Чăваш учителĕсене хатĕрлекен шкул.
методическая разработка (7 класс)

Иванова Роза Михайловна

"Чăваш учителĕсене хатĕрлекен шкул" темăпа ирттермелли урок планĕ.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon chavash_uchitelesene_haterleken_shkul.doc50.5 КБ

Предварительный просмотр:

     Урок теми: Чăваш учителĕсене хатĕрлекен шкул.

Урок эпиграфĕ: «Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук.» (И.Я.Яковлев)

Урок мелěсем, меслечěсем: ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; тишкерÿ, шырав, словарь ĕçĕ; ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; синквейн туни, уйрăмшарăн тухса калаçма хăнăхни.

Кирлě хатěрсем: И.Я.Яковлев портречě, «И.Я.Яковлев» альбом, «Чăваш халăхне панă халал», «Чěмпěр чăваш шкулне пěтернě çынсем» стена хаçачĕ,  «Чěмпěрти чăваш шкулě» презентаци, мультимедиапроектор, кěнекесем,

1.Класа йĕркелени. Сывлăх сунни. Ырă кун пултăр, ачасем, урока килнĕ хисеплĕ хăнасем. Ларăр. Кăмăлăр мĕнле, урокра ĕçлеме хатĕр-и? Питĕ аван,  урока пуçлатпăр.

      Малтан пĕр сăвă çаврăмĕ калам-ха. Тимлĕ итлĕр. Паянхи урока кам çинчен калаçăпăр-ши ыйту çине хурав пама хатĕрленĕр.

     Вăй илтĕмĕр çĕнĕ тĕнче тумалăх,         (Слайд1)

Çитетпĕр çÿллĕ ĕмĕтсем патне.

Çапах нихçан, нихçан та манмĕ халăх

Хăйне букварь тыттарнă çын ятне.

А.Алка.

Кама манмĕ-ши халăх, кам-ши вăл букварь тыттарнă çын?

Апла пулсан урокра кам çинчен калаçăпăр?

Ачасен хуравĕсем. (И.Я.Яковлев çинчен)    (Слайд2)

Мĕн пĕлетĕр-ха эсир çак паллă çын çинчен? (Кам калас тет, камăн хушса каламалли пур?)

И.Я.Яковлев Тутар республикине кĕрекен Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Пĕчĕклех тăлăха юлнă, ăна кÿршисем усрава илсе пăхса ÿстернĕ.

Иван Яковлев шкулта вĕреннĕ, унтан çĕр виçекенсен шкулне пĕтернĕ, темиçе çул çĕр виçекенте ĕçленĕ. 19 çулта Чĕмпĕрти гимназие вĕренме кĕрет. Гимназирен вĕренсе тухсан (22çулта) Хусан университетне кĕрет. Унта университет профессорĕпе Н.И.Ильминскийпе паллашать. Профессора Яковлев хăй чăвашсене çутта кăларасси çинчен ĕмĕтленнине пĕлтерет. Ильминский Яковлев ĕмĕтне ырлать, ăна мĕн виличчен пулăшса пырать.

Хăй никĕсленĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче Иван Яковлевич Ильминский системипе ĕçлет, малтан ачасене хăйсен тăван чĕлхипе вĕрентет, ун хыççăн кăна вырăс чĕлхи çине куçать.

Ильминский пулăшнипе Яковлев чăвашсем валли çĕнĕ алфавит тăвать, çав алфавитпа кĕнекесем пичетлеме тытăнать. Чăваш ачисем валли пĕрремĕш букварь кăларать.

Тавах. (Слайд3,4 – Ильминский, букварь)

 2. Урок  темине палăртни. Эпир сирĕнпе  «Чăвашран тухнă паллă çынсем» пая вĕреннĕ чух   Яковлев мĕн никĕсленĕ тесе асăннăччĕ(Чĕмпĕрти чăваш шкулне). Апла эпир малалла мĕн çинчен калаçăпăр? ( Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çинчен). Паян эпир чăваш учителĕсене хатĕрлекен шкулпа паллашăпăр.

Число, тема тетрадьсем çине çырса хуратпăр.
      1868 çул -   чăвашсен пĕрремĕш шкул уçăлнă çул. Ăна пуçарса яраканĕ  И.Яковлев пулса тăнине кам пĕлмест пулĕ халĕ? ( слайдсем) Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ, чăнах та, халăхăн 19 ĕмĕрти ăс- пурлăх центрĕ пулнă. Вăл чăваш халăхĕшĕн университет, консерватори, институт вырăнне шутланнă. (
Слайд5шкул)

3. Текста ĕçлеме  пуçличчен асра хăвармалли сăмахсемпе паллашăпăр.  Ку пире текста лайăхрах ăнланма пулăшĕ.(Слайд6)

Асра хăвармалли сăмахсем:
Никĕслекен – основатель
Ертсе пыракан – руководитель
Сутăн илет – покупает
Ятарлă уйрăм – специальное отделение
Утар – пасека
Пурнăç университечĕ – университет жизни

4. Кĕнекери текстпа ĕçлесси

- вулаттарни;
- кěске содержанине вырăсла калаттарасси.

7,8,9 слайдсем  Чĕмпĕрте вĕренсе тухнă паллă çынсем

5.  Пăтраштарнă плана йĕркелени.  

Малалла текстпа ĕçлĕпĕр. Чи малтанах пăтраштарнă плана тĕрĕс йĕркелетпĕр.    (10 слайд)

5

2

4

7

1

3

6

Хĕр ачасене Екатерина Алексеевна ертсе пыни  

И.Н.Ульянов чăваш шкулне пăхса тăни  

Шкулта тĕрлĕ халăх ачисем вĕренни  

Чĕмпĕр шкулĕ пурнăç университечĕ пулни  

Яковлев хăй хваттерĕнче пĕчĕк  шкул уçни  

Шкул çурчĕсем лартни  

Шкул ачисем тĕрлĕ ĕçе вĕренни  

6. Ыйту – хурав. Кану  саманчĕ „Блум чечекĕ“ мелĕпе тишкерĕр: çеçке çине çырса панă ыйту çине хуравлăр.  Доска умне тухатпăр, пĕрер çеçке илсе ыйту çине хуравлатпăр. Кам хуравлаймасть, ăна алă çĕклесе пулăшатпăр.


- Чěмпěрти чăваш шкулне кам уçнă?
- И. Яковлев Чĕмпĕрти чăваш шкулне уçнă  вăхăтра ăçта вěреннě?
-Хĕр ачасене кам вĕрентнĕ?
- Унăн пěрремěш вěренекенě кам пулнă?
- Çак шкулта миçе çул вěреннě?
- Мěншěн ăна чăваш шкулě тенě?
- Шкулта мěнле чěлхепе вěрентнě?
- Шкулта арçын ачасене мĕн тума вĕрентнĕ?
- Шкулта хěр ачасене мĕн тума вĕрентнĕ?

7.Вĕреннине çирĕплетесси. Сирĕн иумра карточкăсем. Текста усă курса тепĕр ĕç пурнăçлатпăр. Вырăсла панă сăмахсен, сăмах майлашăвĕсен куçарăвне текстран тупасси. (11 слайд)

  1. Содержит за свой счет – хăй шучĕпе усрать
  2. Министерство просвещения – Çут ĕç министерстви
  3. Обучали на родном языке – тăван чĕлхипе вĕрентнĕ
  4. Дети разных национальностей – тĕрлĕ халăх ачисем
  5. Женское отделение – хĕр ачасен уйрăмĕ
  6. Пчеловодство – хурт-хăмăр ĕçĕ
  7. Учили нотной грамоте – нота грамотине вĕрентнĕ
  8. Университет жизни – пурнăç университечĕ

Тĕрĕслĕр - 12слайд

8. Пĕтĕмлетÿ.  Малалла ушкăнпа ĕçлĕпĕр(виçĕ ушкăна пайланса). Текстпа усă курса синквейн туни.

Чĕмпĕр шкулĕ

аслă, чаплă

Вĕрентет, хавхалантарать, савăнтарать

Чĕмпĕр шкулĕ чăваш ачисене пĕлÿ парать

Пурнăç университечĕ

Тĕп сăмахĕ пирĕн пурнăç университечĕ пулчĕ. Мĕншĕн пурнăç университечĕ-ши?

Ачасен хуравĕ.Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ачасене вулама, çырма, шутлама çеç мар, ěçлеме те вěрентнě. Арçын ачасене хуçалăхра кирлě пулакан тěрлě ěçе хăнăхтарнă. Хěрачасене тěрě тěрлеме, çěвě çěлеме вěрентнě. Вěсемпе И.Я.Яковлевăн арăмě, Екатерина Алексеевна, нумай ěçленě. Чěмпěр чăваш шкулě, чăннипех те, вěренекенсемшěн пурнăç университечě пулса тăнă.

   Эпĕ сирĕн шухăшсемпе килĕшетĕп, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ чăннипех те пурнăç университечĕ.

9. Учитель пĕтĕмлетĕвĕ.

Кашни çул И.Я.Яковлев пурăннă тата ĕçленĕ вырăнсем пирĕнтен инçете юлса пыраççĕ. Анчах та паллă çынсен ĕçĕсем тата ăслă шухăшĕсем кивелмеççĕ, вĕсем çамрăк ăрушăн питĕ çывăх тата питĕ кирлĕ. Иван Яковлевич чăваш халăхĕшĕн тăрăшнипе эпир халĕ ытти халăхпа пĕр тан. Апла пулсан Яковлев ячĕ яланах пирĕн чĕрере упрантăр, унăн чăваш халăхне панă халал сире, ачасем, пĕлÿ енчен çĕкленме вăй-хăват  патăр. (17 слайд)

10. Рефлекси. Паянхи урока эсир мĕнле хакланă пулăттăр? (18 слайд)

Пĕтĕмпех ăнлантăм

Ăнланмарăм

Урокпа кăмăллă

Урокпа кăмăлсăр

Хама „__” лартатăп

11. Киле ěç парасси. (19 слайд)

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çинчен пĕлтĕмĕр-ха эпир, хамăр шкул çинчен пĕлетпĕр-и-ха?
килте сирĕн çак ĕçсене пурнăçламалла.

1)Вăрмар шкулĕн историне тĕпчемелле. Тĕпчев ĕçĕ хатĕрлемелле

2)Текстăн чăвашла содержанине калама хатĕрленмелле

 
12. Вěренекенсен ěçне хакласси. Сывпуллашасси


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Презентация "Пирен шкул"

Презентация "Пирен шкул"...

Пирĕн шкул библиотекинче

Кĕнеке – пысăк тупра. Эс ан çур ăна, упра.Яланах тирпейлĕ пул,Ӱсĕн ăслă та маттур....

Вырăс шкулĕн 6 класĕнче «Тăван тавралăх» темăпа ирттермелли урок планĕ.

Вырăс шкулĕн 6 класĕнче «Тăван тавралăх» темăпа ирттермелли урок планĕнче урокăн тĕллевĕсене, урок юхăмне тĕплĕн çырса панă. Ку материалпа чăваш чĕлхине вĕрентекенсем усă курма пултараççĕ....

Шкул пики-2015

[[{"type":"media","view_mode":"media_large","fid":"7492820","attributes":{"alt":"","class":"media-image","height":"360","width":"480"}}]]...