5-мĕш класра ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелли материал
материал (5 класс) на тему

Баранова Алина Вячеславовна

По учебнику И.А. Андреева

Скачать:


Предварительный просмотр:

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ

Чăваш чĕлхипе литератури кафедри

5-мĕш класра ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелли материал

                                                               Проекта çырса хатĕрлекенĕ –

                                                    2-мĕш категориллĕ чăваш чĕлхи учителĕ

                                    Баранова Алина Вячеславовна

                              (Шупашкар, 39-мĕш шкул)

Шупашкар 2010

Тĕллевĕ:

И.А. Андреев, Р.И. Гурьева хатĕрленĕ кĕнеке тăрăх вĕренекен ачасем валли кашни вĕренÿ чĕрĕкĕ хыççăн ирттермелли çыру ĕçĕсене хатĕрлесси

Задачăсем:

  1. Çыру ĕçĕсем çырас методикăна тĕпчесси;
  2. И.А. Андреев тата Р.И. Гурьева 5-мĕш классем валли йĕркеленĕ, 2006 çулта тухнă вĕренÿ кĕнекине тишкересси;
  3. «Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕнче чăвашла вĕрентесси» методика кăтартăвне пăхса тухасси;

Проект актуаллăхĕ

 5-мĕш классем валли ятарласа йĕркеленĕ çыру ĕçĕсем çукпа пĕрех. Çавăнпа та ку ĕçре çырса кăтартнă çыру ĕçĕсем малашнехи вĕрентÿ ĕçне пулăшу кÿрĕ тесе шутлатăп.

Гипотеза

Хатĕрленĕ çыру ĕçĕсем ачасем чăвашла калаçăва епле ăнланнине, çыру хăнăхăвĕсем, сăмах йышĕ еплерех шайра пулнине тĕрĕслеме май парĕç.

        

Ум сăмах

   Проект ĕçĕнче эпĕ 5-мĕш классем валли хатĕрленĕ çыру ĕçĕсене кăтартса пама тăрăшрăм. Кашни чĕрĕк вĕçĕнче ирттерме çыру ĕçĕсене икĕ вариантлă йĕркелерĕм. «Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕнче чăвашла вĕрентесси» (2001 çул) ятлă методика кăтартăвĕсенчи шухăшсене шута илме тăрăшрăм. Асăннă кĕнекере 17 страницăра 5-мĕш класс ачин мĕн-мĕн пĕлмеллине çырса панă.

   «Вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ çĕре 5-мĕш класс ачин çаксене пĕлмелле:

  1. хăй çинчен каласа пама (ăçта пурăнать, вăренет; çемйи çинчен – ашшĕ-амăшĕ мĕн ятлă, ăçта ĕçлеççĕ, мĕн ĕç тăваççĕ);
  2. сăнлама (юлташа, учительницăна, шкула, класа, хваттере, хăй пурăнакан çурта, урама, парка, поселока (хулана), çанталăка, çулталăк вăхăчĕсене, чĕр чуна, кайăк-кĕшĕке, ÿкерчĕке);
  3. ыйтусем пама, вĕсене хуравлама;
  4. сывлăх сунма, саламлама, сывпуллашма, тав тума, сĕнме, килĕшме, хирĕçлеме;
  5. диалог тума (сахалтан 3-4 ыйту, 3-4 хурав);
  6. монолог тума (сахалтан 5-6 предложени;
  7. кĕскен текст содержанине каласа пама.»

   Эпĕ çыру ĕçĕсене çак пĕлÿ тĕллевĕсене тата учебникра панă, программăра палăртнă ĕçсене шута илсе йĕркелеме тăрăшрăм.

   Паллах, кун пек тĕрĕслев ĕçĕсем ачасен калаçу хăнăхăвĕсене туллин тĕрĕслеме май памаççĕ. Çапах та, ман шутпа, ку çыру ĕçĕсене ирттерсе ачасен сăмах йышĕ еплерех шайра пулнине, вĕренекенсем чăвашла пуплеве ăнланма пултарнине, грамматикăпа орфографи çивĕчлĕхне тĕрĕслеме май килни куç кĕретех.

   Хатĕрленĕ ĕçсене вĕрентекен кашни ачана валеçсе пама пултарать. Вĕренекенсем пурте ятарлă хăнăхтарусене урок тăршшĕпех пурнăçлама пултараççĕ.

   Учителĕн тĕрĕслев ĕçĕсене уйрăм классенчи ачасен пĕлÿ шайне тĕпе хурса йĕркелемелле тесе шутлатăп. Сăнанă тăрăх,пур класăн та пĕлÿ шайĕ пĕр пек мар. Чылай уйрăлса тăраççĕ.

   Эпĕ вара çак проектри ансат мар ĕçсем 5-мĕш класра ĕçлекен учительсемшĕн усăллă пуласса шанатăп.

                                                      Çыру ĕçĕ                                           (1 чĕрĕк)            

І – вариант

  1. Найди соответствия.

Тав тăватăп!                                            До встречи!    

Чипер кайăр!                                           Благодарю!

Ырă каç пултăр!                                      Добрый вечер!

Тепре куриччен!                                     Счастливого пути!

Ырă кун пултăр!                                     Добрый день!

  1. Ответьте на вопросы.
  • Эсĕ мĕн ятлă?
  • Эсĕ миçе çулта?
  • Эсĕ миçемĕш класра вĕренетĕн?
  • Эсĕ ăçта пурăнатăн?
  • Мĕнле пурăнатăн?
  1. Распредели слова на группы. Напиши к каждой группе подходящееобобщающее слово, из слов данных в скобках.(Савăт-сапа. Сĕт-турăх.)             Чăкăт, чей кашăкĕ, çу, çу турилкки, тăпăрчă, сĕт, кашăк, çăпала, хăйма, турăх, çĕçĕ, вилка, кефир, кружка.
  2. Подбери правильный перевод.
  1. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç.
  2. Çăкăр хырăм хыççăн çÿремест.
  3. Çăкăртан асли çук.
  4. Килекен çынна çăкăр лартма хушнă.

а) Путника положено накормить. ă) Дороже хлеба ничего нет.б) Хлеб-соль взаимны.в) Хлеб за брюхом не ходит.

  1. Допиши имена существительные к словам.

Сăпайлă …, ăслă … , шурă … , чĕрĕ … , сиплĕ … .

                                                      Çыру ĕçĕ                                           (1 чĕрĕк)

ІІ – вариант

  1. Найди соответствия.

Тавтапуç.                                                Счастливо оставаться!                        

Чипер юлăр!                                           До свидания!                

Сывлăх сунатăп!                                     Привет!

Салам!                                                     Здравствуйте!

Сывă пулăр!                                            Спасибо.

  1. Ответьте на вопросы.
  • Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ?
  • Паян миçемĕш число?
  • Паян мĕн кун?
  • Класра кам çук?
  • Çанталăк ăшă-и, сивĕ-и?

3.Распредели слова на группы. Напиши к каждой группе  подходящее обобщающее слово,  данные в скобках. (Апат-çимĕç. Кăмпасем.)

   Шур кăмпа, аш кукли, шур кăрăç, уплюнкка, çĕр улми кукли, кăлпасси, сар кăмпа, вĕт кукăль, масла кăмпа, хуплу, шăна кăмпи, çăкăр, икерчĕ, яшка,  кăтра кăмпа.

  1. Найди начало и конец пословиц.
  • Туслăхра - … … … а) … хĕр чух хĕрĕх тус.
  • Çĕр сум пуличчен … … …        ă) … ылтăнран хаклă.
  • Шанчăклă тус … … …               б) … тупсан – упра.
  • Ача чух алă тус, … … …           в) … çĕр тус пултăр.
  • Тусу çук пулсан шыра, …          г) … вăй.
  1. Допиши имена существительные к словам.

Симĕс … , ырă кăмăллă … , уçă … , шăрăх … , çывăх … .

                                                       Çыру ĕçĕ                                           (2 чĕрĕк)            

І – вариант

  1. Выбери нужное слово и допиши предложение.
  1. Эпĕ Чăваш Республикинче …                    (юрататăп, пурăнатăп).
  2. Чăваш Республики Раççей Федерацине …           (кĕрет, кĕретĕп).
  3. Республикăн президент, герб, ялав, гимн …        (пур, çук).
  4. Чăваш Республикинче тĕрлĕ халăх çыннисем … (пурăнать, пурăнаççĕ).
  5. Эпĕ тăван çĕр-шыва …                                            (юрататăп, юратать).
  1. Найди ошибку.

            авлхи халăх – древний народ

            аслашшĕсем – предки

чăвашсем – русские

            Атăл - Сура

  1. Подчеркни в стихотворении слова в повелительном наклонении.

Уяр! Уяр!

  Уяра пулсан

  Çÿле-е-е кай!

  Çумăра пулсан

  Аяла-а-а кай!

  1. Напиши текст так, чтобы получился связанный рассказ. Придумай название текста.

Вăл Кÿкеç ятлă. Эпĕ поселокра пурăнатăп. Пирĕн поселок пысăк, хитре. Эпĕ иккĕмĕш шкулта вĕренетĕп. Поселокра икĕ вăтам шкул, больница пур.

                                                              Çыру ĕçĕ                                           (2 чĕрĕк)            

ІІ – вариант

  1. Выбери нужное слово и допиши предложение.
  1. Эпĕ Шупашкарта …                    (пурăн, пурăнатăп).
  2. Шупашкар Атăл хĕрринче …      (вырнаçнă, вырнаç).
  3. Манăн юлташ Калинин районĕнче … (пурăнатăп, пурăнать).
  4. Эпир Мускав районĕнче … (пурăнатпăр, пурăнаççĕ).
  5. Эпĕ Шупашкар хулине …                     (юратать, юрататăп).
  1. Найди ошибку.

юманлăх – дубрава

хурăнлăх – липняк

ăвăслăх – осиновая роща

шăнкăрч чĕппи - галчонок

  1. Подчеркни в стихотворении слова в повелительном наклонении.

Хĕвел, тух,

Хĕвел, тух,

Хĕрлĕ йăва паратăп.

Хĕвел, тух,

Хĕвел, тух,

Хĕрлĕ явлăк паратăп.

  1. Напиши текст так, чтобы получился связанный рассказ. Придумай название текста.

   Пирĕн урамра аптека, апат-çимĕç магазинĕ, почта, шăл кабинечĕ, парикмахерски пур. Çулла клумбăсенче тĕрлĕ чечек курма пулать. Эпĕ Венера ятлă. Унта тĕрлĕ йывăç ÿсет: хурăнсем, пилешсем, çăкасем, чăрăшсем. Эпĕ хитре урамра пурăнатăп.

                                                             Çыру ĕçĕ                                           (3 чĕрĕк)            

І – вариант

  1. Спиши. Подчеркни неизменяемые послелоги в предложениях.

Юханшыв пăрпа витĕнчĕ, шăпланчĕ, юмахри пек ыйха кайрĕ.Хĕл тилĕ валли илемлĕ кĕрĕк хатĕрленĕ.(Г. Скребицкий). Юр хумлăн-хумлăн сахăр пек йăлтăртатса выртать. (Л. Толстой). Çанталăк сивĕ пирки ачасем йĕлтĕрпе ярăнма тухмарĕç.

  1. Выпиши лишнее слово.
  • хĕлле, çуркунне, çулла, паян, кĕркунне
  • пуш уйăхĕ, кăрлач уйăхĕ, ака уйăхĕ, çу уйăхĕ
  • тунти кун, ытлари кун, пуян кун, юн кун, кĕçнерни кун
  1. Составьте вопросы к предложениям.

   Çынсем хĕлле кĕрĕк тăхăнаççĕ. Паян урокра Таня Петрова çук. Манăн юлташ кĕрĕк, çĕлĕк, çăматă, алсиш тăхăннă.

  1. Вспомни прочитанные рассказы и выбери правильный ответ.

131 стр. Ачасем пахчара мĕн пуçтарчĕç?

а) панулми     ă) слива     б) груша     в) чие çырли

152 стр. Аслашшĕ хăш çынна ырă тесе шутлать?

                 а) пĕрремĕш çынна     ă) иккĕмĕш çынна     б) виççĕмĕш çынна

155 стр. Мĕн-ши этемшĕн чи пысăк инкек?

                 а) хăлхасăр юлни     ă) алă çукки     б) урасăр пулни     в) кахал пулни

  1. Выпиши пословицу про труд.
  • Туссăр çын тымарсăр йывăç пек.
  • Ĕç тăрантарать, кахал пăсать.
  • Тусу пулмасан - шыра, тупсан упра

                                         Çыру ĕçĕ                                           (3 чĕрĕк)            

                ІІ – вариант

  1. Спиши. Подчеркни неизменяемые послелоги в предложениях.

Мамăк пек шап-шурă юр çунă мĕн çĕрле. (А. Канаш).Çумăра пула ачасем урама тухмарĕç. Сахăр пек таса шап-шурă юр. Эпĕ анне валли хĕрлĕ розăсем туянтăм.

  1. Выпиши лишнее слово.
  • тунти кун, ытлари кун, хĕлле, юн кун, кĕçнерни кун
  • раштав уйăхĕ, кăрлач уйăхĕ, пуш уйăхĕ, нарăс уйăхĕ
  • паян, ыран, ĕнер, пуян, ирхине
  1. Составьте вопросы к предложениям.

   Ку шкул кăвак тĕслĕ. Пахчара çĕрулми, купăста, кишĕр, сухан, помидор, хăяр,редис ÿсет.Феня аппа фермăра ĕçлет.

  1. Вспомни прочитанные рассказы и выбери правильный ответ.

131 стр. Анне мĕн кукли пĕçерсе çитерчĕ?

а) аш кукли     ă) панулми кукли     б) купăста кукли     в) чие çырли кукли

155 стр. Мĕн-ши этемшĕн чи пысăк инкек?

               а) алă çукки     ă) урасăр пулни     б) юлхавлăх     в) хăлхасăр юлни

157 стр. Выçă кашкăр хресчентен мĕн ыйтнă?

              а) çăкăр     ă) икерчĕ     ă) кукăль     б) лаша    

  1. В какой пословице говорится о дружбе?
  • Ĕç тăрантарать, кахал пăсать.
  • Кайăк çуначĕсемпе вăйлă, çын – туслăхпа.
  • Алăра ĕç пултăр, пуçра ăс пултăр.

5 класс.                        Çыру ĕçĕ                                       (4 чĕрĕк)

І – вариант

  1. Прочитай. Составь рассказ по теме «Çурхи вăрманта».

   Хуларан инçе мар вăрман вырнаçнă. Кунта тĕрлĕ йывăç ÿсет: юман, хурăн, пилеш, çăка, çĕмĕрт, вĕрене. Ман юлташ пур. Вăл Лена ятлă. Лена вунă çулта. Эпир вăрмана ачасемпе экскурсие кайрăмăр. Çанталăк ăшă. Эпир унпа иксĕмĕр пĕр класра вĕренетпĕр. Йывăçсем симĕс тум тăхăннă. Ура айĕнче хитре чечеклĕ кавир. Пĕр парта хушшинчех ларатпăр. Шупашкара Лена пĕлтĕр килчĕ. Унччен вăл Печора хулинче пурăннă. Кайăксем юрă юрлаççĕ. Чечексем çинче пыл хурчĕсем сĕрлеççĕ. Унăн ашшĕ çар çынни, офицер. Амăшĕ учительница. Кăçал пире математикăпа вĕрентет. Сывлăш уçă. Çурхи вăрмантан тухас та килмест. Лена – лайăх хĕр ача. Ырă кăмăллă. Вăл питĕ ташлама юратать, хореографи кружокне çÿрет. Эпир унпа туслă.

  1. Подчеркни в тексте перевод следующих предложений.
  • Недалеко от города расположен лес.
  • Погода теплая.
  • На цветочках пчелы жужжат.
  • Воздух свежий.
  • Не хочется выходить из весеннего леса.
  1. Допиши предложения.
  1. Йывăçсем: хурăн, …
  2. Çемье: анне, …

  1. Отгадай. О чем говорится в тексте?

   Авалхи уяв. Авалах çынсем çак уявра хĕл иртнине, çуркунне çывхарнине палăртнă. Кашни килтех тутлă апат-çимĕç хатĕрленĕ. Вĕсенчен чи юратни çуллă икерчĕ пулнă. Ватăраххисем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ. Çамрăксем катаччи чупнă. Лашисене тĕрлĕ хăюсемпе илемлетнĕ, пĕккисем çине шăнкăравсем çакнă.

( Çĕнĕ çул. Çĕнтерӱ кунĕ. Çăварни. Майăн 1-мĕшĕ. Çуралнă кун.)

5 класс.

                                                              Çыру ĕçĕ                                           (4 чĕрĕк)            

                ІІ – вариант

  1. Прочитай. Составь рассказ по теме «Ман юлташ».

   Хуларан инçе мар вăрман вырнаçнă. Кунта тĕрлĕ йывăç ÿсет: юман, хурăн, пилеш, çăка, çĕмĕрт, вĕрене. Ман юлташ пур. Вăл Лена ятлă. Лена вунă çулта. Эпир вăрмана ачасемпе экскурсие кайрăмăр. Çанталăк ăшă. Эпир унпа иксĕмĕр пĕр класра вĕренетпĕр. Йывăçсем симĕс тум тăхăннă. Ура айĕнче хитре чечеклĕ кавир. Пĕр парта хушшинчех ларатпăр. Шупашкара Лена пĕлтĕр килчĕ. Унччен вăл Печора хулинче пурăннă. Кайăксем юрă юрлаççĕ. Чечексем çинче пыл хурчĕсем сĕрлеççĕ. Унăн ашшĕ çар çынни, офицер. Амăшĕ учительница. Кăçал пире математикăпа вĕрентет. Сывлăш уçă. Çурхи вăрмантан тухас та килмест. Лена – лайăх хĕр ача. Ырă кăмăллă. Вăл питĕ ташлама юратать, хореографи кружокне çÿрет. Эпир унпа туслă.

  1. Подчеркни в тексте перевод следующих предложений.
  • Сидим за одной партой.
  • В Чебоксары Лена приехала в прошлом году.
  • Ее отец военнослужащий.
  • Мама учительница.
  • В этом году преподает математику.
  1. Допиши предложения.
  1. Тискер чĕрчунсем: кашкăр, …
  2. Килти чĕр чунсем: ĕне …

  1. Отгадай. О чем говорится в тексте?

   Çирĕп те усăллă йывăç. Вăл 400 – 500 çул таран пурăнать. Малтанлăха питĕ вăраххăн ÿсет, ытларах тымара каять. Çамрăк йывăç пуринчен те хăрать: ăшăран та, сивĕрен те, çилрен те, сулхăнран та. Унран сĕтел-пукан, катка-пичке, хапха юписем, паркет тăваççĕ. (Хурăн, юман, çăка, хыр, чăрăш)

        Хыç сăмах        

   Вĕреннĕ темăсене пĕтĕмлетсе тĕрлĕ енлĕ çыру ĕçĕсем ирттерни ачасене вĕренÿре тимлĕрех пулма хистет. Ĕçсене пĕр евĕрлĕ йĕркелеменни вара вĕренекенсене интереслентерсе яма пултарать. Тĕслĕхрен, 4-мĕш чĕрĕк вĕçĕнче ирттерме палăртнă ĕçе илер. Унта 2-мĕш ĕçре панă вырăсла предложенисене текстра тупса палăртмалла тенĕ. Учитель ачасене асăннă предложенисене тĕрлĕ тĕслĕ маркерсемпе туртса палăртма сĕнме те пултарать. Паллах, пур çыру ĕçĕ те, ман шутпа, вĕрентекен ăнлантарăвĕсĕр пулмасть. Çыру ĕçне çыртарнă чухне те вăл е ку темăна, сăмахсене, сăмах майлашăвĕсене вĕреннине шута илмелле.

   Калас шухăшсене çирĕплетес тĕллевпе И.А. Андреев тата Э.Г. Иванова йĕркеленĕ «Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕнче чăвашла вĕрентесси» методика кăтартăвĕсенчи предложенисене илсе паратăп: «Çыру, тĕпрен илсен, ытти тĕллевсене (калаçу, вулав, куçару) пурнăçламалли мел пулса тăрать. Алăпа çырни хăлхапа илтнине çирĕплетет, вулав хăнăхвĕсене тума пулăшать, чĕлхе уйрăмлăхĕсене те ăса çирĕпрех хывтарать».

   Хатĕрленĕ ĕçсене çитес вĕренÿ çулĕнче ачасене çыртарса пăхсан япăх пулмĕ тесе шутлатăп.

Усă курнă литература

Документ

Чăваш чĕлхи. Вырăс шкулĕсенчи І – ІХ классен программи / Андреев И.А. – Шупашкар, 2004

Меслет сĕнĕвĕ

   Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕнче чăвашла вĕрентесси: Методика кăтартăвĕсем. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2001. – 71с.

Чăваш чĕлхи вĕренмелли кĕнекесем

  1. Чăваш сăмахĕ: Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕ валли / И.А. Андреев, Р.И. Гурьева, Э.Г. Иванова. – 2-мĕш кăларăм. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, Чăваш наци кĕнекин фончĕ, 2000. – 327 с.
  2. Чăваш чĕлхи: Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕ валли / И.А. Андреев,  Р.И. Гурьева. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2006. – 272 с.

Ĕç тетрачĕ

   Рабочая тетрадь к учебнику «Чăваш чĕлхи». 5 класс. Часть ІІ / Г.В. Абрамова. – Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2009. – 64 с.

Илемлĕ литература

Пĕчĕккисен кĕнеки: Хрестомати / Т.В. Артемьева,  Г.Ф. Трофимов пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2006. – 319 с.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

ЧӐВАШ ЧӖЛХИ УРОКӖСЕНЧЕ АЧАСЕН ПУПЛЕВНЕ АТАЛАНТАРАС ĔÇРЕ ИНФОРМАЦИПЕ ХУТШĂНУ ТЕХНОЛОГИЙĔСЕМПЕ УСĂ КУРАССИ

Хальхи саманара чăваш чĕлхине вĕрентнĕ чухне компьютер технологийĕсемпе, интернет уçлăхĕнчи информаципе усă курманни пурнăçран  юлнипе танах. Информаципе компьютер технологийĕ пире ÿсĕмлĕ ĕçлеме,...

Ачасене чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса воспитани парасси

Ашшĕ-амăшсен пухăвĕнче тухса калаçмалли материал....

Ачасен пěлěвне тěрěслемелли ěҫсем, 7 класс

1) тунти кун                 а) среда2) виçěм кун...

Ачасен пěлěвне тěрěслемелли ěҫсем, 6 класс

Какое слово не относится к грибам?  1. Сар кăмпа2. Уплюнкка3. Кăрăҫ4.  Чӗкеҫ5. Ᾰвăс кăмпи6. Кăтра кăмпа  7.  Найдите соответствия:1.    Миҫе?...

Вĕренекенсен пĕлĕвне тĕрĕслемелли тест

"Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ" темăна вĕреннĕ хыççăн ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелли тест...

9-мĕш класра «Синграмонизм» темăна вĕреннĕ хыççăн ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелии тест ĕçĕ

9-мĕш класра «Синграмонизм» темăна вĕреннĕ хыççăн ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелии тест ĕçĕХатĕрлекенĕ: Михайлова Светлана Геннадиевна - Чăваш Республикинчи Шупашкар хулин  &laq...