7-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем
олимпиадные задания (7 класс) по теме

Родионова Людмила Алексеевна

 7ĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon olimpiada_7.doc32 КБ

Предварительный просмотр:

 7-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

7 класс

Манăн пĕчĕк тус

   Манăн юратнă пĕчĕк тус пур. Вăл шурă шăши Малыш ятлă. Унăн хÿри вăрăм, урисем пĕчĕк.

   Малыша мана юлташсем парнеленĕ, çуралнă кунпа. Ун чух вăл пĕчĕкчĕ, халĕ пысăкланнă.

   Малыш манăн пÿлĕмре клеткăра пурăнать. Шкултан килсен эпĕ ăна клеткăран кăларатăп, вăл вара урайĕнче унталла та кунталла чупма пуçлать. Малыш урайĕнче чух эпĕ хамăн пÿлĕме кушака кĕртместĕп, вăл ăна тытма пултарать, çавăнпа хăратăп. Малыш клеткăра чух Пушистик ялан клетка патĕнче çÿрет, ку шăшие тытатăп тесе шутлать пуль.

   Манăн шăши ытларах сырпа сало юратать. Эпĕ тата ăна тĕрлĕ кĕрпе, шыв паратăп.

   Нумайăшĕ шурă шăшие юратмасть. Ман шутпа, вăл питĕ илемлĕ те интереслĕ чĕр чун.(Г.Абрамова)

1.  Аудировани: текста тимлĕн итлĕр те ун содержанине вырăсла  çырса парăр.

2. Текст ятне тупăр. (Тексчĕ çавах)

3. Панă сăмахсене падеж тăрăх вĕçлĕр. (Падеж ячĕсене чăвашла çырмалла)

   Салтак, хĕвел, эсĕ.

4. Панă предложенисенче паллă ячĕсене тупăр, мĕнле степеньрине кăтартăр. (Предложенисене çырса илмелле)

   1) Ăмăртура хурарах лаша мала тухрĕ. 2) Мана йывăртарах задачăсене шутлама атте пулăшать. 3) Пирĕн хулари чи илемлĕ урам сарлака та таса. 4) Ку кĕпе вĕр çĕнĕ. 5) Пирĕн класри Алёша чи пултарулли. 6) Шкула çитмелли çул тÿп-тÿрĕ. 7) Йăмăк манран хитререх çырать.

5. Шут хисеп ятĕнчен йĕрке, валеçу хисеп ячĕ тăвăр.

   2, 15, 76, 289, 1000.

6. Тус çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене тупса çырăр.

7. «Манăн юратнă вĕрентекен» калав тăвăр.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

5-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

Олимпиада ирттермелли ĕçсем...

6-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

6-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçсем...

8-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

8-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем...

"Анне - пирĕн телей" 7-мĕш класра ирттермелли уяв сценарийĕ.

Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕ - Аннесен уявĕ. Эпир пурте аннене юрататпăр. Вĕсене халалласа ирттермелли уяв сценарийĕ сĕнетĕп....

Усал - утпа, ырри çуран çÿрет (6-мěш класра литературăпа ирттермелли урок)

Урок тěсě: пěтěмлетÿ урокěУрок форми: литература эстафети.Сапăрлăх тěллевě:  1. Ушкăнпа ěçлеме тат пěр-пěрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси. 2. Тимлě пулма, туслăха хаклама,чыса упр...