«Осень и зима», разработка урока чувашского языка в 6 классе
план-конспект урока (6 класс) на тему
Урок теми: Кĕркуннепе хĕлле.
Урок тĕллевĕсем: – ачасене çут çанталăкăн тĕрлĕ вăхăтне сăнама, ун илемĕпе киленме, ăна упрама вĕрентесси.
– глаголăн -сан(-сен) аффикссемлĕ формисемпе пуплевре усă курма хăнăхтарасси.
– вĕренекенсене «кĕркуннепе хĕлле» темăпа калаçу хăнăхăвĕсене алла илме пулăшасси;
Урокра усă курнă технологисем – пултарулăхпа тĕпчев технологийĕ.
Словарь ĕçĕ: тÿпе, çулçă, пăр, пĕлĕт, йĕлтĕр, тăвайкки, çунашка, юр пĕрчи, пахча, çĕр улми, йăтаççĕ, кăлараççĕ, шăнаççĕ, ярăнаççĕ, юр пĕрчи.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, ноутбук, колонкăсем «Çулталăкăн пур вăхăчĕ те илемлĕ» презентаци, П.Чайковскийĕн «Çулталăк вăхăчĕсем» диск.,ÿкерчĕксем.
Урок юхăмĕ:
I. Класа йĕркелени, сывлăх сунни.
Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав
Акă иртрĕ те тăхтав.
Ларар парта хушшине
Пуçлар чĕлхе урокне.
а) дежурнăй калаçни;
ă) çанталăк çинчен калаçни;
II.Урок йĕркипе паллаштарни.
– Паянхи урокра тĕрлĕ ĕç тăватпăр: ыйту-хурав хăнăхăвĕсене аталантарăпăр, ÿкерчĕксем тăрăх калавсем тăвăпăр, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупăпăр.
III.Килти ĕçе тĕрĕслени, 10-мĕш хăнăхтару с .75
IV. Вĕреннине аса илни.
1. Учитель: Итлĕр-ха, çулталăкăн хăш вăхăчĕ палăрать – ши çак сăвăра?
Тупмалли юмахсен тупсăмне каласси (слайдсем тăрăх);
2.Çулталăк вахăчĕсене вырăсла калар-ха. (Учитель çулталăк вăхăчĕсене чăвашла калать, ачасем вырăсла калаççĕ.)
Çуркунне-весна, Çулла-лето, Хĕлле-зима, Кĕркунне-осень.
V. Çĕнĕ материалпа ĕçлени.
1.Ребус тупсăмне тупмалла (76 стр).
Учитель:
– Ӳкерчĕк çине пăхар-ха, мĕнле сăмахсем пытаннă-ши кунта? Кам мĕнле шутлать?
– Элина, сан шутпа, мĕн çырнă?
– Карина , сан шутпа, мĕн çырнă?
Хуравĕ: кĕркуннепе хĕлле (çĕнĕ тема ячĕ).
Вĕрентекен:
– Паянхи урок теми: «Кĕркуннепе хĕлле». «Çулталăкăн пур вăхăчĕ те илемлĕ» пая малалла тăсăпăр. Тетрадьсене уçăр, паянхи числона, темăна çырса хурăр.
Чÿк уйăхĕн вун саккăрмĕшĕ
Класри ĕç
Тема : «Кĕркуннепе хĕлле»
2.Лексика материалне аталантарни.
Учитель:
– Урокра усă курмалли сăмахсем.(Cлайд тăрăх)
– Кашни сăмахне пурте пĕрле вулăпăр, ас туса юлăпăр.
Тÿпе – небо, çулçă – лист, пăр – лёд, пĕлĕт – туча, йĕлтĕр – лыжи, тăвайкки –горка, çунашка – санки, юр пĕрчи – снежинка, пахча – огород, çĕр улми – картошка, йăтаççĕ – таскают, кăлараççĕ – выкапывают, шăнаççĕ – мёрзнут, ярăнаççĕ – катаются.
VI. Континиус раунд робин.
Вĕренекенсем пĕрин хыççăн тепри калаççĕ уйăх ячĕсене, пĕри çырса пырать, вăхăт иртсен вулаççĕ хурава.
Халĕ сире çакăн пек ĕç:
1-мĕш ушкăн кĕрхи уйăх ячĕсене аса илет, 2-мĕш ушкăн хĕллехи уйăх ячĕсене. Уйăх ячĕсене çырмалла чăвашла тата вырăсла, хăш ушкăн хăвăртрах пурнăçлать çак ĕçе.
Кĕрхи уйăхсем:
Авăн –сентябрь
Юпа-октябрь
Чÿк-ноябрь
Хĕллехи уйăхсем:
Раштав-декабрь
Кăрлач-январь
Нарăс-февраль
VII.Ыйту-хурав хăнăхăвĕсене аталантарни .
3-мĕш хăнăхтарупа ĕçлени c.77.
Ачасем пĕр-пĕрне ыйтусем парса вĕсене хуравлаççĕ.
Вĕрентекен:
– Ачасем, ку хăнăхтарăва эсир пĕр-пĕрне ыйту парса пурнăçлатăр (5 минут).
– Çулçăсем хăçан тăкăнаççĕ? – Çулçăсем кĕркунне тăкăнаççĕ.
– Кайăксем хăçан кăнтăра вĕçсе каяççĕ? – Кайăксем кĕркунне кăнтăра вĕçсе каяççĕ.
– Çынсем хăçан çĕр улми кăлараççĕ? – Çынсем кĕркунне çĕр улми кăлараççĕ.
– Ачасем хăçан вĕренме пуçлаççĕ? – Ачасем кĕркунне вĕренме пуçлаççĕ.
– Кĕркунне кайăксем чĕпĕ кăлараççĕ-и? – Кĕркунне кайăксем чĕпĕ кăлармаççĕ.
– Сентябрьте шкул ачисем канаççĕ-и, вĕренеççĕ-и? – Сентябрьте шкул ачисем вĕренеççĕ.
– Кĕрхи каникул хăçан пуçланать? – Кĕрхи каникул ноябрьте пуçланать.
– Кĕрхи каникулта ачасем мĕн тăваççĕ? – Кĕрхи каникулта ачасем канаççĕ.
VIII.Грамматика материалĕ: -сан(-сен) аффикссемлĕ глаголсем.
1. 1-мĕш хăнăхтару с.74 Диалога вулани, вырăсла куçарни.
2. Сималтиниус Раунд Тэйбл (уйрăм хутсем çине) 2 минут
Пĕр минутра кашни ушкăн аса илсе çырмалла - сан, -сен аффикслă глаголсем.Кам нумайрах çырать.Çыраççĕ йĕркипе пĕр хут çине, кайран ушкăнри пĕр вĕренекен миçе сăмах çырнине калать, вуласа парать.
Вĕрентекен
-Мĕн калама пултаратăр эсир çак глаголсем çинчен?Мĕнле пĕтĕмлетÿ тăватпăр?
- Сан, -сен аффикслă глаголсем хăçан пĕлтерĕшлĕ, вырăсла когда пĕлтерĕшлĕ .
IX.Кану саманчĕ. Микс-фриз-груп (Музыка янăрать ,ачасем вырăнсенчен тăрса пĕрлешсе каяççĕ, музыка шăплансан ачасем вырăнта тăраççĕ, вара ушкăна пĕрлешеççĕ. Ушкăнри ачасен шучĕ ыйтури хуравран килет.
Ыйтусем:
-Çулталăкра миçе çулталăк вăхăчĕ?-4
-Уйăхра миçе эрне?-4
-Эрнере миçе кун?-7
X. Схемăпа усă курса синквейн тăвасси.
-Халĕ кĕркунне çинчен тата хĕлле çинчен калаçнине пĕтĕмлетĕпĕр. Çак схемăпа усă курса синквейн çыратпăр.Пĕрремĕш ушкăн кĕркунне çинчен, иккĕмĕш ушкăн хĕлле çинчен.
Синквейн
1) 1 япала ячĕ
2) 2 паллă ячĕ
3) 3 глагол
4) 1 предложени
5) пĕтĕмлетÿ сăмахĕ
1) я. я. (1) хĕлле
2) п .я. (2) сивĕ, юрлă
3) гл (3) савăнтарать, сивĕтет, шăнтать
4) предложени (1) ачасем тăвайккинчен ярăнаççĕ
5) тĕп шухăш савăнăç
1) я. я. (1) кĕркунне
2) п .я. (2) илемлĕ,çумăрлă
3) гл (3) илĕртет, хăналать, тăрантать
4) предложени (1) кĕркунне çанталăк пăсăлать
5) тĕп шухăш çулталăк вăхăчĕ
XI. Хăнăхтару пурнăçласси.Ÿкерчĕкпе ĕçлесси.
Кĕнекери 4-мĕш хăнăхтарăва пурнăçлани, предложенисене вĕçлени.
XII. Çирĕплетни. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени
XIII. Пĕтĕмлетни.
XIV. Киле ĕç пани. 5-мĕш хăнăхтару с.77
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
«Осень и зима», разработка урока чувашского языка в 6 классе | 25.84 КБ |
Предварительный просмотр:
6-мĕш класра ирттернĕ урок планĕ
Урок теми: Кĕркуннепе хĕлле.
Урок тĕллевĕсем: – ачасене çут çанталăкăн тĕрлĕ вăхăтне сăнама, ун илемĕпе киленме, ăна упрама вĕрентесси.
– глаголăн -сан(-сен) аффикссемлĕ формисемпе пуплевре усă курма хăнăхтарасси.
– вĕренекенсене «кĕркуннепе хĕлле» темăпа калаçу хăнăхăвĕсене алла илме пулăшасси;
Урокра усă курнă технологисем – пултарулăхпа тĕпчев технологийĕ.
Словарь ĕçĕ: тÿпе, çулçă, пăр, пĕлĕт, йĕлтĕр, тăвайкки, çунашка, юр пĕрчи, пахча, çĕр улми, йăтаççĕ, кăлараççĕ, шăнаççĕ, ярăнаççĕ, юр пĕрчи.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, ноутбук, колонкăсем «Çулталăкăн пур вăхăчĕ те илемлĕ» презентаци, П.Чайковскийĕн «Çулталăк вăхăчĕсем» диск.,ÿкерчĕксем.
Урок юхăмĕ:
I. Класа йĕркелени, сывлăх сунни.
Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав
Акă иртрĕ те тăхтав.
Ларар парта хушшине
Пуçлар чĕлхе урокне.
а) дежурнăй калаçни;
ă) çанталăк çинчен калаçни;
II.Урок йĕркипе паллаштарни.
– Паянхи урокра тĕрлĕ ĕç тăватпăр: ыйту-хурав хăнăхăвĕсене аталантарăпăр, ÿкерчĕксем тăрăх калавсем тăвăпăр, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупăпăр.
III.Килти ĕçе тĕрĕслени, 10-мĕш хăнăхтару с .75
IV. Вĕреннине аса илни.
1. Учитель: Итлĕр-ха, çулталăкăн хăш вăхăчĕ палăрать – ши çак сăвăра?
Тупмалли юмахсен тупсăмне каласси (слайдсем тăрăх);
---Шурă юр ирĕлет,
Çеçен хир чĕрĕлет,
Ешĕл курăк ÿсет…
Вăл хăçан пулать-ши ? (Çуркунне)
----Хĕвел хытă хĕртет,
Ăшă çил вĕркелет,
Сар ыраш çитĕнет…
Вăл хăçан пулать-ши? (Çулла)
-----Хир илемĕ каять,
Сĕм вăрман çаралать,
Пĕрмай çумăр çăвать…
Вăл хăçан пулать-ши ? (Кĕркунне)
----Хирсенче юр анчах,
Çырмара пăр анчах,
Сивĕтет аванах…
Вăл хăçан пулать-ши ? (Хĕлле)
2.Çулталăк вахăчĕсене вырăсла калар-ха. (Учитель çулталăк вăхăчĕсене чăвашла калать, ачасем вырăсла калаççĕ.)
Çуркунне-весна, Çулла-лето, Хĕлле-зима, Кĕркунне-осень.
V. Çĕнĕ материалпа ĕçлени.
1.Ребус тупсăмне тупмалла (76 стр).
Учитель:
– Ӳкерчĕк çине пăхар-ха, мĕнле сăмахсем пытаннă-ши кунта? Кам мĕнле шутлать?
– Элина, сан шутпа, мĕн çырнă?
– Карина , сан шутпа, мĕн çырнă?
Хуравĕ: кĕркуннепе хĕлле (çĕнĕ тема ячĕ).
Вĕрентекен:
– Паянхи урок теми: «Кĕркуннепе хĕлле». «Çулталăкăн пур вăхăчĕ те илемлĕ» пая малалла тăсăпăр. Тетрадьсене уçăр, паянхи числона, темăна çырса хурăр.
Чÿк уйăхĕн вун саккăрмĕшĕ
Класри ĕç
Тема : «Кĕркуннепе хĕлле»
2.Лексика материалне аталантарни.
Учитель:
– Урокра усă курмалли сăмахсем.(Cлайд тăрăх)
– Кашни сăмахне пурте пĕрле вулăпăр, ас туса юлăпăр.
Тÿпе – небо, çулçă – лист, пăр – лёд, пĕлĕт – туча, йĕлтĕр – лыжи, тăвайкки –горка, çунашка – санки, юр пĕрчи – снежинка, пахча – огород, çĕр улми – картошка, йăтаççĕ – таскают, кăлараççĕ – выкапывают, шăнаççĕ – мёрзнут, ярăнаççĕ – катаются.
VI. Континиус раунд робин.
Вĕренекенсем пĕрин хыççăн тепри калаççĕ уйăх ячĕсене, пĕри çырса пырать, вăхăт иртсен вулаççĕ хурава.
Халĕ сире çакăн пек ĕç:
1-мĕш ушкăн кĕрхи уйăх ячĕсене аса илет, 2-мĕш ушкăн хĕллехи уйăх ячĕсене. Уйăх ячĕсене çырмалла чăвашла тата вырăсла, хăш ушкăн хăвăртрах пурнăçлать çак ĕçе.
Кĕрхи уйăхсем:
Авăн –сентябрь
Юпа-октябрь
Чÿк-ноябрь
Хĕллехи уйăхсем:
Раштав-декабрь
Кăрлач-январь
Нарăс-февраль
VII.Ыйту-хурав хăнăхăвĕсене аталантарни .
3-мĕш хăнăхтарупа ĕçлени c.77.
Ачасем пĕр-пĕрне ыйтусем парса вĕсене хуравлаççĕ.
Вĕрентекен:
– Ачасем, ку хăнăхтарăва эсир пĕр-пĕрне ыйту парса пурнăçлатăр (5 минут).
– Çулçăсем хăçан тăкăнаççĕ? – Çулçăсем кĕркунне тăкăнаççĕ.
– Кайăксем хăçан кăнтăра вĕçсе каяççĕ? – Кайăксем кĕркунне кăнтăра вĕçсе каяççĕ.
– Çынсем хăçан çĕр улми кăлараççĕ? – Çынсем кĕркунне çĕр улми кăлараççĕ.
– Ачасем хăçан вĕренме пуçлаççĕ? – Ачасем кĕркунне вĕренме пуçлаççĕ.
– Кĕркунне кайăксем чĕпĕ кăлараççĕ-и? – Кĕркунне кайăксем чĕпĕ кăлармаççĕ.
– Сентябрьте шкул ачисем канаççĕ-и, вĕренеççĕ-и? – Сентябрьте шкул ачисем вĕренеççĕ.
– Кĕрхи каникул хăçан пуçланать? – Кĕрхи каникул ноябрьте пуçланать.
– Кĕрхи каникулта ачасем мĕн тăваççĕ? – Кĕрхи каникулта ачасем канаççĕ.
VIII.Грамматика материалĕ: -сан(-сен) аффикссемлĕ глаголсем.
1. 1-мĕш хăнăхтару с.74 Диалога вулани, вырăсла куçарни.
2. Сималтиниус Раунд Тэйбл (уйрăм хутсем çине) 2 минут
Пĕр минутра кашни ушкăн аса илсе çырмалла - сан, -сен аффикслă глаголсем.Кам нумайрах çырать.Çыраççĕ йĕркипе пĕр хут çине, кайран ушкăнри пĕр вĕренекен миçе сăмах çырнине калать, вуласа парать.
Вĕрентекен
-Мĕн калама пултаратăр эсир çак глаголсем çинчен?Мĕнле пĕтĕмлетÿ тăватпăр?
- Сан, -сен аффикслă глаголсем хăçан пĕлтерĕшлĕ, вырăсла когда пĕлтерĕшлĕ .
IX.Кану саманчĕ. Микс-фриз-груп (Музыка янăрать ,ачасем вырăнсенчен тăрса пĕрлешсе каяççĕ, музыка шăплансан ачасем вырăнта тăраççĕ, вара ушкăна пĕрлешеççĕ. Ушкăнри ачасен шучĕ ыйтури хуравран килет.
Ыйтусем:
-Çулталăкра миçе çулталăк вăхăчĕ?-4
-Уйăхра миçе эрне?-4
-Эрнере миçе кун?-7
X. Схемăпа усă курса синквейн тăвасси.
-Халĕ кĕркунне çинчен тата хĕлле çинчен калаçнине пĕтĕмлетĕпĕр. Çак схемăпа усă курса синквейн çыратпăр.Пĕрремĕш ушкăн кĕркунне çинчен, иккĕмĕш ушкăн хĕлле çинчен.
Синквейн
1) 1 япала ячĕ
2) 2 паллă ячĕ
3) 3 глагол
4) 1 предложени
5) пĕтĕмлетÿ сăмахĕ
1) я. я. (1) хĕлле
2) п .я. (2) сивĕ, юрлă
3) гл (3) савăнтарать, сивĕтет, шăнтать
4) предложени (1) ачасем тăвайккинчен ярăнаççĕ
5) тĕп шухăш савăнăç
1) я. я. (1) кĕркунне
2) п .я. (2) илемлĕ,çумăрлă
3) гл (3) илĕртет, хăналать, тăрантать
4) предложени (1) кĕркунне çанталăк пăсăлать
5) тĕп шухăш çулталăк вăхăчĕ
XI. Хăнăхтару пурнăçласси.Ÿкерчĕкпе ĕçлесси.
Кĕнекери 4-мĕш хăнăхтарăва пурнăçлани, предложенисене вĕçлени.
XII. Çирĕплетни. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени
XIII. Пĕтĕмлетни.
XIV. Киле ĕç пани. 5-мĕш хăнăхтару с.77
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Разработка урок русского языка (8 класс) по теме "Обособленные определения и приложения"
Урок для 8 класса готовит учащихся к ГИА и ЕГЭ по русскому языку: содержит работу с текстом, тестовые задания. В содержании урока ярко выражена воспитательная функция: ребята знакомятся с творчеством ...
разработка урока английского языкав 5 классе "Встреча с корреспондентами журнала"по УМК М.З.Биболетовой "Enjoy English"
Разработка урока в 5 классе «Встреча с корреспондентами журнала» может быть использована коллегами при изучении темы «Семья», «Черты характера» в разделе «Узнаем больше друг о друге»...
Урок чувашского языка, 7 класс. Тема " Тĕлĕнмелле çĕр – шывсем"
Урок повторения раздела " Тĕнчери çĕр – шывсем"....
разработка урока английского языка 3 класса с презентацией "Времена года. Золотая осень"
разработка урока с презентацией...
Тема урока: « Английский алфавит» Методическая разработка урока английского языка, 2 класс
Цели урока: В игровой форме организовать повторение и обобщение изученного материала....
Разработка урока английского языка 9 класса «Английский язык – язык морового общения»
Разработка урока английского языка9 класса«Английский язык – язык морового общения»Форма урока - дебаты...
Разработка урока чувашского языка в 5 классе "Зима"
Урок обобщения и закрепления в разделе "Готовимся к Новому году"...