Подготовка к ОГЭ по чувашскому языку
статья (9 класс)

Экзаменăн 1-мĕш пайĕ-экзаменатор вуланă текста çывăх çырнă изложени. Вăл оригиналпа туллин тÿр килме тивĕçлĕ. Оригиналта çуккине хушса çырма юрамасть. Паллах, изложени тексчĕ оригинал копийĕ пулма пултараймасть, çапах та ача экзаменатор вулакан текстăн стильне сыхласа хăварма тивĕç. Тĕслĕхрен, илемлĕ текст содержанине ăслăлăх е публицистика стилĕпе каласа пама кирлĕ мар, илемлĕ стильпех çырмалла. Изложенире оригинал текстăн 70 процентне (сăмахсене, сăмах çаврăнăшĕсене, синтаксис пĕрлешĕвĕсене) çаплипех хăварас пулать. Кунсăр пуçне илемлĕх тата кăмăл-туйăм мелĕсем мĕнле палăрнине те шута илмелле.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл oge_doklad.docx19.26 КБ

Предварительный просмотр:

                         Чăваш чĕлхипе экзамена хатĕрленесси.

Чăваш шкулĕн 9-мĕш класне пĕтернĕ май чăваш чĕлхипе тытмалли экзамена ирттермелли йĕркене, экзамен материалне хатĕрлессипе çыхăннă ĕçсене Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви кăтартса парать. Экзамен содержанийĕ министерство йышăннă документсенчи нормăпа килĕшсе тăрать.             Экзамен ĕçĕн тĕллевĕ вăл – тулли мар вăтам шкул пĕтерекен ачан пĕлĕвне пĕтĕмĕшле аттестаци картинче хакласси. Экзаменра çырнă ĕçĕн содержанийĕ çак документсене тивĕçтермелле:

  1. Чăваш чĕлхине вăтам шкулта тăван чĕлхе пек вĕрентмелли минимум//Халăх шкулĕ.-2003.-1№-53-59 с.
  2. Концепция национально-регионального компонента государственного стандарта общего образования Чувашской Республики.
  3. Чăваш чĕлхи программи: чăваш шкулĕн 5-11 класĕсем валли/И.А.Андреев профессор хатĕрленĕ.-Ш,2007

Чăваш чĕлхипе тытмалли экзаменра 9-мĕш класс ачисен тулли те ирĕклĕ хуравласа 2 ĕç (изложени тата сочинени çырса) тата 10 ĕç хатĕр хуравран пĕрне суйласа илсе тумалла. Экзаменра ачасен тĕрлĕ хăнăхăвне тĕрĕслеççĕ. Вĕсем çаксем.

  1. Çын вуланă текстăн тĕп шухăшне ăнланнипе ăнланманнине.
  2. Стильпе пуплев манерĕ енчен тĕрлĕрен текст содержанине тĕплĕн уçса пама пултарни.
  3. Итленĕ текстри информацие уçса пама, ăнлантарма пултарни.
  4. Харпăр хăй вуланă текст шухăшне ăнланни.
  5. Итленĕ тата харпăр хăй тĕллĕн вуланă текстсене пĕрлештеререкен тĕп шухăша ăнланма пултарни.
  6. Текстри предложенисене пĕр-пĕринпе çыхăнтаракан мелсене тупма пĕлни.
  7. Итленĕ тата вуланă текстсенче тапратнă проблема пирки сочинени авторĕ хăй шухăшне уçса пама пултарни, ку шухăша икĕ текстран илнĕ информаци çине тата хăй курни-илтни, пĕлни, вулани çине, пурнăç опычĕ çине таянса ĕнентерме пултарни.
  8. Шухăшсене çыхăнуллă уçса пама пултарни.
  9. Чĕлхен грамматика тата лексика пуянлăхĕпе туллин усă курма пĕлни.

10.Чăваш чĕлхин орфографипе пунктуации, грамматикăпа пуплев нормисене пăхăнни.

Экзаменăн 1-мĕш пайĕ-экзаменатор вуланă текста çывăх çырнă изложени. Вăл оригиналпа туллин тÿр килме тивĕçлĕ. Оригиналта çуккине хушса çырма юрамасть. Паллах, изложени тексчĕ оригинал копийĕ пулма пултараймасть, çапах та ача экзаменатор вулакан текстăн стильне сыхласа хăварма тивĕç. Тĕслĕхрен, илемлĕ текст содержанине ăслăлăх е публицистика стилĕпе каласа пама кирлĕ мар, илемлĕ стильпех çырмалла. Изложенире оригинал текстăн 70 процентне (сăмахсене, сăмах çаврăнăшĕсене, синтаксис пĕрлешĕвĕсене) çаплипех хăварас пулать. Кунсăр пуçне илемлĕх тата кăмăл-туйăм мелĕсем мĕнле палăрнине те шута илмелле.

Изложени çырма хатĕрленĕ май словрь ĕçне тĕплĕ тумалла.

Сăмаха асра тыас тесен ун пĕлтерĕшне лайăх пĕлес пулать. Пĕлтерĕш уйрăмлăхĕ контекстра кăна уçăмланать. Çавăнпа контекста тимлĕ тишкерме тивет. Уйрăмах сăнарлă сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсене шута илмелле. Изложени çырма хатĕрленĕ чухне ачасене текстăн темипе тĕп шухăшне тĕрĕс тупма та хăнăхтармалла. Ку ĕçре ыйту-хурав мелĕ усăллă (ыйтусене текст тăрăх учитель çеç мар,ачасем те хатĕрлеççĕ, хуравсене ушкăнпа шыраççĕ).

Лайăх текст çырма хатĕрленес тесен пĕтĕм ĕçĕн технологине алла илес пулать. Экзамен йĕркипе ачасене май пур таран маларах паллаштармалла. Экзамен „репетицине” ирттерсен аван. Экзаменшĕн учителĕн кăмăл-туйăмĕ те пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен учителĕн кăмăл екки ачасене тÿрех куçать.

Текста экзаменатор икĕ хут вулать  Чи кирли содержанире мĕн иккенне, пысăк пĕлтерĕшлĕ мрри, мĕн-мĕн пулнине ăнкарса илччĕр, сюжет аталанăвне асăрхаччăр.Ачасен текста малтанхи хут вуланă чухне унăн планĕпе çыхăннă сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсене çырса пыма ирĕк пур. Ку ĕçе пĕрремĕшпе  иккĕмĕш клав хушшинчи тăхтавра та малалла тума юрать.

Чăнах та, хăшĕ-пĕри пĕтĕм текста ним уямасăр çырса илме пăхĕ. Кун пек ĕçлесен чи кирлине сиктерсе хăварма пулать. Çавăнпа тÿрех сăмахăн-сăмахăн çырма кирлĕ те мар. Ку ĕçе текста иккĕмĕш хут вуланă май тата ун хыççăн тума пулать.

Изложени çырма ачасемпе 5-мĕш класрах тытăнмалла. Хăнăхмалли изложение çырнă чухне, хальхи методистсем ĕнентернĕ тăрăх, малтанхи вулав вăхăтĕнче куçа хупса итлеме сĕнсен лайăх. Вара ачасен тимлĕхĕ йĕри- таврари япаласе, шăв-шав çине сапаланса каймасть. Экзаменра, паллах, ачасем хупсах тăнлас çук, çапах та экзаменатор мĕн вуланине тимлĕ итлесе текст содержанине тĕпĕ-йĕрĕпе асра тытма вăй çитерĕç.

Иккĕмĕш вулав майĕпентерех иртме тивĕçлĕ. Ачасем текст тытăмне тĕплĕнрех тишкереççĕ, микротемăсен йĕркине сăнаççĕ, калав тытăмĕнче асăрхамасăр юлнă детальсене аса илсе вырăна лартаççĕ. Кунсăр пуçне текстăн стилĕ çинчен, чĕлхе уйрăмлăхĕсем çинчен татăклă йышăну тăваççĕ.

Экзаменăн иккĕмĕш пайĕ – тест ыйтăвĕсем.  Экзамен виççĕмĕш пайĕ вăл – калăпăшĕпе пысăках мар сочинени çырасси. Унăн калăпăшĕ пирки тĕрлĕ шухăшлаççĕ. Пĕрисем – 100 сăмахран кая мар пулмалла мар теççĕ.

Теприсем 120 сăмах çинчен калаçаççĕ. Хаклав виçи тăрăх, ачасен сочинениийĕнче сахалтан та 90 сăмах пулмалла.  Çавăнпа та ачасене 100-120 сăмахлă сочинени çырма хăнăхтармалла.

Хакланă чухне сочинение нумай енчен пăхаççĕ:ача çын вуланă тата хăй вуланă текстсене пĕрлештерекен тĕп шухăша ăнланни, ăна хăй текстĕнче кăтартма пултарни, автор шухăшне е хăй шухăшне логика енчен çыхăнуллă çырса ĕнентерме пултарни. Çав вăхăтрах сочинение орфографипе пунктуаци тата пуплевпе грамматика енчен мĕнле çырнине те шута илеççĕ.

Сочинени шухăш пĕрлĕхĕ пуррипе, пайсен çыхăнулăхĕпе  тата уçăмлăхĕпе палăрса тăмалла. Шухăш пĕрлĕхĕ шухăша çыхăнуллă аталантарса ĕнентерме, пĕтĕмлетÿ тума тума пĕлнинче те сисĕнет. Текст уйрăлми пĕрлĕх пултăр тесен унăн композицийĕ пирки шухăшлам тивет.Пайсем темăна уçса пама çителĕклĕ чухлĕ кирлĕ. Вĕсен калăпăшĕ çинчен те , мĕнле йĕркепе вырнаçтарасси çинчен те манмалла мар.  Сочиненин, кирек мĕнле текстăнни пекех, пуçламăшĕ, тĕп пайĕ тата пĕтмĕшĕ пулмалла.  Кашни пайĕн хăйĕн тĕллевĕпе йĕрки пур.  Çавăнпа та текст тытăмĕ çинчен вĕреннине аса илни те пăсмасть.

Ачсем сочиненире икĕ текст материалĕпе усă курма тивĕçлĕ. Çав вăхăтрах текстсене ним улăштармасăр çырса илме юрамасть, ахальлĕн ĕçе шута хумаççĕ.

Сочинени авторĕ тема пирки хăй мĕн шухăшлани яр  уççăн курăнмалла. Ача хăй шухăшне каламасан сочинени хакĕ чылай чакать. Кирек мĕнле шухăша та сочинени авторĕ икĕ текстран илнĕ информаци çине тата хăй  курни-илтни, пĕлни, вулани çине, пурнăç опычĕ çине таянса ĕнентерме тивĕçлĕ.

Ачасене  текст пайĕсем тата предложенисем пĕр-пĕринпе епле мелсемпе çыхăннине ăнлантармалла, çав мелсемпе сочиненире те усă курма хăнăхтармалла. Предложенисене чăваш чĕлхин синтаксисне пăхăнтарса йĕркелес пулать. Темăпа рема ушкăнĕсене, шухăш тĕшши ÿкекен сăмахсене кирлĕ пек вырнаçтарма та пĕлмелле. Тĕпрен илсен, сочиненире пĕр-пĕр шухăша ĕçĕн малтанхи пайĕнче калаççĕ те тĕп пайра ăнлантараççĕ. Ача темăра каланă проблема çинчен хăй мĕн шухăшланине кĕскен пĕлтерет те шухăшне тĕрлĕ фактсемпе çирĕплетсе ĕнентерет. Сочинени чăнах та ăслав, шухăшлав майлă пулмалла, çавăнпа та „тезис-аргументсем-пĕтĕмлетÿсем” йĕркене çирĕп пăхăнмалла.

Ачасен сочиненийĕ темăран тухмалла мар. Тема тăрăх ирĕклĕ сочинени çырас вырăнне экзаменра итлеме тата вулама панă текстсене тулли тишкерÿ тăвасран асăрхаттармалла.

Сочинение хакланă чухне „Чăваш шкулĕн 9-мĕш класне пĕтернĕ май чăваш чĕлхипе çĕнĕлле тытмалла экзамен ĕçĕсене хакламалли критерисем” документпа усă курмалла.

Чăннипе, 9-мĕш класс ачин калаçас-çырас пултараслăхĕнчен чăваш пуплевĕн малашнехи шайĕ нумай килет.

Литература:

1.Виноградов Ю.М. Чăваш чĕлхипе экзамена хатĕрленесси/ Шупашкар, 2010.

2. Виноградов Ю.М. Чăваш чĕлхипе аттестаци экзаменне хатĕрленесси/ Ю.М.Виноградов, Л.Г.Петрова.-Шупашкар, 2010.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Послание Главы Чувашии Государственному Совету Чувашской Республики (на чувашском языке)

26 января в Чувашском государственном театре оперы и балета состоялось оглашение ежегодного Послания Главы республики....

План работы ШМО учителей родного (чувашского) языка и литературы, родного (башкирского) языка, башкирского языка (государственного), истории и культуры Башкортостана МОБУ СОШ с.Ефремкино

Задачи ШМО:1. Повышения качества знаний по родному языку и литературе (чувашскому), башкирскому языку и истории и культуре Башкортостана.2.      Выработать орфоэпические, инто...

Внеклассное мероприятие по чувашскому языку и литературе "Родной язык - душа народа"

21 февраля весь мир отмечает Международный день родного языка.   В этот день  МБОУ  « Староильмовская СОШ»  совместно с  сельской библиотекой провели день зан...

Методическое пособие учебного курса родной (чувашский ) язык «Исследователи чувашского языка"

Чăваш чĕлхи – чăваш халăхĕн наци чĕлхи. Вăл кулленхи калаçу чĕлхи çеç мар – радиопа телевидени, чăвашла хаçатсемпе журналсен, чăваш театрĕсен т. ыт. чĕлхи те. В.И.Ленин чĕлхе çинчен çапла ...

Методическая разработка для подготовки к ЕРЭ по чувашскому языку

Методическая разработка для подготовки ко 2-ой части ЕРЭ по чувашскому языку...