Урок чувашского языка, 7 класс. Тема " Тĕлĕнмелле çĕр – шывсем"
методическая разработка (5 класс)
Урок повторения раздела " Тĕнчери çĕр – шывсем".
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
urok_temi.docx | 40.81 КБ |
Урок родного (чувашского) языка в русскоязычной школе на тему "В этнографическом музее". | 2.81 МБ |
Предварительный просмотр:
Урок теми: Тĕлĕнмелле çĕр – шывсем
Урок тěсě: пĕтĕмлетÿ урокĕ.
Сапăрлăх тěллевě:
- тĕрлĕ халăх çыннисене хисеплесси, пěр-пěринпе килěштерсе чунпа ырă, кăмăлпа ăш-пиллě пулмалли пирки асăрхаттарни
Пěлÿ тěллевě:
- текстсене пěтěмěшле тишкерме, тěп шухăшне ăнланса илме пулăшасси
Аталану тěллевě:
- хайлавсене паянхи кунпа çыхăнтарса пурнăçа ăнланма вěрентесси;
- ачасан шухăшлавне аталантарасси.
Урок мелěсемпе меслечěсем: учитель сăмахě, тишкерÿллě вулав, ыйту-хурав, словарь ĕçĕ, текстпа ĕçлени, илемлĕ вулав, текста тишкерни, çыхăнуллă текстсене ăнланса илни, хайлава илемлĕ вулани, шырав ěçě, ушкăнпа ěçлени, вырăсларан чăвашла куçарни, текстри кирлě вырăнсене тупса вулани, текстăн тěп шухăшне палăртни, проблемăна ушкăнпа сÿтсе явни, пултару ěçě, презентаци слайчěсемпе ěçлени, ачасен пěтěмлетěвě, учитель пěтěмлетěвě.
Пуплеве аталантарасси:
- ятарласа панă ыйтусем тăрăх ачан çыхăнуллă пуплевне аталантарасси;
- текст тата ÿкерчěк тăрăх ěçлес хăнăхăвне аталантарасси;
- пěтěмлетÿсем тума вěрентесси.
Курăмлăх хатěрěсем:
Географи картти
Компас
Урокра усă курмалли хатĕрсем:
компьютер, мультимедиа проектор, экран.
Урок юхăмĕ
Учитель сăмахĕ: Тĕнчере питĕ нумай çĕр – шыв…Мĕн ачаранпах эпир кашниех тĕрлĕ вырăнта пулса курма ĕмĕтленетпĕр. Хамăра Христофор Колумб пекех туяс кăмăл çуралать. Шкулта вĕренме пуçласан эпир уроксенче тĕрлĕ вырăнсене çитсе куратпăр, тĕрлĕ халăх историпе, культурипе паллашатпăр. Килěшÿ, ăнлану, пĕр – пĕрне хисеплесси – паянхи пурнăçра питě пěлтерěшлě тесе калама пулать.
Паян эпир сирĕнпе çул-çÿреве тухатпăр. Иртнĕ урокра кашни ушкăн тĕрлĕ ĕçсем илнĕччĕ. Карта, компас тата ытти кирлĕ хатĕрсем сирĕн алăра пулмалла.
- Ачасем, çула тухиччен мěн тумалла-ха?
- Ушкăнсенче пĕр-пĕрне пулăшса пымалла.
- Çул-çÿреве тухма хатĕр-и?
- Хатĕр.
Пĕрремĕш чарăну - Иордани, Марокко çинчен калакан текстсем тăрăх ыйтусем çине хуравласси.
- Марокко ăçта вырнаçнă?
1)Европăра
2)Африкăра
3)Азире
4)Австралире
- Марокко ялавĕ мĕн тĕслĕ?
1)хĕрлĕ
2)симĕс тата хĕрлĕ
3) хĕрлĕ тата шурă
4) симĕс
- Укçа единици мĕн ятлă?
1)евро
2)доллар
3)дирхам
4) тенкĕ
- Мароккăра мĕнле чĕлхепе калаçаççĕ?
1)араб
2)француз
3)бербер
4)пурте тĕрĕс
- Марокко тĕп хули мĕн ятлă?
1)Касабланка
2)Рабат
3)Марракеш
4)Танжер
- Марокко хăш çĕр – шывсемпе чикĕленет?
1)Франципе
2)Алжирпе
3)Хĕвел анăç Сахарăпа
4)Испанипе
- Иордани хăш çĕр – шывсемпе чикĕленет?
1)Сирипе
2)Иракпа
3)Сауд Аравийĕпе
4)Израильпе
- Мĕн вăл Амман?
1)тинĕс ячĕ
2)хула ячĕ
3)пуш-хир ячĕ
4)çын ячĕ
- Иорданин официаллă чĕлхи мĕн ятлă?
1)иордан чĕлхи
2)араб чĕлхи
3)акăлчан чĕлхи
4) француз чĕлхи
- Иордани мĕнле тинĕс хĕрринче вырнаçнă?
1)Вилĕ тинĕс
2)Хура тинĕс
3)Хĕрлĕ тинĕс
4)Вăта çĕр тинĕс
- Маттур, ачасем.
Иккĕмĕш чарăну : учебникри «Индонези» текст тăрăх кластер (хĕвеллĕ, ÿкерчĕклĕ, фото ÿкерчěсемлĕ) тăвасси ( япала ячĕсем хушса). 89 урокри 8 хăнăхтаруна ăшра вуласси ( 212-213 с.).
- Ачасем маларах хатĕрлесе хунă стикерсем çине кирлĕ япала ячĕсене çыраççĕ те доска çине пырса çыпăçтараççĕ.
Пĕтĕмлетŷ: Индонези вăл – Азири çĕр – шыв, тĕнчери пысăк архипелаг, утравлă, Тоба ятлă ту кÿлиллĕ, хура тĕслĕ хăйăрлă пляжлă, пысăк сÿнмен Кракатау тата Тамбора ятлă вулканлă çĕр-шыв.
Виççĕмĕш чарăну - Австри .
- Gruss Gott. Willkommen Sie auf avtriyskoy Erde. - Салам. Сире Австри çĕрĕ çинче курма хавас.
Австри Европăра вырнаçнă. Тĕп хули – Вена. Австри кÿршисем: Итали, Словени, Швейцари, Германи, Лихтенштейн, Чехи, Венгри, Словаки. Австрин 75 процентне Альп тăвĕсем йышăнаççĕ .Австри ялавĕ икĕ тĕслĕ: хĕрлĕ тата шурă . Австрин тĕп шыв ресурсĕсем:Дунай,Мур, Драва, Зальцах юхан шывсем, Боден кÿлли .
Австрири пысăк хуласем: Вена, Грац , Линц, Зальцбург, Инсбрук.
Вена - керменсен тата парксен хули. Зальцбург Зальц юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă хула. Кунта Моцарт çуралнă. Зальцбурга кашни çулах музыка тата театр фестивалĕ иртет. Инсбрук – Тироль çĕрĕн тĕп хули . Спортсменсемпе туристсем Альп тăвĕсем çинче йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллаççĕ.
- Ачасем, сире Австри килĕшрĕ – и?
(Ачасен хуравĕсем)
Тăваттăмĕш чарăну – Франци.
- Bonjour . Je vous salue . Bon voyage! Bonne route! ( Сывлăх сунатăп. Сире пурне те саламлатăп. Телейлĕ çул пултăр!). Пирĕн тепĕр çĕр – шыв – Франци.
Франци – Европăри пысăк çĕршывсенчен пĕри. Унăн территорийĕ пилĕкĕтеслĕх евĕрлĕ. Франци – авалхи замоксен, соборсен, керменсен, музейсен, театрсен, Альп тăвĕсем çинчи йĕлтĕр курорчĕсен çĕр - шывĕ . Францин тěп хули - Париж . Францин тĕп шыв ресурсĕсем: Сена, Луара, Гаронна, Рейн юхан шывсем. Çĕр – шывра тĕрлĕ чĕр чун пур: тилĕ, хир сыснисем, пăлансем,чĕрĕпсем, карăксем.
Францире пысăк хуласем нумай: Париж, Страсбург, Лион, Марсель. Страсбург хулинче Европăри чи çÿллĕ костел (142 метр) - Нотр-Дам соборĕ - вырнаçнă. Оранжери паркĕ патĕнче Европа Совечĕн, Европăри çын прависене сыхлакан суд çурчĕсем пур.
Франци - модăпа çыхăннă çĕр – шыв. Кунта тĕрлĕ парфюмерии тата косметика кăлараççĕ.
- Vous aimez la France? Mes couhaits. Au revoir! (Сире Франци килĕшрĕ – и? Ãнăçу сире. Тепре тĕл пуличчен!).
Пиллĕкмĕш чарăну – Испани.
- Hola. ¿Habla usted español, francés , ruso? ( Салам. Эсир испан , француз, вырăс чĕлхипе калаçатăр –и?)
-Эпир вырăсла тата чăвашла калаçатпăр.
Испани Европăра вырнаçнă. Испанин тěп хули Мадрид. Испани ялавě икě тěслě: хěрлě тата сарă. Испанири пысăк хуласем: Мадрид, Барселона, Валенси, Севилья, Саррагона. Испанецсен юратнă апачĕсем: паэлья, хамон, гаспаччо, тортилья. Испани çыннисем кăнтарлахи апат хыççăн канăççĕ. Вăл 20 -30 минут тăсăлать. Çак кану сиеста ятлă. Испанецсем футбол юратаççĕ.
1.Ыйту-хурав: Сире паянхи çул çŷрев килĕшрĕ –и?
Ачасен пĕлтерĕвĕ:
1-мĕш ача: Мана ытларах Испани килĕшрĕ. Манăн унти паллă хуласемпе паллашас кăмăл пысăк.
2-мĕш ача: Мана та Испани килĕшрĕ. Кунти футбол командисем мана питĕ килĕшеççĕ. Эпĕ хам та футболист пуласшăн.
3-мĕш ача: Мана вара Францири мода çинчен калани килĕшрĕ. Эпĕ ŷссен дизайнер пуласшăн. Эпĕ Парижра пулса курас ĕмĕтлĕ.
2.Творчествăлла вăйă «Микрофон»:
- Тĕрлĕ çĕр – шывсенчи çынсемпе паллашнă чухне мĕнле пулмалла-ши, ачасем?
Ачасен хуравĕсем: Лайăх –– çепĕç – пĕр-пĕрне хисеплемелле – пĕр-пĕрин шухăшĕсене хисеплемелле – панă сăмаха тытмалла – сивĕ сăмахсем каласа чун-чĕрене ыраттармалла мар – пĕр-пĕрне ăнланмалла – хисеп тумалла – пулăшу памалла.
Учитель пĕтĕмлетĕвĕ: Халĕ эсир шкулта кăна вĕренетĕр-ха. Эсир ŷссе çитĕнсен ку çĕр – шывсене çитсе курăр.Ĕмĕтсем пурнăçланччĕр тесен, сирĕн тĕллев лартмалла: манăн шкул лайăх вĕренсе пĕтерсе ку çĕр – шывсене çитсе курасчĕ тесе.
- Килте тумалли ĕç:
1)Тунис çинчен пысăк маар альбом тăвасси;
2) Тунис çинчен презентации тăвасси;
3) Тунис çинчен пĕчĕк калав çырасси;
4) Тунис çинчен хěвелле кластер тăвасси.
Предварительный просмотр:
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Урок чувашского языка по теме "Весной" в 5 классе.
1) Сǎвǎра çулталǎкǎн хǎш вǎхǎчĕ çинчен каланǎ?2) Çуркуннене мĕншĕн пурте кĕтеççĕ?3) Эсĕ çуркуннене юрататǎн-и?Мĕншĕн?4) Санǎн тусу çуркуннене юратать-и?...
Урок чувашского языка на тему: "Урокра мĕн тумалла?"
Урок чувашского языка в 3 классе...
Урок чувашского языка на тему "Ÿсен-тăрансемпе чĕр чунсен тĕнчи"
Презентация к уроку чувашского языка для 4 класса...
Урок чувашского языка на тему "Пирĕн çутă ĕмĕтсем"
Презентация к уроку чувашского языка в 4 классе...
Презентация к уроку чувашского языка на тему: "Урокра мĕн тумалла?"
Презентация к уроку чувашского языка в 3 классе...
8 класс. Урок чувашского языка по теме " Чаваш варманесем"
8 класс. Урок чувашского языка по теме " Чаваш варманесем"...
8 класс. Урок чувашского языка по теме " Хуласем"
8 класс. Урок чувашского языка по теме " Хуласем"...