Валентина Элпин "Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача" хайлав пĕтĕмлетĕвĕ - уçă урок
план-конспект урока (6 класс) на тему

Васильева Оксана Николаевна

Валентина Элпи çырнă "Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача" калав икĕ урок хушши вĕренме планланă урок. Ачасемпе пĕрремĕш урокра писатель пултарулăхне тĕпчесе  тухнă хыççăн   калава вулани пулса иртет.Килте хайлава вуласа пĕтернĕ хыççăн иккĕмĕш урокра  пĕтĕмлетÿ тăватпăр. Урока ачасене тĕрлĕ енлĕ кăсăклă ĕçсем тутарма тăрăшрăм. Тĕп герой ăсталăхне тишкернĕ май корнепластика ăслайĕпе видеоматериал пулăшнипе паллаштарнă. Геройсен танлаштаруллă характеристикине ушкăнпа туса ирттернĕ. Хайлаври  кирлĕ вырăнсене тупса вуланă, ватти каланă вырăнсене тупса ачасемпе калаçу туса ирттернĕ.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon urok_plane_entuk.doc56 КБ

Предварительный просмотр:

Урок теми:

Валентина  Элпи  çырнă  «Илемлĕхе курма  пÿрнĕ ача»  калав

(пĕтĕмлетÿ урокĕ)

                                                                                                  Эпиграф:

Çыннăн ĕçĕ те, чунĕ те  ырă пултăр.

                                                                                                                         (Ваттисен сăмахĕ)

Урок тĕсĕ:   хайлава пĕтĕмĕшле тишкермелли  хутăш урок.

Сапăрлăх тĕллевĕсем:

1)        Çын тени пур енчен те йĕркеллĕ, ырă кăмăл- сипетлĕ, пуян чун-чĕреллĕ, ĕçчен те  ăслă-тăнлă пулмаллине çирĕплетсе хăварасси;

2)        çут çанталăк илемне курма, туйма хăнăхтарасси;

3)        кашни çынра, ачара  пултарулăх пур, ăна сÿнме памалла мар, аталанма пулăшмалла.

Пĕлÿ     тĕллевĕсем:

1)        В.Элпин «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача» калавăн  содержанине, тĕп шухăшне  уçса пама,  тишкерÿ тума  хăнăхтарасси;

2)        Хайлаври   ĕçсене, сăнарсен шухăш-кăмăлне, ĕçне-хĕлне  лайăхрах ăнланса илме пулăшасси, шухăша çыхăнуллă йĕркелесе калама хăнăхтарасси;

Илемлĕх  (аталантару)  тĕллевĕсем:

1)        Калавăн хăш-пĕр вырăнĕсене  илемлĕ, палăртуллă вулама вĕрентесси;

2)        Искусствăн тĕрлĕ тĕсĕсемпе паллашма, вĕсенче хăйсен талантне аталантарса пăхма хавхалантарсси.

Урок  мелĕсемпе  меслечĕсем:

        учителĕн илемлĕ вулавĕ;

        ыйту-хурав;

        словарь ĕçĕ;

        танлаштаруллă характеристика тăвасси;

        тĕп шухăша уçса паракан йĕркесене тупса вулаттараси;

         проблемăллă калаçу ирттересси ;

        ачасем хăйсен аллипе тунă ĕçсенчен йĕркеленĕ  куравпа паллашни;

        слайдпа, сăн ÿкерчĕкпе усă курни;

        фонохрестоматипе ĕçлени.

Пуплеве  аталантармалли  хăнăхусем:

        текста илемлĕ вулама хăнăхтарасси;

        хайлавăн тытăмне палăртма хăнăхтарасси;

        темăна уçса паракан йĕркесене тупма вĕрентесси;

        илемлĕх мелĕсене туптарасси.

Словарь ĕçĕ:

а) ăнлантармалли сăмахсем:

пÿрнĕ-  судьба (дано судьбой)

пускил – кÿршĕ

ийĕ – стамеска, долотно

çилĕм – клей

йĕкев -  подпилок, напильник, рашпиль

ă) çырассине  хăнăхтармалли мел:

çырма-çатра, лагерь-лагере-лагерьне, чăматан , йăпăр-япăр, тăп-тулли, хул пуççи, фотоаппарат, корреспондент, экспонат,  сăн ÿкерчĕк, ял-йыш

Литература теорийĕ:

тема – хайлавра мĕн çинчен каласа   кăтартни;

тĕп шухăш – автор  калавра кăтартнă сăнлăхсемпе мĕн каласшăн пулнă;

калав – çын пурнăçĕчи  пĕр-икĕ ĕç пулăм çинчен калакан пысăках мар прозăлла хайлав.

Фразеологизмсем:

Аллинче кĕреçе вылять – ăста, лайăх ĕçлет

Çамки çине тар тухиччен-  тăрăшса

Кăмăлĕ тулмасть- çырлахмасть, кăмăлсăр

Хыпăнса ÿкмерĕ- кулянмарĕ

Хуйха ерчĕ – кăмăлсăр пулчĕ, пăшăрханчĕ

Пуçран çапнă пек – кĕтмен çĕртен, ăнсăртран

Çынна тух – хăв тĕллĕн пурăнакан пул

     Курăмлăх хатĕрĕсем:

     Вĕренекенсен алă ĕçĕсенчен йĕркеленĕ курав, мультимеди проектор,     слайдсем.

Урок юхăмĕ:

I.        Класа  урока  йĕркелени.

(Ачасем яланхи йĕркепе вĕрнтекене сăвăпа кĕтсе илеççĕ)

Ан ÿркенĕр, ăслă пулăр

Пĕлмелли питех нумай.

Сырăр, вылăр, шырăр, тупăр

Çивĕчленĕр тĕрлĕ май.

II.        Слайд çинче – текст.  Ачасем малтанах  ăна итлесе  паллашни.

 (1 слайд.)Ун тăрăх   хăйсем тĕллĕн урок темине  палăртни.

Тетрадьсем çине  числопа тема ятне çырни.(2 слайд.)

III.         Урок тĕллевĕсемпе паллашни.(3 слайд)

Урокра ачасем икĕ ушкăнпа ĕçленине каласа хăварни. Тĕллевĕ- хăшĕ хăвăртрах, тĕрĕсрех, маттуртарах хуравлĕ. Ушкăнсем  хăйсене валли ят тупасççĕ.

IV.        Тема тăрăх ĕçлесси.

1)        Мĕн вăл калав? Унăн  тĕсĕсемпе  тĕп паллисене  палăртни.(4 слайд)

2)        Калав авторĕ Валентина Элпи пирки пĕр-икĕ сăмах. (Пирĕнпе кÿршĕллĕ Тăвай районĕнче  çуралса ÿснĕ, Кивĕ Пуянкасси ялĕнчен. Пирĕн районти Кавал шкулĕнче ăс пухнă.) (5 слайд)

Кунта Элпирен илнĕ  видеоинтервью сыпăкне итлеттерни.

3)Инсценировка. Класс  алăкне  шаккаççĕ, палламан арçын ача кĕрет.  Çывлăх сунать те  сĕтел патне  хăюсăррăн пырса тăрать.

Учитель: Ку мĕне пĕлтерет? Кам эсĕ?  Пирĕн кунта урок пырать. Эсир паллатăр-и ку ачана, ачасем?

Палламан ача: Эпĕ  сире пулăшас тесе килтĕм. (Калаçнă хушăра хутаçĕнчен  сĕтел çине лак, çилĕм, ийĕ, йĕкев, хăма татăкĕсем кăларса хурать)Энтьук теççĕ мана. Эсир кунта Валентина Элпин калавне  вĕренетĕр терĕç те. Сире пулăшас терĕм, словарь ĕçĕ туса ирттермеллине  асăрхаттарма  килтĕм.

Учитель: Энтьук, тавах сана. Кăмăлсем еплерех-ха санăн?

Палламан ача: Аптрамалла мар, аванах. Çитăра кăмăл çитмерĕ те пĕркун, халĕ ĕнте иртсе кайрĕ пĕтĕмпех. Айван çынсем çине çилленместĕп эпĕ. Аннепе пĕр чĕлхе тупнишĕн  хĕпĕртетĕп вара. Ну, юрĕ,  ман каймалла. Эпĕ халĕ художниксен шкулĕнче вĕренетĕп. Каçарăр, васкатăп.

4 )Ачасем  хайлава вуласа тухнă хыççăн тĕл пулнă  хăш-пĕр сăмахсене словарь ĕçĕ туса ăнлантарни.(6 слайд)

1 ) пÿрнĕ- судьба (дано судьбой)

пускил – кÿршĕ

ийĕ – стамеска, долотно

çилĕм – клей

йĕкев -  подпилок, напильник, рашпиль

 Иккĕмĕш пайне -  çырса тĕрĕслени : (учитель каласа пырса çыртарни, кайран ачасем пĕр-пĕрин ĕçне тĕрĕслени. Хуравĕсем слайдра тухни.)(7 слайд) Ушкăн ăшĕнче  тĕрĕслени

Çырма-çатра, лагерь-лагере-лагерьне, чăматан, йăпăр-япăр, тăп-тулли, хул пуççи, фотоаппарат, корреспондент, экспонат, сăн ÿкерчĕк, ял-йыш.

5)Кроссворд «Хайлав содержанине астăватăн-и?»(8 слайд)

 (Кашни ушкăна 4 –шар ыйту тухать)

1.  Калаври тĕп сăнар  мĕн ятлă? (Энтьук)

2. Энтьук пĕрремĕш хут тымар тупсан унран упăте тăвать. Мĕн ят парать – ха  ăна  арçын ача? (Жанна)

3. Çуркунне çитсен  Энтьуксен класне ăçти  пахчана ĕçлеме илсе каяççĕ? (Колхоз)

4.  Энтьукăн тымарĕсене чăн малтан  кам  хапăлласах  йышăнать? (Асламăшĕ)

5. Энтьук амăшĕ  мĕн ятлă? (Укçине аппа)

6.  Усал чунлă пускил ачине мĕн тесе чĕнеççĕ? (Çитăр)

7. Çуллахи  каникул вăхăтĕнче  Энтьук  ăçта  канать? (Лагерьте)

8. Энтьук кану лагерĕнче  ăсталанă  пĕр экспонат ячĕ. (Тăмана)

6)Калаçу.

- Калăр-ха, ачасем, çак калавпа  паллашнă хыççăн  сирĕн ахăртнех килĕштернĕ сăнарсем  пулчĕç. Камсем-ши вĕсем? (Ушкăнри ачасем черетпе хуравлаççĕ)

(Тĕп сăнар – Энтьук, унăн асламăшĕ, вожатăй  Виктор Иванович, сарă çÿçлĕ хĕр ачапа унăн ашшĕ, корреспондент.)(9 слайд)

-Мĕншĕн шăпах вĕсене кăмăлларăр-ха, каласа ăнлантарăр.

(Мĕншĕн тесен вĕсем Энтьука ăнланаççĕ, уншăн савăнаççĕ, унăн ĕçĕсемпе мухтанаççĕ. Çитăр вара айван, усал ача. Вăл Энтьукран кулать, тата  унăн амăшĕ пирки те,  хăйĕнчен самай аслă çын пирки,  усал ят туртса кăларать).

-Атьăр-ха, юлташсем çак икĕ арçын ачана танлаштарса пăхар. Пĕрремĕш ушкăн  Энтька  хаклать , иккĕмĕшсем вара – Çитăра.

7).Ачасем доска умĕнче йывăç -кластер хатĕрлени.

Унтан  çак сăнарсене автор мĕнле глаголсемпе   характерланине текстра тупса вуласси.(10 слайд)

 Энтьук – аллинче кĕреçе  вылять

                 тар тухиччен ĕçлерĕ

                 пăхса ытараймасть тымара

 Çитăр – ĕрлешет

                пĕтĕм сасăпа ахăлтатса кулса ячĕ

                паттăрланчĕ каллех

                йĕкĕлтет

                чавсипе чышкаласа тухрĕ

               усал ят туртса кăларма ăста

8). Кану саманчĕ. Кĕвĕ янăрать.(11 слайд)

Эпир тухнă урама (пĕр вырăнта утатпăр)

Тымар-çапă шырама.

Кирлĕ пире чи хитри(чавнă пек тăваççĕ)

Чĕр чун пек курнаканни.(пуçтараççĕ)

 Чашлаттарчĕ ăнсăртран

Çумăр çÿл патшалăхран (алă пÿрнисемпе пуçĕсене  çапаççĕ)

Сăтăрăнатпăр, типĕнетпĕр (алисемпе сăтăраççĕ хул пуççинчен аялалла)

Вĕçтеретпĕр килелле. (Лараççĕ)

           

9).  Текстри фразеологизмсемпе ĕçлени.(12 слайд)

10). Калаçу.

 - Хайлава   вуланă чухне сире ытларах мĕн пăшăрхантарчĕ, ачасем? (Проблема патне çитни)

(Амăшĕ  Энтьука ăнланманни, ăна мухтас, ăшă сăмах каласа йăпатас вырăнне  яланах вăрçни. Çемьере проблема пулса тăрать, çывăх çынсем пĕр-пĕрне ăнланмаççĕ. )

Хайлавра  Укçине аппа, Энтьук амăшĕ,  çапла калани пур: «Мĕн тума кирлĕ текех  кĕлеткесемпе аппалланма? Тантăшусем  йĕкĕлтенине мантăн-и? Вула кĕнеке ытларах. Вĕрен, çынна тухăн».

-Калăр-ха, ачасем. Пĕр кĕнеке вуланипе çеç çынна тухма пулать-и? Тата çынна тухăн тени мĕн тени пулать-ха?

(Çук, паллах. Пурте шкулта лайăх паллăсемпе вĕренеймеççĕ. Чăн малтан ачан ырă, ĕçчен пулмалла. Кашни  ачан ку е вăл  хăйне килĕшекен  пултарăвĕ  пур. Вăл ăна аталантарма тăрăшать. Кайран вара, ÿссе çитĕнсен  вăл, тен çав ĕçпех   пурăнма пуçлать. Ĕçĕ пĕрре унăн чунне савăнтартăр тата, тен, укçи-тенки енчен те  усă  кÿме   пултартăр.)

-Халĕ эпĕ сире    видеосюжет пăхма сĕнетĕп.(13  слайд)

Хайлавăн тĕп шухăшне  палăртса хăварни – Этем тени пур енчен те йĕркеллĕ, ырă кăмăл –сипетлĕ, пуян чун-чĕреллĕ, ĕçчен те ăçлă-тăнлă пулмалла.  Кашнинех пурнăçра  та вĕрнÿре те  хисепе тивĕçлĕ пулас килет. Лайăххи патне туртăнакансене пирĕн  упрама, хавхалантарма пĕлмелле, вĕсемшĕн савăнмалла, пăшăрханмалла.

11). Калаври ватă çын сăнарĕ. Вăл ачасен кăмăлне кайни. Çемьере вăрçакансене  кам ытларах  мирлештерет-ха?

(Ватă çын – асанне е кукамай, асатте е кукаçи.)(13 слайд)

Текстра асламăшĕ калакан вырăнсене тупса вуласа параççĕ. (Хăш ушкăн маларах )

 

12). Талант сăмахпа ĕçлени. (14 слайд) (Талант ăçта палăрма пултарни, мĕнле искусство тĕсĕсем пуррине палăртса хăварни. Литературăри талант. К.Иванов та талантлă çын пулни. Кăçал 2015 çул – Чăваш Республикинче  литература çулталăкĕ, К.Иванов çулталăкĕ пулнине палăртни).(15слайд)

13). Рефлекси. (16 слайд)

1.Урокра эпĕ  активлă/ пассивлă пултăм.

2.Хамăн урокри ĕçпе эп кăмăллă/ кăмăлсăр.

3.Маншăн урок вăрăм пулчĕ/ хăвăрт иртрĕ.

4.Урокра эп ывăнтăм/ ывăнмарăм.

5.Урокра ман кăмăл çĕкленчĕ/ пусăрăнчĕ (хуçăлчĕ).

6.Урокри материал ăнланмалла/ ăнланмалла мар, усăллă/ усăсăр, кăсăклă/ кăсăклă мар.

14) . Килти ĕç (17 слайд)

1)Вуланă калав содержанийĕ тăрăх тест ыйтăвĕсем çырса хатĕрлĕр

(10 ыйтуран кая мар) .

2)Сюжетлă ÿкерчĕк тăвăр.

3)Энтьук амăшĕпе диалог йĕркелесе çырăр.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

«Легенды возникновения праздника Святой Валентин. Культура празднования дня Святого Валентина в разных странах»

Данный материал можно использовать для организации и прведения классных часов, посвященных празднованию "Дня Святого Валентина" с целью,  познакомить ребят   с  историей происхождения п...

Тест (5класс. Л.Сарине "Цирк курма кайни")

Чувашская литература. 5класс. Л.Сарине "Цирк курма кайни"...

План-конмпект урока Л.Сарине"Цирк курма кайни"

Лидия Саринен "Цирк курма кайни" хайлава тишкересси, тĕп сăнара пур енлĕн  характеристика парасси....

Технологическая карта урока по литературе в 11 классе. Тема урока:"Проблема выбора "( по повести Валентина Распутина "Дочь Ивана, мать Ивана")

Урок общеметодологической направленности.Цель урока: организация условий достижения учащимися образовательного результата по изучаемой теме.Задачи урока: совершенствовать умение характеризовать главно...

Технологическая карта урока по литературе в 11 классе. Тема урока:"Проблема выбора "( по повести Валентина Распутина "Дочь Ивана, мать Ивана")

Урок общеметодологической направленности.Цель урока: организация условий достижения учащимися образовательного результата по изучаемой теме.Задачи урока: совершенствовать умение характеризовать главно...

Функциональная пропедевтика в курме математики 5 - 6 классов

В данной статье описывается пропедевтика понятия "Функция" в курсе математики 5 и 6 классов....