Антонимсене вĕрентнĕ май ваттисен сăмахĕсемпе усă курасси
методическая разработка на тему

Тюрина Нина Михайловна

Антонимсене вĕрентнĕ май ваттисен сăмахĕсемпе усă курасси

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon konferentsi_antonimsem.doc120.5 КБ

Предварительный просмотр:

                                                         Тюрина Нина Михайловна  

                                        Муркаш районĕнчи Шурча тĕп шкулĕнче

                                                               чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Антонимсене вĕрентнĕ май ваттисен сăмахĕсемпе усă курасси

               

        Ачасен пуплевне пуянлатас, шухăшлавне аталантарас ĕçре антонимсене вĕрентнĕ май ваттисен сăмахĕсемпе усă курни пысăк вырăн йышăннине палăртса хăвармалла. Программăра антонимсене вĕрентме икĕ сехет уйăрнă.

Антонимсене  ытларах индукци, дедукци, сăнав-тĕпчев меслечĕсем çинче йĕркелесе вĕрентни пĕлтерĕшлĕ. Тĕпчевлĕ вĕрентӳ ачасене хăйсем тĕллĕн шухăшлама вĕрентет, вĕсен пултарулăхĕпе тавра курăмне ӳстерет, творчествăлла ĕçлеме хăнăхтарать.

Вĕрентекен малтан ачасене уйрăм тĕслĕхсене тишкерме сĕнет, ыйтусем парать.

Теори материалне индукци меслечĕ çине таянса ăнлантарма пулать. Тĕслĕхрен, ваттисен сăмахĕсем çыратпăр:

1.Çур вăрăм килсен кĕр кĕске килет теççĕ.

2.Ăшă салатать, сивĕ пуçтарать.

  Ачасен предложенисене вуласа тухмалла та хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсене  тупмалла, вĕсем мĕнле пуплев пайне кĕнине кăтартмалла. Хирĕçле сăмахсен мăшăрĕсем мĕне-мĕне пĕлтернине палăртмалла.

  1. вăрăм – кĕске (паллă ячĕсем); çур – кĕр (япала ячĕсем);
  2. ăшă – сивĕ (паллă ячĕсем); салатать – пуçтарать (глаголсем).

   Вĕренекенсем тĕслĕхсене  тишкерсе ăнланаççĕ, унтан пĕтĕмлетӳсем тăваççĕ.  

Вĕренекенсем йĕркеленĕ определенисене вĕренӳ кĕнекинчи определенипе танлаштарса пăхаççĕ. Пĕр-пĕрне хирĕçле пĕлтерĕшлĕ пĕр пуплев пайĕнченех пулнă сăмахсене антонимсем пулнине ҫирĕплетсе хăвараҫҫĕ. Ытларах япала ячĕсем, паллă ячĕсем тата глаголсем пĕр-пĕриншĕн антоним пулнине, мĕне-мĕне (ĕçе, палла, япалана ) пĕлтернине  пĕтĕмлетÿ туса хăваратпăр. Чĕлхери кашни сăмахăнах антоним пулайманнине те палăртса хăваратпăр.

   Ĕçе индукци меслечĕпе йĕркелени, ачасене харпăр хăй тĕллĕн шухăшлама, чĕлхери тĕрлĕ пулăмсене ăнланса илме, ачасен активлăхне ӳстерме пулăшать.

   Антонимсем çинчен мĕн вĕреннине ачасем ас туса юлччăр  тесен, паллах,  тĕрлĕ йышши хăнăхтару тутармалла. Сăмахран, текстпа усă куртармалла. Ҫак ĕҫ ачасен словарьне пуянлатма, сапăрлăх тĕллевне пурнăçлама, тавра курăмне аталантарма май парать. Ачасене тĕрлĕ творчествăлла ĕç тутарни те пĕлтерĕшлĕ. Тĕслĕхрен, вĕренекенсене «Тăван литература» кĕнекерен антонимлă предложенисене çырса илме сĕнме пулать. Калăпăр, ачасем  «Çиме çăмăл та – ĕçлеме йывăр» ваттисен сăмахне тупнă тейĕпĕр. Ачасем ку тĕслĕхри антонимсене  (çăмăл - йывăр) уйрăммăн çырса илеççĕ, ун хыççăн вара вĕсен çав антонимсенчен  урăх иккĕмĕшле сăмахсем тумалла: çăмăллăх – йывăрлăх, çăмăллан – йывăрлан, çăмăлланса – йывăрланса, çăмăлланас – йывăрланас тата ыт. те. Иккĕмĕшле сăмахсем кунта та антонимсем пулнине ачасем лайăх туйччăр. Урокра ӳкерчĕкпе усă курса хайлав çырасси, ушкăнпа антоннимлă предложенисем тăвасси ачасене курма-сăнама, хаклама вĕрентет.  Ваттисен сăмахĕсемпе тухăçлă усă  курма пулать асăннă уроксенче. Сăмахран, ваттисен сăмахĕсен пĕрремĕш пайне иккĕмĕш пайĕпе çыхăнтарни, ваттисен сăмахĕсен иккĕмĕш пайĕсене антонимсемпе усă курса вĕçлесси,  куçару ĕçĕ  (чăвашларан – вырăсла е вырăсларан  - чăвашла) туни, антонимсен словарĕпе ĕҫлени тата вăйă евĕрлĕ хăнăхтару ĕçĕсем те урокра пулса пымалла.

   Синтаксис тĕлĕшĕнчен пăхсан антонимсем предложенин пур членĕ те пулма пултарнине

антонимлă ваттисен сăмахĕсене тишкерни пулăшать. Тĕслĕхрен:

1.Вĕренни çутă, вĕренменни тĕттĕм.(вĕренни – вĕренменни) -   подлежащи, (çутă - тĕттĕм) -  сказуемăй.

2. Тĕрĕслĕхе мухтаççĕ, ултава хурлаççĕ.(тĕрĕслĕхе - ултава) – дополнени, (мухтаççĕ - хурлаççĕ) – сказуемăй.

3. Çамрăк хулă авăнать, ватă хулă хуçăлать. (çамрăк - ватă) – определени.

4. Куç умĕнче ан мухта, куç хыçĕнче ан хурла. (куç умĕнче – куç хыçĕнче) – обстоятельство.

   Паянхи кун шкулсенче вĕрентекенсем тĕрлĕрен  çĕнĕ технологисемпе усă кураҫҫĕ. Ҫакă ачасене кăсăклантарса яма пултарасси куç кĕретех. Тĕслĕхрен, антонимсене вĕрентнĕ  чух ваттисен сăмахĕсемпе усă курса даймонд, фишбоун тутарма май пур.

   Ку ĕҫ ачасен шухăшлавне аталантарма, пĕтĕмлетӳсем йĕркелеме те хăнăхтарса пырать. Антонимсем, хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсем пулнă май, япаласемпе пулăмсене,  ĕçсене, пахалăха  пĕр-пĕринпе танлаштарма, вĕсене хирĕçлетсе кăтартма пулăшаççĕ. Кирек мĕне те танлаштарса пăхма вĕрентни ачана шухăшлама вĕрентни пулать. Ахальтен мар вырăссен  паллă педагогĕ  К.Д.Ушинский танлаштару – шухăшлав никĕсĕ, вĕрентӳ ĕçĕнче вăл тĕп вырăнта пулмалла тесе каланă.  Чăваш чĕлхи антонимсемпе пуян. Ваттисен сăмахĕсенче антонимсем йышлă. Антонимсене лайăх пĕлни кулленхи калаçура питех те кирлĕ. Вĕсемпе пĕлсе усă курни шухăша тĕрĕс, ăнланмалла каласа пама, пуплеве витĕмлĕ те сăнарлă тума пулăшать.

   «Антонимсем» темăпа йĕркеленĕ хăнăхтарусен тĕслĕхĕсем.

1.Çак сăмахсене  тивĕçлĕ антонимсем тупăр. Пур сăмахăн та антонимĕ пулать-и?

Ĕçле, кĕнеке, çут, çăмăл, кĕске, кăвак.

2. Сăмахсен антонимĕсене тупăр. Антонимсен мăшăрĕсем мĕне-мĕне    пĕлтереççĕ (ĕçе, палла, япалана)?

Пар (гл.) -       , кичем -         ,  телей -        , çухал -     , йывăр -      ,  кăнтăр -       .

3. Антонимсен словарĕпе ĕçлени. Панă сăмахсем патне антонимсем тупмалла, ваттисен сăмахĕсем çырмалла:

1 парта -            мухта-

2 парта-             кахал

3 парта-            хаклă

4 парта-            лайăх

Тĕрĕслĕр:            

1. Мухта – хурла  (81 с.) Куç умěнче ан мухта, куç хыçěнче ан хурла.

2. Кахал -  ěçчен (78 с.) Кахал кăмака çинчен аниччен ěçчен ту çине хăпарнă.

3. Хаклă - йÿнě (94 с.) Сутакана йÿнě, илекене хаклă.

4. Лайăх - япăх (80 с.) Сăнě лайăх та, ăсě япăх

4. Кану  саманчě (физкультминутка)

 «Хирĕçле» вăйă. Вăййа мечĕкпе выляма аван. Вĕрентекен кама мечĕк парать, çав ачан хăвăрт хуравламалла.

        - Эп калатăп  çÿлте

- Эсĕ калатăн аялта.

- Эпĕ калатăп  сивĕ

- Эсĕ калатăн  ăшă.

- Эпĕ калатăп  çухатрăм

- Эсĕ калатăн тупрăм.

- Эпĕ калатăп  лайăх

        - Эсĕ калатăн япăх.

        - Эпĕ калатăп кулать,

        - Эсĕ калатăн макăрать.

5. Укерчĕкпе ĕçлени, «Хĕлле» ятлă  пĕчĕк хайлав çырасси. (2 ушкăнпа ĕçлени)

- Атьăр-ха апла пулсан хĕллене сăнлакан ÿкерчĕке сăнлар.

          Хăш ушкăнăн нумайрах антоним тупать?

6.Ваттисен сăмахĕсен пĕрремĕш пайне  иккĕмĕш пайĕпе  çыхăнтарăр (карточкăсемпе ĕçлени ).

Ăшă сăмах çу кунĕ – сивĕ сăмах хĕл кунĕ

Ăшă салатать, сивĕ пуçтарать

Вĕренни çутă, вĕренменни тĕттĕм

Усалтан тар, ырă патне пыр

7. Творчество ĕçĕ. Тĕслĕхри пек çырса тултар.

       Антоним ←    Сăмах    → Синонимсем

 Тасат           варала       лапăрта, çӳпĕле

                      хăпар

                      çĕмĕр

                      савăн  

                      тапран

Антоним ←    Сăмах    → Синонимсем

 Тасат           варала          лапăрта, çÿпĕле

  Ан                хăпар             улăх, çĕклен    

 Юса              çĕмĕр            ват, аркат

Хурлан          савăн          хĕпĕрте, каçса кай

Чарăн             тапран      хускал, пуçла

8.  Куçару ĕçĕ:

Ученье свет, неученье тьма. (ученье-неученье, свет-тьма)

Вĕренни çутă, вĕренменни тĕттĕм.

Тĕп членсене тупатпăр.

10.Çак сăвăри сăмахсене вĕсен антолнимĕсемпе улăштарăр, вара эсир чăвашсен паллă поэчĕ К. Иванов çырнă йĕркесене вулăр.

Ăшă, ырă çу çитет,

   Килет кулса, савăнса.

Ăшă кулăпа кулать

     Çитнĕ каçшăн савăнса.

Тĕрĕс çапла вуламалла:

Сивĕ,хаяр хĕл иртет,

    Каять йĕрсе, хурланса.

   Сивĕ куççульпе йĕрет

                                                         Иртнĕ куншăн хурланса

9.Сăвă çырса пăхăпăр. Çичĕ йĕркеллĕ сăвă виçи (даймонд),

1 тата 7 йĕркери япала ячĕсем антонимсем пулмалла

1. япала ячĕ

2. 2 паллă ячĕ

3. 3 глагол

4.  ваттисен сăмахĕ

5  2 паллă ячĕ

6.  3 глагол

7. 1 япала ячĕ

1.  паттăр

2.  ырă, вăйлă

3.  мухтаççĕ, саваççĕ, юратаççĕ

4.  Паттăра мухтаççĕ, хăравçа хурлаççĕ.

5.  усал, вăйсăр

6.  хурлаççĕ, савмаççĕ, юратмаççĕ

7.  хăравçă

10.Фишбоун


7. Творчество ĕçĕ. Тĕслĕхри пек çырса тултар.

       Антоним ←    Сăмах    → Синонимсем

 Тасат           варала       лапăрта, çӳпĕле

                      хăпар

                      çĕмĕр

                      савăн  

                      тапран

Антоним ←    Сăмах    → Синонимсем

Тасат           варала          лапăрта, çÿпĕле

 Ан                хăпар             улăх, çĕклен    

 Юса              çĕмĕр            ват, аркат

Хурлан          савăн          хĕпĕрте, каçса кай

Чарăн             тапран      хускал, пуçла

       8  Куçару ĕçĕ:

Ученье свет, неученье тьма. (ученье-неученье, свет-тьма)

Вĕренни çутă, вĕренменни тĕттĕм.

Тĕп членсене тупатпăр.

Çак сăвăри сăмахсене вĕсен антонимĕсемпе улăштарăр, вара эсир чăвашсен паллă поэчĕ К. Иванов çырнă йĕркесене вулăр.

Ăшă, ырă çу çитет,

   Килет кулса, савăнса.

Ăшă кулăпа кулать

     Çитнĕ каçшăн савăнса.

Тĕрĕс çапла вуламалла:

Сивĕ,хаяр хĕл иртет,

    Каять йĕрсе, хурланса.

   Сивĕ куççульпе йĕрет

         Иртнĕ куншăн хурланса.

9.Сăвă çырса пăхăпăр. Çичĕ йĕркеллĕ сăвă виçи (даймонд),

1 тата 7 йĕркери япала ячĕсем антонимсем пулмалла

1. япала ячĕ

2. 2 паллă ячĕ

3. 3 глагол

4.  ваттисен сăмахĕ

5  2 паллă ячĕ

6.  3 глагол

7. 1 япала ячĕ

1.  паттăр

2.  ырă, вăйлă

3.  мухтаççĕ, саваççĕ, юратаççĕ

4.  Паттăра мухтаççĕ, хăравçа хурлаççĕ.

5.  усал, вăйсăр

6.  хурлаççĕ, савмаççĕ, юратмаççĕ

7.  хăравçă

10.Фишбоун

     Литература

1.Чăваш чĕлхи: 5-мĕш класс валли / Л.П. Сергеев, Е.А. Андреева, Г.Ф, Брусова. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014. -239 с.

2.Андреев, И.А. Чăваш чĕлхи программи. Чăваш шкулĕн 5-9 класĕсем вали / И. А. Андреев. -  Шупашкар : Чăваш Республикин вĕрентӳ институчĕ, 2007. -44с.

3.Сергеев, Л. П. Чăваш чĕлхи меслетлĕхĕ / Л. П. Сергеев, Н.Г. Семенова. – Шупашкар : Чăваш Республикин вĕрентӳ институчĕн редакципе изд-во пайĕ, 2004. – 215с.

4.Сергеев, Л. П.Чăваш чĕлхи : спавочник / Л. П. Сергеев, Е. А. Андреева. – Шупашкар : Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, 2009. – 164 с.

5. Сергеев, Л. П.Синонимсемпе антонимсен кĕске словарĕ / Л. П. Сергеев – Шупашкар:1995. – 105 с.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Кейс ăслайĕпе усă курасси

О технологии кейса на уроках чувашского языка и литературы....

ЧӐВАШ ЧӖЛХИ УРОКӖСЕНЧЕ АЧАСЕН ПУПЛЕВНЕ АТАЛАНТАРАС ĔÇРЕ ИНФОРМАЦИПЕ ХУТШĂНУ ТЕХНОЛОГИЙĔСЕМПЕ УСĂ КУРАССИ

Хальхи саманара чăваш чĕлхине вĕрентнĕ чухне компьютер технологийĕсемпе, интернет уçлăхĕнчи информаципе усă курманни пурнăçран  юлнипе танах. Информаципе компьютер технологийĕ пире ÿсĕмлĕ ĕçлеме,...

«Универсаллă тест комплексĕ (УТК) программăпа чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче усă курасси»

Данная программа также была найдена мной в сети Интернет. Ни для кого не секрет что важнейшим показателем качества образования является объективная оценка учебных достижений учащихся. Этот показатель ...

Урок теми: Асамлă фразеологисем «Лэпбук технологийӗпе усă курасси

Чӗлхе илемлӗ те пуян пултăр тесе ҫыравҫăсем литературăра тӗрлӗ фразеологизмссемпе усă кураҫҫӗ. Кулленхи  хутшăнура та ăста калаҫакан ҫынсем, уйрăмах ватă ҫынсем, пуплевре тӗрлӗ сăмах ҫаврăнăшӗсем...

«ЛЕКСИКА» ПАЯ ВĔРЕНТНĔ ЧУХ ĔÇ ТЕТРАЧĔПЕ УСĂ КУРНИ

Данная статья оказывает методическую  помощь при изучении темы "Лексика" по чувашскому языку в 5 классе.В статье рассказывается о том, как рабочая тетрадь поможет увеличить словарный за...