Çут çанталăка упрар!
план-конспект урока (5 класс)
5-мĕш класра ирттрмелли урок конспекчĕ. Çут çанталăка упрама вĕрентесси.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
tokareva_mbou_seloyadrinskaya_sosh_yadrinskiy_rayon.doc | 75.5 КБ |
Предварительный просмотр:
Республиканская ярмарка методических разработок
учителей биологии, химии, географии и чувашского языка
«Познаем природу вместе».
Класра ирттермелли урок.
„Çут çанталăка упрар!”
Автор: Токарева Марина Васильевна, учитель чувашского языка и литературы.
Образовательное учреждение: МБОУ «Селоядринская средняя общеобразовательная школа» Ядринского района Чувашской Республики.
Аннотаци: Ку сценарие класра урок ирттерме хатĕрленĕ. Вăтам çулхи классем валли меллĕ. Тăван тавралăх çинчен çырнă хайлавсем чăваш литературинче те, вырăс литературинче те тавралăха юратма вĕрентеççĕ. Тăван тавралăх пире хăй илемĕпе яланах тыткăнлать. Вăл яланах илемлĕ пултăр тесен пирĕн тăрăшмалла. Пире илĕртекен тирпей-илем хăйпе-хăй килмест, уншăн пурин те чунпа çунмалла, вăй хумалла. Ачасене тăван тавралăха вараламалла маррине урок тăршĕпех аса илтерсе пымалла.
Урока традициллĕ вĕрентÿ мелĕсене çĕнĕ вĕрентÿ технологийĕсемпе пĕрле усă курнă. Информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме вĕрентекен технологисемпе усă курни урок тухăçлăхне, ачасен активлăхне ÿстерме май парать.
Урок темипе тата урокăн çирĕплетÿ тапхăрĕнче усă курнă презентацисем хайлавăн тĕп шухăшне лайăхрах ăнланма пулăшаççĕ. Урокăн кирлĕлĕхне, пĕлтерĕшне палăртма тĕссемпе усă курнă (рефлекси мелĕ).
Предмет: чăваш литератури
Аудитория: 5 класс
Тип урока (урок тĕсĕ): пĕтĕмлетÿ урокĕ (урок-обобщение)
Продолжительность: 1 урок (45 минут)
Урок тĕллевĕсем (цель урока):
Сапăрлăх тĕллевĕ: 1.Вĕренекенсене илемлĕ литература чĕлхипе кăмăллăн калаçма хăнăхтарасси.
2. Çут çанталăка упрама вĕрентессине аталантарасси.
3. Ушкăнпа ĕçлеме тата пĕр-пĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхасси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: 1. „Çут çанталăка упрар!” темăпа çырнă хайлавсенче хускатнă ыйтусене ăнланма вĕрентесси, çут çанталăка сыхлас ĕçре çынсем мĕн тума пултарнипе паллаштарасси; харпăр хăй шухăшне каласа пама вĕреннине çирĕплетесси.
2.Сăвă йĕркисене илемлĕ, пултаруллă вулама хăнăхнине аталантарасси.
Аталантару: çут çанталăк этемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, вăл пулас ăрусен сывлăхĕ, вĕсен пурнăçĕ, шанчăкĕ пулнине туйтарасси; ачасене ырă кăмăллă та сăпайлă пулса ÿсме, илемлĕхе туйма вĕрентесси.
Задачи: ачасене çут çанталăка юратма, ăна упрама вĕрентесси.
Кĕтнĕ результат (планируемые результаты):
- Хайлавсене тишкерме, танлаштарса хак пама, пĕтĕмлетÿсем тума пултарни;
- Шухăша сăнарлăн, çыхăнуллă каласа пама пултарни;
- „Çут çанталăка упрар!” темăпа хаçат кăларни;
- Кластер туни.
Технологи (технологии):
Усă куракан хатĕрсем: сăвă-юрă, ваттисен сăмахĕсен пуххи; кашни ача хăй тĕллĕн ĕçлемелли карточка, тест, кластер, буклет тĕслĕхĕ, презентаци, стикер, клей, тĕрлĕ тĕслĕ магнитсем.
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, презентаци, мультимедиапроектор.
Проблемăна татса парасси (решаемые проблемы): Çут çанталăка упрасси пирĕнтен нумай килет. Кашни тăрăшсан ку проблемăна татса пама пулать, анчах кашнин вăй хумалла. Çут çанталăка варалаканĕ – хăй этем.
Урокра кирлĕ терминсем (Основные термины): Çут çанталăк, экалоги, çут çанталăк тасалăхĕ, кайăк-кĕшĕк, вăрман, юхан шыв, сывлăш, сиенлĕ, таса, вараланчăк, илемлĕ, ешерет.
Класра „Çут çанталăка сыхламалла” ÿкерчĕклĕ хаçатсем çакăнса тăраççĕ. Стена çинче пысăк сас паллисемпе: „Çут çанталăка упрар!”, „Çут çанталăк – этемлĕх сăпки” тесе çырнă.
Юхăмĕ:
Урок эпиграфĕ: Çут çанталăка упрасси – кашни çыннăн тивĕçĕ.
(Ваттисен сăмахĕ)
Класа йĕркелени.
I.Вĕреннине аса илни.
1.Фонетика зарядки. Çакă çутă тĕнчере
Вăйли çук та этемрен.
Шывсем çинче, çĕр çинче
Хуçа пулса вăл тăрать.
2. Учитель сăмахĕ: Ытарайми чăваш çĕр-шывĕ, тăван енĕм. Тăван таралăхăм! Куçпа виçсе илейми уйсем, вăрмансем, юхан шывсем! Мĕн тери паха эсир чун-чĕрешĕн! Анчах яланах ырăпа тавăратпăр-и-ха эпир çак ырлăхсемшĕн? Итлесе пăхар-ха çут çанталăк тусĕсен шухăшĕсене.
3. Ачасен пултаруллă вулавĕ. Вĕренекенсем тухаççĕ, пăхмасăр вĕреннĕ сăвăсене калаççĕ. Çав вăхăтра Антонио Вивальдин „Çут çанталăк вăхăчĕсем” симфониллĕ кĕвви янăрать. Литературăпа музыка композицийĕ, „Çут çанталăк” сăвва вулаççĕ.
- Юрлать çут ир. Çĕршыв пуян та тулăх.
- Тыр-пул ÿсет сулмаклăн хумханса.
- Тантăшпала пыратпăр çĕр-шыв тăрăх
- Çанталăка тивлетлĕн сăнаса.
- Юрлать çут ир. Эпир ак утнăçемĕн
- Çут тĕнчери пур ятлă кайăксем
- Каçса кайсах юрлаççĕ. Пин-пин çемĕ
- Ир кÿлĕмре, эх, питĕ лайăх-çке!
- Шутне пĕлмесĕр авăтать куккукĕ.
- Çунаттине хуллен шыва çапса
- Çиçет чĕкеçĕ. Уяври пек шукăль
- Ула такка ташлать ура тапса.
- Чĕвĕлтетет йăваш вĕлтрен чĕпчĕпĕ.
- Юрлать текĕрлĕк. Карăш тĕлĕнет:
- Пĕр пăрчăкан кăларнă çичĕ чĕпĕ,
- Пĕри – куккукăн, улттăш – хăйĕнех.
- Кашни паян хавасланса вăраннă:
- Чи-кăсăя, сар кайăк, шăкăлчи...
- Мăйăлтатать масасăр мăйпăранĕ –
- Тĕшмĕшленен пахчаçăн шăпăрĕи.
- Итле, юлташ, итле, мухтавлă тантăш,
- Çак ырă, тулăх пурнăç пĕтĕмпех
- Пирĕн ятпа, йăлт пирĕншĕн вăраннă,
- Çĕкленнĕ вăл мĕнпур илемĕпе.
- Юрлать çут ир. Çĕр-шыв пуян та тулăх.
- Тыр-пул ÿсет сулмаклăн хумханса.
- Тантăшпала пыратпăр çĕр-шыв тăрăх
- Çут тĕнчене тивлетлĕн сăнаса.
- Этемсем, ăсланăр! Çут тĕнче
- Ырлăхне параймĕ вĕç-хĕррисĕр.
- Шăпчăк ларнă туратсем çинче
- Çулăм мар, чĕр сывлăм ялтăратăр.
- Пурте пĕрле: Çут çанталăк – этемлĕх сăпки
- Упрар ăна!
- (Доска çине ватман тыттарса хунă. Ун çинче нимĕн те çук. Урок вĕçленнĕ çĕре хаçата тултармалла)
- Учитель сăмахĕ: Сăвă йĕркисенче хаçат валли ятне тупăр та çырса хурăр. (Ачасем пурнăçлаççĕ)
- 4.Учитель сăмахĕ: Ачасем, эпир пян сирĕнпе урокра çут çанталăкăн илемĕпе ăна упраса хăварасси пирки калаçăпăр. Çав илеме упраса хăварас тесен пирĕн мĕн тумалла, мĕнле пулмалла, тăван тавралăх тусĕсем пулма хăнăхăпăр.
- Тăван тавралăх пире хăй илемĕпе яланах тыткăнлать. Вăл яланах илемлĕ пултăр тесе пирĕн тăрăшмалла. Пире илĕртекен тирпĕй-илем хăйпе-хăй килмест, уншăн пурин те чунпа çунмалла, вăй хумалла. Çак шухăша уçса паракан ваттисен сăмахĕсен иккĕмĕш пайне тупса хаçата çыпăçтарса хумалла. (Ваттисен сăмахĕсене çырнă хутсене касса хатĕрлемелле).
- Ваттисен сăмахĕсем:
- Çут çанталăка упра...........................телейлĕ пулăн.
- Шывран уйрăлаймăн............тăванран сивĕнеймĕн.
- Вăрман пек пуянни çук..................уй пек асли çук.
- Йывăçа лартма часах та....уссине курма часах мар.
- Çут çанталăк çути ............................пурне те çитет.
- Çут çанталăка упрасси – ...........кашни çын тивĕçĕ.
- Шыв пулмасан ........................................пурнăç çук.
- Вăрман вăл – ..............................................çут тĕнче.
- Пусса ан сур...............хăвнах шывне ĕçме тÿр килĕ.
- Пĕр йывăç касрăн пулсан – ...................вуннă ларт.
- (Вĕренекенсем иккĕмĕш пайĕсене тупса хаçата çыпăçтараççĕ)
- Вĕрентекен: Вырăссен те çут çанталăк çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем нумай. Эсир мĕнлисене пĕлетĕр? (Пословицы и поговорки о природе и временах года...)
- Не беречь поросли, не видать и дерева.
- Был бы лес, соловьи прилетят.
- Сугробы снега на полях - урожай зерна в закромах.
- русская пословица
- Зима спросит, что летом припасено.
- Зимой тулуп всякому люб.
- Много снега - много хлеба, много воды - много травы.
- Весна красна, да голодна; осень дождлива, да сыта.
- Красна весна цветами, осень - снопами.
- Лето - припасиха, а зима - подбериха.
- Осенью скот жиреет, человек добреет.
- Одно дерево еще не лес.
- Под большим деревом и гриб вольготней живет.
- Без корня и полынь не растет.
- Не все стриги, что растет.
- Кто не сажал дерева, тому не лежать в тени.
- Возле леса жить - голодному не быть.
- Огонь - беда, вода - беда, а нет хуже беды, как ни огня, ни воды.
- Учитель сăмахĕ: Ачасем, питĕ маттурсем. Маттур ĕçлерĕç.
- 5. Словарь ĕçĕ: Экологи - çут çанталăк тасалăхĕ. Экологи çурт-йĕре, унта пурăннине пĕлтерекен ăслăлăх. Çак çуртра чĕр чунсем, кайăк-кĕшĕк, ÿсен-тăран, хурт-кăпшанкă пурăнаççĕ. Ку çурт питĕ пысăк. Ку вăл - пирĕн Çĕр-аннемĕр.
- 6. Учитель сăмахĕ: Пуç ватмăш куратăр. Вĕсен тупсăмне тупатпăр. (Пуçватмăшпе ĕçлесси. Пуçватмăшра тĕп сăмахĕсем йывăçсем тата кайăксем. Вĕсене уйрăм хут çине тунă. Клеткăсене тултарса пĕтерсен хаçата çыпăçтараççĕ.)
- Кирлĕ сăмахсем: куккук, чана, уйăп, çăхан, чакак, ăсан, çерçи, тăмана, йĕлме, хыр, вĕрене, йăмра, çăка, ăвăс, çĕмĕрт, пилеш.
- 7.Кану саманчĕ.(ачасем ура çине тăрса алăсемпе хусканусем тăваççĕ)
- Вăйлă çилĕ вĕрчĕ
- Йывăçсене хумхантарчĕ.
- Çиçĕм çиçрĕ те
- Çумăр çума тытăнчĕ.
- 8. Кластер. (Кластер валли доска çинче çут çанталăка сăнлакан ÿкерчĕксем вырнаçтарнă). Ÿкерчĕксене пăхсе кластер тăватпăр. Ăна валли вăрман, юхан шыв, чечек япала ячĕсене илетпĕр. Кашни рет пĕр япала ячĕпе тăвать. Унтанг пурте пĕрле хаçата çут çанталăк сăмахпа кластер тăватпăр.
- Кирлĕ сăмахсем: хÿхĕм, пуян, кăмпа-çырлаллă, аслă, çăра, ешĕл, сар пике евĕр, шăршăллă, илĕртÿллĕ, тĕрлĕ тĕслĕ, черченкĕ, илемлĕ, сарлака, татăн, шавлă, таса, тăрă, авкаланчăк, тарават, хисеплĕ, çепĕç, çутă, кăмăллă, янкăр, вăрманлă, чечеклĕ.
- 9.Курни-илтнине пĕтĕмлетесси. „Çут çанталăка упрар!” хаçат кăларасси. Кашни 5-6 предложени хут çине çырса доска çинчи ватмн çине магнитпа тыттарса хурать.
- 10. Вăйă „Килĕшетĕр” е „килĕшместĕр”? ( Ачасем предложенисемпе килĕшсен „çапла” теççĕ, килĕшмесен тÿрлетсе калаççĕ.
- а) Эпир хамăр Çĕр-аннемĕр таса пултăр тесе тăрăшатпăр.
- ă) Таса мар юхан шывсене, кÿлĕсене курма питĕ хавас.
- б) Юханшывсемпе вăрмансемшĕн тăрăшни паха ĕç.
- в) Ачасен парксенче хăйсем хыççăн кĕленче-бутăлкăсене хăвармалла.
- г) Пăтранчăк шыва ĕçме питĕ усăллă.
- 11. Учитель сăмахĕ: Чăнах та, эпир çут çанталăкран чăннипех кулатпăр. Çакăншăн çут çанталăк пире каялла тавăрнине шутламастпăр та. Ачасем, шутлăр-ха, илемлĕ кайăк юррине. Шăнкăр-шăнкăр шыв юххине илтес тесен пирĕн мĕн тумалла?
- - Урамсенче çÿп-çап пăрахмалла мар, вĕсене валли ятарлă урнăсем пур.
- - Урамсенче чечексем, йывăçсем лартмалла. Вĕсем сывлăша тасатаççĕ.
- - Пирĕн çут çанталăка сыхламалла.
- Вĕрентекен: Çакă çутă тĕнчере
- Вăйли çук та этемрен.
- Шывсем çинче, çĕр çинче
- Хуçа пулса вăл тăрать.
- 12. А.Афанасьевăн „Тĕнче хитре” сăвă (2 ача сăвва пăхмасăр калаççĕ)
- Мĕнешкел тĕнче хитре!
- Ирĕклĕ тавралăх вĕçсĕр...
- Шĕвĕ сĕт пек тÿпере
- Тăрăлсан ирхи тĕтре.
- Кайăксем юрлаччăр, вĕçчçр.
- Шур кăмпеллă вăрманта
- Шурă хурăнсем шавлаччăр.
- Выртмалла килсен утта
- Ырă вырăн пур кунта –
- Мамăк курăк, симĕс чатăр...
- Мĕнешкел тĕнче хитре!
- Ăшăнса çыврат ав ту-сăрт.
- Сăпкари пек, уй-хире
- Çил ачашшăн сиктерет. –
- Чупăрах, хумсем, шав чупăр!
- Хамăр ял çине пăхсан
- Савăнса тапать чĕреçĕм.
- Ман тĕнчеçĕм чи малтан
- Пуçланать тăван ялтан
- Çавăнпа тĕнче хитре-шим?
- 13. Киле ĕç:
- 1. „Çут çанталăк тасалçхне эпĕ мĕнле куратăп” сочинени çырасси.
- 2. „Çут çанталăк илемĕ” ÿкерчĕк ÿкерсе килмелле.
- 3. „Çут çанталăк” темăпа пуçватвăш хатĕрлĕр.
- 14.Пĕтĕмлетни. (Доска çинче хатĕр хаçат. Унта ячĕ, авттисен сăмахĕсем чăвашла тата вырăсла, пуç ватмăш,, кластер, ачасем стикерçине çырнă пĕчĕк сочиненисем)
- Паянхи урок сире килĕшрĕ-и?
- Мĕн çĕннине пĕлтĕр?
- Мĕнле çитменлĕх пур?
- Вĕрентекен: Доска çинче кăмăл йывăççи çакăнса тăрать. Кашнин умĕнче икĕ тĕрлĕ смайлик. Сире урок килĕшрĕ пулсан сарă смайлика, питех килĕшсех каймарĕ пулсан кăвак смайлика кăмăл йывăççи çине çыпăçтарса хурăр. Тавтапуç сире пурне те.
- Литература списокĕ:
- Ашмарин Н.И. Словарь чувашского языка: в 17 томах / Н.И.Ашмарин.-Чебоксары: II изд., 1994-2003.
- Чувашское народное творчество: пословицы и поговорки / сост. О.Н.Терентьев. – Чебоксары, 2007.
- Тăван литература: вĕренÿпе вулав кĕнеки. 5-мĕш класс валли / Н.Г.Ивановăпа П.Н.Метин çырса-пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2013 - 271 с.
- Килти вулав кĕнеки: 5-мĕш классем валли / Г.Г.Ивановпа Е.Г.Крышкина пухса хатĕрленĕ. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2007 - 208 с.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Этем тата çутçанталăк
Урок чувашского языка в 6 классе...
Внеклассное занятие АНТИ-СПИД
Внеклассное мероприятие (классный час) АНТИ-СПИДЦель: Сформировать представление о СПИДе как реальной угрозе жизни человека, познакомить с основными мерами профилактики СПИДа.Задачи: 1....
Программа элективного курса "Функция антье, ее свойства и приложения"
Программа содержит пояснительную записку, тематическое планирование, содержание учебных тем и методические рекомендации...
МАСТЕР КЛАСС АНТИ - СТРЕСС ИГРУШКА «КАПИТОШКА»
laquo;Подвижные игры как универсальное средство развития физических качеств и познавательного интереса детей»...
Анти коррупционное ток-шоу "Всё по честному"
Мероприятие посвященн Международному дню борьбы с коррупцией.Мероприятие созданно для старшеклассниов. Совсем скоро они начнут свой жизненый путь в дали от дома и уже сейчас должы осознават, како...
К. В. Ивановăн «Нарспи» поэминчи çут çанталăк сăнарĕ
Кашни халăхăн чи хаклă наци пурлăхĕ, кашни çын юратакан хаклăран та хаклă, чаплăран та чаплă, пахаран та паха кĕнеки пур. Пирĕн халăхăн çавăн пек кĕнеки - «Нарспи». Ăна пирĕн вилĕмсĕ...