Разработка урока чувашского языка в 5 классе "Зима"
методическая разработка (5 класс) на тему
Урок обобщения и закрепления в разделе "Готовимся к Новому году"
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
otkrytyy_urok_v_5_klasse_zima.docx | 21.93 КБ |
Предварительный просмотр:
Класс: 5 класс
Урок теми: Çĕнĕ çула хатĕрленетпĕр
Урок тĕллевĕсем:
- вĕреннине аса илсе çирĕплетесси;
- пĕлÿ, хăнăхусен шайне тĕрĕслесси;
- ачасене хĕлле çинчен, Çĕнĕ çул çинчен калаçтарасси;
Урок тĕсĕ: Пĕтĕмлетÿ урокĕ
Кирлĕ хатĕрсем:
Урок юхăмĕ
Ι. Сывлăх сунни, класа йĕркелени.
ΙΙ. Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарни.
Вĕрентекен ачасене Çĕнĕ çул çинчен юрă итлеттерет (Çĕнĕ çул теттисем). Ачасенчен юрă содержанине ыйтать.
- Ачасем, çак юрăра мĕн çинчен каланă-ши?
(Ачасем хуравлаççĕ)
- Çĕнĕ çул хăçан çитет?
- Хĕлле
- Апла пулсан, эпир паян мĕн çинчен калаçăпăр?
- Хĕлле çинчен, Çĕнĕ çул çинчен.
- Ребята, мы с вами сегодня проведем необычный урок: разделимся на две команды и посоревнуемся друг с другом.
ΙΙΙ. Ачасем ушкăнсене пайланни, ушкăн ятне шутласа тупни.
Вĕрентекен икĕ лайăх вĕренекен ачана ушкăнсен капитанĕ пулма ыйтать. Ытти ачасем шăпа яраççĕ. Хутаçра икĕ тĕрлĕ канфетсем, ачасем черетпе пĕрер канфет туртса кăлараççĕ (малтан – капитансем). Канфет тĕсĕ тăрăх вĕренекенсем икĕ ушкăна пайланаççĕ. Вырнаçса лараççĕ, ушкăн ятне тупаççĕ (чăвашла). Çав вăхăтра вĕрентекен жюрисемпе паллаштарать.
ΙY. Ĕçсене пурнăçлани
А) Ÿкерчĕксем тăрăх урокра усă куракан лексика материалне аса илни.
- Ачасем, паян урокра усă куракан хĕллепе çыхăннă сăмахсене аса илер-ха.
Экран çине хĕллепе çыхăннă ÿкерчĕксем тухса пыраççĕ, ачасен унта мĕн ÿкернине чăвашла каламалла.
Ă) Карточкăсемпе ĕçлени.
Ачасем карточка çинче хĕллепе, Çĕнĕ çулпа çыхăннă сăмахсене шыраса тупаççĕ. Хăш ушкăн нумайрах тата хăвăртрах тупать, çав çĕнтерет.
А | П | А | Р | Н | Е | Б | Л | С | И | В | Ĕ | Ĕ | Ю | Р | В | К | Ф | Х | Ĕ | Л |
Н | Ч | Ă | Р | Ă | Ш | У | Р | У | Й | Ă | П | Л | И | Й | Ĕ | Л | Т | Ĕ | Р | П |
А | С | Ç | У | Н | А | Ш | К | А | Т | Ă | Ю | Р | К | Ĕ | Л | Е | Т | К | Е | Т |
Р | Х | Ĕ | Л | М | У | Ч | И | К | Ш | Ю | Р | П | И | К | Е | Й | Ш | У | Р | Ă |
Б) Ÿкерчĕкпе ĕçлени.
Вĕрентекен ушкăнсене пĕрер ÿкерчĕк тата унпа çыхăннă ыйтусем парать. Ачасен ыйтусене хуравласа ÿкерчĕк çинчен каласа памалла.
В) Капитансен тупăшăвĕ
Капитансен доска умĕнче кроссвордсен тупсăмĕсене тупмалла.
Ю | ||||||||||
| Р | |||||||||
П | ||||||||||
Ĕ | ||||||||||
Р | ||||||||||
Ч | ||||||||||
И |
- Снег
- Белый
- Рябина
- Осень
- Шуба
- Ласточка
- Холодно
Х | |||||||||
Ĕ | |||||||||
Л | |||||||||
М | |||||||||
У | |||||||||
Ч | |||||||||
И |
- Зима
- Лыжи
- Калина
- Заяц
- Санки
- Сорока
- Красивый
Çак вăхăтра ачасем килти ĕçпе паллаштараççĕ. Ушкăнсенчен пĕрер ача «Юр пĕрчи» сăвва каласа парать.
В) Аудировани ĕçĕ.
Çĕнĕ çул вырăссемшĕн те, чăвашсемшĕн те чи кĕтнĕ уяв. Ăна хĕлле январĕн пĕрремĕшĕнче кĕтсе илеççĕ. Çĕнĕ çула авалхи чăвашсем мартăн 21-22-мĕшĕсенче уявланă. 15 ĕмĕр вĕçĕнче уява сентябрĕн 1-мĕшне куçарнă. 1700 çулта 1 Петĕр патша Çĕнĕ çул январĕн 1-мĕшĕнче пуçланать тесе указ кăларнă. Халĕ те Çĕнĕ çула çав кун кĕтсе илетпĕр.
Вĕрентекен текста икĕ хутчен вуласа парать. Ачасем мĕн ăнланнине çыраççĕ, вуласа параççĕ.
Г) Учебникри 4, 5-мĕш хăнăхтарусене пурнăçлани.
Вĕрентекен ачасемпе пирĕн патра хĕл каçакан кайăксем çинчен калаçу ирттерет.
- Пирĕн патра мĕнле кайăксем хĕл каçаççĕ?
- Уйăпсем, кăсăясем, çерçисем, ула таккасем.
- Хĕлле кайăксем мĕнле?
- Выçă.
- Эсир вĕсене апат çитеретĕр-и?
- Çитеретпĕр.
- Маттур. Пирĕн кайăксене пулăшмалла, вĕсем валли сырăшсем тумалла.
Кану саманчĕ
Вĕçсе килчĕç тусăмсем,
Пĕчĕк-пĕчĕк кайăксем.
Хаваслăн сикеççĕ,
Пĕрчĕсем сăхаççĕ.
(Сăвва каланă май ачасем аллисемпе хусканусем тăваççĕ.)
Д) Тупмалли юмахсемпе ĕçлени.
Доска çинче чăрăш çакăнса тăрать. Ачасен ăна илемлетмелле. Тупмалли юмахсем юр пĕрчисем çинче. Тупсăмне пĕлсен юр пĕрчине чăрăш çине çакмалла.
- Çулсерен пĕр мучи шурă тумтирпе килет (хел)
- Хĕлле те, çулла та пĕр тĕспе (чăрăш)
- Хĕлле шăтăкра çывăрать (упа)
- Хĕлле шурă, çулла сăрă (мулкач)
- Хăш чĕр чун хĕлле вали кăмпа типĕтет, мăйăр хатĕрлет? (пакша)
- Кам Çĕнĕ çулта парнесем парать? (Хĕл Мучи)
- Унпа тăвайккинчен ачасем ярăнаççĕ (çунашка)
- Каçхине вăранать, ирхине çывăрать( тăмана)
Y. Урока пĕтĕмлетни
Киле ĕç пани
Ачасен тупмалли юмах шутласа кăлармалла:
Е Хĕл Мучи çинчен:
Е Юр пике çинчен;
Е юр кĕлетке çинчен;
Е Çĕнĕ çул çинчен.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Конспект урока чувашского языка "Времена года" по ФГОС в 1 классе
Подробный план-конспект чувашского языка на тему "Пеовторение пройденного материала" в 1 классе составлен по форме новых стандартов....
План-конспект урока чувашского языка "У вышивальщицы"
Конспект урока о народном творчестве, знакомство с чувашской вышивкой....
План урока чувашского языка и литературы "Хисеп ячĕсем"
План урока " Хисеп ячĕсем" 6 классПрезентация к уроку "Хисеп ячĕсем"...
Урок чувашского языка в 7 классе "Если хочешь быть здоров"
1. Эсĕ вăрманта час-часах пулатăн-и?2. Унта мĕнле йывăçсем ÿсеççĕ?3. Вăрманта мĕнле кăмпасем ÿсеççĕ? 4. Сана вăрманта пулма килĕшет-и?...
Методическая разработка урока «Чувашский национальный костюм, как один из видов декоративно-прикладного искусства».
занятие посвящено знакомству с чувашским национальным костюмом, истории возникновения тряпичной куклы...
Методическая разработка урока «Чувашский национальный костюм, как один из видов декоративно-прикладного искусства».
занятие посвящено знакомству с чувашским национальным костюмом, истории возникновения тряпичной куклы...
«Осень и зима», разработка урока чувашского языка в 6 классе
Урок теми: Кĕркуннепе хĕлле. Урок тĕллевĕсем: – ачасене çут çанталăкăн тĕрлĕ вăхăтне сăнама, ун илемĕпе киленме, ăна упрама вĕрентесси. – глаголăн -сан(-сен) аффикссемлĕ формисем...