План урока "Пирĕн шкул библиотеки" в 5 классе
план-конспект урока (5 класс) по теме

План урока для 5 класса 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon urok_otkryt_5yu_dlya_komissii.doc61.5 КБ
Office presentation icon urok_5_kl.ppt1.44 МБ

Предварительный просмотр:

Класс: 5 Ю

Урок тĕсĕ: çĕнĕ темăна вĕрентмелли урок. (Урок-çулçÿрев)

Тема: Пирĕн шкул библиотеки

Тĕллевĕсем:

Вĕренÿ тĕллевĕ:  «Пирĕн шкул библиотеки» калавпа паллаштарасси, шут тата йĕрке хисеп ячĕсене пуплеве кĕртесси.

Аталантару тĕллевĕ: фонетика, лексикăпа грамматика, аудировани, вулавпа куçару, монолог, çыру хăнăхăвĕсене аталантарни.

Сăпарлăх тĕллевĕ: библиотекăна çÿреме хăнăхтарасси, библиотекăрахăйсене мĕнле тытмалли пирки асăрхаттарса хăварасси, кĕнекесене упрамалли çинчен асăрхаттарса каласси.

Словарь ĕçĕ:

Кĕтес –угол, тупса пар-находить, ан çур-не рвать, упра- беречь, тупра-богатство, пĕлÿ çăл куçĕ - источник знаний.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: вĕренÿ кĕнеки (кĕнеке авторĕ - Г.В. Абрамова), чăваш кĕнекисем, компьютер, проектор.

Урок юхăмĕ:

І. Хатĕрлев тапхăрĕ.

Сывлăх сунни.

ІІ. Пуплев саманчĕ.

Халь сăвва пурте пĕрле вулатпăр: (1 слайд)

Вĕренетĕп çак шкулта

Эпĕ пиллĕкмĕш класра.

Вĕренмешкĕн юрататăп,

Вулама та пултаратăп.

Ăс-тăна çивĕчлетме

Библиотекăна çÿретĕп.

(Света Ашуркина, ЧР, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Хуркасси шкулĕ)

-Ку сăвăра мěн çинчен каланă? (шкул, библиотека, класс)

2) Урок темипе  тĕллевне пĕлтерни. (2 слайд).

Халь çак слайд çинче пăхăр. Кунта асамлă тÿркĕтеслĕх пур. Кашни йĕрте пĕрер сăмах пытаннă. Сирĕн вĕсене шыраса тупмалла. Сăвă тата асамлă тÿркĕтеслĕх сире  паянхи урок темине пĕлме пулăшĕç.

  Сирěн партăсем çинче те çакăн пек асамлă тÿркěтеслěхсем пур.

Халь пурте çак сăмахсене шырăр.

К

А

П

И

Р

Ĕ

Н

А

С

Т

Е

К

Ш

К

У

Л

О

А

С

А

Р

Р

Е

П

А

О

Б

И

Б

Л

И

О

Т

Е

К

И

    Çапла, пирĕн паянхи урок теми - пирĕн шкул библиотеки. Паян урокра хисеп ячěсен ушкăнĕсемпе паллашăпăр, калава вуласа ăнланăпăр, хамăр шкул библиотеки çинчен калаçăпăр, диалог тăвăпăр, ваттисен сăмахěсене пăхса тухăпăр.  

   Эсир урокра тимлĕ пулса пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса, лайăх кăмăлпа ĕçлессе шансах  тăратăп.

ІІІ. Çĕнĕ тема.

Халĕ эпир сирĕнпе хисеп ячĕсемпе палашăпăр.

И в русском и в чувашском языке есть такая часть речи – имена числительные. Они делятся на 4 группы. Сегодня мы рассмотрим только 2 группы: количественные (шут хисеп ячĕсем) и порядковые (йĕрке хисеп ячĕсем)

Числительные, которые обозначают количество предметов (число), называются количественными. Они отвечают на вопрос (сколько?) миçе? Например:

-Сирěн класра миçе ача?

-Çирěм пиллěк.

Количественные числительные от 1 до 10 имеют полную и краткую формы. Полная форма упортебляется при отвлеченном счете. Например:  пěрре, иккě, виççě, тăваттă, пиллěк, улттă, çиччě, саккăр, тăххăр, вуннă.

Краткая форма используется при счете предметов. Например: пěр кěнеке, икě кěнеке, виçě кěнеке, тăватă кěнеке, пилěк кěнеке.

При количественном   числительном существительное всегда употребляется в единственном числе. Например: пěр - пěр кěнеке.

Другая группа – порядковые.

Числительные, которые обозначают порядок предметов при их счете, называются порядковыми. Они образуются путем добавления к полной форме количественного числительного аффикса –мěш, отвечают на вопрос миçемěш? (какой? который по счету?). Например: пěрре+мěш=пěрремěш (миçемěш?)

-Ребята,  какие бывают числительные?

-Ребята, как называются числительные, которые обозначают количество предметов? (количественными)

-На какой вопрос они отвечают? (миçе?)

 -Ребята, как называются числительные, которые обозначают порядок предметов при их счете? (порядковыми?)

-На какой вопрос они отвечают? (миçемěш?)

Запишем это правило в тетрадях.

Тетрадьсене уçăр. Паянхи числона тата класри ĕç çырса хурăр. Унтан вара çак правилона çырса илĕр.

Халь çак правилопа усă курса сăмах майлашăвĕсем тăвăр. Словосочетание должно состоять из числительного и существительного.

Тĕслĕх: пĕр - пĕр  кăранташ.

Икĕ, тăватă, пĕрремĕш, пилĕк, сакăр, иккĕмĕш тăхăр, виçĕ, çичĕ, ултă, пиллĕкмĕш.

-Хăшĕсем шут хисеп ячĕсем?

-Хăшĕсем йĕрке хисеп ячĕсем?

а) словарь ĕçĕ;

Кĕтес –угол, тупса пар-находить, ан çур-не рвать, упра- беречь, тупра-богатство, пĕлÿ çăл куçĕ - источник знаний.

1) малтан сăмахсене учитель вуласа пани.

2) хорпа вулани

3) пĕрремĕш рет хорпа вулани.

4) Иккĕмĕш ретрен иккĕн вулани.

5) виççĕмĕш ретрен 1 ача вулани.

6) сăмахсене словаре çырса хуни.

7)  предложенисем туни.

8) сăмахсемпе вырăсла предложенисем калани, ачасем  вĕсене чăвашла куçарни.

Книга источник знаний. – Кĕнеке пĕлÿ çăлкуçĕ.

Книги береги. – Кĕнекесене упра.

В углу стоит шкаф. – Кĕтесре шкап тăрать.

Библиотекарь находит нужную литературу. - Библиотекарь кирлě литература тупса парать.

ă) калава тишкерни;

1) текста итлени;

2) ачасем хăйсем тĕллĕн  вулани;

-Ку текстра мĕн çинчен каланă? Вырăсла калăр.

3) ачасем содержанине вырăсла калани; (пěр ача пуçлать, тепри малалла тăсать)

4) ыйтусене хуравлани;

-Таньăн шкулĕнче библиотека пур-и?

-Вăл миçемĕш хутра вырнаçнă?

-Библиотека  çинчен пире Таня мĕн каласа парать? Текстра тупса вуласа парăр.

-Вăл библиотекăра час-часах пулать-и? Унта вăл мĕн тăвать?

- Библиотекăра  ĕçлеме  лайăх-и? Мĕншĕн?

-Алевтина Михайловна библитекарь  çинчен вăл мĕн каласа парать? Текстра тупса вуласа парăр.

-Халь Таньăн библиотеки çинчен  каласа парăр. (1 ача каласа парать)

б) Кану саманчĕ.

Пĕрре, иккĕ

Алă çупатăп.

Виççĕ, тăваттă,

Хăвăрт утатăп.

Пĕрре, иккĕ,

Çÿллĕ сикетĕп.

Виççĕ, тăваттă,

Хăвăрт ÿсетĕп.

в) –Ачасем, сирĕн шутпа, пĕрремĕш кĕнеке хăçан тухнă-ши?

-Эсир мĕнле шутлатăр?

-Аван, ку ыйту сире йывăртарах пулчĕ пуль. Пире …пěрремěш  кěнеке çинчен каласа парасшăн.

   

-Çынсем кěнекесене питě хаклаççě. Çавăнпа та  ваттисем çапла каланă. Учитель вуласа парать.

Кĕнеке – пĕлÿ çăл куçĕ.  

Кĕнеке пурне те пĕлет.

Кĕнеке –паха тупра, ăна эсĕ ялан упра.

         Лайăх кĕнеке- шанчăклă тус.

Пурте пĕрле вулани .

Тепěр енче вěсен вырăсла варианчě. Вěсене тупни.

-Халь тепĕр хут  вулатпăр? Кам вуласшăн?(1 ача вулать)

-Çак ваттисен сăмахĕсене мĕнле ăнланатăр?

ĕнле пулма вĕрентеççĕ-ши вĕсем?

Кĕнекепе перекетлĕ усă курмалла, упрамалла, вуламалла, паллашмалла. Кĕнеке пире пурăнма вĕрентет. Пурăнма çеç мар, тĕрĕс пурăнма вĕрентет.

Çак ваттисен сăмахěсене тетраде çырса хуратпăр.

IV. Урока пĕтĕмлетни.

а) Хамăр шкул библиотеки çинчен калаçтарни;

1)Хамăр шкул библиотеки çинчен эсир мĕн пĕлетĕр.

2) Пирĕн шкулта  библиотека пур-и?

3) Вăл миçемĕш хутра вырнаçнă?

4) Унта мĕн пур? (6 слайд) (7 слайд)

6) Библиотекăра мĕнле? Хăтлă, таса,  çутă-и?

7) Библиотекăра хăвăра мĕнле тытмалла?

8) Эсир унта час-часах  çÿретĕр-и?  

Халь «Библиотекăра»  диалог тăватпăр.  Пěрремěш партăра кěнекесем пур. Ку библиотека пултăр.  Пĕр ача – библиотекарь пулать, тепри- шкул ачи.

Малтан тěслěхе вулатпăр. (1 ача вулать)

б) «Библиотекăра» диалог туни. (8 слайд)

-Сылăх сунатăп!

-Сывлăх сунатăп!

-Сана мĕн ятлă кĕнеке кирлĕ?

-Мана Петěр Ялкир çырнă «Сукмак» кěнеке кирлĕ.

-Ил, тархасшăн.

-Тавтапуç.

Никита эс библиотекарь пул. Аня вара шкул ачи. Аня библиотекăна кĕнеке илме килнĕ.

-Пирěн шкул библиотеки çинчен эсир мěн калама пултаратăр? (темиçе ача калать)

-Халь хамăр шкул библиотеки çинчен калав тăвăр.  ( 1 ача калать)

Пирĕн хулара нумай библиотека. Шкулсенче, университетсенче, институтсенче, ача-пăча библиотекисем пур. Чи пысăккисем, сумлисем вĕсем Маяковски ячĕллĕ тĕп хула библиотеки.

-Ку библиотекăна кам çÿрет?

-Вăл ăçта вырнаçнă?

-Вăл пирĕн шкултан инçе мар вырнаçнă. Эпĕ сире пурне те унта çитсе курма сĕнетĕп.

 Тепĕр пысăк библиотека вăл - наци библиотеки. Наци библиотеки 1870 çулта уçăлнă. Наци библиотеки фондĕнче 2 миллион ытла кĕнеке, вĕсен шутĕнче 40 пине яхăн чăваш чĕлхипе çырнă кĕнеке. Вулавçăсене  валли 14 тĕрлĕ уйрăм.  500 вырăнлă  6  вулав залĕ. Унта та эсир кайса курма пултаратăр.

V. Киле ĕç пани.

Киле ĕç сирĕн пĕр-пĕр библиотекăна çитсе курмалла пулать. Е шкул библиотекине, е Маяковски ячĕллĕ тĕп  хула библиотекине. Унта пĕр чăвашла кĕнеке илĕр те паллашăр. Тепĕр урокра  мĕн ятлă кĕнеке вуланине, унăн авторĕ кам пулнине тата унта мĕн çинче каланине кěскен каласа памалла пулать.

VІ. Ачасен ĕçне хаклани.

VII. Сывпуллашни.


Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

Вĕренетĕп çак шкулта Эпĕ пиллĕкмĕш класра. Вĕренмешкĕн юрататăп, Вулама та пултаратăп . Ăс-тăна çивĕчлетме Библиотекăна çÿретĕп.

Слайд 2

К А П И Р Ĕ Н А С Т Е К Ш К У Л О А С А Р Р Е П А О Б И Б Л И О Т Е К И

Слайд 3

К А П И Р Ĕ Н А С Т Е К Ш К У Л О А С А Р Р Е П А О Б И Б Л И О Т Е К И

Слайд 4

Хисеп яч ě сем имена числительные Шут хисеп яч ĕ сем- количественные числительные ми ç е? (сколько?) Й ĕ рке хисеп яч ĕ сем- порядковые числительные ми ç ем ĕ ш?( какой? который по счету?) Тулли форма (полная форма) п ĕ рре икк ĕ К ĕ ске форма (краткая форма) п ĕ р ик( ĕ ) п ĕ рре м ĕ ш икк ĕ м ĕ ш

Слайд 5

Тĕслĕх : пĕр - пĕр к ă ранташ Икĕ, тăватă, пиллĕкм ĕ ш , сакăр, пĕрремĕш, тăхăр, виçĕ, çичĕ, иккĕмĕш, ултă, вуннăмĕш.

Слайд 7

Ваттисен с ă мах ě сем Книга –ценное богатство, ты ее всегда береги. Хорошая книга- надежный друг. Книга-источник знаний. Книга все знает.

Слайд 8

В ě рен ÿ к ě некисем Справочниксем Энциклопедисем Илемл ě литература

Слайд 9

Пирĕн шкул библиотеки

Слайд 10

- Сывлăх сунатăп! - Сывлăх сунатăп! - Сана мĕн ятлă кĕнеке кирлĕ? - Мана Петěр Ялкир çырнă «Сукмак» кěнеке кирлĕ. - Ил, тархасшăн. - Тавтапуç .

Слайд 11

Пирĕн шкул библиотеки

Слайд 12

В.В. Маяковски яч ĕ лл ĕ тĕп хула библиотеки

Слайд 13

Наци библиотеки


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

ПЛАН-КОНСПЕКТ УРОКА План-конспект урока в 11 классе «Фотоэффект. Применение фотоэффекта.»

Урок с использованием  ЭОР. В изучении нового материала используется информационный модуль  "Фотоэффект" для базового уровня старшей школы.  В практический модуль входи...

План воспитательной работы в 9 классе на 2012-13г. (План мероприятий, Классные часы, Самоуправление в классе, План работы с родителями и др.)

Наш 9-й класс![[{"type":"media","view_mode":"media_large","fid":"3420969","attributes":{"alt":"","class":"media-image","height":"320","style":"width: 480px; height: 320px; border-width: 2px; border-st...

План- конспект урока по теме "План и карта" для 6 класса

План- конспект урока  обобщающего повторения по теме "План и карта" для 6 класса...

План совм. мероприят. с библиотеками

План совм. мероприят. с библиотеками...

План-конспект урока в 5 классе "Планы на выходные"

Материал представляет собой план конспект урока в 5 классе "Планы на выходные " УМК  М.З Бибилетова " Английский с удовольствием"...

Рекомендуемый план урока для обучающихся 9 класса инженерного профиля по теме "Полная механическая энергия. Законы сохранения и изменения полной механической энергии" Урок №81 в соответствии учебным планом.

В рамках дистанционного обучения обучающимся предложен план занятий по отработке решения задач с опрой на видио материалы В.И.Чивелева по решению задач на закон сохранения и изменения механической эне...