Александр Кăлкан çуралнăранпа 100 çул
методическая разработка (6 класс) по теме
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
aleksandr_kalgan_2.doc | 77 КБ |
aleksandr_kalgan_2.doc | 77 КБ |
Предварительный просмотр:
Александр Кăлкан çуралнăранпа 100 çул тултарнă
ятпа ирттернĕ класс тулашĕнчи ĕçĕн сценарииĕ
1-м\ш ертсе пыракан:
-Ырă кун пултăр, хаклă хăнасем!
-Паянхи тĕл пулу пирĕн Александр Кăлкан 100 çул тултарнă ятпа иртет. Александр Дмитриевич Кăлкан чăваш халăхĕн мухтавлĕ ывăлĕ пулнă. В=л х=йĕн ĕçне юратса туса пырса халăх асĕнче юлнă. Тăван культурăпа литературăна илемлĕ, ăста çырнă произведенисемпе пуянлатас тесе питĕ тăрăшса ĕçленĕ.
2-мĕш ертсе пыракан: Ĕç çынна çуратнă.
Асамат кĕперĕ витĕр
Ĕмĕтлентĕм эп тухма.
«Ун чухне телей сан çитĕ»,-
Илтнĕччĕ эп пĕр юмах.
Эй, ачалăх! Кăлăх утрăм:
Манран тарчĕ асамат.
Телее ĕçре эп тупрăм.
Тухрĕ суяна юмах.
1-мĕш ертсе пыракан: Ĕç çынна çуратнă
Çакă çутă тĕнчере,
Кам ĕçе юратнă-
Юлнă ĕмĕре.
Çын ĕçпе илемлĕ,
Ĕçсĕр ал – хăрать.
Ĕçпеле этемлĕх
Тытăнса тăрать.
2-мĕш ертсе пыракан: Этемлĕх пухнă ăстана
Йăлтах алла илсен кăна,
Эс утăн пурнăçпа пĕр тан,
Тин пулăн самана çынни;
Вара эс ун çумне ç\нни
Хушма пултар=н х=в=нтан.
1-мĕш ертсе пыракан: Александр Кăлкан (Александр Дмитриевич Антонов) – паллă драматург, сăвăçă, юптаруçă, журналист, куçаруçă.
Александр Кăлкан (Александр Дмитриевич Антонов) – паллă драматург, сăвăçă, юптаруçă, журналист, куçаруçă. Паллă çыравçă 1911-мĕш çулта раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутар Республикинче Пăва районне кĕрекен Çĕнĕ Мертлĕ ялĕнче çуралнă.
1924-мĕш çулта ялти тата Пасарлă Упири шкулсенчен вĕренсе тухнă.
2-мĕш ертсе пыракан: 1926-1930-мĕш çулсенче вăл Хусанти чăваш педтехникумĕнче вĕреннĕ. 1927-мĕш çулта А. Кăлканăн пĕрремĕш сăвви Хусанти «Утăм» альманахра пичетленнĕ. Çак сăвва вăл Н.Шелепи поэта халалласа çырнă.
1933-мĕш çулта Хусанти педагогика институчĕн чĕлхепе литература уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Ун хыççăн шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентнĕ.
1
1-мĕш ертсе пыракан: 1935-мĕш çултанпа А. Кăлкан пьесăсем çырас тĕлĕшпе ĕçленĕ. Чăваш театрĕсем вăл çырнă «Анисса», «Алим», К.В. Иванов поэми тăрăх хайланă «Нарспи» тата ытти пьесăсене сцена ёинче кăтартнă.
Шупашкара куçса килсен вăл тĕрлĕ çĕрте ĕçлет. Малтан Чăваш писателĕсен союзĕн правленийĕнче явапл= секретарь пулнă, 1939-мĕш çулта «Пионер сасси» хаçат редакцийĕнче, 1940-1941 çулсенче «Хатĕр пул» журнала редакциленĕ. Чылай вăхăт хушши «Тăван Атăл» альманах редакторĕ пулнă.
1940-мĕш çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн членĕ.
2-мĕш ертсе пыракан: Чăваш литературипе искусствине аталантарас тĕлĕшпе нумай çул хушши ĕçленĕшĕн Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕ ăна икĕ хутчен Хисеп грамотипе наградăланă, 1945 çулта Чăваш АССР искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ ятне панă.
1956-1958 çулсенче А. Кăлкан Мускаври литература аслă курсĕнче пĕлÿ илнĕ.
Вăл 1988 çулхи чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче вилнĕ.
1-мĕш ертсе пыракан: Александр Дмитриевич вырăс тата ют ёĕр-шыв классикĕсен пьесисене чăвашла куçарнă: В. Шекспирăн «Отелло» трагедийĕ, А. Островскин «Василиса Мелентьева» драми, Н.Гоголĕн «Авлану» комедийĕ, В. Романовăн «Никита Бичурин» драми тата ытти те.
А. Кăлкан пултарулăхĕ нумай енлĕ. Вăл сатира жанрĕнче ăнăçлă ĕçленĕ: юптарусем, фельетонсем çырнă. Вĕсенче ĕçре чăрмантарса пыракансене тăрăхланă, питленĕ. Унăн юптарăвĕсем халăхра анлăн сарăлнă, вĕсене ачасем те, аслисем те юратса вулаççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ ăна «чăваш Крыловĕ» тенĕ.
2-мĕш ертсе пыракан: Халĕ вара Александр Кăлкан ачасене парнеленĕ хайлавĕсемпе паллаштаратпăр, унăн сăввипе çырнă «Автобус» юрăран пуçлатпăр.
Автобус
Тÿрĕ тикĕс çулпала
Пĕр автобус вĕçтерет.
Хăйне ирĕк çул пама
Таçтанах вăл систерет.
Ту-ту-ту! Ту-ту-ту!
Таптанатăн вĕт, асту!
Ай-хай лаши ăмăртса
Çул айккипе сиктерет.
Автобусĕ васкаса
Тата хытă вĕçтерет.
Ту-ту-ту! Ту-ту-ту!
Çулна лайăхрах асту.
1-мĕш ертсе пыракан: Паллă юптаруçă хăйĕн сăввисенче ачасене туслă пурăнма вĕрентет, мухтанчăксемпе наянсене питлет. Итлесе пăхар-ха «Наян Кампур» юптарăва.
2
Наян Кампур
(юптару)
Кампур шăрăхпала аптранă,
Хашкать вăл чĕлхине тăсса.
«Кун пек ĕç тухас çук-ха манăн,
Вĕрентĕм ĕнтĕ халь ăса:
Хĕле кĕрсессĕн шур юртан
Тăватăп эпĕ хам çурта;
Вара чи пăчă вăхăтра та
Мороженăй çисе выртатăп»,-
Шутлать вăл халĕ кашни кун.
Сăлтавĕ, чăн та, «пысăк» ун.
Анчах та сивĕ хĕл хаяррăн
Килсе çитсессĕнех, мăнтарăн,
Хĕссе лартать хÿрине
Аса илет ăш çу кунне;
Уйăх çине пăхса хуллен
Йăслать вара куллен:
«Ах, сивĕ-çке! Çăва тухсан,
Ятарласах шăмă пухса,
Хама валли шур пÿрт лартатăп,
Вара хĕлле те ыр куратăп…»
Çапла çул хыççăн çул иртет.
Тума шутланă шур пÿрте,
Юлташăм, эс хăвах туян-тăр,
Кампур тăвать тет-ха паян та.
Ахальтен мар калать кÿрши:
-Кун пек наян ăçта пур-ши?
Шыраса пăхăр-ха: Кампур,
Тен, сирĕн хушăра та пур?
2-мĕш ертсе пыракан: Тепĕр юптарăвĕ «Вĕçевçĕсем» ятлă. Вăл та мухтанчăксене питлет.
В\çевçĕсем
(юптару)
Кăркка хăпартланать,
Лупас урлах вĕçмешкĕн хăтланать:
-Халех,-тет вăл, -халех!..
Анчах хăпартланни ун ахалех.
-Санран пулать-и!-тет Автан.-
Çатан çине те эс ларса курман.
Манран вĕрен: тем çÿллĕш каштана
Вĕçсе çитетĕп вăшт! кăна.
-Мухтанчăксем!- тесе вĕлт çеç
Çÿлтен вĕçсе иртет Чĕкеç.
3
1-мĕш ертсе пыракан: Александр Кăлкан ачасен хĕллехи савăнăçĕсем çинчен çырнă сăвă тăрăх юрă кĕвĕленĕ. Вăл «Юр çăвать» ятлă.
Юр çăвать
И юр ç=вать, юр çăвать,
Хура çĕре шуратать.
Ай-хай, ачасем,
Тухăр урама,
Тухăр урама
Юр купалама.
Юр купалăр юрласа,
Хĕл Мучине ырласа.
Ай-хай, ачасем,
Пĕрлешсе тусан,
Пысăк шур упа
Пулĕ шур юртан.
Вĕлтĕр-вĕлтĕр шурă юр,
Йăлтăртатать шурă юр.
Ай-хай, ачасем,
Васкăр урама,
Илĕр йĕлтĕрсем,
Айтăр ярăнма.
2-мĕш ертсе пыракан: Александр Дмитриевич хăй те кĕвĕпе туслă пулнă. Вăл шăхличĕпе чăваш халăх юррисене, кĕввисене каланă.
Шăхличĕ
Ытарма çук чаплă юрă
Ман юрлассăм килчĕ;
Хăваран эп касрăм турăм
Пит чипер шăхличĕ.
Унпала эп тĕлĕнтертĕм
Садри сарă кайăка,
Ăмăртса юрлар-ха,- терĕм
Çепĕç саслă шăпчăка.
Шăпчăк кĕттерсе тăмарĕ,
Шăрантарчĕ юррине.
Эп ăнлантăм: вăл мухтарĕ
Ман шăхличĕн сассине.
1-мĕш ертсе пыракан: Чи пĕчĕккисене те манман Кăлкан. Вĕсене валли «Пĕчĕк Гена» сăвă çырнă.
Пĕчĕк Гена
Халĕ Гена пĕчĕк çеç,
Пĕчĕк те – чĕлхи чĕкеç;
Чĕвĕл-чĕвĕл калаçать,
Сăвăсем ăста калать.
4
Юратать вăл выляма-
Шыв çинче карап яма,
Хĕрлĕ мечĕк сиктерме,
Хут ракета вĕçтерме.
Гена халĕ пĕчĕк-ха,
Пĕчĕк пулин, ÿсĕ-ха.
Ÿсĕ те ун чух вара
Тĕлĕнтерĕ пурсăра.
2-мĕш ертсе пыракан: Халĕ вара «Чăрсăр автансем» юптару тăрăх лартнă инсценировкăна пăхма сĕнетпĕр.
Чăрсăр автансем
(юптару)
Пĕр ирхине икĕ сар автан
пĕр харăс курнă тулă пĕрчине.
-Эп куртăм чи малтан!-
пуçланă янрашма пĕри.
-Çук, эпĕ!- тенĕ тапăнса тепри,-
кĕçтет-им сан пуçу?!
Пуçланнă акăш-макăш çапăçу.
Ăна çерçи илтсе
кĕç пынă та сиксе
тул пĕрчине
кап! хыпнă та вĕçтерн\ йăвине.
Сисмен çакна «мăнаçлă» автансем;
Çерçи сăмси пек тулăшăн вĕсем
юнпа пĕветнĕ пĕр-пĕрне.
Туссем! Ун пек ан пулăр ĕмĕрне!
1-мĕш ертсе пыракан:
Чыс та мухтав Кăлкана
Паха та илемлĕ сăввисемшĕн!
2-мĕш ертсе пыракан:
Ĕçлени, тăрăшни ун кайман харама
Ячĕ халь тÿпери çăлтăр пек ялкăшать,
Чăваш ен манăçми ĕçĕпе мухтанать.
1-мĕш ертсе пыракан:
Тусăмсем, савăр тăван чĕлхене,
Асра тытăр çăлтăрсен ятне!
5

По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Учебный фильм "Фермерский дворец императора Александра II в парке "Александрия"".
http://www.dailymotion.com/video/xjluy3_yyyyyyyyyy-yyyyyy-yyyyyyyyyy-ii-y-yyyyy-yyyyyyyyyyy_travelЯ предлагаю Вашему вниманию снятый мной учебный фильм. Дворец открылся после реставрации только в этом...
тест "От Александра 1 до Александра 2"
Проверочный тест по истории России "От Александра 1 до Александра 2". 8 класс...
«Александро-Невская лавра как исторический памятник Св.блг.кн. Александру Невскому. Образовательное путешествие с использованием принципа «méthode naturelle».
Актуальность темы. Современный Санкт-Петербург ставит перед школой комплекс образовательных и воспитательных задач, решение которых предполагает не только передачу учащимся системы знаний по целому ря...
Игра "Ăслăлăх арчи. А.Кăлкан".
Внеклассное мероприятие по творчеству чувашского писателя А.Кăлкана....
Социальная реклама Творческого марафона славы святого благоверного великого князя Александра Невского "Посвящение Александру Невскому".
Социальная реклама Творческого марафона славы святого благоверного великого князя Александра Невского написана на стихи собственного сочинения....
Самостоятельная работа по истории на тему "Экономическое и общественное развитие в годы правления Александра III. Национальная политика Александра III" (8 класс)
Самостоятельная работа имеет 4 части (базовый уровень) Часть 1. Тестовые задания; Часть 2. Теоретические задания; Часть 3. Вопросы. Часть 4. Допишите... В профильном уровне работа представленна т...
Яков Гаврилович Ухсай (Ухсай Яккăвĕ) çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ литература уявĕн анлă планĕ 5-6 класс.
Яков Гаврилович Ухсай (Ухсай Яккăвĕ) çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ литература уявĕн анлă планĕ 5-6 класс....