайд: Ваттисен сăмахĕсенче точкăсем вырăнне кирлĕ сăмах кĕртсе лартăр

Лăпкă кÿлĕре шуйттан нумай.  Ухмах  пуç урана канăç памасть.  Хытă çыннăн пÿрнине кассан та юн тухмасть теççĕ.  Ырă ут та такăнать, ăслă çын та  йăнăшать.  Ырри усала çĕнтерет. Хуппи сарă та, тĕшши хуртлă.

слайд:  Физкультминутка

  • Эпир пурте юрататпăр
  • Физкультура минутне.
  • Халь вара тума пуçлатпăр
  • Тĕрлĕ хусканÿсене.

5 чарӑну – «Диктант»

Графика диктанчĕ

слайд:  Сăмахра пĕр  Л  çыраççĕ пулсан пăнчине пĕр  Л  патне лартăр,    икĕ  ЛЛ çыраççĕ пулсан пăнчине  икĕ ЛЛ  патне лартăр та пăнчисене сыпăнтарăр.

Л    ___________________________________________________       ЛЛ____________________________________________________

Хĕ( л, лл)е,  çĕр( л,лл)е,  пукане( л,лл)е, кăнтăр(л, лл)а,   чăваш( л, лл)а,

пĕчĕк(л, лл)е, чăмăр (л, лл)а, çĕнĕ (л,лл)е, тĕттĕм( л, лл)е

19 слайд: Эпир вăрман хĕрринче

Сирĕн умра вăрман хуралçи  , çак хуралçăран иртсе кайсан кăна эпир мул патне çитме пултаратпăр. Анчах та ун патĕнчен иртсе кайнă чухне чухне питĕ асăрхануллă пулмалла.Пире вăл çакăн пек ĕç тусан тин малалла иртме ирĕк парать.

20 слайд: Аялти сăмахсене падежсен тĕлне точка лартса палăртмалла

6 чарӑну – «Тест »

слайдсем:    

Тĕрĕс çырнă паллă ячĕсен ушкăнне калăр:

  1. çепĕççĕн( пуплет), типĕн ( кулать)
  2. Ăслăн ( пăхать), çилĕлĕн( çÿрет)
  3. Уççăн (янăрать), тÿлеккĕн ( тăрать)

Пĕр  ч хăш ушкăнра çырмалла?

1) пылак(ч,чч)ĕ,  пуян (ч, чч)ĕ

2)çутă(ч, чч)ĕ, çăтмах(ч, чч)ĕ

3)тăлăх(ч,чч)ĕ, пуклак(ч,чч)ĕ

Хăш сăмах паллă ячĕ пулмасть?

1)витĕр        2) урлă         3) валли

Вăйлă степеньри паллă ячĕ хăшĕ?

1)çÿллĕрехскер    2)чи çÿлли   3) çÿллĕскер

Хăш сăмах паллă ячĕ пулмасть?

1) тавра     2) юнашар      3)кура

Танлаштару степеньри паллă ячĕ хăшĕ?

1) Питĕ çăмăл   2) çăмăлрах    3) çăмăл

слайд:

Ваттисен сăмахĕсене  тупасси

Тусу çук пулсан … тăрăш, тупсан – упрама тăрăш (тупма)

Юлташсăр çын … йывăç  пек (туратсăр)

Шанчăклă …  хакĕ çук (тусăн)

…  лайăххи инкекре курăнать (юлташ)

Çĕр тенкĕ пуличчен çĕр юлташ  … (пултăр)

Юлташу хăвăнтан  …  пултăр (лайăх)

слайдсем : «Паллă ячĕ» уçланкă

Ĕç.Халĕ , ачасем, сирĕн çакăн пек ĕç тумалла. Юрăран паллă ячĕсене çеç çырса пымалла. Мĕн чухлĕ ĕлкĕретĕр.Хатĕр-и эсир? Апла пулсан тимлĕрех пулăр. ( С.Павлов юрлакан « Каç пулсассăн» юрра ачасене ярса итлеттермелле.)

       Ачасем, эпир сирĕнпе пур чарӑну вырӑнĕсенче те пултӑмӑр. Ĕçсене пурне те пурнӑçларӑмӑр. Пурте эпир «Паллă  ячĕн» уçланкине тухрӑмӑр. Мĕн тери хитре вăрманти уçланкăра! Сывлӑш уçӑ. Уçланкă пире телей те  сывлӑх сунать, хӑйĕн илемĕпе илĕртет.  Малалла сăмах жюрие парăпăр. Уçланкăра  пурте лӑпкӑн канма пултараççĕ. Урок вĕçленчĕ.  

 слайд:

8-мĕш ĕç. «Кам хăвăртрах?» конкурс 

У: Ачасем, сирĕн умра каснă хут таткисем. Сирĕн çак каснă пайсенчен сюжетлă ÿкерчĕк пуçтармалла. Пуçтарнă ÿкерчĕк тăрăх калав йĕркелемелле. (Ачасем ĕçленĕ чух чăвашла кĕвĕ янăрать)

(ÿкерчĕксене слайдпа тĕрĕслесси, калавне слайд çинчи ÿкерчĕкпе усă курса каласа парасси) (слайдсем)


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Аркадий Ĕçхĕлĕн "Анне" хайлавĕн уçă урок конспекчĕ

6-мĕш класра уçă урок ирттериелли анлă конспект. Технологи карттине те панă....

5 класс, открытый урок "Омонимсем, синонимсем, антонимсем ҫинчен вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетесси"

Открытый урок в 5 классе  по обобщению тем "Омонимы. Синонимы. Антонимы." с использованием пректной технологии....

«Ырă çын пуласси ачаран паллă» Марина Карягинăн «Слива вăрри» калавĕ тăрăх ирттермелли урок конспекчĕ

Вĕренекенсене  ырăпа усала уйăрма вĕрентесси; этемĕн халăха юрăхлă, усăллă пулас ĕмĕтпе пурăнмалли çинчен ăнлантарасси....

Василий Петровăн «Кăкшăм» калав урок конспекчĕ

Василий Петровăн «Кăкшăм» калав урок конспекчĕ...

Урок конспекчĕ: "Тĕнчипе паллă чăвашсем.П.Е.Егоров"

Чăваш  чĕлхи. Урок конспекчĕ: "Тĕнчипе  паллă чăвашсем.П.Е.Егоров" 8 класс....