"Паллă ячĕ" çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси.
план-конспект урока (6 класс)

Жукова Людмила Валентиновна

Паллă  ячĕ» темӑна вĕренсе пĕтернĕ май ачасен  пĕлĕвне тĕрĕслеме май парать, пурнӑçра паллă  ячĕсемпе тĕрĕс усӑ курма вĕрентме пулăшать.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon urok_konspekche_pal_yach.doc1_.doc78.5 КБ

Предварительный просмотр:

         

Урок конспекчĕ

Тема: «Паллă ячĕ» çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси».

Урок тĕллевĕ: 1. «Паллă  ячĕ» темӑна вĕренсе пĕтернĕ май ачасен  пĕлĕвне тĕрĕслесси, пурнӑçра паллă  ячĕсемпе тĕрĕс усӑ курма вĕрентесси.

 

Предметăн результачĕсем:

1. Предмета (предметные) вĕреннин результачĕсем:

1)Паллă ячĕсене ытти пуплев пайĕсенчен уйăрма хăнăхăсси;

2)Паллă ячĕсен синонимĕсемпе, антонимĕсемпе пуплевре усă курма хăнăхтарасси;

3)Калаçу тата çыру пуплевне сăнарлăрах тума, паллă ячĕсемпе пуянлатма хăнăхтарасси.

2. Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем: Пур предмета та (метапредметные) вĕренме кирлĕ результатсем:

Пĕлÿ илмелли:

1)Сăмахпа каласа е çырса пĕлтернĕ информацие тĕрĕс ăнланни;

2)Пĕччен е ушкăнпа тумалли вĕренÿ ĕçĕн тĕллевне, йĕркине ăнланса илни; ĕç результатне каласа е çырса хаклама пултарни, тĕслĕхсем илсе кăтартма пултарни.

Йĕркелÿ:ĕçĕн тĕллевне, планне палăртни, харпăр хăй ĕçне хак пани,тĕслĕхсем илсе пани;

Хутшăну:ушкăнпа ĕçлеме хăнăхни, ыйту пама, шухăша палăртма пĕлни, тухса калаçма пĕлни.

Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем:

1)  Тӑван тавралӑха сӑнама, юратма  хӑнӑхтарасси;

2)Ачасен чăваш чĕлхин пуянлăхне, илемне курма, унпа мухтанма вĕрентесси.

Мелпе меслетсем: ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; шырав, словарь ĕçĕ; ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; синквейн туни, уйрăмшарăн тухса калаçма хăнăхни,ушкăнпа ĕçлени.

Технологисем: вăйă, ушкăнпа ĕçлени, юлташпа пĕрле ĕçлесе вĕренни, харкамлăха аталантарасси, «Критикăллă» шухăшлава аталантарасси, сывлăха упрасси, системăллă-ĕçлевлĕхлĕ.

    Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ

    Урокра усӑ курмалли материал: «судно журналĕ», проектор, компьютер, экран, синонимсен словарĕ, темăпа хатĕрленĕ слайдсем.

Урок йĕрки.

1.Класа йĕркелесси

Хаваслă музыка янăрать.

2.Кăсăклантарса яни. Ырă кун пултăр пурне те! Сывлăх сунатăп!

У. – Ачасем, пĕр-пĕрне ыр сунар, ыр кăмăлпа саламлар. Халĕ вара йăл кулар, хăвăрт ĕçе тытăнар. Тавах, ларăр.

У. Уроксем тĕрлĕрен пулаççĕ: савăнăçлисем, интереслисем, кичеммисем. Паян вара эп сире асамлăрах урок парнелесшĕн. Урокра ĕçлеме пĕтĕмпех пур:

•Шухăшлама – пуç пур.

• Курма, пăхма – куç пур.

• Калаçма, сÿтсе явма тута-çăвар  пур.

• Итлеме тата илтме хăлха пур.

• Çырма - алă.

• Ура – хусканусем тума.

Ачасем, алăри хутсенчи пăтраштарнă сăмахсене тĕрĕс вырнаçтарса  предложени йĕркелесен паян эпир урокра мĕн ĕçлессине пĕлĕпĕр.

     Кирлĕ  та çÿреме    ăс  çул  сатурлăх.       (Çул çÿреме сатурлăх  та ăс кирлĕ.)

Сатурлăх –  1. вăй -  сила, мощь, здоровье;

2. хăюлăх - смелость, храбрость, отвага;

3. харсăрлăх - энергия, пылкость, задор;

4. çине тăни - настойчивость, упорство.

Учитель:  Йĕркеленĕ предложени мĕнле сăмахсене аса илтерет?

Ачасем: Каларăша. Вĕсем пире ăçта ярасшăн. Унта мĕн кирлĕ?

Учитель:  Паян урокра апла пулса мĕн тăвăпăр?

Ачасем: - Паян çулçÿреве тухăпăр.

Учитель:  Çула тухас умĕн вĕсем  пире  мĕн каласа ярасшăн?

Ачасем: Тăрăшса,çине тăрса, хастар ĕçлемелле тесшĕн.

Учитель: Чăнах та, ыйхăлама вăхăт çук паян. Пурте пĕрле туслă ĕçлессе шанатăп,  çул çÿревре тивĕçлĕ хак (паллă) илсе пĕр-пĕрне савăнтарасчĕ. Апла пулсан ( çул çÿреври ĕçрен хăрас мар) сирĕнпе çулçÿреве тухăпăр. Çулçÿреве  тĕрлĕ мелпе кайма пулать. Эпир пĕр сасă тăрăх унта мĕнпе каяссине пĕлĕпĕр.(Карап гудокĕн сасси).

Ачасем: Караппа.

Учитель: Тĕрĕс. Судно, борт, карап журналĕ çине карап хăçан, ăçтан тапранса каяссине (паянхи числона, класри ĕç) çырăпăр.

Мĕнле çĕршыва каяссине те пĕлместпĕр. Сирĕн ăна пĕлес тесен çакăн пек ĕç пурнăçламалла:

Панă  сăмахсен антонимĕсене тупăр. Мĕнле пуплев пайĕ пулнине палăртăр. Çав пуплев пайĕ шăпах эпир каяс çĕр-шыв ячĕ пулĕ.

Çамрăк  ватă),  сарлака (ансăр), çăмăл (йывăр),  начар (мăнтăр), шурă(хура), çÿллĕ ( лутра),  ырă (усал). 

Ачасем: Паллă ячĕсен çĕр-шывне.

Учитель: Халĕ вара пăрахут ятне пĕлес пулать.

Панă  сăмахсен синонимĕсене тупăр. Синонимсен малтанхи сас паллийĕ тăрăх карап ятне пĕлĕр.

Хавассăн, савăнăçлăн;  лайăх, аван;  лăпкă, тÿлек;  айван, ухмах;  урăх, расна. (Синонимсен словарĕпе ĕçлеме юрать) е суйласа илмелли сăмахсемпе ĕçлес пулать: савăнăçлăн, ухмах, тÿлек, аван, расна.

Ачасем: «Сатур».

Учитель: Пăрахут ятне тупрăмăр. Парăссене çĕклемелли çеç юлчĕ. Анчах вĕсене çĕклеме майне пĕлес пулать.

Панă сăмахсенчен  иккĕмĕшле паллă ячĕсем тăвас пулать:

Сав.., вăй…, йăлтăр, мухтан, çăт, çĕр, пăр, хавас, пыл.

-ăк(-ĕк), -лă(-лĕ), -ка(-ке), -чăк(-чĕк), -кăн(-кĕн), -ăк(-ĕк), -лак(-лек), -ак(-ек).

Савăк, вăйлă, йăлтăркка, мухтанчăк, çăткăн, çĕрĕк, пăрлак, хаваслă, сарлака, пылак.

Учитель: Апла пулсан -  ишеве. (Гудок). Эпир паян сирĕнпе «Паллă ячĕ» çĕршывра  пулса курăпăр. Ку çĕршывра çав тери ĕçчен халăх пурăнать. Эпир те вĕсемпе тĕл пулма хатĕрленер те хамăр мĕн пĕлнине кăтартар.

Учитель: Хамăр ума мĕнле тĕллев лартăпăр?

Ачасем: Паллă ячĕсем çинчен  аса илмелле, тĕрĕс тупмалла, тĕрĕс çырмалла, пуплевре усă курмалла.

Учитель: Сирĕн умра хаклав хучĕсем. Эсир паян урокра пĕр-пĕрне пулăшса, юлташ ĕçне мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе, хакласа пыратăр.  Кашни чарăнура хаклав таблицине оценка лартатăр. Тинĕс чанĕ (рында) вара тепĕр ĕç патне куçмаллине систерсе пырĕ.

Юлташпа ĕçлеме кăмăл пур-и?  

«Паллă ячĕ» çĕр-шыва çитме çăмăлах пулмĕ.   Ишевре таçта та чарăнма лекĕ. Кашни чарăнурах  пире тĕрлĕ ĕçсем, йывăрлăхсем  кĕтеççĕ.

3.Çирĕплетÿ.  Чи малтанах паллă ячĕсем çинчен аса илер.

1-мĕш чарăну: «Теори утравĕ» (клоуз тест)

Паллă ячĕ-  …… паллине пĕлтерет, ……ыйту çине ыйтăнать.

Предложенире ………… членсем те, …..…членсем те пулма пултараççĕ.

Пĕлтерĕшĕ тăрăх …. ушкăна уйăрма пулать.

Иккĕмĕшле паллă ячĕсем …………..хушăннипе пулаççĕ.

Палăрту форминчи  паллă ячĕсем  ……….. хушăннипе пулаççĕ,…….тăрăх улшăнма та, …….. тăрăх вĕçленме те пултараççĕ.

Паллă ячĕсен пахалăх виçине палăртакан формисем: ……………………………………………..

Кĕртсе лартмалли сăмахсем:  япалан, ĕçĕн, паллăн паллине, палăрту, тĕп, танлаштару, вăйлă,  падеж, 9,  хисеп, мĕнле, тĕп, кĕçĕн, аффикссем, -и, -скер.

 

2-мĕш чарăну. Асăрханăр, пăрахутăн бортĕнче çурăксем курăнкалаççĕ! «Тинĕсри çапăçу» карточкăпа ĕçлемелли чарăну. (Иккĕн ĕслеççĕ).

 

Паллă ячĕсене çырасси

Пĕр хупă сас палли

Икĕ хупă сас палли

1

Илем…ĕ

в

г

1

Илĕртÿ…ĕ

ж

е

2

Хавас…ă

б

а

2

Хăю…ă

ж

з

3

Ăс…ă

ж

д

3

Вăй…ă

б

г

4

Кан…ĕ

в

б

4

Тăпăл.а

г

е

5

Шур…и

д

г

5

Сарла…и

д

в

6

Симĕс…ĕн

ж

в

6

Пысăк…и

б

е

        а        б        в        г        д        е        ж        з

1                        +                        +                

2                +                                        +        

3                +                                        +        

4                        +                        +                

5                                +        +                        

6                        +                        +                

3-мĕш чарăну

Учитель: Малалла пирĕн карап ишет. Борт çумĕнче кĕленче. Унта текст. Анчах шыв текстри хăш-пĕр сăмахсене йĕпетнĕ те вулама май çук.

Сирĕн текстра шывпа йĕпенсе çухалнă сăмахсене тупса çырас пулать.

2. Çанталăк, лăпкă,  …   . Çурт-йĕрсенчен , …………йăмрасенчен урам урлă……… мĕлкесем тăсăлаççĕ. ….…  сывлăш ……. вырăн çинчен тăрса тухнă шăм-шака çÿсентерет. Укăлча хапхи патĕнче кĕтÿ хыççăн çĕкленсе юлнă  ………  тусан ирхи хĕвел çутинче … тĕтре евĕр туйăнать.

Усă курмалли сăмахсем: çуллĕ, çăра, ăшă, уяр, шурă,  уçă, вăрăм.  

Учитель: Мĕн тума кирлĕ пулчĕç-ха паллă ячĕсем?

Ачасем: Паллă ячĕсем текста илемлĕрех тăваççĕ, шухăша сăнарлăрах, уçăмлăрах тума кирлĕ.

4-мĕш чарăну. Тинĕсре шторм пуçланчĕ. Ăна лăплантарма пирĕн хăвăрт кăна çак ĕçе тăвас пулать.

Паллă ячĕсене тупăр, хăйсем ăнлантаракан сăмахсемпе пĕрле 3 ушкăна пайласа таблицăна куçарăр. Паллă ячĕсем мĕнле член пулнине туртса палăртăр.

Сивĕ çил вĕрет, хаяр çил вĕрет, пĕлĕчĕ шăвать, хуп-хура пĕлĕт. Сĕм тĕттĕм çĕрте тĕтре витĕр хура каç анчах хуралса тăрать. Тÿпере çап-çутă çăлтăрсем  илемлĕн ялкăшаççĕ. Тинĕс  сарлака та тарăн. Кăнтăрла карап çинче савăнăçлăччĕ. Халĕ чунра шиклĕрех.

 

Тĕп форма

Танлаштару форми

Вăйлă форма

Физкультура саманчĕ. Куçа кантармалли самант.

5-мĕш чарăну. Чул хысакĕ çинче. Ваттисем пулăшнипе риф çинчен карапа туртса кăларас пулать. Ăна валли пирĕн çак ĕçе пурнăçлас пулать.

Сиктерсе хăварнă паллă ячĕсене кĕртсе ваттисен сăмахĕсене калăр.

Паллă ячĕсем мĕнле формăра?

 Кивви каялла, ( çĕнни) малалла. Киввисĕр çĕнни çук, йÿççисĕр ( тутли) çук. Ăсли кулма чарăнать, (ухмаххи)  кулма пуçлать.  Лайăххине пурнăç çук, (усаллине)  вилĕм çук. Ваттисен  халапĕ ылтăнран (хакли).

6-мĕш чарăну.

Учтель. Ачасем, темĕнле утрав курăнма пуçларĕ, эпир çитес утрав, çĕр-шыв пулас. Юлташпа çÿлçÿреве кайма кăмăллă-и, çăмăл пулчĕ-и? Анчах тепĕр ĕç тумасăр унта пире кĕртмĕç. Паллă ячĕсемпе усă курса юлташ мĕнле пулнине каласа кăтартăр.

Вуласа тухăр та çынна тулашран сăнлама усă курнă паллă ячĕсене сăнăр. 

Таруç тăрăхла питлĕ, шуранкарах шурă сăнлă, çÿхе туталлă, кăвак куçлă. Маруç кÿпшекрех питлĕ, хĕп-хĕрлĕ сăнлă, хулăн туталлă, хура куçлă. Таруç яштак пÿллĕ, çинçе пилĕклĕ, тирпейлĕ çыхнă ыраш кĕлти пек. Маруç лутра пÿллĕ, тулли кĕлеткеллĕ, пушă çыхнă сĕлĕ кĕлти пек. Тумланасса вĕсем уява та, ĕçе те пĕр евĕрлĕ тумланса тухаççĕ. Кĕçĕр иккĕшĕ те чĕнтĕрлĕ шурă кăпе тăхăннă, симĕс саппун çакнă, шурă тутăр çыхнă.                                                                                                         (А. Артемьев.)

«Манăн юлташ» калав çырăр. Калавра ăна сăнланипе пĕрлех паян  пĕрле мĕнле  ĕçленине те палăртса хăварăр.

  • Пичĕ-куçĕ
  • Çÿçĕ
  • Кĕлетки-çурăмĕ
  • Утти
  • Кăмăлĕ
  • Ĕçĕ-хĕлĕ , ĕмĕчĕ

Учитель. Мĕн тери сирĕн юлташсем пултаруллă, лайăх иккен.

7-мĕш чарăну.

Акă эпир сирĕнпе «Паллă ячĕ» çĕр-шыва çитрĕмĕр. Сире кунта çитме эсир ытти уроксенче те тимлĕ итлесе ларни, паян тăрăшса ĕçлени пулăшрĕ. Пирĕн «Паллă ячĕ» çĕр-шыв мĕнлерех-ши вăл? Унта çитме мĕн пĕлтĕмĕр. Синквейн çырса пăхар-ха.

4.Пĕтĕмлетÿ.

Паллă ячĕ

Тулли, пулăшу пĕлтерĕшлĕ

Пĕлтерет, вĕçленет, улшăнать

Япалан, ĕçĕн, паллăн паллине пĕлтерекен, мĕнле? ыйту çине ыйтăнакан пуплев пайне паллă ячĕ теççĕ.

Пуплев пайĕ

Учитель: Эсир те паянхи урокра  хăвăрăн ĕçĕрпе кăмăллă-и?

Урокра лартнă тĕллев пурнăçланчĕ-и?

5.Ачасем  юлташăн  ĕçне хакланине тĕрĕслесси. (Хак пани).

Учитель: Эсир лайăх ĕçлени,  ăнланни мана савăнтарать. Мĕнле паллă илме тивĕçлĕ пулнине юлташ каласа парĕ.

6.Рефлекси: Карап çине тĕрлĕ тĕслĕ парăс çакас пулать.

Урок килĕшрĕ пулсан – хĕрлĕ.

Урокра пĕтĕмпех ăнланса çитереймерĕм – симĕс.

Урокра ĕçлес килмерĕ – хура.

Малашне те тăрăшса  вĕренме сывлăх сунатăп.

Тавах сире мана урок ирттерме пулăшнăшăн. Пĕр-пĕрне тав тăвар. Алă çупаççĕ.

Эпĕ вара сире çул çÿревре хастар пулнăшăн ятарлă медальсем парса чысласшăн.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Алфавит. Вĕреннине аса илни

Урок чувашского языка в 5 классе....

Надежда Павлова – тĕнчипе паллă балерина.

Пӗчӗк чухне атте пире Шупашкартан хӑй çуралнӑ Вӑрнар районӗнчи Шӗнер ялне илсе каятчӗ. Унта çамрӑксен каçхине вӑййа тухса юрланине-ташлание курса киленеттӗм. Ӳсерех парсан Шупашкарти Пионер керменӗнчи...

6 класс презентация урока по чувашскому языку "палла ячесен пахалах висине катартакан формисем"

Презентация к уроку для 6 класса по чувашскому языку по теме "Палла ячесен паларту висисем" с использованием сингапурской методики...

5 класс, открытый урок "Омонимсем, синонимсем, антонимсем ҫинчен вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетесси"

Открытый урок в 5 классе  по обобщению тем "Омонимы. Синонимы. Антонимы." с использованием пректной технологии....

Урок конспекчĕ «Паллă ячĕ» çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси.

Тĕллев: 1. «Паллă  ячĕ» темӑна вĕренсе пĕтернĕ май ачасен  пĕлĕвне тĕрĕслесси, пурнӑçра паллă  ячĕсемпе тĕрĕс усӑ курма вĕрентесси.2.Паллă ячĕсен синонимĕсемпе, антоним...