План-конмпект урока Л.Сарине"Цирк курма кайни"
план-конспект урока (5 класс) по теме
Лидия Саринен "Цирк курма кайни" хайлава тишкересси, тĕп сăнара пур енлĕн характеристика парасси.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
plan-konspekt_uroka.docx | 60.04 КБ |
Предварительный просмотр:
Урок теми: Лидия Сарине çырнă «Цирк курма кайни» хайлава тишкересси, тĕп сăнара пур енлĕн характеристика парасси.
Урок тĕсĕ. Хутăш урок.
Урок тĕллевĕсем: Лидия Сарине пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен вĕренесси, ачасене пĕлÿ шырас ĕçе тĕллевлĕн план тăрăх туса пыма хăнăхтарасси, çак ыйтусене ытти ачасемпе сÿтсе явма, татса пама хавхалантарасси.
Вĕренекенсен результачĕсем:
Харкамлăх результачĕсем (личностные УДД): вĕренÿре харпăр хăй тивĕçлĕхне туйма, хăй вăйне, пултарулăхне шанма вĕренни.
Предметăн пайрамлă результачĕсем (предметные): вуланă хайлава хак пама пĕлни.
Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем (метапредметные):
Йĕркелÿ ВУД (регулятивные УУД): ума лартнă тĕллеве пурнăçлама тухăçлă мелсем суйласа илни; вулавăн тĕрлĕ мелĕсемпе усă курни, текстпа ĕçлеме, ăнлавсене хак пама, пĕтĕмлетÿсем тума пĕлни.
Хутшăну ВУД (коммуникативные УУД): мăшăррăн, пĕчĕк ушкăнпа, пĕрле ĕçлеме – пĕрлĕхлĕ ĕçĕн харкам пайне пурнăçлама хăнăхни.
Информаци ВУД (познавательные УУД): тĕрлĕ информаци çăл куçĕпе усă курма пултарни (кĕнеке, хаçат-журнал, Интернет).
Курăмлăх хатĕрĕсем: Интерактивлă доска, проектор.
Урок юхăмĕ
- Класа йĕркелесси, ачасене урок темипе кăсăклантарасси.
-Ачасем, эпĕ паян сирĕн пата урока ак çакăн пек кăмăлпа килтĕм. (Хĕвел кăтартатăп). Сирĕн паян менле кăмăл? Ÿкерчĕк илсе кăтартăр-ха.(Сĕтел çинче хĕвел, пĕлĕт, çумăр)
- Урок темипе тĕллевĕсене палăртасси.
-Ачасем, паянхи урока сирĕн мĕнле калав вуласа килмеллеччĕ.(«Цирк курма кайни») .Апла эсир паянхи урок темине тавçăрса илтĕр те пуль. («Цирк курма кайни» калава тишкересси). -Çак калава кам çырнă-ха? (Л. Сарине) Унăн пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарни. (Портрет, кĕнекисем)
- Тема тăрăх ĕçсем тăвасси 1)ЭЙ АР ГАЙД структура(утвержденисем)(малтан)
Малтан | Çирĕплетсе каланисем | Кайран |
Калаври тĕп сăнар Володя асламăшĕ. | ||
Куккăшĕпе инкĕшĕ Володьăн ашшĕпе амăшне кĕмĕл туй ĕçкине чĕнсе яраççĕ | ||
Цирк курма кайма Володя кĕпе хатĕрлет. | ||
Цирк курма каясси çинчен ача Петьăпа Сашука каласа парать. | ||
Володьăн ашшĕпе амăшĕ хăнана автобуспа каяççĕ. | ||
Ирхине Володьăна пăру шырама яраççĕ. |
2) Калава ăнланнине тĕрĕслесси.
1.Предложенисене тултармалла.
Сĕтел çинче бидонпа _________ ларать, пысăк çаврака _________ выртать. Малтан куккасем патне кĕмĕл туй ĕçкине кĕретпĕр, унтан ________________ каятпăр. Тĕлĕкĕнче каллех __________ ___________ аташрĕ. Чунĕ ирхине савăнăçлă пулнă пулсан халĕ вăл __________________ тулчĕ. (Предложенисене вуласа тĕрĕслесси.)
2.«Кĕпене Володя пĕр самант кăкăрĕ çумне пăчăртаса тытса тăчĕ, сăмси патнерех илсе пычĕ, унран, çĕнĕскертен, темĕнле ырă шăршă кĕрет» предложени Володьăн мĕнле ĕмĕтне, шухăшне, кăмăлне кăтартать?
3. Володьăна ашшĕпе амăшĕ мĕнле-мĕнле ĕç хушаççĕ? Тупса вуласа парăр.
4. Кам калавра çакăн пек калать: «Эх, пурнăç, пурнăç. Ахаль каламан çав пурнăçăн хÿри кукăр тесе». Эсир çакна мĕнле ăнланатăр?
3) ЭЙ АР ГАЙД (кайранхи шухăшсем)
4.Словарь ĕçĕ. Чунĕ кÿтсе килнипе йĕрсе ячĕ
5. Синквейн
Асламăшĕ
Ватă ĕçчен
Тăрăшать вĕрентет лăплантарать
Володьăн ашшĕпе амăшĕн йăнашне тÿрлетме пулăшать
Ват çын – тăват çын.
Кану саманчĕ
Класра тèрлè вырáна карточкáсем çакса тухнá. Вèсенче паллă ячĕсем. Ачасем пèрер карточка илеççè, вĕсем Володьăн сăнарне хак пама кирлĕ пулĕç.
6) Хайлав тексчĕ тăрăх тĕп сăнарăн характеристикине туллин йĕркелени. (парăпа ĕçлесси)
Тĕп сăнар-Володя | Паллă ячĕсем | Глаголсем |
Сăн-сăпачĕ, ĕçĕ-хĕлĕ | -хурлăхлă; -шуранка тирпейлĕ; -пултаруллă; -ĕçчен | -сăнĕ шурса кайрĕ; -тути сиккеле-сиккеле илчĕ; -куçĕпе пăхать; -амăшĕ çине çаврăнса та пăхмасть; -сăмах та чĕнмест. - амăшĕ мĕн хушнине пурнăçлать. |
Шухăш - кăмăлĕ | - ырă - ачаш чунлă -тăрăшуллă | - çывăрса каясран харарĕ; - пĕр вĕçĕм шухăшларĕ; -çилленчĕк – куç айĕн пăхрĕ; - чунĕ кÿтсе çитнĕ пирки йĕрсе ячĕ; - пăшăлтатса йĕни чылайччен илтĕнчĕ. - мухтанса илет; |
Тыткаларăшĕ | -чĕрĕ; -правур; -çивĕч.(бойкий) -сапăр | - лара-тăрă пĕлмест; - вĕçĕм тинкерет; - тарлă çамкине шăлса илчĕ; - сиксе анчĕ те чупса тухрĕ; - чупкаласа çÿрет; - шанк хытрĕ; - хускалмасăр тăчĕ; - ун-кун пăхкаларĕ те урама чупса тухрĕ; - пĕчĕк чышкисемпе çĕре çапа-çапа йĕчĕ; -савăнать; -кулянать; -йĕрет. |
ĕмĕчĕ | -çутă; -ырă; -вĕçсĕр. | - цирк курма каясшăн; - куккăшне курасшан; -упа ташланине хăй куçĕпе курасшăн |
III.Сăмах вĕççĕн калав йĕркелесси. Учитель пуçлать, ачасем хушса пыраççĕ. Ĕçе «юр купи» мелĕпе тăватпăр.
У.: «Эпир «Цирк курма кайни» калава вуласа тухрăмăр. Хайлаври тĕп сăнар – Володя. Вăл – тирпейлĕ ача.» (Малалла ачасем учитель каланă предложение, кайран хăйсен предложенине каласа пыраççĕ)
1 вĕренекен: «(учитель каланине калать, унтан хăй хушать.) Эпир «Цирк курма кайни» калава вуласа тухрăмăр. Хайлаври тĕп сăнар – Володя. Вăл – тирпейлĕ ача. Ашшĕ амăшĕ хушнине пĕр туртăнмасăр тăвать.
2 вĕренекен: «(У. – А.1, – иккĕмĕш ача хăй хушать.) Эпир «Цирк курма кайни» калава вуласа тухрăмăр. Хайлаври тĕп сăнар – Володя. Вăл – тирпейлĕ ача. Ашшĕ амăшĕ хушнине пĕр туртăнмасăр пурнăçлать. Володя пултаруллă, мĕншĕн тесен каскаласа тĕрлĕрен япаласем тăвать.»
3 вĕренекен: «(У. – А.1 – А.2, - виççĕмĕш ача малалла хушать) Эпир «Цирк курма кайни» калава вуласа тухрăмăр. Хайлаври тĕп сăнар – Володя. Вăл – тирпейлĕ ача. Ашшĕ амăшĕ хушнине пĕр туртăнмасăр тăвать. Володя пултаруллă, мĕншĕн тесен каскаласа тĕрлĕрен япаласем тăвать. Арçын ача цирк курма кайма ĕмĕтленет.
4 вĕренекен: «(У. – А.1 – А.2 – А.3) Эпир «Цирк курма кайни» калава вуласа тухрăмăр. Хайлаври тĕп сăнар – Володя. Вăл – тирпейлĕ ача. Ашшĕ амăшĕ хушнине пĕр туртăнмасăр пурнăçлать. Володя пултаруллă, мĕншĕн тесен каскаласа тĕрлĕрен япаласем тăвать. Арçын ача цирк курма кайма ĕмĕтленет. Володьăна ашшĕпе амăшĕ улталаса тухса кайсан унăн чунĕ кÿтсе çитет, вăл йĕрет.
5 вĕренекен: «(У. – А.1 – А.2 – А.3 – А.4) Эпир «Цирк курма кайни» калава вуласа тухрăмăр. Хайлаври тĕп сăнар – Володя. Вăл – тирпейлĕ ача. Ашшĕ амăшĕ хушнине пĕр туртăнмасăр пурнăçлать. Володя пултаруллă, мĕншĕн тесен каскаласа тĕрлĕрен япаласем тăвать. Арçын ача цирк курма кайма ĕмĕтленет. Володьăна ашшĕпе амăшĕ улталаса тухса кайсан унăн чунĕ кÿтсе çитет, вăл йĕрет. Асламăшĕ мăнукне хĕрхенет, вăл унпа пăшарханса калаçать.
6 вĕренекен: «(У. – А.1 – А.2 – А.3 – А.4 – А.5) . Эпир «Цирк курма кайни» калава вуласа тухрăмăр. Хайлаври тĕп сăнар – Володя. Вăл – тирпейлĕ ача. Ашшĕ амăшĕ хушнине пĕр туртăнмасăр пурнăçлать. Володя пултаруллă, мĕншĕн тесен каскаласа тĕрлĕрен япаласем тăвать. Арçын ача цирк курма кайма ĕмĕтленет. Володьăна ашшĕпе амăшĕ улталаса тухса кайсан унăн чунĕ кÿтсе çитет, вăл йĕрет. Асламăшĕ мăнукне хĕрхенет, вăл унпа пăшарханса калаçать. Автор та Володьăна хĕрхенет.
7 вĕренекен: «(У. – А.1 – А.2 – А.3 – А.4 – А.5 – А.6) . Эпир «Цирк курма кайни» калава вуласа тухрăмăр. Хайлаври тĕп сăнар – Володя. Вăл – тирпейлĕ ача. Ашшĕ амăшĕ хушнине пĕр туртăнмасăр пурнăçлать. Володя пултаруллă, мĕншĕн тесен каскаласа тĕрлĕрен япаласем тăвать. Арçын ача цирк курма кайма ĕмĕтленет. Володьăна ашшĕпе амăшĕ улталаса тухса кайсан унăн чунĕ кÿтсе çитет, вăл йĕрет. Асламăшĕ мăнукне хĕрхенет, вăл унпа пăшарханса калаçать. Автор та Володьăна хĕрхенет. Автор ку хайлавпа суйма, улталама юрамасть тесе каласшăн.
А.8: «(У. – А.1 – А.2 – А.3 – А.4 – А.5 – А.6 – А.7 Эпир «Цирк курма кайни» калава вуласа тухрăмăр. Хайлаври тĕп сăнар – Володя. Вăл – тирпейлĕ ача. Ашшĕ амăшĕ хушнине пĕр туртăнмасăр пурнăçлать. Володя пултаруллă, мĕншĕн тесен каскаласа тĕрлĕрен япаласем тăвать. Арçын ача цирк курма кайма ĕмĕтленет. Володьăна ашшĕпе амăшĕ улталаса тухса кайсан унăн чунĕ кÿтсе çитет, вăл йĕрет. Асламăшĕ мăнукне хĕрхенет, вăл унпа пăшарханса калаçать. Автор та Володьăна хĕрхенет. Автор ку хайлавпа суйма, улталама юрамасть тесе каласшăн. Эпир ку калавра суяпа ултав çамрăк чуна амантнине куратпăр.»
- Ачасем, курăр-ха эпир пурте пĕрле кĕске сочинени те хайларăмăр.
IV. Урока пĕтĕмлетни.
- Ачасем, эпир паян урокра мĕн-мĕн турăмăр?
- «Цирк курма кайни» калавăн содержанине аса илтĕмĕр.
- - Володьăн характеристикине йĕркелерĕмĕр.
- Синквейн турăмăр
-Сăмах сочиненийĕ йĕркелерĕмĕр.
- Ачасем, халĕ çак предложенисемпе усă курса
урокра хăвăр мĕнле ĕçленине хак парăр.
Урок материалĕ маншăн_____________________ пулчĕ. Эпĕ мĕнпур ĕçе ____________.
Халĕ эпĕ ____________________ пултаратăп.
Эпĕ темăна ______________ .
Маншăн тема _________________ пулчĕ.
Маншăн __________________ çĕнни пулчĕ.
V. Киле ĕç пани. Килте тетрадь çине сочинени çырса килмелле.
VI. Ачасен ĕçне хаклани.
VII. Урок вĕçленни.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
презентация к уроку по теме "Цирк"
Презентация к уроку по ИЗО 3 класс по теме"Цирк"...
Презентация к уроку "Музыка в цирке" (1 класс)
Презентация может быть использована на уроках музыки в 1 классе по программе Критской (тема урока "Музыка в цирке") и по УМК "Планета знаний" (тема урока "Путешествие по музыкальному городу")...
план-конмпект занятия
занятие по современным танцам...
Тест (5класс. Л.Сарине "Цирк курма кайни")
Чувашская литература. 5класс. Л.Сарине "Цирк курма кайни"...
Конспект урока по теме: "Цирк и животные"
материал для 2 класса...
Презентация к урокам по теме Цирк 2 класс
Презентация к урокам по теме Цирк...
конспект урока музыки "музыка цирка" - 1 класс
конспект урока музыки "Музыка цирка" - 1 класс...