Ачасен тăван чĕлхене юратса вĕренес кăмăлне ÿстересси
статья ( класс) на тему

Обучение только тогда дает результат, когда ученик будет знать свой родной язык.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл achasen_tavan_chelhene_yuratsa_verenes_kamalne_ceklessi.docx16.22 КБ

Предварительный просмотр:

Ачасен тăван чĕлхене юратса вĕренес кăмăлне çĕклесси.

Пирĕн ачасене тăван халăха, тăван чĕлхене юратма вĕрентмелле, ăна тивĕçлипе хаклама хăнăхтармалла. Тăван чĕлхе урокĕ шкул ачишĕн ăнланмалла пултăр, ачасен пуçарулăхне, вĕренес кăмăлне çĕклетĕр, ăс – хакăлне пуянлаттăр, кăмăл тĕлĕшĕнчен тÿрĕ те сăпайлă пулма вĕренттĕр.

Ачасем тăван чĕлхене юратма вĕренччĕр, унпа интересленччĕр тесен, урокра тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттермелле: чĕлхе урокĕсенче грамматика вăййисем, сăмахлăх урокĕнче литература каçĕсем. Манăн вара литература урокĕсем тата уроксем хыççăн ĕçлемелли çинче чарăнса тăрас килет.

5-8 классенчи ачасем „Юмах каçĕсем „ ирттерме юратаççĕ. Ачасем хăйсем юратакан юмахĕсене илсе килеççĕ. Вĕсенчен чи лайăххисене суйласа илетпĕр. Юмахĕсем тĕрлĕ содержаниллĕ пулмалла. Чи малтан, ĕçе юратма, тирпейлĕ, сăпайлă, тавçăруллă пулма вĕрентекеннисем, кахалсемпе çăткăн этемсене, сÿпĕлтисене, суякансемпе питлекенсене тăрăхласа кăтартакан юмахсене илетпĕр. Юмахсене вуланă хушăра пĕр-ик юрă номерĕ кĕртсе хăварма пулать.

Сцена çинче калаçма хăнăхтарасси çăмăл ĕç мар. „Юмах каçĕ” интереслĕ ирттересси ăна тĕплĕн хатĕрлесе çитернинчен те килет. Ачасен пултарулăхне ял клубĕнче те кăтартма пулать.

Сасăпа илемлĕ вуланин те пĕлтерĕшĕ пысăк. Илемлĕ вулакан çын произведение лайăхрах , тĕплĕрех ăнлантарса парать, чăвашла тĕрĕс калаçма хăнăхса пырать, унăн творчествăлла пултарулăхĕ те аталанать. Çавăнпа та „Чи лайăх вулакансен конкурсĕ” те ирттерме пулать. Çак конкурс литературăри сăмах çаврăнăшĕсене асра хăварма пулăшать, ачасен чĕлхине пуянлатать, илемлетет.

Тăван чĕлхене юратма вĕрентес ĕçре ачасене калавсем çыртарни пысăк пулăшу парать. Ачасене вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнчех калав çырмалли темăсене пĕлтеретĕп. Врĕнекенсем вара, хайсем пĕлекен, хайсем курнă е хайсен пурнаçĕнче пулса иртнĕ паллă ĕçсем çинчен, е пĕр-пĕр ĕç çинчен çынсем каласа панине аса илсе, çут- çанталăкри пулăмсене, тавралăха сăнаса пĕлнине çырма сĕнетĕп. Ачасем хайсен тăван ялне яланах ырă ĕмĕт- туйăмпа аса илеççĕ.

Халăх хушшинче çÿрекен юмах-халапсене, ял пуçланса кайни çинчен калакан легендăсене, юрă-такмаксене, хăшпĕр çынсен творчествăлла ĕçĕсене
« Литераторсен клубĕ» занятийĕсенче пăхса тухатпăр. Хаш пĕрисене кирлĕ кăтартусем парса юсама хушатпăр. Чи лайăххисене районта тата республикăра тухса тăракан хаçатра пичетлетпĕр.
Эпĕ кружока çÿрекен ачасене тăван чĕлхепе литературăна юратма, хисеплеме, уншăн яланах çирĕп тăма, ăна малалла аталанма пулăшса пыраканĕсем пулма хăнăхтарса пыратăп.

« Литераторсен клубĕ» занятийĕсенче пăхса тухатпăр. Хаш пĕрисене кирлĕ кăтартусем парса юсама хушатпăр. Чи лайăххисене районта тата республикăра тухса тăракан хаçатра пичетлетпĕр.
Эпĕ кружока çÿрекен ачасене тăван чĕлхепе литературăна юратма, хисеплеме, уншăн яланах çирĕп тăма, ăна малалла аталанма пулăшса пыраканĕсем пулма хăнăхтарса пыратăп.

Эпĕ кружока çÿрекен ачасене тăван чĕлхепе литературăна юратма, хисеплеме, уншăн яланах çирĕп тăма, ăна малалла аталанма пулăшса пыраканĕсем пулма хăнăхтарса пыратăп.

Чăнах та, ачасем таван чĕлхене юратма, хисеплеме вĕренччĕр тесен, пирĕн тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен активлăрах, творчестволлăрах, пултаруллăрах ĕçлемелле. Ырă кăмăлпа, тÿрĕ ĕмĕтпе ĕçленĕ ĕç кăна ачасен чун-чĕрине савăнтарĕ, юратса вĕренме, ĕçлеме чĕнĕ.

                               

                                                                                                            Лариса Андреева

                                                                                                            Пăва районĕ

                                                                                                           Тури Лащи шкулĕ


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

ЧӐВАШ ЧӖЛХИ УРОКӖСЕНЧЕ АЧАСЕН ПУПЛЕВНЕ АТАЛАНТАРАС ĔÇРЕ ИНФОРМАЦИПЕ ХУТШĂНУ ТЕХНОЛОГИЙĔСЕМПЕ УСĂ КУРАССИ

Хальхи саманара чăваш чĕлхине вĕрентнĕ чухне компьютер технологийĕсемпе, интернет уçлăхĕнчи информаципе усă курманни пурнăçран  юлнипе танах. Информаципе компьютер технологийĕ пире ÿсĕмлĕ ĕçлеме,...

Ачасене чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса воспитани парасси

Ашшĕ-амăшсен пухăвĕнче тухса калаçмалли материал....

Ачасен пěлěвне тěрěслемелли ěҫсем, 7 класс

1) тунти кун                 а) среда2) виçěм кун...

Ачасен пěлěвне тěрěслемелли ěҫсем, 6 класс

Какое слово не относится к грибам?  1. Сар кăмпа2. Уплюнкка3. Кăрăҫ4.  Чӗкеҫ5. Ᾰвăс кăмпи6. Кăтра кăмпа  7.  Найдите соответствия:1.    Миҫе?...

Ачасене вĕрентес ĕçре тĕрлĕ енлĕ аталантармалли ĕçсен системи.

Система заданий,  направленных на формирование универсальных учебных действий...

Статья на тему "Ачасене чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕх майĕсем (Инновационные подходы в обучении чувашскому языку)"

Вĕренӳри çĕнĕлĕхсене пула хальхи вăхăтра Раççейре педагогика теорийĕпе вĕрентӳ-воспитани ĕçĕ-хĕлĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Тĕп вырăнта – вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пĕр-пĕрне ăнланса, çĕнĕ вĕрентĕве ăша ...