Шкул пики-2015
материал на тему

Теплова Регина Семеновна

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл shkul2015.docx21.79 КБ

Предварительный просмотр:

Шкул пики-2015 çул

(К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă конкурс)

Конкурс тĕллевĕсем:

-хĕр ачасем хушшинче чи пултаруллисене палăртасси

-ачасен тавра курăмĕпе çыхăнуллă пуплевне аталантарасси

-халăх умĕнче хăйсене ирĕклĕ тытма хăнăхтарасси

Шкул сценине илемлетнĕ. Залра чăваш юрри янăрать.

Конкурс йĕрки

Ертсе пыракан: Ырă кун пултăр пурне те!

                            Ырă кун çамрăклăхпа илемлĕх конкурсне кăмăллакансем!

Хаклă учительсене , паян конкурса хутшăнакан пикесене, аннесене, аппасемпе йăмăксене çывхарса килекен Мартăн 8-мĕш уяв ячĕпе чĕререн саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, телей, юрату , ĕçре, вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.Яланах çурхи кун пек илемлĕ, хаваслă пурăнмалла пултăр!

Паянхи уява  эпир К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халаллатпăр.Пурне те шкул пикисен конкурсне активлă хутшăнма, пăхса киленме сĕнетĕп.

Паян çак сцена çине хамăр шкулта вĕренекен хитре пикесем тухаççĕ.

Ертÿçĕ:  Хĕрсенчен чи пултаруллăраххине тÿрех калаймăп, çавăнпа  конкурса хаклакан жюри суйламалла. Камсене сĕнетĕр?

Жюри хăйĕн вырăнне йышăнать.

Ертÿçĕ:

Ешĕл курăк хушшинче

Сап-сарă чечек ÿсет.

Аслă Силпи ялĕнче

Нарспи ятлă хĕр ÿсет.

Пичĕ –куçĕ пит хÿхĕм

Хирти сарă чечек пек.

Икĕ куçĕ хуп-хура

Икĕ хура шăрçа пек.

Çак сăмахсене пирĕн пикесем çинченех каланă пулĕ.Атьăр-ха паллашар вĕсемпе! Хĕрсене сцена çине тухма ыйтатпăр.Тархасшăн, кĕтсе илĕр!(Пикесем пĕрерĕн-пĕрерĕн  хăйсен ячĕсене каланă май сцена çине тухаççĕ.)

Ертÿçĕ:  Ытарайми пикесем!Сире курма питĕ хавас!

Пирĕн 1-мĕш конкурс «Паллашу» ятлă.Эсир пире хăвăрпа, хăвăрăн шухăш-кăмăлăрпа , ĕмĕтĕрсемпе,пушă вăхăтри ĕç-хĕлпе, шкулти çитĕнÿсемпе паллаштарасса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр!

Залра чăваш кĕвви янăрать.

Хĕрсем черетпе хăйсем çинчен «каласа» параççĕ.

2-мĕш конкурс «Чи лайăх  сăвă вулакан»

Халĕ, хисеплĕ пикесем сирĕн сăвă калас  пултарулăха тĕрĕслĕпĕр. К.В.Ивановăн   «Нарспи» поэма вăл-  чăваш литературинче  халăх энциклопедийĕ пек  палăрса юлнă.Сирĕн халĕ çак  поэмăри 5 çаврине илемлĕ  калама пултармалла.

Залра ларакан ачасемпе çуркунне çинчен юрăсем юрлани.

Жюри сăмах илет.(1-2 конкурса пĕтĕмлетет)

3-мĕш конкурс  Черетлĕ конкурсра пирĕн пикесем мĕн тери ăслине пĕлме  ыйтусем хатĕрлерĕмĕр.(Уйрăм хут листисем çине çырса йĕркеленĕ.)

1.        Вăрмар район хаçатăн ятне тĕрĕс калăр.(«Хĕрлĕ ялав»)

2.        Чăваш ен Пуçлăхĕн ятне(  хушаматне , ашшĕ ятне) туллин пĕлтерĕр. (Михаил Васильевич Игнатьев)

3.        Чăвашла уйăх ячĕсене каласа тухăр.(кăрлач, нарăс, пуш, ака, çу, çĕртме,утă, çурла,авăн, юпа, чÿк, раштав)

4.        Чăвашла тухса тăракан хаçат-журнал ячĕсене пĕлетĕн-и?( «Хыпар», «Тантăш», «Самант», «Капкăн» «Тетте», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Çамрăксен хаçачĕ»,»Кил-çурт, хушма хуçалăх»

5.        К.В.Иванов ăçта çуралнă?(ял-Сиктерме, Пушкăрт республики Пелепей районĕ

6.        К.В.Иванов ячĕпе çыхăннă паллă вырăнсене калăр.(Шупашкарта палăк, академи театрĕ, литература музейĕ

4-мĕш конкурс  «Манăн пултарулăх»

Вăйăсенче ун сасси

Кайăк сасси евĕрлĕ тесе çырать К.В.Иванов Нарспи çинчен.Чăнах та, юрă-чун уççи.Юрă юрласан, ташă ташласан хуйхă та икĕ хут пĕчĕкленет, савăнăç та икĕ хут пысăкланать теççĕ халăхра.

Кăмăл уçă, кăмăл лайăх

Юрлар  чăваш юррине!

Кăмăл уçă, кăмăл лайăх

Ташлар чăваш ташшине!

Хĕрсем черетпе хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ.

Жюри сăмах илет.

5-мĕш конкурс   «Манăн юратнă ĕç»

Ертÿçĕ: Е çĕлеме ларать те

               Çĕвви шăрçа пек пулать.

              Сÿс хÿреллĕ хурçă йытă

             Пĕр кĕрет те пĕр тухать.

Хĕрсен хальхинче пусма татăкĕ  çине тÿме çĕлесе лартас  пулать. Кам хăвăртрах тата илемлĕрех? (  Ĕçне тума йĕп, пусма татăкĕ, çип, тÿме кирлĕ ) Кĕвĕ янăрать.Хĕрсем ĕçлеççĕ.

Хăйсен юратнă ĕçĕ пирки те каласа хăвараççĕ.

Жюри хĕрсен çĕввисене хаклать.

6-мĕш конкурс    «Чăвашсен техĕмлĕ апачĕ»

Е сак çинчи кушакĕ

Питне çăва пуçласан,

Апат хатĕр хăнашăн

Алли-ури çăмăлран.

Кашни çыннăн апат-çимĕç пĕçерме хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур.Пикесем пире çак на уçса пама та кăмăл турĕç. Эпир хаваспах сирĕн ĕçĕрпе паллашма хатĕр.(Кашни хĕр хăй хатĕрленĕ апат-çимĕçĕпе паллаштарать.

Тÿпере çăлтăрсем сахал мар,

Пысăкки пур, пĕчĕкки.

Аякри пур, çывăххи

Хĕвелтен илемли урăх çук.

Сирĕнтен вара чи хитри пулас  çук!

Пирĕн конкурс вĕçленчĕ. Чи хумхануллă, кĕтнĕ  самант çывхарчĕ пулас. Халĕ жюрие сăмах.

Хисеп хучĕ

                                     Шкул пики-2015 конкурсра  

 «Чи пултаруллă пике» номинацие

«Чи ĕçчен пике»,

«Чи ăслă пике»,

«Чи хÿхĕм пике»,

«Чи сăпайлă пике»

                                      __ класра вĕренекен

                                                   ______

                                                тивĕçрĕ

Шкул пики-2015 конкурсра

«Шкул пики-2015»çĕнтерÿçĕ ята

_______ класра вĕренекен

___________ тивĕçрĕ

Пикесене парнесем парса чыслани. Самлани. Сăн ÿкерттерни.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Презентация "Пирен шкул"

Презентация "Пирен шкул"...

Пирĕн шкул библиотекинче

Кĕнеке – пысăк тупра. Эс ан çур ăна, упра.Яланах тирпейлĕ пул,Ӱсĕн ăслă та маттур....

Вырăс шкулĕн 6 класĕнче «Тăван тавралăх» темăпа ирттермелли урок планĕ.

Вырăс шкулĕн 6 класĕнче «Тăван тавралăх» темăпа ирттермелли урок планĕнче урокăн тĕллевĕсене, урок юхăмне тĕплĕн çырса панă. Ку материалпа чăваш чĕлхине вĕрентекенсем усă курма пултараççĕ....

Чăваш учителĕсене хатĕрлекен шкул.

quot;Чăваш учителĕсене хатĕрлекен шкул" темăпа ирттермелли урок планĕ....