Урок конспекчĕ: "Тĕнчипе паллă чăвашсем.П.Е.Егоров"
план-конспект урока (8 класс)

Капитонова Наталья Анатольевна

Чăваш  чĕлхи. Урок конспекчĕ: "Тĕнчипе  паллă чăвашсем.П.Е.Егоров" 8 класс.

Скачать:


Предварительный просмотр:

 (8-мĕш класра ирттернĕ урок планĕ)

Вĕрентекенĕ: Капитонова Наталья Анатольевна

Предмет: Чăваш чĕлхи (вырăс чĕлхиллĕ шкул).

Ачасен ÿсĕмĕ: 8-мĕш класс.

Вĕренÿ кĕнеки: Абрамова Г. В. Чăваш чĕлхи: Вырăс шкулĕн 8-мĕш класĕ валли/Г.В. Абрамова. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви.

Тема (пай): Тĕнчипе  паллă чăвашсем.

5. Урок теми: „Петр Егорович Егоров»

6. Урок тĕсĕ: хутăш урок.

7. Технологисем: сывлăха упрас, информаципе коммуникаци, „вăйă“ технологийĕ, проект

8. Мелсемпе меслетсем: йĕркелÿ, ăнлантару,вулав, шырав, калаçу, вулани, творчествăллă ĕç, ыйту-хурав, çыру, ушкăнсемпе ĕҫлени, вăйă, клоузт тест, синквейн, хÿтелев, хаклав

9. Харкамăн пĕлӳ илмелли тĕллевсем:

*право: вĕренÿ планне кĕрекен ытти предмет пекех чăваш чĕлхи ачана тĕрлĕ енлĕн аталанма, тĕрлĕ çитĕнÿ тума пулăшнине ăнланни

*тĕллевпе тупсăм: тĕллевсем лартса йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентни;

*моральпе этика:

– тепĕр çынпа пĕр тан шайра, ăна хисеплесе хутшăнма, хутшăнура çураçулăх туйăмне сыхласа хăварма хăнăхтарни;

- хамăр ентешсемпе мăнаçланма пултарни;

10. Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:

*йĕркелӳ:

– ĕçĕн тĕллевне лартма хăнăхтарни;

– тĕллеве тĕрлĕ енлĕн пурнăçлама хăнăхтарни;

– харпăр хăй ĕçне планлаттарни;

– ĕç йĕркине, ăна пурнăçлама кирлĕ мелсемпе майсене тупма хăнăхтарни;

– ĕçе тунă май вăхăтпа пĕлсе усă курма хăнăхтарни;

– тунă ĕçе пĕтĕмлетме хăнăхтарни.

*хутшăну:

– хутшăнура пĕр-пĕрне итлесе илтме хăнăхни;

– харпăр хăй шухăшне аудитори умĕнче калани, ăна ăслăлăх чĕлхипе ĕнентерме пултарни;

– çынсем тĕрлĕрен шухăшлама пултарнине ăнланма тăрăшни, ытти çын шухăшне хисеплеме пултарни;

– харпăр хăйĕн ĕçне хаклама ăнтăлни.

*информаци:

– пĕр харăс темиçе информаци çăл куçĕпе (вĕренÿ кĕнекипе, словарьпе, текстпа) ĕçлеме хăнăхни;

– темиçе тĕрлĕ таблицăпа ĕçлесе тивĕçлĕ пĕтĕмлетӳсем туни.

11. Предметăн ятарлă пĕлӳ илмелли тĕллевĕсем:

Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнаху ĕçĕ-хĕлĕ

– каланине çирĕплетме е хирĕçлеме, хак пама вĕрентни;

– учителĕн пуплевне итлесе ăнланма хăнăхтарни;

•        чăваш чĕлхинчи местоименисемпе пуплевре усă курма хăнăхтарни;

- чăвашран тухнă паллă çынсем çинчен каласа пама хăнăхтарни;

– илтни, вулани е калани çинчен хăй шухăшне кĕскен палăртма хăнăхтарни;

– текст стильпе жанр енчен мĕнле пулнине вулавăн тĕрлĕ тĕсĕпе (паллашмалла вулани, тишкерÿллĕ вулав, шыравлă вулав) усă курма хăнăхтарни;

– вуланă текстăн тĕп шухăшне палăртма пултарни;

– вулани пирки харпăр хăй шухăшне палăртма хăнăхтарни;

– вĕреннĕ сăмахсене (ытларах активлă словарьтисене) çыру тата калаçу пуплевĕнче курса е илтсе ăнланма, вĕсемпе вырăнлă усă курма хăнăхтарни;

Вĕрентÿ хевти-талпăнавĕ

- текста вуласа тухсан ачасем хăйсен кăмăлне палартни.

12. Словарь ĕçĕ: илсе кайнă,никĕс,чиркÿ ,карта,каччă,вĕренме кĕнĕ ,пурнăçланă,пуçламăш пĕлÿ.

13. Курăмлăх хатĕрĕсем: ÿкерчĕксем, презентаци, Петр Егорович Егоров çинчен каласа памалли план, П.Е.Егоров  сăнÿкерчĕкĕ.

14. Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, презентаци, мультимедиа проектор, Интернет ресурс, слайдсем, чăвашла-вырăсла словарьсем

Урок юхăмĕ

  1. Класа урока йĕркелени.Кăсăклантарса яни (Кăсăклантару)

-Ырă кун пултăр, ачасем!

- Ырă кун пултăр, Н.А.

- Кăмăлăрсем аван-и? Ĕçлеме хатĕр-и?        

-«Аван. Ĕçлеме хатĕр» теҫҫĕ

2. Фонетика зарядки. ( слайд)

-Кăштах чĕлхесене вылятса илер-ха.

Тĕрĕс калăр!       :

Ĕ-çĕ-ĕç –ĕçлеме пуçлар,

Ă-сă-ăс –ăслăрах пулар!

ΙΙ. Ăнланса илни(Ăнлану). 

Урок темине палăртни:

- Эпир паян урокра мĕн çинчен калаçатпăр-ши? Мĕнле шутлатăр? Ăна пĕлес тесен саспаллисене суллахайран сылтӑмалла сыпăнтарса сăмахсене вулăр, урок темине калăр.

МЕСШАВĂЧ  ĂЛЛАП  ЕПИЧНĔТ

«Тĕнчипе паллă чăвашсем» темăна тетрадьре çыраççĕ

-Тарăнрах каласан урокра кам çинчен калаҫăпăр-ши?

Çак сăвă йĕркисемпе паллашар-ха:

Искусство шедеврӗ-тӗлӗнмелле карта...

Металпа  Гранит  парӑнтарса

Нихçан пулман ÿкерчӗк ăсталарĕ

Сад Решетки- шӑпа парни,

Ĕмĕрлĕх картапа тăваканĕ пĕр

Чӑваш Егоров, Раҫҫей ывӑлӗ

                  Светлана Немыкина

    Сăвă йĕркисене ушкăн-ушкăнăн вулаççĕ

- Апла эпир сирĕнпе кам çинчен калаçăпăр-ши?        

Ыйтăва хуравлаççĕ

III.        Çĕнĕ материала вĕренни

-Текстпа ĕҫлени

1) Словарь ĕçĕ.        

Урокра  усă курмалли сăмахсем::

илсе кайнă-забрал

никĕс- основа

чиркÿ – церковь

карта – ограда

каччă- парень

вĕренме кĕнĕ - поступил учиться

пурнăçланă- выполнял

пуçламăш пĕлÿ- начальное образование

Сăмахсене учитель вулать

        Ачасем вĕрентекен хыççăн, унтан икшеррĕн вулаççĕ (пĕри вырăсла, тепри чăвашла)

2) «Петр Егоров архитектор-пирĕн ентеш» текстпа паллашни.        

Кĕнекесене 120-мĕш страницăна уçăр, 3-мĕш хăнăхтару тупăр. П.Егоров пурнăçĕпе паллашăр

Учитель вулама пуçлать        Вĕренекенсем малалла вулаççĕ

3) Текста ăнланнине тĕрĕслени        - Текст содержанийне ачасем мĕнле ăнланнине тĕрĕслеме «Тĕрĕс-и е тĕрĕс мар-и?» вăйă ирттерет        Ачасем панă предложенисене текстра икшеррĕн тупса карточкăра палăртаççĕ        вӑйӑ

мăшăрпа ĕҫлени

•        Ханахтарури  ыйтусене хуравлатпăр        Ыйтусен хуравне текстра тупса вулаççĕ        шырав – вулав

ΙV. Темăна ăнланнине тĕрĕслени

- Клоуз тестпа ĕçлени

        Клоуз тест валеçсе парать        Сĕннĕ вариантсенчен суйласа илнĕ кирлĕ сăмаха лартса çырса илеççĕ        карточкăпа ĕçлени çыру

2. Ĕçе тĕрĕслени        Хаклав виҫипе паллаштарать: „Йăнăшсем çук пулсан „5“ паллă, пĕр йăнăш пулсан „4“, икĕ йăнăш пулсан „3“ лартăр“        Хăйсен ĕçĕсене хаклаççĕ        тĕрĕслев хаклав

3. Синквейн туни        Ачасене «Петр Егорович Егоров» синквейн тума сĕнет

Пĕр-пĕрин ĕçне тĕрĕслеме сĕнет

        «Петр Егорович Егоров» синквейн тăваççĕ.

Пĕр-пĕрин ĕçне тĕрĕслесе хаклаççĕ        синквейн тĕрĕслев хаклав

IV. Пĕтĕмлетÿ Рефлекси

1.Темăна пĕтĕмлетни        

Паян урокра мĕн çинчен калаçрăмăр?

        Ыйтăва хуравлаççĕ

2. Ачасем хăйсен ĕçне хаклани        •        Эпир мĕнле ĕçлерĕмĕр?

•        Йăнăшсем турăмăр-и?

•        Çĕнни мĕн пĕлтĕр?        Ыйту çине хуравлаççĕ

Халĕ хамăр ĕçе хаклар. Урок питĕ килĕшрĕ пулсан - кулакан смайлăк, кăштах килĕшрĕ – кулманни, килĕшмерĕ пулсан - макăраканни        Хаклаççĕ

Ачасем смайлăксене тухса ҫыпăҫтараҫҫĕ

Клоуз тест

Клоуз тестпа ĕçлени

1.Петр Егорович Егоров 1731 çулта ________ялĕнче çуралнă. 2. Ăна Егор Леонтьевич Дадиани генерал-майор _____________илсе кайнă. 3. Малтан вăл Семен Волков вырăс архитекторĕ патĕнче вĕренннĕ, унтан- Франческо Растрелли ____________ патĕнче. 4.Унăн пĕрремĕш ĕçĕ ____________хулинчи Екатерина чиркĕвĕн проекчĕ пулнă. 5. Унтан вăл Çуллахи __________картин проектне тунă.

Сĕннĕ вариантсем:

1. Вырăс, чăваш, тутар.

2. Мускава, Парижа, Петербурга.

3. Итальянец, нимĕç, француз.

4.Петербург, Пярну, Мускав.

5. Кермен, сад, мăнастир.

«Тĕрĕс-и е тĕрĕс мар-и?» вăйă

  1. Петр Егорович Егоров архитектор пулнă.Тĕрĕс-и?
  2. Вăл 1731 çулта чăваш ялĕнче çуралнă. Тĕрĕс-и?
  3. Петр грузин семьинче ÿснĕ. Тĕрĕс-и?
  4.  Дадиани князь ăна пуçламăш пĕлÿ илме, архитектура шкулне кĕме пулăшнă.Тĕрĕс-и?
  5. Петрăн вĕрентекенĕсем Семен Волков вырăс архитекторĕ тата Франческо Растрелли итальянец пулнă. Тĕрĕс-и?
  6. Çуллахи сад карти проекчĕ унăн юлашки проекчĕ пулнă Тĕрĕс-и?

Синквейн

  • «Петр Егорович Егоров» синквейн туни

Петр Егорович Егоров

Талантлă, пултаруллă

проектланă, тунă, хутшăннă

Пултаруллă Петр Егорович Егоров пирĕн ентеш пулнă

Талантлă архитектор


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Методическая разработка: предполагаемый план проведения урока - При подготовке к уроку использовать как вспомпгательный ориентир для каждого этапа урока. Презентация отражает создание условий для учебных действий на уроке.

При подготовке к уроку использовать как вспомпгательный ориентир для каждого этапа урока.  Презентация отражает  создание условий для учебных действий на уроке....

Конспект открытого урока по технологии в 6 классе. Тема урока: Игровые технологии на уроках обслуживающего труда. Одежда и требование к ней. Снятие мерок для построения чертежа юбки. (Презентация к уроку)

Разработка урока с презентацией помогает учителю более доступно и понятно познакомить учащихся с историей юбки. На уроке используются игровые технологии, что помогают учащимся лучше усвоить материал у...

Урок изобразительного искусства в 5-ом классе.Тема урока: « Деревья как люди». Вид работы: рисование по представлению Тип урока: комбинированный, урок – сказка

Тема урока: « Деревья как люди».Вид работы:  рисование по представлениюТип урока:  комбинированный, урок – сказка Цель урока:ü Средствами   изобразительного языка   ...

Класс 9 Урок №24. Тема урока: Системы счисления. Перевод чисел Тип урока; Урок «построения » системы знания.

Урок для учащихся 9 класса по теме "Системы счисления. Перевод чисел". Урок в разделе программы по счету третий. Цель:Образовательная: систематизация и расширение знаний обучающихся о операциях п...

Урок обобщающего повторения по теме Южная Америка.Урок-игра.Особый колорит уроку придаёт просмотр ролика"Танго и футбол", вопрос от шеф повара с угощением мамалыгой и синквейн. Легенда рассказанная в начале урока настраивает ребят на работу.

Урок географии в 7-м классе по теме "Южная Америка". Подготовила и провела: учитель географии 1квалификационной категории Васильева Елена Тихоновна  в МБОУ СОШ №21 г. Коврова, в рамках подго...

Конспект урока Вторая война Рима с Карфагеном 5 класс, Конспект урока кубановедения Появление человека современного облика 5 класс, Конспект урока Королевство франков и христианская церковь в VI— VIII вв. 6 класс, Конспект урока Московское княжество и его

В ходе подготовки к урокам использовались современные информационные технологии. Участники проектной деятельности в ходе подготовки к уроку использовали свободное образовательное пространство сети Инт...