Тема: «Местоименисен çĕршывĕнче»
план-конспект урока на тему
Предварительный просмотр:
5 класс
Урок теми: Антонимсем
Урок тĕсĕ: çĕнĕ темăна вĕрентмелли урок
Тĕллевсем: 1) Антонимсем çинчен ăнлантарни.
2) Антонимсене предложенире тупма тата вĕсемпе калаçура, çырура усă курма хăнăхтарасси.
3) «Ватта итлес пулать, çамрăка вĕрентес пулать» текен ваттисен сăмахĕпе усă курса ачасене аслисене хисеплеме вĕрентесси.
4) Çут çанталăка сăнама, унăн илемне курма, туйма хăнăхтарасси.
Урокра кирлĕ хатĕрсем:
ỹкерчĕк, ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсем çырнă карточкăсем, мультимедиапроектор, слайдсем, ребус, тест.
Словарь ĕçĕ:
сăрă – серый (тĕс)
çуна - сани (лаша çуни)
ăмăр – пасмурный, хмурый (пĕлĕтлĕ çанталăк)
шалпар – широкие (шалпар тумтир)
Урок юхăмĕ:
I. Класа йĕркелесси. Ачасем ура çине тăраççĕ, пĕр-пĕрне ал параççĕ, урокра ăнăçу сунаççĕ.
Утар пĕрле, юлташăм, малалла,
Парар çĕршывшăн вăй-хала,
Тата çакна асра тытар
Ялан маттур, хастар пулар.
II. Çĕнĕ тема патне илсе пыни
1. Кроссворд тупасси.
- Ачасем, паянхи урок темине палăртас тесен пирĕн кроссворд тупмалла. Эпĕ сире халь тупмалли юмахсем вуласа паратăп, сирĕн вĕсен тупсăмĕсене тупмалла та кроссворда тĕрĕс вырнаçтарса вуламалла. Вара палăртнă юпара паянхи урокăн теми пулĕ.
Кроссворд ыйтăвĕсем:
1. Хĕлле шурă, çулла сăрă. (мулкач)
2. Хĕлле хĕлĕпех ĕçлет, çулла хăяккăн выртать. (çуна)
3. Тултан сакăр кĕтеслĕ, шалтан тăватă кĕтеслĕ. (пÿрт)
4. Чунě çук- вěçет. (самолет)
5. Юнĕ пур та, чунĕ çук (палан)
6. Хăй шалта, çÿçĕ тулта. (кишĕр)
7. Тимĕрĕ тулта - çимĕçĕ шалта. (мăйăр)
м | у | л | к | а | ч | |||
ç | у | Н | а | |||||
п | ӳ | р | Т | |||||
с | а | м | О | л | е | т | ||
п | а | л | а | Н | ||||
к | И | ш | ĕ | р | ||||
| м | ă | й | ă | р |
III. Урок темипе тата тĕллевĕсемпе паллаштарни, темăна ăнлантарни.
- Çапла вара, паянхи урок теми – антонимсем. Тетрадьсем çине паянхи числона, урок темине çырса хурăпăр та хамăр ума çак тĕллевсене лартăпăр:
- антонимсен пěлтерěшě;
- антонимсене предложенире тупма тата вĕсемпе калаçура, çырура вырăнлă усă курма хăнăхасси.
Ачасем хăйсен пĕлĕвне таблицăра лартса пыраççĕ.
Хаклав виçисем
1 йăнăш – «5» паллă
2-3 йăнăш – «4» паллă
4-6 йăнăш – «3» паллă
- Антонимсем çинчен пуçламăш класра вĕреннине аса илесси.
Доска патне тухса ваттисен сăмахĕсене çыратпăр, хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсене (антонимсене) тупатпăр, мĕнле пуплев пайĕ пулнине каласа хăваратпăр.
Çур вăрăм килсен кĕр кĕске килет теççĕ.
Вăрăм – кĕске (паллă ячĕсем)
Çур – кĕр (япала ячĕсем)
Çур чĕртет, хĕл пĕтерет.
Чĕртет- пĕтерет (глаголсем)
-Мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнă-ха вĕсем?
Апла пулсан, мĕнле сăмахсене антонимсем тетпĕр-ха эпир?
Кĕнекери теори материалĕпе паллашасси. (156 стр.)
2. Пěр-пěрне хирěçле пěлтерěшлě пěр пуплев пайěнченех пулнă сăмахсене антонимсем теççě. Антонимсемпе чěлхере анлă усă кураççě. Антонимсем пулăшнипе пурнăçăн, ěç-хěлěн, пулăмăн хире-хирěçлěхне витěмлěреххěн те уççăнраххăн кăтартма пулать. Шухăша тарăнлатнипе пěрлех антонимсем чěлхене сăнарлă та витěмлě, курăмлă тăваççě.
IV. Хăнăхтару материалĕ.
1. Çак сăмахсене тивĕçлĕ антонимсем тупăр. (çырса)
Ĕçле- кан
Кĕнеке-
Çут- сÿнтер
Çăмăл- йывăр
Кĕске- вăрăм
Кăвак-
- Çапла вара, чĕлхери пур сăмахăн та антоним пулмасть.
2. Кĕнекери 390 хăн. Сиктерсе хăварнă сăмахсем вырăнне паллă тунă сăмахсемпе килĕшÿллĕ антонимсене тупса çырса илĕр.
Ватти – çамрăкки, яшши;
Ăшă - сивĕ;
Тăвăртарах - шалпартарах;
Пысăклатма – пĕчĕклетме.
Çак текстăн тĕп шухăшне ребусра тупма пулать. Ребус.
3.. Антонимсен словарĕпе ĕçлени (панă сăмахсем патне антонимсем тупмалла, предложенисем çырмалла:
1 парта - мухта-
2 парта- кахал
3 парта- хаклă
4 парта- лайăх
Тĕрĕслĕр:
1. Мухта – хурла (81) Куç умěнче ан мухта, куç хыçěнче ан хурла.
2. Кахал - ěçчен (78) Кахал кăмака çинчен аниччен ěçчен ту çине хăпарнă.
3. Хаклă - йÿнě (94) Сутакана йÿнě, илекене хаклă.
4. Лайăх - япăх (80 )Сăнě лайăх та, ăсě япăх
4. Кану саманчě (физкультминутка)
Утрăм, утрăм, улма тупрăм,
Улмине аннене патăм,
Анне мана кукăль пачĕ,
Кукăльне анчăка патăм,
Анчăк мана пушă пачĕ.
Тыррине тиккине патăм,
Тикки мана çăмарта пачĕ.
Çăмартине вучаха хутăм,
Пат! терĕ, çат! терĕ,
Тĕнĕ витĕр тухрĕ кайрĕ.
5. Текста илемлĕ вулăр та палăртнă сăмахсен антонимĕсене тупăр.
Кунĕ уяр, ăшă. Çурт çамкинчи тумла пăрĕсем вăрăмлансах, мăнтăрлансах пыраççĕ. Кăнтăрла хĕвел питтинче хулăн тумтир тăхăнмасăр та ларма пулать. Çапах та каçпа тата ирпе сивĕ-ха. Часах хура кураксем, шăнкăрчсемпе тăрисем вĕçсе килĕç те хăйсен хаваслă юррисене шăрантарма пуçлĕç.
- Текстăн темине палăртар-ха. Мĕн çинчен каланă-ха текстра?
Тěрěслěр:
1. вăрăмлансах - кěскелсех;
2. мăнтăрлансах - начарлансах, ырханлансах;
3. кăнтăрла - çěрле;
4. хулăн - çÿхе;
5. ларма - тăма;
6. каçпа - ирпе;
7. сивě-ха - ăшă-ха;
8. хура - шурă;
9. килěç - кайěç;
10. хаваслă – кичем., тунсахлă, салхуллă.
6. Укерчĕкпе ĕçлесе «Çуркунне çитет» пĕчĕк хайлав çырасси. (2 ушкăнпа ĕçлени)
- Атьăр-ха апла пулсан çуркуннене сăнлакан ÿкерчĕке сăнар. Мĕн ÿкернĕ-ха çак ÿкерчĕкре?
Эсир антонимсемпе усă курма пĕлнине те пăхăпăр. Хăш ушкăнăн хайлавĕ чи илемли пулать?
7. Хайлавсене вуласа хак парасси.
8. Творчество диктанчĕ. Тĕслĕхри пек çырса тултар.
Антоним ← Сăмах → Синонимсем
Тасат варала лапăрта, çӳпĕле
хăпар
çĕмĕр
савăн
тапран
Антоним ← Сăмах → Синонимсем
Тасат варала лапăрта, çÿпĕле
Ан хăпар улăх, çĕклен
Юса çĕмĕр ват, аркат
Хурлан савăн хĕпĕрте, каçса кай
Чарăн тапран хускал, пуçла
9. Куçару ĕçĕ:
Ученье свет, неученье тьма. (ученье-неученье, свет-тьма)
Вĕренни çутă, вĕренменни тĕттĕм.
Тĕп членсене тупатпăр.
10. Çак сăвăри сăмахсене вĕсен антонимĕсемпе улăштарăр, вара эсир чăвашсен паллă поэчĕ К.Иванов çырнă йĕркесене вулăр
Ăшă, ырă çу çитет,
Килет кулса, савăнса.
Ăшă кулăпа кулать
Çитнĕ каçшăн савăнса.
Тĕрĕс çапла вуламалла:
Сивĕ,хаяр хĕл иртет,
Каять йĕрсе, хурланса.
Сивĕ куççульпе йĕрет
Иртнĕ куншăн хурланса
11. «Хирĕçле» вăйă.
Эп калатăп çÿлте
Эсĕ калатăн аялта.
Эпĕ калатăп сивĕ
Эсĕ калатăн ăшă.
Эпĕ калатăп çухатрăм
Эсĕ калатăн тупрăм.
Эпĕ калатăп лайăх
Эсĕ калатăн япăх.
Эпĕ калатăп кулать,
Эсĕ калатăн макăрать.
12. Тест:
1. Нумай пăнчă вырăнне мĕнле сăмах çырмалла?
Ăшă сăмах – çу кунĕ, сивĕ сăмах-…….кунĕ.
а) çур; ă) кĕр; б) хĕл.
2. Йăнăш тупăр.. Хăш ретре антоним пулман сăмахсем пур?
а) ырă – усал;
ă) ĕçчен-кахал;
б)кахал – юлхав.
3. Хăш ретре синоним пулман сăмахсем пур?
а) сарлака, анлă;
ă) вăтан, имен;
б) япăх, лайăх.
4. Хăш йĕркери сăмахсенче пуринче те икĕ хупă сас палли çырмалла?
а) каял ….а, çÿл….ĕ;
ă) вăйл….ă, пултарул….ă,
б) хул….ен, тăмл….ă.
5. Çемçелĕх палли хăш сăмахра кирлĕ?
а) хĕвел…, ă) выл…ăх, б) пыл…чăк.
6. Предложенири палăртнă сăмахсем мĕн пулаççĕ?
Пирĕн пĕчĕк Урине ыраттарнă урине.
а) синоним; ă) антоним; б) омоним.
Тест хуравĕсем: 1-б; 2-б; 3-б; 4-а; 5-ă; 6-б.
Ачасем хăйсен ĕçĕсене тĕрĕслесе хак параççĕ.
Хаклав виçисем
1 йăнăш – «5» паллă
2-3 йăнăш – «4» паллă
4-6 йăнăш – «3» паллă
V. Урока пĕтĕмлетни. Ачасен пĕлĕвне хаклани.
Таблицăпа ĕçлени.
Мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине кура: пахалăх, вăхăт, хисеп, вырăн, ĕçе
Мĕнле майпа пулнине кура: пĕр тымартан(вăйлă-вăйсăр), тĕрлĕ тымартан (кай-кил.)
- Ачасем, паян эпир сирĕнпе мĕнле сăмахсемпе паллашрăмăр?
-Мĕнле сăмахсене антонимсем теççĕ?
Килти ĕç: 1. Антонимлă 5-шер тупмалли юмах хатĕрлесе килмелле;
2. Антонимлă 5-шер ваттисен сăмахĕ хатĕрлесе килмелле;
3. Пĕр ваттисен сăмахĕпе усă курса пĕчĕк хайлав çырмалла.
Рефлекси: смайликсене çыпăçтармалла.
ТАВТА ПУÇ!!!
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Методическая разработка конспекта занятия по коррекции дисграфии. Логопедическая тема: Дифференциация о-а. Грамматическая тема: Правописание чк, чн. Лексическая тема: Зима.
Конспект занятия по коррекции дисграфии...
Методическая разработка конспекта занятия по коррекции дисграфии. Логопедическая тема: выделение первого согласного звука . Грамматическая тема: согласование прилагательных с существительными м.р. и ж.р. Лексическая тема: Птицы.
Конспект по коррекции дисграфии на почве нарушения языкового анализа и синтеза....
Методическая разработка конспекта занятия по коррекции дисграфии. Логопедическая тема: слоговой анализ и синтез. Грамматическая тема: образование существительных множественного числа. Лексическая тема: фрукты.
Конспект занятия по коррекции дисграфии на почве нарушения языкового анализа и синтеза....
Конспекты по экологии с контрольными вопросами по темам: Тема № 4: « Понятие мониторинга окружающей среды». Тема № 5: Источники загрязнения и основные группы загрязняющих веществ в природных средах. Тема урока № 6: Организация рационального природопо
Конспекты по экологии по темам:4.Понятие мониторинга окружающей среды,5. Источники загрязнения и основные группы загрязняющих веществ в природных средах, 6.Организация рационального природопользования...
Контрольный диктант по теме "Глагол"-5кл,К.Р.для 5кл. по теме "Прилагательное".К.Р.для 5кл. по теме"Существительное"К.Р.для 5кл. по теме"Фонетика"К.Р. для 7 кл. за 1 и 2 полугодие.
Контрольный диктант по русскому языку 7 класс по теме "Глагол" помогает проверить качество усвоения основных орфограмм по теме, разработан в соответствии стандарта ФГОСДанная конторльная работа по рус...
Конспект урока по чувашскому языку «Глаголсен çĕршывĕнче» 7 класс
Урок тĕллевĕсем:пĕлÿ тĕллевĕ: сăпатлă тата сăпатсăр глаголсем çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетесси;сапăрлăх тĕллевĕ:тăван тавралăхпа, унăн историйĕпе тата культурипе паллаштарасси;аталантару тĕллевĕ...
Тăван çĕршыв
Материал знакомит с государственными символами Чувашской Респулики...