8-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем
олимпиадные задания (8 класс) по теме

Родионова Людмила Алексеевна

8-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon olimpiada_8.doc35 КБ

Предварительный просмотр:

8-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

8 класс

Ăçта эсĕ, акăшăм?

   Паян уроксем хыççăн Света киле каймарĕ, тÿрех кÿлĕ хĕррине чупрĕ.

   - Çанталăк сивĕтме пуçлать. Акăшсем те кăнтăра вĕçсе каяççĕ пуль. Вĕсене тепĕр çуркунннсĕр те курма çук, - тесе шухăшларĕ вăл. - Тен, вĕсем çине пăхсан кăмăл та çĕкленĕ.

   Физика учителĕ паян Светăн кăмăлне хуçрĕ, задачăшăн ăна «иккĕ» лартса пачĕ. Йывăр задачăна хĕр ача хăвăрт шутлаймарĕ. Мĕншĕн çав предмет Светăшăн питĕ йывăр-ши? Теорине вĕренет-ха вăл, лайăх каласа парать, анчах та йывăр задачăсене хăвăрт шутлаймасть.

   Хĕр ача кÿлĕ хĕррине çитрĕ, куçĕпе акăшсене шырама пуçларĕ, анчах та кÿлĕре çав илемлĕ шурă кайăксем курăнмарĕç.

   Нивушлĕ вĕсем вĕçсе кайнă? Эх, ĕнерех килмеллеччĕ, - тесе хурланчĕ вăл.

   Вăхăт нумай та иртмерĕ, тÿпере акăшсем курăнчĕç, вĕсем кÿлĕ çийĕн вĕçме пуçларĕç. Вĕсене курсан хĕр ача савăнчĕ.

   - Пĕрре, иккĕ, виççĕ…, - шутларĕ Света. – Ăçта-ши пĕр акăшĕ? Мĕншĕн вĕсем виççĕн çеç?

   Акăшсем кÿлĕ çийĕпе темиçе хут çаврăнчĕç.

   - Мĕн шыраççĕ вĕсем? Сассисем те хурлăхлă. Пĕр пысăк акăшĕ шыв çине ларчĕ. Такама шырать пулмалла, - калаçрĕ Света.

   Кĕçех акăшсем куçран çухалчĕç.

   Света киле утрĕ. Тепĕр вун пилĕк минутран вăл хăйсен çурчĕ умĕнче джип асăрхарĕ.

   Аттен пиччĕшĕ хăнана килнĕ пулмалла, шухăшларĕ вăл.

   Хĕр ача алăка уçрĕ, кил картине кĕчĕ. Пахча алăкĕ уçă. Света алăк патнелле утрĕ, ăна хупасшăн пулчĕ. Улмуççи айĕнче шурă япала курăнчĕ.

   - Мĕн вара ку! Хур мар-и? – ыйтрĕ хăйĕнчен хăй Света. – Хур мар-ха, пирĕн хурсем çук… Ай… Акăш вĕт ку!.. Мĕншĕн вăл юлнă? Ăна кам амантнă? Вăл хускалмасть те иккен…

   Хĕр ача пÿрте васкарĕ. Кухньăра сĕтел хушшинче ашшĕпе куккăшĕ тата палламан хăнасем лараççĕ.

   - Чунсăрсем, чĕресĕрсем… Эсир мĕншĕн акăша вĕлернĕ? - макăрса ячĕ вăл.(Г.Абрамова)

1. Аудировани: текста тимлĕн итлĕр те ун содержанине вырăсла  çырса парăр.

2. Текст ятне тупăр. (Тексчĕ çавах)

3. Çак сăмахсене пару, вырăн, çуклă падежра лартăр.

   Лаша, атте, çÿç.

4. Пирĕн тăрăхри вăрмансенче ÿсекен йывăç ячĕсене  çырăр.

5. Мĕнле йывăç сана ытларах килĕшет? Мĕншĕн?

6. Сăмахсен синонимĕсене тупăр.

   1) ĕлĕкхи             а) илемлĕ

   2) какай               ă) авалхи

   3) хитре               б) этем

   4) çын                  в) пĕрмай

   5) ялан                 г) аш

7. Сăмахсен мăшăрĕсене тупса çырăр.

   1) апат –            

   2) аш –

   3) атă -  

   4) сĕтел –

   5) сĕт –

8. Ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене тупса çырăр.

9. «Ылтăн кĕркунне» калав тăвăр.

                                                            Шупашкарти  39-мĕш шкул, Родионова Л.А.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

5-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

Олимпиада ирттермелли ĕçсем...

6-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

6-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçсем...

7-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

7-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем...

"Анне - пирĕн телей" 7-мĕш класра ирттермелли уяв сценарийĕ.

Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕ - Аннесен уявĕ. Эпир пурте аннене юрататпăр. Вĕсене халалласа ирттермелли уяв сценарийĕ сĕнетĕп....

Усал - утпа, ырри çуран çÿрет (6-мěш класра литературăпа ирттермелли урок)

Урок тěсě: пěтěмлетÿ урокěУрок форми: литература эстафети.Сапăрлăх тěллевě:  1. Ушкăнпа ěçлеме тат пěр-пěрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси. 2. Тимлě пулма, туслăха хаклама,чыса упр...