Методическое пособие учебного курса родной (чувашский ) язык «Исследователи чувашского языка"
методическая разработка (9 класс)

Чăваш чĕлхи – чăваш халăхĕн наци чĕлхи. Вăл кулленхи калаçу чĕлхи çеç мар – радиопа телевидени, чăвашла хаçатсемпе журналсен, чăваш театрĕсен т. ыт. чĕлхи те. В.И.Ленин чĕлхе çинчен çапла каланă: „Чĕлхе – çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма питĕ кирлĕ хатĕр”. Чăн та, чĕлхесĕр эпир пĕр-пĕринпе хутшăнма пултараймастпăр. Чĕлхе пулман пулсан çĕр çинче этем обществи те пулайман пулĕччĕ. Чçлхене пула çеç эпир шухăшлама, шухăша каласа пама, ыттисене пĕлтерме пултаратпăр, урăхла каласан, чĕлхе пире хутшăнма, çыхăну йĕркелеме кирлĕ хатĕр пулса тăрать.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon palla_chavash_chelhecisem.doc87 КБ

Предварительный просмотр:

                           

Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение

«Верхнелащинская основная общеобразовательная школа Буинского муниципального района Республики Татарстан»

Методическое пособие учебного курса родной (чувашский ) язык

«Исследователи чувашского языка»

                                                             

                                                                                                                                        Автор:

                                                                        Андреева Лариса Анатольевна,

                                                                        учитель родного (чувашского)

                                                                        языка и литературы

                                                                        высшей квалификационной

                                                                        категории

                                                                       

2018

                   

 Введение

       1. Пояснительная записка (Ăнлантару çырăвĕ)

  Чăваш чĕлхи – чăваш халăхĕн наци чĕлхи. Вăл кулленхи калаçу чĕлхи çеç мар – радиопа телевидени, чăвашла хаçатсемпе журналсен, чăваш театрĕсен т. ыт. чĕлхи те. В.И.Ленин чĕлхе çинчен çапла каланă: „Чĕлхе – çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма питĕ кирлĕ хатĕр”. Чăн та, чĕлхесĕр эпир пĕр-пĕринпе хутшăнма пултараймастпăр. Чĕлхе пулман пулсан çĕр çинче этем обществи те пулайман пулĕччĕ. Чçлхене пула çеç эпир шухăшлама, шухăша каласа пама, ыттисене пĕлтерме пултаратпăр, урăхла каласан, чĕлхе пире хутшăнма, çыхăну йĕркелеме кирлĕ хатĕр пулса тăрать.

   Чăваш чĕлхине тишкерсе тĕпчес ĕç 18 ĕмĕрте пуçланнă. Унччен тĕпчевçĕсем пачах пĕлмен. Чи пирвай чăваш сăмахне хут çине Ф.И.Страленберг, Полтава патĕнчи çапăçура тыткăна лекнĕ швед капитанĕ, 18 ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче çырса илнĕ. Тыткăнран хăйçн çĕршывне таврăннă хыççăн çак тĕпчевçĕ 1730 çулта кĕнеке пичетлесе кăларнă, унта вăл Российăри хăшпĕр вак халăхсем хушшинче çырса илнĕ сăмахсен таблицине те панă.

   Таблицăра 28 чăваш сăмахĕ пур. (Тĕпчевçĕсем чăвашсен кивĕ çырулăхĕ çак 28 чăваш сăмахĕнчен пуçланать тесе калаççĕ.) Ку вăл хăй вăхăтçнче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пулнă: Хĕвеланăç Европăри вулакансе, чи малтанах, чĕлхе тĕпчевçисем, çĕр çинче „Чăваш” ятлă халăх пуррине пĕлнĕ, унăн чĕлхинчи хăшпĕр сăмахсемпе паллашнă.

   Çавăнпа та вĕренекенсене кăсăклантарса ярса чăваш чĕлхине тĕпченин кĕске историйĕпе  паллаштарасси, ачасен чăвашлăх туйăмне çĕклесси, тавра курăмне аталантарасси пянхи кун питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Аслă классенче хăшпĕр тĕпчевçĕсем çинчен аса илсе хăваратпăр-ха. Анчах та тарăнрах чĕлхеçĕсем çинчен пĕлме пире суйласа илмелли (элективлă) курс пулăшма пултарать.

         Курс тĕллевĕсем (цели):

а) чăваш халăхĕн тĕрлĕ тапхăрти ертÿçисемпе паттăрĕсем, ĕç ăстисемпе ăсчахĕсем çинче пĕтĕмĕшле ччарăнса тăрасси;

ă) авалхи ăсчахсен ĕçĕ-хĕлĕ урлă несĕлĕмĕрсен ăс-хакă, ÿнер ăсталăхне кăратса парасси;

 б) чăваш чĕлхи мĕн авалтанпах илемлĕ те çепĕç, илĕртÿлĕ чĕлхе пулнине кăартса хăварасси.  

        Курс задачисем(задачи):

а) тĕрлĕ литература, интернет ресурсем усă курса чĕлхеçĕсен пурнăç çулне, ĕçне-хĕлне тишкересси;

ă) тăван халăх малашлăхĕшĕн пĕтĕм чунне парса ĕçленĕ çынсен пархатарĕ пысăк пулнине кăтартса, чăваш чĕлхин илемне туйса ăна малалла та тĕпчес кăмăла çуратасси.

         Вĕрентÿ формисем:

  • справочниксемпе, энциклопеди словарĕсемпе ĕçлесси;
  • тĕпчев материалĕсене, хаçат-журналсене тишкересси;

     -   презентацисем хатĕрлесси, вĕсене хÿтĕлесси;

                    -   конкурссене хутшăнасси;

  • калаçусем ирттересси;
  • тĕл пулусемпе экскурсисем йĕркелесси.

Программа содержанийĕ

  1. мĕш пайĕ. Чăваш чĕлхине Октябрь революцийĕччен тĕпчени.

1-мĕш тема. Ф.И.Страленберг,Г.Ф.Миллер – пирвайхи чăваш чĕлхи тĕпчевçисем.

     18 ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсем. 1730-мĕш çулта пичетленсе тухнă кĕнекере 28 чăваш сăмахĕ кун çути курать. Хĕвеланăç Европăри вулакансем çĕр çинче „чăваш” ятлă халăх пур иккенне пĕлнĕ.

2 -мĕш тема. В.Н.Татищев - историк, вырăс тĕпчевçи. „Сравнительные словари всех языков и наречий” - танлаштаруллă словарь. 285 сăмаха 200 чĕлхепе çырса кăтартнă. Чăваш сăмахĕсем 64-мĕш вырăнта.

3-мĕш тема. В.Пуцек - Григорович-чăваш чĕлхин пĕрремĕш грамматикине çыраканĕ. „Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка”(1769 ç.). Пуплев пайĕсене, вĕçленĕве, хисепе, падежсене аса илсе хăварнă.

4- мĕш тема. В.П.Вишневский - чăваш чĕлхин иккĕмĕш грамматикине çыраканĕ. „Начертание правил чувашского языка и словарь, составленные для духовных училищ Казанской епархии”(1836 ç.). Грамматикăна тĕпченĕ, синтаксис ыйтăвне хускатнă.

5-мĕш тема. Н.И.Золотницкий - паллă педагог, этнограф, чĕлхе тĕпчевçи. „Ознакомление с фонетикой  и формами чувашского языка посредством перевода и разбора оригинальных чувашских статей”. Чăваш чĕлхипе ытти тĕрĕк чĕлхисен пĕрпеклĕхĕсемпе уйрăмлăхĕсем.

6-мĕш тема. Н.И.Ашмарин - чăваш чĕлхине 40 çула яхăн тĕпчени. „Материалы для исследования чувашского языка”(1898 ç.). Чи палли - 17 томлă словарь „Словарь чувашского языка”.

2-мĕш пайĕ. Ют çĕршывсенчи тĕпчевçĕсем чăваш чĕлхине тишкерни.

7-мĕш тема. В.Шотт, А.Регули - венгр тĕпчевçисем чăваш чĕлхи çинчен. Густав Йохан Рамстедт - финн тĕпчевçи: „...чăваш чĕлхи - чи авлхи тĕрĕк чĕлхисенчен пĕри”.

3-мĕш пайĕ. Октябрь революцийĕ хыççăн чăваш чĕлхине тĕпчесси анлă сарăлни.

8-мĕш тема. И.Я.Яковлев – чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ. Чăваш алфавитне çирăплетет. „Чăваш халăх юррисемпе кĕввисем”, „Чăваш халăх юмахĕсемпе халапĕсем” кĕнекесен авторĕ.

9-мĕш тема. . Н.В.Никольский – çирĕммĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче Атăл тăрăхĕнчи чăваш, мари, тутар, мордва, удмурт, пушкăрт халăхĕсен историйĕпе этнографине тĕпченĕ талантлă ученый, педагог, чĕлхеçĕ. „Хыпар” хаçатăн малтанхи редакторĕ. „Краткий конспект по этнографии чуваш”.

     10-мĕш тема. Ф.Т.Тимофеев (Тимухха Хĕветĕрĕ) – Октябрьти социализмлă аслă              революци хыççăнхи тапхăрта, 20-30 – мĕш çулсенче палăрнă педагог, чĕлхеçĕ,Чăваш АССРĕнчи наукăпа  тĕпчев ĕçне пуçарса яма хастар хутшăннă çынсенчен пĕри. „Чăваш чĕлхи грамматики”, „Синтаксис тĕпĕсем” (1924 ç.).

 11-мĕш тема.  Т.М.Матвеев:”Орфографи çырма, çырнине вулама, ăнланма тата ас туса юлма çăмăл пулмалла.  Алфавитра фонема пулакан сасăсене çеç уйрăм сас паллипе палăртмалла”.”Краткий обзор чувашских диалектов”.

12-мĕш тема.  В.Г.Егоров – Октябрьти социализмлă революцичченех тĕпчев ĕçне тытăннă паллă совет тюркологĕ, чăваш чĕлхеçи, филологи наукисен докторĕ, профессор, Чăваш АССР наукисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Чăваш шкулĕсем валли программăсем, вĕренÿ пособийĕсем, учебниксем çырса хатĕрленĕ.

13-мĕш тема.  С.П.Горский – филологи наукисен докторĕ, профессор, чăваш чĕлхине тĕпчес, литература чĕлхине нормăлас, шкулсем валли учебниксемпе вĕренÿ пособийĕсем хатĕрлес, чăваш çырулăхне аталантарас ĕçе хастар хутшăннă чĕлхеçĕ, педагог. „Хальхи чăваш чĕлхин синтаксисĕ” (1970 ç.).

14-мĕш тема.  Л.П.Сергеев – вырăнти калаçу чĕлхине тĕпчес тĕлĕшпе ĕçлекен диалектолог. Диалектологический словарь чувашского языка,1969 ç.

15-мĕш тема.  М.Ф.Чернов тĕпчевçĕ тата унăн ĕçĕсем. Фразеологи тата фразеологизм. „Краткий русско – чувашский фразеологический словарь” (1974), „Чăвашла – вырăсла фразеологи словарĕ”(1982).

В.И.Котлеев – фонетикăпа фонологи тĕпчевçи.

16-мĕш тема.  И.А.Андреев – чăваш чĕлхин синтаксисне тĕпчекен профессор.  „Чăваш синтаксисĕн ыйтăвĕсем” (1973, 1975) кĕнекесен авторĕ.

17-мĕш тема.  Пăхса тухнă темăсене тĕпе хурса тĕнчев ĕçĕсене хÿтĕленипе курс вĕçленет. Вĕренекенсен тĕрлĕ майлă хатĕрленĕ ĕçĕсен пахалăхне хаклани.

                                Календарьпе тематика планĕ

Тема

Сехет шучĕ

Урок тĕсĕ, мелсемпе меслетсем

Ĕç мелĕсем, ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелли мелсем

Литература, курăмлăх хатĕрĕсем

1

Ф.И.Страленберг,Г.Ф.Миллер – пирвайхи чăваш чĕлхи тĕпчевçисем

1

Лекци урок.Учитель сăмахĕ, калаçу

Ушкăнпа, пĕчченшерĕн

Л.П.Сергеев, В.И.Котлеев.Чăваш чĕлхи – Шупашкар, 1988; А.А.Алексеев. Паллă чăваш чĕлхеçисем. – Шупашкар, 1982. http://www.artlad.ru

2

В.Н.Татищев - историк, вырăс тĕпчевçи.

1

Лекци урок.Учитель сăмахĕ, калаçу

Ушкăнпа, пĕчченшерĕн. Кроссворд.

Л.П.Сергеев, В.И.Котлеев.Чăваш чĕлхи – Шупашкар, 1988; А.А.Алексеев. Паллă чăваш чĕлхеçисем – Шупашкар, 1982. http://kraeved.opck.org

3

В.Пуцек - Григорович-чăваш чĕлхин пĕрремĕш грамматикине çыраканĕ.

1

Лекци урок.Учитель сăмахĕ, калаçу

Ушкăнпа, пĕчченшерĕн, доклад

Л.П.Сергеев, В.И.Котлеев.Чăваш чĕлхи – Шупашкар, 1988; А.А.Алексеев. Паллă чăваш чĕлхеçисем – Шупашкар, 1982; А.Е.Горшков. Чăваш чĕлхи.-1997 http://finugor.ru

4

В.П.Вишневский - чăваш чĕлхин иккĕмĕш грамматикине çыраканĕ.

1

Учитель сăмахĕ, калаçу

Ушкăнпа, пĕчченшерĕн,

викторина

А.А.Алексеев. Паллă чăваш чĕлхеçисем – Шупашкар, 1982; А.Е.Горшков. Чăваш чĕлхи.-1997 http://сувары.рф/ru

5

Н.И.Золотницкий - паллă педагог, этнограф, чĕлхе тĕпчевçи.

1

Лекци урок Учитель сăмахĕ

Ушкăнпа, пĕчченшерĕн, доклад

А.А.Алексеев. Паллă чăваш чĕлхеçисем – Шупашкар, 1982; А.Е.Горшков. Чăваш чĕлхи.-1997 http://cv.wikipedia.org

6

 Н.И.Ашмарин - чăваш чĕлхине 40 çула яхăн тĕпчени

1

Лекци урок Ыйту-хурав

Ушкăнпа, пĕчченшерĕн, викторина

А.А.Алексеев. Паллă чăваш чĕлхеçисем – Шупашкар, 1982; А.Е.Горшков. Чăваш чĕлхи.-1997 http://cv.wikipedia. 

7

В.Шотт, А.Регули - венгр тĕпчевçисем чăваш чĕлхи çинчен

1

Çĕнĕ пĕлÿ памалли урок

Ушкăнпа, пĕчченшерĕн, доклад

А.А.Алексеев. Паллă чăваш чĕлхеçисем – Шупашкар, 1982; А.Е.Горшков. Чăваш чĕлхи.-1997 http://www.chuvash.org

8

И.Я.Яковлев – чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ

1

Виртуаллă экскурси

Ушкăнпа, пĕчченшерĕн. Кроссворд.

А.А.Алексеев. Паллă чăваш чĕлхеçисем – Шупашкар, 1982; А.Е.Горшков. Чăваш чĕлхи.-1997 http://cv.wikipedia.org http://www.chuvash.org

9

Н.В.Никольский – çирĕммĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче Атăл тăрăхĕнчи чăваш, мари, тутар, мордва, удмурт, пушкăрт халăхĕсен историйĕпе этнографине тĕпченĕ талантлă ученый, педагог, чĕлхеçĕ

1

Лекци урок Ыйту-хурав

Ушкăнпа, пĕчченшерĕн, викторина

А.А.Алексеев. Паллă чăваш чĕлхеçисем – Шупашкар, 1982;

 А .Е.Горшков. Чăваш чĕлхи.-1997 http://cv.wikipedia.org

10

Ф.Т.Тимофеев (Тимухха Хĕветĕрĕ) – Октябрьти социализмлă аслă              революци хыççăнхи тапхăрта, 20-30 – мĕш çулсенче палăрнă педагог

1

Учитель сăмахĕ, калаçу

Ушкăнпа, пĕчченшерĕн, викторина

А.А.Алексеев. Паллă чăваш чĕлхеçисем – Шупашкар, 1982; А.Е. Горшков. Чăваш чĕлхи.-1997 http://cv.wikipedia.org

11

Т.М.Матвеев ”Краткий обзор чувашских диалектов”

1

Лекци урок Ыйту-хурав

Ушкăнпа, словарьсемпе ĕçлесси

А.А.Алексеев. Паллă чăваш чĕлхеçисем – Шупашкар, 1982; А.Е.Горшков. Чăваш чĕлхи.-1997 http://cv.wikipedia.org

12

В.Г.Егоров –  Октябрьти социализмлă революцичченех тĕпчев ĕçне тытăннă паллă совет тюркологĕ

1

Çĕнĕ пĕлÿ памалли урок

Ушкăнпа, мăшăрпа, словарьсемпе ĕçлесси

А.А.Алексеев. Паллă чăваш чĕлхеçисем – Шупашкар, 1982; А.Е.Горшков. Чăваш чĕлхи.-1997 http://cv.wikipedia.org

13

С.П.Горский – филологи наукисен докторĕ

1

Учитель сăмахĕ, калаçу

Ушкăнпа, пĕчченшерĕн. Кроссворд

А.А.Алексеев. Паллă чăваш чĕлхеçисем – Шупашкар, 1982; А.Е.Горшков. Чăваш чĕлхи.-1997 http://cv.wikipedia.org ;

 (c) 2005-2010

14

  Л.П.Сергеев – вырăнти калаçу чĕлхине тĕпчес тĕлĕшпе ĕçлекен диалектолог

1

Çĕнĕ пĕлÿ памалли урок

Пурте пĕрле, пĕчченшерĕн тест ыйтăвĕсем

А.А.Алексеев. Паллă чăваш чĕлхеçисем – Шупашкар, 1982; А.Е.Горшков. Чăваш чĕлхи.-1997 http://www.chuvash.org

15

М.Ф.Чернов тĕпчевçĕ тата унăн ĕçĕсем

1

Лекци урок Ыйту-хурав

Ушкăнпа, мăшăрпа, словарьсемпе ĕçлесси

А.А.Алексеев. Паллă чăваш чĕлхеçисем – Шупашкар, 1982; А.Е.Горшков. Чăваш чĕлхи.-1997 http://www.chuvash.org

16

И.А.Андреев – чăваш чĕлхин синтаксисне тĕпчекен профессор

1

Лекци урок Ыйту-хурав

Пурте пĕрле, пĕчченшерĕн

А.А.Алексеев. Паллă чăваш чĕлхеçисем – Шупашкар, 1982; А.Е.Горшков. Чăваш чĕлхи.-1997 http://cv.wikipedia.org

17

  Пăхса тухнă темăсене тĕпе хурса тĕнчев ĕçĕсене хÿтĕленипе курс вĕçленет

1

Пĕтĕмлетÿ урокĕ, ыйту-хурав

Пурте пĕрле, ушкăнпа

А.А.Алексеев. Паллă чăваш чĕлхеçисем – Шупашкар, 1982; А.Е.Горшков. Чăваш чĕлхи.-1997

http://cv.wikipedia.org

ЛИТЕРАТУРА

Государственные образовательные стандарты начального общего, основного, среднего полного общего образования в Чувашской Республике. Национально – региональный компонент. – Чебоксары: Чувашский республиканский институт образования, 2007.

                                                                       

                   

     

                                       

   


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Учебно-методическое пособие." Интегрированный урок. Родной язык и технология."

учебно-методическое пособие "Интегрированный урок Родной язык и литература"                                  ...

АДАПТИРОВАННАЯ РАБОЧАЯ ПРОГРАММА учебного курса «Родной (русский) язык и родная (русская) литература» в 5- 9 классах

Адаптированная рабочая программа учебного курса "Родной (русский) язык и родная (русская) литература" 5-9 класс ФГОС ООО...

Рабочая программа учебного курса Родной русский язык на 2020-2021 учебный год

В данном материале содержится рабочая программа учебного курса Родной русский язык на 2020 - 2021 учебный год. Программа разработана на основе: «Рабочих программ. Русский язык. Предметная линия ...

Программа учебного курса «Родной (русский) язык и родная (русская) литература» в 5- 9 классах

учебного курса«Родной (русский) язык и родная (русская) литература»в 5- 9 классах...

АДАПТИРОВАННАЯ РАБОЧАЯ ПРОГРАММА учебного курса «Родной (русский) язык и родная (русская) литература» в 5- 9 классах ФГОС ООО

АДАПТИРОВАННАЯ РАБОЧАЯ ПРОГРАММАучебного курса«Родной (русский) язык и родная (русская) литература»в 5- 9 классах ФГОС ООО...

РАБОЧИЕ ПРОГРАММЫ учебных курсов «Родной (татарский) язык» и "Родная (татарская) литература" для обучающихся 5-9 классов на 2023-2024 учебный год

Программа по родному (татарскому)  языку на уровне основного общего образования подготовлена на основе ФГОС СОО, ФОП СОО, Концепции преподавания государственных языков Республики Башкортостан и р...

Методическое пособие к уроку родного украинского языка в 10кл. по теме "Текст".

Методическое пособие к уроку родного украинского языка в 10кл. по теме "Текст" и проверочные тесты по этой теме....