К. В. Ивановăн «Нарспи» поэминчи çут çанталăк сăнарĕ
статья (8 класс)

Салюкова Ольга Петровна

Кашни халăхăн чи хаклă наци пурлăхĕ, кашни çын юратакан хаклăран та хаклă, чаплăран та чаплă, пахаран та паха кĕнеки  пур. Пирĕн халăхăн çавăн пек кĕнеки - «Нарспи». Ăна пирĕн вилĕмсĕр поэтăмăр, генилле чăваш юрăçи Константин Васильевич Иванов çырнă. Çак поэмăна вуласан мĕн пĕчĕкренех автор пурнăçа художникла сăнаса вĕренсе ÿсни курăнать. «Нарспи» поэмăра ĕмĕрсем тăршшĕпех пусмăрта пурăннă,  патша саманине питлекен чăваш халăхĕн сасси. Тĕп геройсен чун-чĕре пуянлăхне, вĕсен туйăмĕсен кĕрешĕвĕ еплерех аталанса пынине тĕплĕн кăтартса пама поэт çут çанталăк пулăмĕсемпе анлăн усă курнă.
          Манăн «Нарспи» поэмăра çут çанталăк сăнарĕ мĕнле вырăн йышăнни çинче чарăнса тăрас килет.
          К.В.Ивановăн «Нарспи» поэми халăх сăмахлăхне çывăх хайлав. Халăх сăмахлăхĕнчи хайлавсем икĕ пайран тăраççĕ. Малтанхи пайĕнче çут çанталăк сăнарĕпе ытарласа калаççĕ, унтан тĕп шухăша уçса параççĕ. К.В.Иванов хайлавĕ те çут çанталăка сăнласа панипе пуçланать. Çут çанталăк мĕнле аталанса пынине кура тĕп ĕç те унпа параллельлĕ пырать. 
          Хайлав çанталăкăн илемне мухтанипе пуçланать:
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче 
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса;
Силпи чăваш ялĕнче
Юр ирĕлчĕ васкаса.
Чăваш халăх ăнлавĕнче  Хĕвел - Турă символĕ. Авалхи чăвашсен халапĕсемпе юмахĕсенче хĕвел яланах ырă кăмăллă, çынсене телей сунакан сăнар пулни паллă. Хаваслă илемлĕ пурнăç  хуçаланать Силпи ялĕнче. 
Хĕвел тухать, улăхать, 
Çÿллĕ тусем тăррине, 
Хăй çутипе ăшăтать
Таçти-таçти çĕрсене.
Путăксемпе варсемпе 
Çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет. 
          Шыв - тĕнче тытăмĕ, тасалу символĕ. Çын чунне вилнĕ чух çăвăнма куркапа шыв лартнă. Анчах та çак шыв мĕншĕн шавлать? Тĕттĕм чăваш ялĕсене вăратса чĕрĕлÿ тапхăрĕ пуçланнине сăнласа пама шыва путăксемпе варсенче çĕмĕрĕлсе кĕрлеттерет.

Çÿлте пĕлĕт айĕнче
Тăри юрри илтĕнет.
Тăри юрринче ирĕклĕх юрри. Этемлĕхе малалла аталанма чаракан кивĕ йăласене хирĕç кĕрешме чĕнекен туртăм. Нарспи çав тăри юррине чăваш йăлине çирĕп тытса пыракан ялта пуçласа юрлаканĕ. 

Силпи ялĕ – пуян ял, 
Ларать вăрман ăшĕнче.
Кантур пекех çурчĕсем
Ват йăмрасем айĕнче…
          Вăрман – ял-йыш символĕ.  Авалхи чăваш ăнлавĕ тăрăх, качча кайиччен хĕрарăма сапакаллă йывăçпа – йăмрапа, хăвапа танлаштарнă. Ман шутпа, ватă йăмрасем айĕнче тени хайлавăн малашнехи ĕçĕсем ватă, хăйсенчен аслă çынсен ирĕкне пула улшăнса пымаллине кăтартать. 

Çÿллĕ валак патĕнче
Ватă йăмра ешерет. 
Куллен ирех çавăнта
Сетнер Нарспие кĕтет.
К.В. Иванов икĕ ăру хушшинчи ăнланманлăх валакри шыв пек тапса тăнине палăртасшăн пулман-ши çак йĕркесенче?

Тăрă шывăн ăшĕнче 
Кăвак пĕлĕт явăнать.
Ватă йăмра тайăлса
Тĕсне пăхса савăнать.
Ĕçчен те хитре хĕрне ашшĕ-амăшĕ юратать. Михетерпе карчăкĕ хăйсен хĕрĕпе тивĕçлипех мухтаннине автор малалла уçса парать. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен хĕрне усал шухăшпа мар (Кăвак пĕлĕт явăнать) Тăхтамана качча парасшăн, хĕрĕн пуласлăхне, телейне йĕркеллĕ çемьери ĕçлекен ар çынра кураççĕ. 
Тĕнче лăпкине курса
Çÿлте уйăх савăнать. 
Хуллен-хуллен уйăх та 
Вăрман хыçне пытанать.
          Уйăх – арăм символĕ. Ахальтен савăнмасть кунта уйăх. Тен, Нарспи хăй юратакан çынпа хĕр чысне çухатса самантлăха та пулин телейлĕ «арăм» пулни савăнтарать ăна.
Хĕвел тухнă - тухманах
Тĕтĕм кайрĕ ял çине. 
Кунта тĕтĕм ял хушшинчи лайăх мар сас-хурана пĕлтерет. Хĕр туй каçĕ вăрмана тарса кайни тĕтĕм сĕрĕмĕ пекех куçа кĕрет, пите хĕретет. 
Аçа çапать, шартлатать, 
Пĕтĕм тĕнче кисренет.
Çумăр çырма пек юхать
Лупашкасенче кĕрлет.
Çумăр - куççуль сăнарĕ. Кунта, ман шутпа, Нарспин ÿкĕнÿ куççулĕ. Чир-чĕрлĕ япаласене е вырăна çунтарса яраççĕ пулсан пурнăçри тасамарлăха чăваш шывпа çуса тасатать. Нарспин усал та тискер ĕçне, çылăхне(аçа çапать) çырма пек юхакан шыв çуса тасатать. 
Тĕттĕм вăрман ăшĕпе…
Пĕр юланут кустарать
Лаша(юланут) - ар çын символĕ. Анчах мĕншĕн пĕччен вăл? 
Сетнер тутлă çывăрать
Çÿллĕ юман кутĕнче.
Юман – атте сăнарĕ. Çак йĕркесем юланут мĕншĕн пĕччен пулнине малалла аталантараççĕ. Мĕншĕн Сетнер юман кутĕнче тутлăн çывăрать? 
Икĕ савни пĕрлешсен
Пуçне тайрĕ ват юман, 
Пĕр-ик тапхăр çил вĕрсен,
Шăп лăпланчĕ сĕм вăрман.
Каллех юман хÿтлĕхĕнче икĕ çывăх чун. Тен, ашшĕ пулнă пулсан ун шăпи урăхла пулĕччĕ? Ашшĕн хÿтлĕхне курман çамрăка çут çанаталăк хăй хÿтлĕхне илет. 

Анчах вăрман ăшĕнче
Хура кайăк чăйлатать…
Усал чунлă çынсен сăнарĕ хура кайăкпа пĕр килет. Камсем-ши хура кайăксем? Михетерпе карчăкĕ мар-ши? 
Тухса кайрĕç ылханса
Ашшĕ-амăш хăй хĕрне…
Тăван хĕрне усал сунакан ашшĕ-амăшĕн сăмахĕсенчен хĕвел те намăсланать . 
Намăсланса, хĕрелсе, 
Хĕвел анчĕ, пытанчĕ, …
Ылхан яланах каялла килет. Михетерпе карчăкĕ те вилеççĕ. Чун панă çынсен ылханĕ айне пулса юратнă Сетнер те пуçне хурать. 
Сасартăк çил тухса
Асрĕ кайрĕ сĕм вăрман,..
Вăтăр та пĕр шуйттан пек, 
Вăрман улать: у-у-у!
Виçĕ виле шăтăкра.
          Чăвашсен ăнлавĕнче тĕнче 3 сийрен тăрать, унăн 4 кĕтес. 1-пĕчченлĕх. Кам-ши кунта пĕччен? Пĕччен пĕлĕтре хĕвел, çĕр çинче - Нарспи. Нарспи ăссăрла ĕçне ырламасть çут çанталăк, тарăхать, улать. Мĕншĕн 31 шуйттан пек улать? 

Вăрман турри - шуйттан. Шуйттан – вăрманта çĕтсе кайнă вилесен чунĕ. Нарспи ашшĕ-амăшĕн сăмахĕнчен иртсе çĕтсе кайрĕ. Акă мĕншĕн çут çанталăк та асса кайрĕ, шуйттан пек улать. 
Нарспин вилли ыттисенчен уйрăм. Мĕншĕн? Паллах, вăл тунă усал ĕçе Турă ырламарĕ. Усал ĕçшĕн (Тăхтамана вĕлернĕшĕн) явап тытма тĕнчен виçĕ сийĕнчен пĕрремĕшне, тамăка, яма тивет. Çавăнпа Нарспи хăй çине хăй ал хурать. Ун пек вилесене чăваш халăхĕ ытти вилесемпе пĕрле пытармасть. 
          Нарспи Кантăр варĕнчи йăмраран çакăнса вилет. Мĕншĕн йăмраран? Йăмра-анне. Тĕнчене тытса тăраканĕ те Ама йывăç, анчах вăл мĕнле йывăç пулнине сăнламан. Амăшĕ хĕрĕн чунне ăнланмарĕ. Амăшĕ хĕрне ăнланса ун майлă пулсан, тен, çак пÿкле вилесем пулмастчĕç. Чăн пурнăçра амăш хÿтлĕхне тупайман Нарспи тепĕр тĕнчере ăна курасшăн. 
Хĕвел анчĕ, каç пулчĕ, 
Чăваш çынни çывăрать.
Хĕвел тухрĕ, çутăлчĕ, 
Чăваш ĕçе тытăнать.
          Чăваш хăйне çут çанталăкран уйăрмасть, унпа килĕшÿллĕ пурăнма тăрăшать, уйрăмах хĕвелпе çĕре тав тăвать. Тĕнчере мĕн пур япала пирĕн пекех чунлă: пирĕн пекех шухăшлать, пирĕн пекех ăшша та, сивве те, ыррине те, усалне те сисет, анчах çăвар уçса пирĕн пек калаçаймасть. Сăвă йĕркисенче те çын евĕр сăнланнă Чăваш тĕнĕпе çут çанталăкра Турă вăйĕ, Турă хăвачĕ пур. Поэма пуçламăшĕнче таврана илем кÿрекен çут çанталăк Нарспие майлă. Кайран вара, Нарспи Тăхтамана вĕлерсен, çут çанталăк пачах урăхла. Нарспи усал ĕç тунине хăйсĕр пуçне никам та пĕлмест-ха, анчах çут çанталăк ăна туйса тăрать. 

Сăмахлăхăн тĕп тĕллевĕ – çамрăк ăрăва, халăха ĕçпе, таса тĕллевпе пурăнма вĕрентесси. Кирек хăш саманари халăх та хăйĕн сăмахлăхĕнче ăсне, ĕмĕтне, ĕçне, кун-çулне кăтартма тăрăшнă. Çавăнпа та вăл хаклă, илемлĕ, усăллă. Çавăнпа та эпир хамăрăн  «Нарспи» поэмăна юратса вулатпăр.
 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

К. В. Ивановăн «Нарспи» поэминчи  çут çанталăк сăнарĕ

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon doklad_salyukova_o_p.doc52.5 КБ

Предварительный просмотр:

Тутарстан Республикин Элкел  районĕнчи
Кивĕ  Матакри  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул вĕрентекенĕ

  Салюкова Ольга Петровна

К. В. Ивановăн «Нарспи» поэминчи  çут çанталăк сăнарĕ

Кашни халăхăн чи хаклă наци пурлăхĕ, кашни çын юратакан хаклăран та хаклă, чаплăран та чаплă, пахаран та паха кĕнеки  пур. Пирĕн халăхăн çавăн пек кĕнеки - «Нарспи». Ăна пирĕн вилĕмсĕр поэтăмăр, генилле чăваш юрăçи Константин Васильевич Иванов çырнă. Çак поэмăна вуласан мĕн пĕчĕкренех автор пурнăçа художникла сăнаса вĕренсе ÿсни курăнать. «Нарспи» поэмăра ĕмĕрсем тăршшĕпех пусмăрта пурăннă,  патша саманине питлекен чăваш халăхĕн сасси. Тĕп геройсен чун-чĕре пуянлăхне, вĕсен туйăмĕсен кĕрешĕвĕ еплерех аталанса пынине тĕплĕн кăтартса пама поэт çут çанталăк пулăмĕсемпе анлăн усă курнă.
          Манăн «Нарспи» поэмăра çут çанталăк сăнарĕ мĕнле вырăн йышăнни çинче чарăнса тăрас килет.
          К.В.Ивановăн «Нарспи» поэми халăх сăмахлăхне çывăх хайлав. Халăх сăмахлăхĕнчи хайлавсем икĕ пайран тăраççĕ. Малтанхи пайĕнче çут çанталăк сăнарĕпе ытарласа калаççĕ, унтан тĕп шухăша уçса параççĕ. К.В.Иванов хайлавĕ те çут çанталăка сăнласа панипе пуçланать. Çут çанталăк мĕнле аталанса пынине кура тĕп ĕç те унпа параллельлĕ пырать. 
          Хайлав çанталăкăн илемне мухтанипе пуçланать:
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче 
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса;
Силпи чăваш ялĕнче
Юр ирĕлчĕ васкаса.
Чăваш халăх ăнлавĕнче  Хĕвел - Турă символĕ. Авалхи чăвашсен халапĕсемпе юмахĕсенче хĕвел яланах ырă кăмăллă, çынсене телей сунакан сăнар пулни паллă. Хаваслă илемлĕ пурнăç  хуçаланать Силпи ялĕнче. 
Хĕвел тухать, улăхать, 
Çÿллĕ тусем тăррине, 
Хăй çутипе ăшăтать
Таçти-таçти çĕрсене.
Путăксемпе варсемпе 
Çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет. 
          Шыв - тĕнче тытăмĕ, тасалу символĕ. Çын чунне вилнĕ чух çăвăнма куркапа шыв лартнă. Анчах та çак шыв мĕншĕн шавлать? Тĕттĕм чăваш ялĕсене вăратса чĕрĕлÿ тапхăрĕ пуçланнине сăнласа пама шыва путăксемпе варсенче çĕмĕрĕлсе кĕрлеттерет.

Çÿлте пĕлĕт айĕнче
Тăри юрри илтĕнет.
Тăри юрринче ирĕклĕх юрри. Этемлĕхе малалла аталанма чаракан кивĕ йăласене хирĕç кĕрешме чĕнекен туртăм. Нарспи çав тăри юррине чăваш йăлине çирĕп тытса пыракан ялта пуçласа юрлаканĕ. 

Силпи ялĕ – пуян ял, 
Ларать вăрман ăшĕнче.
Кантур пекех çурчĕсем
Ват йăмрасем айĕнче…
         Вăрман – ял-йыш символĕ. 
 Авалхи чăваш ăнлавĕ тăрăх, качча кайиччен хĕрарăма сапакаллă йывăçпа – йăмрапа, хăвапа танлаштарнă. Ман шутпа, ватă йăмрасем айĕнче тени хайлавăн малашнехи ĕçĕсем ватă, хăйсенчен аслă çынсен ирĕкне пула улшăнса пымаллине кăтартать. 

Çÿллĕ валак патĕнче
Ватă йăмра ешерет. 
Куллен ирех çавăнта
Сетнер Нарспие кĕтет.
К.В. Иванов икĕ ăру хушшинчи ăнланманлăх валакри шыв пек тапса тăнине палăртасшăн пулман-ши çак йĕркесенче?

Тăрă шывăн ăшĕнче 
Кăвак пĕлĕт явăнать.
Ватă йăмра тайăлса
Тĕсне пăхса савăнать.
Ĕçчен те хитре хĕрне ашшĕ-амăшĕ юратать. Михетерпе карчăкĕ хăйсен хĕрĕпе тивĕçлипех мухтаннине автор малалла уçса парать. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен хĕрне усал шухăшпа мар (Кăвак пĕлĕт явăнать) Тăхтамана качча парасшăн, хĕрĕн пуласлăхне, телейне йĕркеллĕ çемьери ĕçлекен ар çынра кураççĕ. 
Тĕнче лăпкине курса
Çÿлте уйăх савăнать. 
Хуллен-хуллен уйăх та 
Вăрман хыçне пытанать.
          Уйăх – арăм символĕ. Ахальтен савăнмасть кунта уйăх. Тен, Нарспи хăй юратакан çынпа хĕр чысне çухатса самантлăха та пулин телейлĕ «арăм» пулни савăнтарать ăна.
Хĕвел тухнă - тухманах
Тĕтĕм кайрĕ ял çине. 
Кунта тĕтĕм ял хушшинчи лайăх мар сас-хурана пĕлтерет. Хĕр туй каçĕ вăрмана тарса кайни тĕтĕм сĕрĕмĕ пекех куçа кĕрет, пите хĕретет. 
Аçа çапать, шартлатать, 
Пĕтĕм тĕнче кисренет.
Çумăр çырма пек юхать
Лупашкасенче кĕрлет.
Çумăр - куççуль сăнарĕ. Кунта, ман шутпа, Нарспин ÿкĕнÿ куççулĕ. Чир-чĕрлĕ япаласене е вырăна çунтарса яраççĕ пулсан пурнăçри тасамарлăха чăваш шывпа çуса тасатать. Нарспин усал та тискер ĕçне, çылăхне(аçа çапать) çырма пек юхакан шыв çуса тасатать. 
Тĕттĕм вăрман ăшĕпе…
Пĕр юланут кустарать
Лаша(юланут) - ар çын символĕ. Анчах мĕншĕн пĕччен вăл? 
Сетнер тутлă çывăрать
Çÿллĕ юман кутĕнче.
Юман – атте сăнарĕ. Çак йĕркесем юланут мĕншĕн пĕччен пулнине малалла аталантараççĕ. Мĕншĕн Сетнер юман кутĕнче тутлăн çывăрать? 
Икĕ савни пĕрлешсен
Пуçне тайрĕ ват юман, 
Пĕр-ик тапхăр çил вĕрсен,
Шăп лăпланчĕ сĕм вăрман.
Каллех юман хÿтлĕхĕнче икĕ çывăх чун. Тен, ашшĕ пулнă пулсан ун шăпи урăхла пулĕччĕ? Ашшĕн хÿтлĕхне курман çамрăка çут çанаталăк хăй хÿтлĕхне илет. 

Анчах вăрман ăшĕнче
Хура кайăк чăйлатать…
Усал чунлă çынсен сăнарĕ хура кайăкпа пĕр килет. Камсем-ши хура кайăксем? Михетерпе карчăкĕ мар-ши? 
Тухса кайрĕç ылханса
Ашшĕ-амăш хăй хĕрне…
Тăван хĕрне усал сунакан ашшĕ-амăшĕн сăмахĕсенчен хĕвел те намăсланать . 
Намăсланса, хĕрелсе, 
Хĕвел анчĕ, пытанчĕ, …
Ылхан яланах каялла килет. Михетерпе карчăкĕ те вилеççĕ. Чун панă çынсен ылханĕ айне пулса юратнă Сетнер те пуçне хурать. 
Сасартăк çил тухса
Асрĕ кайрĕ сĕм вăрман,..
Вăтăр та пĕр шуйттан пек, 
Вăрман улать: у-у-у!
Виçĕ виле шăтăкра.
          Чăвашсен ăнлавĕнче тĕнче 3 сийрен тăрать, унăн 4 кĕтес. 1-пĕчченлĕх. Кам-ши кунта пĕччен? Пĕччен пĕлĕтре хĕвел, çĕр çинче - Нарспи. Нарспи ăссăрла ĕçне ырламасть çут çанталăк, тарăхать, улать. Мĕншĕн 31 шуйттан пек улать? 

Вăрман турри - шуйттан. Шуйттан – вăрманта çĕтсе кайнă вилесен чунĕ. Нарспи ашшĕ-амăшĕн сăмахĕнчен иртсе çĕтсе кайрĕ. Акă мĕншĕн çут çанталăк та асса кайрĕ, шуйттан пек улать. 
Нарспин вилли ыттисенчен уйрăм. Мĕншĕн? Паллах, вăл тунă усал ĕçе Турă ырламарĕ. Усал ĕçшĕн (Тăхтамана вĕлернĕшĕн) явап тытма тĕнчен виçĕ сийĕнчен пĕрремĕшне, тамăка, яма тивет. Çавăнпа Нарспи хăй çине хăй ал хурать. Ун пек вилесене чăваш халăхĕ ытти вилесемпе пĕрле пытармасть. 
          Нарспи Кантăр варĕнчи йăмраран çакăнса вилет. Мĕншĕн йăмраран? Йăмра-анне. Тĕнчене тытса тăраканĕ те Ама йывăç, анчах вăл мĕнле йывăç пулнине сăнламан. Амăшĕ хĕрĕн чунне ăнланмарĕ. Амăшĕ хĕрне ăнланса ун майлă пулсан, тен, çак пÿкле вилесем пулмастчĕç. Чăн пурнăçра амăш хÿтлĕхне тупайман Нарспи тепĕр тĕнчере ăна курасшăн. 
Хĕвел анчĕ, каç пулчĕ, 
Чăваш çынни çывăрать.
Хĕвел тухрĕ, çутăлчĕ, 
Чăваш ĕçе тытăнать.
          Чăваш хăйне çут çанталăкран уйăрмасть, унпа килĕшÿллĕ пурăнма тăрăшать, уйрăмах хĕвелпе çĕре тав тăвать. Тĕнчере мĕн пур япала пирĕн пекех чунлă: пирĕн пекех шухăшлать, пирĕн пекех ăшша та, сивве те, ыррине те, усалне те сисет, анчах çăвар уçса пирĕн пек калаçаймасть. Сăвă йĕркисенче те çын евĕр сăнланнă Чăваш тĕнĕпе çут çанталăкра Турă вăйĕ, Турă хăвачĕ пур. Поэма пуçламăшĕнче таврана илем кÿрекен çут çанталăк Нарспие майлă. Кайран вара, Нарспи Тăхтамана вĕлерсен, çут çанталăк пачах урăхла. Нарспи усал ĕç тунине хăйсĕр пуçне никам та пĕлмест-ха, анчах çут çанталăк ăна туйса тăрать. 

Сăмахлăхăн тĕп тĕллевĕ – çамрăк ăрăва, халăха ĕçпе, таса тĕллевпе пурăнма вĕрентесси. Кирек хăш саманари халăх та хăйĕн сăмахлăхĕнче ăсне, ĕмĕтне, ĕçне, кун-çулне кăтартма тăрăшнă. Çавăнпа та вăл хаклă, илемлĕ, усăллă. Çавăнпа та эпир хамăрăн  «Нарспи» поэмăна юратса вулатпăр.

                                         


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Тестовая работа по поэме К.В.Иванова "Нарспи"

Данный тест поможет проверить знания учащихся по содержанию поэмы...

«Нарспи» поэма тата халăх педагогики (К.В.Иванов юбилейĕ тĕлне)

Мĕн ĕлĕкрен пур халăхăн та ачасене воспитани парас ĕçре  ырă йăли-йĕркесене аталантарас, çирĕплетес тата упраса хăварас, çитĕнсе пыракан ăрăва пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрлес тĕллев пулнă....

К.В.Ивановăн "Нарспи" поэми тăрăх литература каçĕ ирттермелли сценари

 Силпи тёрёх.нче хал. те юхать: шаркать =\лл. валак пу=.нчен Нарспи =ёл.? Ч.рк.м.л ев.р =утё та таса вёл? К.=тенттин вил.мс.р Нарспий. кунта шыв ёсма =\рен.: Сетнер.пе т.л пулса хуйхине пусарнё?...

Проблематика поэмы К.Иванова "Нарспи"

Уроки чувашской литературы в помощь  учащемуся для  подготовки к ЕГЭ...

К.В.Иванов тата унăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэми

Внеклассное мероприятие, посвященное жизненному пути и творчеству К.В.Иванова и его бессмертному произведению - поэме "Нарспи"....

Этем тата çутçанталăк

Урок чувашского языка в 6 классе...

КОНСТАНТИН ВАСИЛЬЕВИЧ ИВАНОВ - АВТОР БЕССМЕРТНОЙ ПОЭМЫ "НАРСПИ"

Презентация "Константин Васильевия Иванов - автор бессмертной поэмы "Нарспи" составлена для внеклассного мероприятия "2015 год - год Константина Иванова в Чувашии"....