Открытый урок. Птицы (Кайаксем)
статья (5 класс)

Головина Ольга Васильевна

План проведения урока на тему Птицы. 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon urok_2kayaksem.doc96.5 КБ

Предварительный просмотр:

 Конспект урока

Вĕрентекен: Головина Ольга Васильевна

Предмет: Чăваш чĕлхи (вырăс чĕлхиллĕ шкул).

Класс: 5-мĕш класс

Вĕренÿ кĕнеки: 1. Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕ валли / Г.В.Абрамова. – Шупашкар, 2014.

Урок теми:  Кайăксем – пирĕн туссем.

Урок тĕсĕ: хутăш урок.

Сапăрлăх тĕллевĕсем: кайăксене упрама, вĕсене сыхласа хăварма вĕрентесси.

Пěлÿ тěллевě:  глаголăн пулас формипе тĕрĕс усă  курма хăнăхтарасси, кайăк ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварасси, пĕр-пĕрне ыйтусем парас,  хуравлас хăнăхусене аталантарасси.

Аталантару тěллевě: çыхăнуллă  пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси, тишкерме тата пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси.

Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.

Урок мелĕсем:  ыйту-хурав, фонетика зарядки, вĕрентекен сăмахĕ, калаçу, шырав- тĕпчев, хăнăхтарăва çырса пурнăçласси,  проблемăлла ыйтăва хуравлани, тишкерÿ - пĕтĕмлетÿ, çурма сасăпа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ  палăртуллă вулав, мăшăрсенче, ушкăнпа ĕçлесси, диалог, монолог  тăвасси.

Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ презентации, çыру ĕçне ирттермелли карточкăсем, сарă тĕслĕ çаврашкасем.

Лексика  материалĕ: курăк ăшĕнче, тĕмĕ ăшĕнче, типĕ курăк, йăтаççĕ, пĕтереççĕ, йăва, хăвăл, тĕк.

Усă курнă литература:

1. Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕ валли / Г.В.Абрамова. – Шупашкар, 2014.

2. Абрамова Г.В. Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕнче чăваш чĕлхи вĕрентмелли методика /Г.В.Абрамова.  – Шупашкар, 2012.

3.  Абрамова Г.В. Обучение чувашскому языку в русскоязычной школе: методическое пособие / Г.В.Абрамова. – Чебоксары, 2009.

4. Интернет - сайтри материалсем, «Чувашский народный сайт» htpp://chuvash.org., Птицы Чувашии   wildnaturephoto.ru

Слайдсен аннотацийĕ:

1-мĕш слайд : урока ирттернĕ кунхи числона çырнă информаци

2-мĕш слайд: фонетика зарядки.

3-мĕш слайд: çанталăк çинчен калаçса пуплев хăнăхтарĕвĕ ирттернĕ чух усă курмалли ÿкерчĕк, схемăсем.

4-мĕш слайд: урок темине шифрланă таблица

5-мĕш слайд: урок темипе , теллевĕсемпе паллаштармалли слайд.

 6-мĕш слайд: «Мĕнле кайăк» вăйă ирттермелли слайд.

7-мĕш слайд: кайăксене ушкăнсем çине пайлама пулăшакан слайд

8-мĕш слайд: кайăксен сассисем

9-мĕш слайд:  словарь ĕçĕ ирттермелли сăмахсем

10-мĕш слайд: текстпа ĕçленĕ чух усă курмалли ÿкерчĕк.

11-мĕш слайд: ыйтусем.

12 –мĕш сдайд: грамматика материалĕ «Глаголăн пулас форми».

13-мĕш слайд: кану саманчĕ.

14-мĕш слайд: çыру ĕçĕ ирттермелли слайд

15-мĕш слайд: хăнăхтару ĕçĕ «Тĕрĕс аффикс лартăр».

16-мĕш слайд: пĕтĕмлетÿ, кайăксене пулăшмалли çинчен калаçмалли слайд +гиперссылка куçсене кантармалли слайд+ гиперссылка «Сăнавсем».

17-мĕш слайд: килти ĕç.

18-мĕш слайд: рефлекси.    

19-мĕш слайд: урока вĕçлемелли сăвă йĕркисем.

20-мĕш слайд: урока вĕçлемелли слайд.

        

        Урок юхăмĕ.

I. Класа урока йĕркелени. ( 1-мĕш слайд)                               

В: Ырă кун пултăр, ачасем ! Ырă кун пултăр, хăнасем!

А: Ырă кун пултăр!            

 В: Шăнкăр-шăнкăр! Шăнкăрав

     Акă иртрĕ те тăхтав.

    Ларăр парта хушшине

     Пуçлар чĕлхе урокне.

В: Шăппăн  вырнаçса ларăр.

Кăмăлсем пурин те аванах. Эсир мана пулăшасса, пирĕн урок тухăçлă, ăнăçлă иртессе шанатăп. Паянхи урокра пурне те «пиллĕк» паллă илме ăнăçу сунатпăр.

 II. Фонетика зарядки. (2-мĕш слайд)

-Кăштах чĕлхесене вылятса илер-ха. Ман хыççăн тĕрĕс калăр. 

Пирĕн çумри вăрманта

Тĕрлĕ кайăк пурăнать.

Çепĕç юрă юрласа

Пирĕн чуна хăпартать.

 

III. Пуплев хăнăхтарăвĕ (çанталăк çинчен калаçни).( 3-мĕш слайд)

 1. Дежурнăйпе калаçни.

- Паян класра кам  дежурнăй?

- Паян класра  эпĕ дежурнăй.

         - Класра кам çук ? (ача тăрса   пурте пуррине е кам çуккине пĕлтерет)                    

          -Паян ака уйăхĕн миçемĕшĕ?

          -Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ? ( Халĕ çуркунне)

          -Урамра мĕнле  çанталăк тăрать? (Урамра ăшă çанталăк тăрать, тÿпе кăвак, ăшă çил вĕрет).

- Тÿпе мĕн тĕслĕ?

- Çил вĕрет-и?

- Хĕвел пăхать-и?

- Кайăксем ăçтан вĕçсе килеççĕ?

          - Сире  паянхи çанталăк килĕшет-и? Мĕншĕн килĕшет?

          - Эсир çуркуннене хавас-и?

          - Ачасем, çуркунне çитни ăçтан курăнать? (Хĕвел пăхать, юр ирĕлет, урамра шыв юхать, кайăксем кăнтăртан вĕçсе килеççĕ, симĕс курăк тухать, йывăçсем çулçă кăлараççĕ, пахчара çурхи ĕçсем пуçланаççĕ, çынсем çăмăл тăхăнаççĕ…). 

-Тĕрĕс ачасем, эсир каланă паллăсем вĕсем пурте çур паллисем .

- Мĕн тери илемлĕ вĕсем çурхи кунсем!

IV. Урокăн темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарасси  (4 – 5 мĕш слайдсем)

- Паян урокра мĕн çинчен калаçассине пĕлес тесен сирĕн таблицăпа усă курса шифăрланă урок темине тупмалла. ( Кайăксем – пирĕн туссем)

-Паянхи урокра эпир сирĕнпе кайăксем çинчен калаçăпăр, вĕсем çинчен тарăнрах пĕлме  тăрăшăпăр. Тен, мĕн те пулин çĕннине пĕлĕпĕр.

-Çапла вара, паянхи урок теми «Кайăксем - пирĕн туссем».

V. Кайăк ячĕсене аса илесси.

- Малтан  вăйă выляса илер-ха

Айтăр вăйă выляр-и?

Кайăк ячĕсене пĕлнине

Тĕрĕслесе пăхар-и?

1.Рифмăсем тупăр: (6-мĕш слайд)

  1.    Ку! Ку! Ку!

Авăтать … (куккук).

  1.    Тăрр! Тăри! Тăрр! Тăри!

Тÿпере юрлать … (тăри).

  1.    Чак! Чак! Чак!

Чаклатать … (чакак).

  1.    Крак! Крак! Крак!

      Краклатать … (курак).

  1.    Хĕл ларсан уйра эп курăп

Хĕрлĕ пĕсехеллĕ …(уйăп).

- Маттур, ачасем! Кайăк ячĕсене лайăх пĕлетĕр.

-Чăваш Республикинче пурĕ миçе тĕрлĕ кайăк тĕл пулать-ши? Пĕлетĕр-и, эсир? Эпĕ  интересленсе  интернетра шыраса  пăхрăм та  200 ытла тĕрлĕ кайăк тĕл пулнине пĕлтĕм.

2. Кайăксене ушкăнлани. (7-мĕш слайд)

- Кайăксене эпир мĕнле ушкăнсене пайлатпăр?( Пирĕн патра хĕл каçаканнисем, çуркунне   вĕçсе килекеннисем). Атьăр, виçĕ  ушкăна пайланар та кайăксене ушкăнлар: кăнтăра вĕçсе каяканнисем, кунта юлаканнисем тата хĕл каçма вĕçсе килекеннисем.

-Халĕ вĕсене икĕ ушкăна  пайлатпăр. Чăрăш çине хĕл каçакан кайăксене тата хĕл каçма вĕçсе килекеннисене,  хурăн çине ăшă енчен вĕçсе килекеннисене вырнаçтарăпăр.

- Курака  хăш йывăç çине лартатпăр?

- Халĕ вара хурăн çине тата чăрăш çине лартнă кайăксене пурте пĕрле ушкăнпа тепĕр хут калатпăр.

3. Кайăксен сассисем. (8-мĕш слайд)

Çак кайăксем пурте пире хăйсен юррисемпе савăнтараççĕ.

-Мĕнле кайăксем юрă шăрантараççĕ-ши кунта? Итлесе пăхар-ха вĕсене.

-Ку курак сасси.

-Ачасем,  кураксене  халăхра « çуркунне йыхравçи» теççĕ. Вĕсем пирĕн пата  чи малтан, пуш уйăхĕнче  вĕçсе килеççĕ.

-Ку шăнкăрч сасси.

-Тепĕр кайăк сассине итлесе пăхатпăр. Мĕнле кайăк юрлать?

-Ку тăри сасси.

-Ака уйăхĕнче  пирĕн тăрăха шăнкăрчсем, тăрисем  вĕçсе килеççĕ.

-Çу уйăхĕнче вара мĕнле кайăксем вĕçсе килсе юрă шăрантарма  пуçлаççĕ-ши? Итлесе пăхар-ха (шăпчăк, куккук, сар кайăк, чĕкеç). Мĕнле шутлатăр, кайăксем  хăйсен юррисенче мĕнле туйăм палăртаççĕ? ( Савăнăç, хавхалану, пулăшу  ыйтни)                                                                                                                                                                                                                                                                                                          

-Ачасем, кайăксем çут çанталăкра, пирĕн  пурнăçра мĕнле вырăн йышăнаççĕ-ши? Çак ыйтăва  хурав пама пире калав пулăшĕ.

VI. Текстпа  ĕçлесси.

1.Çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлени. (9-мĕш слайд)

- Халĕ эпир сирĕнпе текстпа ĕçлĕпĕр. Текста ăнланма, унпа çыхăннă ĕçсене пурнăçлама çĕнĕ сăмахсемпе паллашăпăр. Çак сăмахсене малтан эпĕ вулатăп, эсир тимлĕ пулăр, вĕсене астуса юлма тăрăшăр.

Курăк ăшĕнче – в траве

Тĕмĕ ăшĕнче – в кустах

Типĕ курăк – сухая трава

Йăтаççĕ – таскают

Пĕтереççĕ – уничтожают

Йăва – гнездо

Хăвăл – дупло

Тĕк - перо

 а) вĕрентекен – хор;

 ă) пĕр ача чăвашла, тепри вырăсла вулани;

 б) çĕнĕ сăмахсемпе предложени туптарни;

2. Текстпа ĕçлесси. (10-мĕш слайд)

а) текста вĕрентекен вуланине итлени;

- Халĕ текстпа паллашăпăр. Тимлĕ пулăр, эпĕ вулатăп, эсир текста мĕнле ăнланнине  вырăсла каласа пама хатĕрленĕр.

ă) пĕр ачана  текста мĕнле ăнланнине вырăсла калаттарни;

б) текстра паян паллашнă çĕнĕ сăмахсем тата сăмах майлашăвĕсем  пур предложенисене тупса вырăсла куçарттарни;

б ) ачасем çурма саспа хăйсем тĕллĕн  вулани;

-Ачасем, халĕ текста хăвăр тĕллĕн çурма саспа  вуласа тухăр, ыйтусем çине хуравлама хатĕрленĕр.

в) калав тăрăх ыйтусем çине хуравласа тĕрĕслени (11-мĕш слайд)

- Халĕ  çак калав тăрăх пĕр-пĕрне ыйтусем парăр та хуравлăр.

  • Çуркунне пирĕн пата мĕнле кайăксем вĕçсе килеççĕ? ( çуркунне пирĕн  пата тĕрлĕ кайăк вĕçсе килет: кураксем, шăнкăрчсем, тăрисем, куккуксем, шăпчăксем…)
  • Вĕсем хăйсен йăвисене ăçта-ăçта тăваççĕ? ( вĕсем      хăйсен йăвисене тĕрлĕ вырăнта тăваççĕ: пĕрисем – йывăç çинче, тееприсем – курăк  ăшĕнче, виççĕмĕшсем – тĕмĕ ăшĕнче)
  • Васьăпа аслашшĕ хăш кайăксем валли йăвасем турĕç?
  • Вася мĕншĕн савăнчĕ?
  • Аслашшĕпе мăнукĕ йăвасене ăçта çакĕç?

г) мăшăрпа ĕçлени ( 2 мăшăра итлени);

- Халĕ çак ыйтусене пĕр-пĕрне парса туллин хуравлама хатĕрленĕр.

- Маттур ачасем, ку ĕçе те аван пурнăçларăр.

д) текста пĕтĕмĕшле чăвашла каласа пани (1 ача калавне итлени);

- Ачасем, эпир текстпа тĕрлĕ ĕçсем турăмăр. Халĕ ман шутпа, эсир çак текста чăвашла каласа пама пултаратăр пулĕ тесе шутлатăп.

3. Грамматика материалĕпе ĕçлени. (12-мĕш слайд)

- Халĕ текстра паллă тунă сăмахсемлĕ предложенисене тупăр. Глаголсем хăш вăхăтра-ши?

1. Хĕлле вара унта çерçисемпе кăсăясем те пурăнĕç.

2. Ыран вăрмана кайăпăр та йăвасене унта çакăпăр.

Будущее время употребляется тогда, когда говорящий не вполне уверен в том, что действие произойдёт.

VII. Кану саманчĕ (13-мĕш слайд)

- Ывăнни сисĕнме пуçларĕ, кăштах çан-çурăмсене хускатса илер.

Кайăксем вĕçеççĕ, вĕçеççĕ,

Унтан канма лараççĕ.

Каллех çĕкленеççĕ

Малалла вĕçеççĕ.

Шăппăн-шăппăн ларăпăр,

Малалла вĕренĕпĕр.

(Малтан ачасем ура çине тăраççĕ, унтан алăсемпе кайăксем вĕçнĕ пек тăваççĕ, лараççĕ. Çакăн хыççăн хăвăрттăн тăраççĕ те каллех аллисемпе вĕçнĕ пек тăваççĕ).

VIII. Çыру хăнăхăвĕсене аталантарни.  (14-15-мĕш слайдсем)

- Çак предложенисенче тĕрĕс аффикс лартăр.

1. Çуркунне кайăксем кăнтăр… вĕçсе килеççĕ.                            - тан, -тен

2. Кайăк… йăва тăваççĕ.                                                                  - а, -сем

3. Кайăксем сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене пĕтер…  .                       - еççĕ, -аççĕ

4. Асаттепе шăллăм шăнкăрчсем валли йăва ту… .                      - рĕ, -рĕç

5. Пирĕн кайăксене пулăш …  .                                                       - малла, -мелле

IX. Урока пĕтĕмлетни (16-мĕш слайд +гипессылка «Куç гимнастики».)

 - Ачасем, паянхи урокра эпир сирĕнпе мĕнсем  çинчен калаçрăмăр? (Ачасем хуравлаççĕ).

-Вĕсем пире мĕнле  усă параççĕ? (Сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене пĕтереççĕ, хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтараççĕ, çум курăк вăррисене пуçтараççě).

-Вěçен кайăксен çут çанталăкри пěлтерěшě питě пысăк. Вěсем сиен кÿрекен хурт- кăпшанкăсене пěтереççě, çум курăк вăррисене пуçтараççě. Пěр шăнкăрч çемьи кăна чěпписене пăхса ÿстернě вăхăтра 8-10 пин таран сиенлě нăрăсене пěтерет. Çавăнпа та вĕсене упрăр, пулăшăр, кайăк çăмартисене ан тытăр, йăвисене ан тустарăр! Вара кайăксем пире яланах илемлĕ сассисемпе савăнтарĕç.

Апла пулсан пирĕн вĕсене юратмалла,  упрамалла, пулăшмалла.

- Ачасем, айтăр-ха çак предложенине тепĕр хут ушкăнпа калатпăр.

- Халĕ вара çак предложенине вырăсла куçарăр.

- Птиц нам нужно любить, беречь, помогать.

X. Сăнавсем (гиперссылка)

- Ачасем, кайăксем тăрăх ватă çынсем çанталăк, тыр-пул, пахча çимĕç  мĕнле пулассине пĕлсе тăнă? Хăш кайăк тăрăх пĕлме пултарнă-ха вĕсем? Хăшĕ-пĕрисемпе паллашар-ха.

  • Шăпчăк авăтма пуçларĕ – купăста        лартмалла.
  •  Çерçи ушкăнланнă – ыраш акмалла.
  •  Путене нумай юрлать – тырă аван пулать.
  • Шăнкăрч хуп-хура килчĕ – хура тул пулать.

XI. Киле ĕç пани (17-мĕш слайд).

  • «Кайăксем» ятлă кроссворд тăвăр.
  •   Хăвăра килĕшекен кайăка ÿкерĕр.

XII. Рефлекси (18-мĕш слайд).

1.  Сире паянхи урок килĕшрĕ-и?

- Эпĕ сире сарă çаврашкасем  валеçсе панă. Эсир вĕсем çине халĕ смайликсем ÿкеретĕр. Енчен те урок сире килĕшрĕ пулсан савăнăçлă смайлик ÿкерĕр. Урок килĕшсех каймарĕ пулсан, ăнланман вырăнсем юлчĕç пулсан  хурлăхлă смайлик ÿкерĕр. Халĕ хăвăр ÿкерчĕксене çĕклесе кăтартăр, тархасшăн.

XIII. Ачасен ĕçне хаклани.

- Паянхи урокра эсир тăрăшса ĕçлерĕр. Мана эсир урокра тăрăшса ĕçлени савăнтарчĕ. Ытларах … маттур ĕçлерĕç.  Эпĕ сире урокра тăрăшуллă пулнишĕн, мана пулăшнишĕн тав тăватăп. Вĕренÿре ăнăçу сунатăп. Чăваш чĕлхине малашне те юратса вĕренессе шанатăп.

- Урока эпĕ çак сăвă йĕркипе вĕçлесшĕн: (19-мĕш слайд).

Кайăк-кĕшĕк çухалсан

Пахча çимĕç нихăçан

Тулăх пулмĕ пĕтĕмпех

Хурт пултарĕ пĕтерме.

Ман чĕре çапла сĕнет:

Çав çунатлă туссене

Упрамашкăн тăрăшар,

Тăрăшсах ак пулăшар!

XIV. Урока шăнкăравпа вĕçлени. (20-мĕш слайд).

- Сывă пулăр,  ачасем!

- Сывă пулăр, Ольга Васильевна

- Урок вĕçленчĕ, тухма пултаратăр.      


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Презентации к открытому уроку по рассказу К.Кудажы "Дуруяалар-эжеш куштар" ("Журавли - парные птицы")

Презентация к открытому уроку по рассказу К.Кудажы "Дуруяалар-эжеш куштар" содержит название темы урока, цели к уроку, эпиграф, рисунки, содержание заданий для учащихся. Урок посвящен рассказу тувинск...

Открытый урок по живому миру по теме: "Дикие птицы нашего края - коршун".

Конспект открытого урока в 3 классе коррекционной школе по живому миру....

Открытый урок по биологии на тему: "Значение и охрана птиц. Происхождение птиц"

Цель данного урока:1) показать разнообразное значение птиц в природе и их практическое значение для человека; обосновать необходимость охраны; выяснить происхождение птиц.2) воспитание научного мирово...

Открытый урок Птицы

Обобщающий урок по теме «Класс Птицы»Цель урока: углубить и обобщить знания школьников по классу "Птицы", расширить представления учащихся о многообразии представителей изучаемог...

открытый урок птицы

изучение внешнего строения птиц 7 класс...

Конспект открытого урока по окружающему природному миру обучающегося на дому 3 класса "Птицы. Забота человека о птицах зимой"

Конспект открытого урока по окружающему природному миру для ученика 3 класса, обучающегося на дому, на тему "Птицы. Забота человека о птицах зимой"....