Этем тата çутçанталăк
план-конспект урока (6 класс) на тему

Орлова Светлана Вячеславовна
Урок чувашского языка в 6 классе

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл etem_tata_cut_cantalak_bulg.docx50.17 КБ

Предварительный просмотр:

«Этем тата çут çанталăк»

Тема: «Этем тата çут çанталăк» (6 класра ирттермелли урок)

Эпиграф: Çут çанталăк тасалăхĕ – сывлăх пахалăхĕ (Ваттисен сăмахĕ)

Урок тĕсĕ: Информаципе хутшăну технологийĕсемпе усă курса ирттернĕ урок.

Сапăрлăх тĕллевĕ: Çут çанталăк çинчен вĕреннине аса илесси; тăван тавралăха сăнама, юратма, упрама вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: ачасене çут çанталăка сыхлас ĕçре çынсем мĕн тума пултарнипе паллаштарасси; чăваш чĕлхинчи паллă ячĕсен танлаштару тата вăйлă формисене аса илсе çирĕплетсе хăварасси.

Аталантару тĕллевĕ: Вĕренекенсен хăйсен шухăшне ирĕклĕн пĕлтерме, пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхтарасси; ачасен ăс-тăнне, шухăшлавне, тимлĕхне, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: хускану саманчĕсем, куç зарядки, вĕрентекен сăмахĕ, ыйту-хурав, калаçу, кластер туни, синквэйн çырни, суйлавлă вулав, ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени, текст, аудировани, тупмалли юмахсем, тест, пĕтĕмлетÿ.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: 

  1. Чăваш чĕлхи: Вырăс шкулĕн 6-мĕш класĕ валли / И.А.Андреев, Р.И.Гурьева. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2005. – 178-181 с.
  2. Компьютер
  3. Проектор
  4. Экран
  5. Эклоги темипе çыхăннă плакатсем
  6. Доска
  7. Кайăксен сассисем
  8. Презентаци
  9. «Этем тата çут çанталăк» видеоролик

Словарь ĕçĕ:

  1. Çут çанталăк ырлăхĕ - природные богатства
  2. Çут çанталăк йĕрки – законы природы
  3. Çут çанталăк юхăмĕ - природные процессы
  4. Хутшăнма – вмешиваться
  5. Хăрăм – копоть, сажа
  6. Сиенлĕ хутăш – вредные примеси
  7. Çут çанталăкри çыхăну – природные связи

Урок планĕ:   

I. Класа йĕркелесси – 3 мин.

                  II. Килти ĕçе тĕрĕслесси – 3 мин.

                  III. Çĕнĕ тема вĕрентесси – 16 мин.

                  IV. Вĕреннине çирĕплетесси – 14 мин.                

                  V. Урока пĕтĕмлетесси – 7 мин.

                  VI. Киле ĕç парасси – 1 мин.

                  VII. Ачасен ĕçне хакласси – 1 мин.

Урок юхăмĕ:

I. Класа йĕркелесси.

1) Сывлăх сунасси:

- Ырă кун пултăр, ачасем.

- Ырă кун пултăр, вĕрентекен.

2) Хускану саманчĕ:

В: Ачасем, урока хускануран пуçлăпăр. Пурте хатĕр-и?

Ăшă çилĕ лăпкăн вĕрчĕ,

Хускалаççĕ туратсем.

Пит ÿсесшĕн вĕсем çÿллĕ,

Эпир лартнă йывăçсем.

Ак эпир те кармашатпăр,

Алсене çÿле çĕклетпĕр.

Кăшт хускалнă хыççăн пурте

Шăп ларса ĕçе пуçлатпăр.

В: Шăппăн ларăр. Шăм-шака та хускатрăмăр, чĕлхене те çемçетрĕмĕр. ĕçе пуçлар.

3) Дежурнăйсемпе калаçасси:

В: Паян класра кам дежурнăй?

- Паян класра эпир дежурнăй.

В: Паян класра кам çук?

- Паян класра … çук, ыттисем пурте пур.

В: Паянхи çанталăк çинчен итлетпĕр.

Д:(ачасем каласа параççĕ)

В: Маттур, ачасем, ларма пултаратăр.

4) Урок темипе тĕллевĕсене пĕлтересси:

В: Паянхи урок темине пĕлес тесен сирĕн çак координатсем тăрăх сас паллисене хăвăрт пуçтарса лартса вуламалла. Кам пултаруллăрах?

2-3                        

1

2

3

4

5

6

7

8

9

10

11

12

13

14

 1

п

ы

ă

ÿ

ш

к

в

а

о

л

и

ç

р

ь

2

а

т

э

в

ц

п

и

ч

т

ю

а

н

а

ç

3

к

л

ю

с

ă

ç

а

л

к

е

н

р

о

у

4

ç

з

о

д

в

а

к

ÿ

ф

у

в

ă

х

ĕ

5

с

у

л

е

п

р

ю

б

ь

т

и

м

с

ç

6

ч

я

ф

ы

в

а

п

ĕ

р

о

л

д

ă

ж

7

э

ç

ÿ

х

з

щ

ш

г

н

е

к

у

ц

й

8

ă

я

ч

с

м

и

т

ь

б

ю

ç

ъ

ă

ĕ

9

э

ж

д

л

о

р

п

а

в

ы

ф

ц

й

у

10

к

е

н

г

ш

щ

з

х

ÿ

ç

ĕ

б

ь

ă

11

х

э

ю

ÿ

з

ж

ю

щ

д

б

ш

л

ь

г

12

о

т

р

н

и

м

п

е

к

а

с

в

у

ч

13

ç

ц

ы

ч

я

ф

й

ĕ

ă

ÿ

и

п

р

о

14

ы

а

е

р

о

т

ă

а

х

з

ÿ

ç

п

ĕ

8-7

7-10

12-6

5-10

6-6

12-2

14-8

4-1            

5-2

2-9

5-14

14-2

7-9

5-10

9-8

6-11

10-14

12-9

В: Çапла. Паянхи урок теми: «Этем тата çут çанталăк» - «Человек и природа» (Вĕрентекен доска çине çырать)

Урок эпиграфĕ - ваттисен сăмахĕ: «Çут çанталăк тасалăхĕ - сывлăх пахалăхĕ». (Пурте пĕрле вулаççĕ) – «Чистота природы – залог здоровья».

В: Экологи ыйтăвĕ халĕ питĕ çивĕч тăрать. Эпир паян сирĕнпе, ачасем, этемĕн çут çанталăкри вырăнĕ çинчен, Çĕр – аннемĕре мĕнле сыхласси çинчен калаçăпăр. Паянхи урокра эпир сирĕнпе асамлă вăрмана çитсе килĕпĕр. Çут çанталăк чĕнсе каланине шыраса тупăпăр. Урок тăршшĕпе тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлăпăр. Пĕр-пĕрин шухăшĕпе паллашăпăр. Паллă ячĕсен танлаштару тата вăйлă формисене аса илсе çирĕплетĕпĕр.

В: Асамлă вăрмана эпир вара çуран кайăпăр. (Ачасем ура çине тăрса утаççĕ). Çуран утни сывлăхшăн та усăллă, сывлăша та вараламасть. Акă çитрĕмĕр. Асамлă вăрмана кĕме вара ваттисен сăмахĕсене аса илмелле.

II. Килти ĕçе тĕрĕслесси.

Ваттисен сăмахĕсем:

  1. Çут çанталăк – этемлĕх сăпки.
  2. Çĕр çинче çил, вут тата шыв хăватлă.
  3. Шыв пуçĕнчен пăтранать.
  4. Вăрмана кайсан кайăк сасси илтмесĕр çук.
  5. Çут çанталăк пирĕн тăван кил.

(Ачасем ваттисен сăмахĕсен пуçламăшне вулаççĕ те малалла пăхмасăр калаççĕ, каласа пынă майăн слайд çине ваттисен сăмахĕсем тухса пыраççĕ).

В: Маттур. Акă эпир асамлă вăрманта. Пире асамлă юман кĕтсе илет. Юман çинче асамлă кайăксем. Пире вĕсем çул кăтартса пырĕç. Анчах та мĕнле кайăк çул уçса парасси тупмалли юмах тупсăмĕнчен паллă пулать.

- Хура йăмăкăн юрри хитре. (Шăнкăрч)

III. Çĕнĕ тема вĕрентесси.

  1. Шăнкăрч – ÇĔМĔРМЕ (Текстпа ĕçлесси)
  2. Куккук – ÇĂМĂЛ, (Паллă ячĕсен танлаштару тата вăйлă форми)
  3. Чакак – ЮСАМА (Тест)
  4. Тăмана – ЙЫВĂР (Кластер)

Текстпа ĕçлесси:

В: Маттур, тупмалли юмахăн тупсăмне пĕлтĕмĕр, вăл шăнкăрч. Шăнкăрч пире текстпа ĕçлеме сĕнет. Паянхи урокра пире çак сăмахсене пĕлни пулăшса пырĕ.

а) Словарь ĕçĕ:

- Вĕрентекен пĕрер сăмах вулать, ачасем хыççăн вуласа пыраççĕ

- Чăвашла сăмахсене пурте пĕрле вулаççĕ

- Чăвашла-вырăсла икшер ача сăнчăрпа вулать

- Предложенисем йĕркелеççĕ

ă) Видеоролик пăхасси

В: Сирĕн умра текст. Текста вулама пуçлăпăр.

б) Текста вуласси:

(Ачасем кашни абзаца вуласа тĕрлĕ ĕç туса пыраççĕ)

1-мĕш абзац

Ачасем черетпе вулаççĕ те вырăсла куçарса пыраççĕ.

2-мĕш абзац

Пĕр вĕренекен вуласа парать. Ачасем синквейн çыраççĕ. Пĕрремĕш рет япала ячĕсем тупать, иккĕмĕш рет – паллă ячĕсемпе наречисем, виççĕмĕш рет – глаголсем çырать. (Кашни рет уйрăм ватман çине çырать, доска умне кашни ушкăнтан пĕрер вĕренекен тухса хÿтĕлет)

Япала ячĕ

Паллă ячĕ тата наречи

Глагол

çĕр

пысăк

ÿссе

çинче

таса

ларчĕ

хула

сиенлĕ

кармашаççĕ

завод

сарлака

тухать

трубисем

чупаççĕ

пĕлĕте

çăтаççĕ

тĕтĕмĕпе

варалаççĕ

сывлăша (1)

хăрăм

хутăш

çулсем

машинăсем

кислорода

сывлăша (2)

Синквейн çырас йĕрке:

1-тĕп сăмах – сывлăш (2 хут)

2-тĕп сăмахăн икĕ эпитечĕ (2 паллă ячĕ) - таса, сиенлĕ

3-тĕп сăмахпа çыхăннă 3 глагол – тухать, çăтаççĕ, кăлараççĕ

4-тĕп сăмахпа йĕркеленĕ предложении – Пурте таса сывлăшпа сывласшăн.

5-тĕп сăмахăн синонимĕ (метафора) –  пурнăç, сывлăх (пурнăç тыткăчи)

В: Ачасем, тетрадьсене уçатпăр та паянхи числона, доска çинчи хатĕр синквэйна çырса хуратпăр. (Ачасем çырнă вăхăтра кайăк сассисем янăраççĕ, çырса пĕтерсен малалла ĕçлеççĕ).

3-мĕш абзац

Пĕр вĕренекен вуласа парать. 2 вĕренекен диалог тăваççĕ.

4-мĕш абзац

Ачасем черетпе вулаççĕ. Пĕр вĕренекен вырăсла содержанине каласа парать.

5-мĕш абзац

Ачасем черетпе вулаççĕ. Сăнчăрпа ыйтусем парса хуравлаççĕ.

В: Ачасем, питĕ хастар ĕçлерĕмĕр. Шăнкăрч пирĕнпе кăмăллă. Пире вăрттăнлăха уçса пачĕ. Вăл кăтартнă сăмах – ÇĔМĔРМЕ. Пире шăнкăрч ăнăçу сунать те асамлă вăрмана вĕçсе кĕрсе каять. Тата тепĕр тупмалли юмахăн тупсăмне тупсан пире малалла мĕнле кайăк ертсе пырассине пĕлĕпĕр.

- Хир-хир кайăк, хир кайăк, ылтăн-кĕмĕл çăмарти йăвине выртса юлать. (Куккук)

В: Ачасем, куккук пире текстпа ĕçленĕ хыççăн куçсене кантарса илме сĕнет. Куçсене кантарса илĕпĕр те малалла кайăпăр.

- Куçсене хытă хупатпăр, унтан уçатпăр (3 хут)

- Çÿлелле пăхатпăр

- Аялалла пăхатпăр (3 хут)

- Сылтăмала «8» ÿкеретпĕр (3 хут)

- Сулахаялла «8» ÿкеретпĕр (3 хут)

В: Куккук пире «Паллă ячĕсен уçланкине» чĕнет. Эпир кунти ĕçсене те пурнăçлатпăр пулĕ тетĕп.

В: Халĕ,  ачасем, пурте текстри паллă ячĕсене тупатпăр.

пысăк - пысăкрах – питĕ пысăк

таса – тасарах – тап-таса

сиенлĕ - сиенлĕрех – çав тери сиенлĕ

сарлака – сарлакарах – чи сарлака

сиенлĕ - сиенлĕрех – шутсăр сиенлĕ

çирĕп – çирĕпрех – калама çук çирĕп

усăллă - усăллăрах – пуринчен усăллă

хăтлă - хăтлăрах – сĕре хăтлă

В: Чăваш чĕлхинче паллă ячĕсен танлаштару форми мĕнле  пулать? Как образуется сравнительная степень имен прилагательных в чувашском языке?

В: Чăваш чĕлхинче паллă ячĕсен вăйлă форми мĕнле пулать? Как образуется превосходная степень прилагательных в чувашском языке?                      

В:  Халĕ вара правилăсене усă курса  çак паллă ячĕсене  танлаштару тата вăйлă формăсенче  лартăпăр.

В: Паллă ячĕсене точкăсем вырăнне лартса çырăр.

Çăл куç шывĕ … (таса) шыв. Хулари çулсем ялти çулсенчен … (сарлака). Таса мар сывлăш … (сиенлĕ). Йывăçсем лартни вĕсене каснинчен … (усăллă). Сывлăхлă пулни … (пысăк) телей.

В: Маттур, ачасем. Куккук пĕрле канса илме чĕнет.

В: Кану саманчĕ

Кайăксем вĕçеççĕ, вĕçеççĕ,

Унтан канма лараççĕ.

Каллех çĕкленеççĕ, малалла вĕçеççĕ.

Куккук пире çут çанталăк чĕнсе каланин тепĕр сăмахне уçса пачĕ - ÇĂМĂЛ. Куккук малалла та хастар ĕçлеме чĕнсе пирĕнпе сывпуллашать.  

IV. Вĕреннине çирĕплетесси.

В: Малалла мĕнле кайăк çул кăтартса пырĕ-ши?

- Кĕлеткинчен хÿри вăрăм. (Чакак)

Чакак пире тепĕр вăрттăнлăха уçса парĕ. Анчах та вăл пирĕн пĕлĕве тĕрĕслесе пăхасшăн, çавăнпа та питĕ тимлĕ пулăр. (Ачасем кашни компьютер умне ларса ĕçлеççĕ)

Тест

  1. Этем мĕн ачи?

а) тĕнче

ă) пурнăç

б) çут çанталăк

в) техника

  1. Камсем çут çанталăк юхăмне пăсма тытăнчĕç?

а) чĕр чунсем

ă) çынсем

б) кайăксем

в) упасем

  1. Завод трубисенчен сывлăша мĕн тухать?

а) кислород

ă) хăрăм

б) шыв

в) юр

  1. Машинăсем мĕне варалаççĕ?

а) сывлăша

ă) тимĕр-тăмăра

б) ăпăр-тапăра

в) йывăçа

  1. Ăçта ÿсен-тăраншăн усăллă микроорганизмсем чакса пыраççĕ?

а) тăпрара

ă) юрта

б) шывра

в) сывлăшра

  1. Мĕнле кайăк йăвисем халĕ пушанса пыраççĕ?

а) шăнкăрч

ă) курак

б) çерçи

в) чĕкеç

  1. Вăрмансене кам касать?

а) карăш

ă) упа

б) этем

в) тăмана

(Ыйтăвĕсене вĕрентекен вулать, ачасем тĕрĕс хуравне калаççĕ).

В: Маттур, ачасем. Эпир тата тепĕр сăмаха шыраса тупрăмăр – ЮСАМА. Чакак пире ырă сунса малалла вĕçсе кайрĕ. Тăмана пире çут çанталăк сăмахпа кластер тума сĕнет. Паян çут çанталăк çинчен чылай калаçрăмăр. Кластер тума пурте хатĕр-и?

V. Урока пĕтĕмлетесси.

(Кластер тăвасси)

Çут çанталăк

Таса шыв, сывлăх, вăрман, кайăксем, хĕвел, таса сывлăш, тÿпе, çын, чĕр чунсем, ÿсен-тăран, тăпра.

(Ачасем сăмахпа калаççĕ, предложенисем йĕркелеççĕ)

В: Маттур, ачасем. Тăмана пирĕнпе тепре тĕл пуласса шанса уйрăлать. Çут çанталăк чĕнсе калани мĕнле сăмахсенчен тăрать?

Çĕмĕрме çăмăл, юсама йывăр. (Темиçе вĕренекен вулать. Вĕрентекен хыççăн пурте пĕрле вулаççĕ, пĕр вĕренекен куçарса парать).

В: Ачасем, эсир çак сăмахсене мĕнле ăнланатăр? Çут çанталăка çĕмĕрме, юсама пулать-и? Чăнах та çут çанталăка пур чух та юсама та çук. Çĕмĕрсе юсиччен упрани лайăхрах.

Вăрмансем пире савмаççĕ,

Ылханаççĕ кÿлĕсем,

Уй-хирсем хаяр сунаççĕ -

Ма тискер эсĕ, этем?

В: Çын çут çанталăкра питĕ пысăк вырăн йышăнать. Ыррине те нумай тăвать, çав вăхăтрах сиен те тума пултарать. Этем тенин тискер пулмалла мар. Çут çанталăка тасалăхра тытмалла. Ахальтен каламан ĕнте «Çут çанталăк тасалăхĕ - сывлăх пахалăхĕ» тесе. Пирĕн çирĕп сывлăх чăнах та таса сывлăшран, таса шывран нумай килет.

В: Ачасем, сирĕн умра тĕрлĕ тĕслĕ хутсем. Эсир хăвăра килĕшекен тĕсе илĕр те çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе мĕн тумаллине пĕрер предложени çырăр (Урок килĕшнĕ пулсан – симĕс, килĕшнĕ те килĕшмен те пулсан – сарă, килĕшмен пулсан – хĕрлĕ хут суйласа илĕр) Пире вăрмансем те савччĕр, кÿлĕсем те ан ылханччĕр, уй-хирсем те хаяр ан сунччĕр.

В: Çырнă предложенисене асамлă юман çине тухса çыпăçтарăпăр. (Ачасем вуласа параççĕ, çыпăçтараççĕ). Паян пире çул кăтартса пынă кайăксем эпир панă сĕнÿсене пур çын патне те çитерсе каласа паччĕр. Эпир вара асамлă вăрмантан таврăнатпăр.

(Ачасем ура çине тăрса утаççĕ)

VI. Киле ĕç парасси.

  1. «Çут çанталăк тасалăхĕ - сывлăх пахалăхĕ» тамăпа ÿкерчĕк хатĕрлесе килесси.
  2. «Çут çанталăк тасалăхĕ - сывлăх пахалăхĕ» тамăпа ыйтусем хатĕрлесси (5-6 ыйту).
  3. «Çут çанталăк тасалăхĕ - сывлăх пахалăхĕ» тамăпа калав хатĕрлесси (6-8 предложени).

VII. Ачасен ĕçне хакласси.      

 


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Сюжет романа. Онегин и Татьяна: герой и героиня. Письмо Татьяны Онегину. Письмо Онегина Татьяне

Урок является интегрированным: применены межпредметные связи с музыкой. Активно используются ИКТ....

Внеклассное занятие АНТИ-СПИД

Внеклассное мероприятие (классный час) АНТИ-СПИДЦель: Сформировать представление о СПИДе как реальной угрозе жизни человека, познакомить с основными мерами профилактики СПИДа.Задачи: 1....

Программа элективного курса "Функция антье, ее свойства и приложения"

Программа содержит пояснительную записку, тематическое планирование, содержание учебных тем и методические рекомендации...

Çут çанталăка упрар!

5-мĕш класра ирттрмелли урок конспекчĕ. Çут çанталăка упрама вĕрентесси....

МАСТЕР КЛАСС АНТИ - СТРЕСС ИГРУШКА «КАПИТОШКА»

laquo;Подвижные игры как универсальное средство  развития  физических качеств  и познавательного интереса детей»...

Анти коррупционное ток-шоу "Всё по честному"

Мероприятие посвященн Международному дню борьбы с коррупцией.Мероприятие созданно для старшеклассниов. Совсем скоро они начнут свой жизненый путь в дали от дома и уже сейчас должы осознават, како...

К. В. Ивановăн «Нарспи» поэминчи çут çанталăк сăнарĕ

Кашни халăхăн чи хаклă наци пурлăхĕ, кашни çын юратакан хаклăран та хаклă, чаплăран та чаплă, пахаран та паха кĕнеки  пур. Пирĕн халăхăн çавăн пек кĕнеки - «Нарспи». Ăна пирĕн вилĕмсĕ...