«ЛЕКСИКА» ПАЯ ВĔРЕНТНĔ ЧУХ ĔÇ ТЕТРАЧĔПЕ УСĂ КУРНИ
статья
Данная статья оказывает методическую помощь при изучении темы "Лексика" по чувашскому языку в 5 классе.В статье рассказывается о том, как рабочая тетрадь поможет увеличить словарный запас и кругозор обучающегося, раскрыты разнообразные формы и методы работы при изучении тем "Однозначные и многозначные слова", "Синонимы", "Антонимы", "Профессионализмы", "Историзмы , архаизмы, неологизмы", " Диалектизмы", Заимствованные слова".
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
zhukova_lv_statya.docx | 182.45 КБ |
Предварительный просмотр:
Жукова Людмила Валентиновна
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Питĕркассинчи
вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен
«ЛЕКСИКА» ПАЯ ВĔРЕНТНĔ ЧУХ ĔÇ ТЕТРАЧĔПЕ УСĂ КУРНИ
Чăваш чĕлхи – сăмах йышĕнчен пуян чĕлхе. Вăл сăмахсемпе усă курса эпир пурнăçри япаласем, çут çанталăкпа обществăри пулăмсемпе ăнлавсем тата ытти çинчен те çăмăллăнах каласа пĕлтерме пултаратпăр. Çавăнпа та тăван чĕлхе лексикине вĕренсе эпир пуплевре усă курмалли сăмахсен пуянлăхне, пуплев культурине ÿстеретпĕр. Чĕлхе лексикине вĕренни сăмахсен пĕлтерĕшĕсемпе сĕмĕсене туйса илме, сăмахпа вырăнлă та пĕлсе усă курма пулăшать.
Лексикăна вĕрентнĕ май пуçламăш класранах вĕрентекен умне çапла тĕллевсем тухса тăраççĕ:
1)ачасен пуплев лексикине пуянлатасси, калаçу, çыру хăнăхăвĕсене малалла аталантарса пырасси;
2)калаçура, çырура лексикăпа вĕсен пĕлтерĕшне кура тĕрĕс усă курма вĕрентесси;
3)кулленхи пурнăçра тĕл пулакан пулăмсене, тĕрлĕ япаласене сăнаса пĕтĕмлетÿсем тума вĕрентесси, мĕн курни-илтни çинчен сăнарлă та илемлĕ каласа, çырса пама хăнăхтарасси.
Çак тĕллевсене туллин пурнăçлас тесен пуçламăш класс вĕрентекенĕпе тăван чĕлхе вĕрентекенĕн тачă çыхăнса ĕçлес пулать, педагогикăн йăлана кĕнĕ вĕрентĕвĕн методикине хальхи информаци технологийĕсемпе тачă çыхăнтарса усă курмалла. Тăван чĕлхене вĕрентекенĕн çак ĕçе анлăрах туса пымалла.
Лексикăра омоним, синоним, антоним, куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмахсем темăсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртмалла. Асăннă темăсем ачасен чĕлхине, калаçăвне пуян та илемлĕ тăваççĕ, япалана, унăн паллисене, ĕç-хĕле тĕрĕсрех кăтартса пама пулăшаççĕ. Пĕр сăмахпа, ача хăй шухăшне уççăн, тĕрĕс палăртнисĕр пуçне, шухăш аталанăвĕн çул-йĕрне те ăнланмалла калама пĕлет, мĕн те пулин ыйтсассăн чĕнмесĕр тăмасть, пĕр сăмахпа хуравламасть.
Литература произведенийĕсене вĕреннĕ чухне чĕлхе теми юнашарах пымалла, тĕл пулакан çĕнĕ е кивелнĕ, диалект сăмахĕсене тÿрех ăнлантарса памалла.
Паянхи вĕрентÿ тĕллевĕсенчен пĕри вăл – вĕренекене харпăр хăй тĕллĕн пĕлÿ тупма, тĕрлĕрен кĕнекесемпе (справочниксемпе энциклопедисемпе), Интернет уçлăхĕпе усă курса ĕçлеме вĕрентесси, шухăшлавне, тавракурăмĕпе тĕнчекурăмне аталантарасси.
Вĕрентÿ ĕçне лайăхлатас тесен вĕрентекенĕн ялан шухăшламалла, çĕнĕ мелсем шырамалла.
5-мĕш класра «Лексика» пая вĕрентнĕ чух ĕç тетрачĕпе усă курни ачасен пуплевĕнче усă курмалли сăмахсен йышне ÿстермелли ăнăçлă мел тесе шутлатăп. Унти ĕçсем шкул ачисен вĕренĕвне интереслĕ, илĕртÿллĕ тăваççĕ, ăс-тăнне аталантараççĕ, вĕренÿри йывăрлăхсене çĕнтерме, тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсене пĕлме, юлташĕсене пулăшма, тĕрĕс çырма хăнăхтараççĕ.
Тĕпчевçĕсем ĕç тетрачĕн пĕлтерĕшне ачасем харпăр хăй тĕллĕн ĕçлессине йĕркеленинче кураççĕ. Ачасем малтан вĕренни çине таянса тетрадьпе хăйсем тĕллĕнех ĕçлеме пултараççĕ. Тата ĕç тетрачĕ учителе методика пулăшăвĕ парать, вăхăтне перекетлет. Тетрадь ал айĕнче чухне кашни конкретлă темăпа хушма дидактика материалĕ шырасси пирки пуç ватмалла мар. Ĕç тетрадьне содержанипе форма тĕлĕшĕнчен расна хăнăхтарусем, схемăсем, пуç ватмăшсем, халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене кĕртни ачасене «халăхăн пурнăç опычĕпе, кăмăл-сипет хаклавĕпе паллаштармаллине, çакна май вĕренекенсен шухăшлавĕпе тĕнчекурăмне витĕм кÿмеллине, пуплев хăнăхăвĕсене аталантармаллине пĕлтерет». Ĕç тетрачĕпе усă курни акă мĕн кăтартрĕ: ĕçсене тĕплĕн пурнăçлама хăнăхнă вĕренекенсемшĕн йывăрлăх çук.
Хăнăхтарусене, ĕçсене вĕреннĕ, темăна çирĕплетнĕ тапхăрта пурнăçлатпăр. Тетрадьпе уроксенче те, килте те ĕçлетпĕр. Пичетлесе хатĕрленĕ тетрадьпе çеç мар, электронлă формăсемпе те усă куратпăр.
Ачасем ĕçсене харпăр хăй тĕллĕн пурнăçлаççĕ. Ĕç йĕркине пĕтĕ мĕшле ăнлантарса паратăп.
Йывăрлăх сиксе тухсан вĕренекенсем гиперссылка çине пусма пултараççĕ (электронлă сăмахсар, «Лексика» презентаци) е тата тĕрлĕ словарьсемпе усă кураççĕ, «Ваттисен сăмахĕсем», «Тупмалли юмахĕсем» кĕнекесенчен пулăшу илеççĕ.
Тĕслĕхрен:
1. Лексика пĕлтерĕшĕ(Пулăшу) тăрăх сăмахсем тупăр.
Çулталăкри чи сивĕ вăхăт -________________. Çулçăллă, йĕкеллĕ çирĕп йывăç - _______________. Аннен амăшĕ _ _______________. Тăван çĕр-шыва, халăха юратакан çын - _______________. Таварсем сутмалли çурт - _______________. Укçа тÿлесе илтĕм - ________________. Утă турамалли ĕç хатĕрĕ - __________________. Çулталăкăн иккĕмĕш уйăхĕ - __________________ .Аттен пиччĕшĕ -______________ . Питĕ тарăн çырма - ___________________.
2. Лексика пĕлтерĕшĕсем тăрăх сăмахсене тупăр. Кроссворд клеткисене çырăр.
Сулахайран сылтăмалла: 1. Пысăк вăй. 4. Лаша çинче ларса пымалли хатĕр. 5.Питĕ тарăн çырма.
Çÿлтен аялалла:1 Çивĕчлетмелли чул. 2. Пирĕн çĕр-шывпа туслă пурăнакан халăх.
3. Йывăç тунинчен шăтса тухнă хунав.
11.х | ăă | 22.в | аа | 33.т |
ă | ♥ | ее | ♥ | уу |
44.й | ĕĕ | нн | ее | рр |
р | ♥ | гг | ♥ | аа |
55.а | хх | рр | аа | тт |
3. Çак сăмахсемпе мĕн ĕç тăвакансем усă кураççĕ. Сăмахсене профессисем тăрăх ушкăнласа тухăр. Сăмахсен пĕлтерĕшне пĕлмесен «Вырăсла – чăвашла» http://samahsar.chuvash.org/dict/7.html словаре пăхăр.
Абонент, абонемент, реквизит, адресат, бандероль, бутафории, библиографии, суфлер, библиограф, авансцена, штемпель, картотека, реплика, шифр, кулиса, режиссер, каталог.
«Лексика» пая вĕреннине пĕтĕмлетме тестпа усă куратăп.
Тĕслĕхрен:
Омонимсем:
1)хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсем;
2)пĕлтерĕшсем пĕр-пĕринпе мĕн енчен те пулин çыхăнса тăракан сăмахсем;
3)пĕр пек илтĕнекен, çырăнакан, анчах тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсем;
4)нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем.
Ĕç тетрадĕнчи кашни темăпа ĕçленĕ хыççăнах рефлекси ирттерме «Лексика çинчен пĕлнине тĕрĕслетпĕр!» интерактивлă вăйă та усăллă.
Ĕçсене тĕрĕслеме хĕрлĕ ручкăпа усă куратăп. Ачасен чи лайăх, чи интереслĕ ĕçĕсене класс умĕнче сÿтсе яватпăр, авторĕсене ырлатпăр. Вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче «Чи лайăх ĕç тетрачĕ» конкурс ирттеретпĕр.
Ĕç тетрадĕнче ачасен логика шухăшлавне, тарăнлăхне, пуплевне аталантарассине тимлĕх уйăрни вĕрентÿ ĕçĕнче пысăк пулăшу парса пырать: вĕренекенсен çыру ĕçĕсен пахалăхĕ ÿсрĕ, вĕсен калаçăвĕ тĕрĕсрех, сăнарлăрах та чĕрĕрех пулма пуçлани те куçкĕрет.
Усă курнă литература:
1. Г.Айзов. Лексикăна 5-мĕш класра вĕрентесси. «Халăх шкулĕ». – 1994. - №2-3.-89-93 с.
2. Кульева А.Р. ,ç тетрачĕ Вĕренĕве илĕртÿллĕрех тăвĕ. «Халăх шкулĕ». 2005. - №2. – 80-82 с.
3. Кульев О.Г., Кульева А.Р. Чăваш чĕлхипе усă курмалли ĕç тетрачĕ:2-мĕш класс валли. Вĕренÿ пособийĕ. – Шупашкар, 2004. – 32 с.
4. Кульев О.Г., Кульева А.Р. Чăваш чĕлхипе усă курмалли ĕç тетрачĕ:3-мĕш класс валли. Вĕренÿ пособийĕ. – Шупашкар, 2006. – 32 с.
5. Кульев О.Г., Кульева А.Р. Чăваш чĕлхипе усă курмалли ĕç тетрачĕ:4-мĕш класс валли. Вĕренÿ пособийĕ. – Шупашкар, 2007. – 32 с.
6.Михайлова З.П. Тĕрĕс çырма вĕренер. – Шупашкар, 2001.- 46 с.
7.Павлов И.П. Дидактика хăнăхтарăвĕсем: 4 кл. – Шупашкар, Чăваш кĕнеке издательстви. 1985. – 80.
8. Сергеев Л.П. Грамматика вăййисем. Шупашкар, Чăваш кĕнеке издательстви.
9. Чăваш чĕлхи: 5-мĕш класс валли / Сергеев Л.П. Андреева Е.А., Г.Ф. Брусова. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014 ç.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Презентация. Лексико-грамматические упражнения на базе лексики и грамматики урока 10 учебника английского языка Для VI класса школ с углубленным изучением английского языка авторов О.В. Афанасьевой, И.В.Михеевой.
Презентация. Лексико-грамматические упражнения на базе лексики и грамматики урока 10 учебника английского языкадля VI класса школ с угл...
Презентация по теме I love food (тренировка лексики по теме, отработка лексико-грамматического материала (специальные вопросы в Present Simple и Progressive)
Данная презентация разработана для преподавателей английского языка в 6 классах. Идет отработка лексики по теме "I love food" и употребления специальных вопросов в Present Simple/Progressive...
Путешествие в Лексику (Обобщающий урок по разделу русского языка «Лексика»)
Одним из важных элементов обучения является обобщение и закрепление знаний. На уроке в занимательной форме повторяются и закрепляются ключевые понятия лексики: омонимы, синонимы, устаревшие слова и др...
Методическая разработка на тему: «Обучение лексике иностранного языка в медицинском колледже» (Комплекс лексико – грамматических упражнений)
Настоящая методическая разработка предназначена для преподавателей иностранного языка медицинского колледжа. Её цель – ознакомление с новым методом преподавания иностранного языка – лингвосоциок...
Внеклассное мероприятие посвященное всемирному дню отказа от курния
Здесь представлены материалы внеклассного мероприятия, посвященного всемирному дню отказа от курения....
Антонимсене вĕрентнĕ май ваттисен сăмахĕсемпе усă курасси
Антонимсене вĕрентнĕ май ваттисен сăмахĕсемпе усă курасси...
Урок «Происхождение лексики современного русского языка. Лексика общеупотребительная и лексика, имеющая ограниченную сферу употребления. Употребление устаревшей лексики и неологизмов»
Цель урока: научить применять лингвистические знания при работе с языковым материалом.Задачи урока: - научить определять лексическое значение слова, фразеологизма;- развить умение употреблять сл...