Яту сан вилĕмсĕр, поэт!
материал (8 класс) на тему
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
yache_yulche_khalakh_asench1.docx | 28.67 КБ |
Предварительный просмотр:
Яту сан вилĕмсĕр,поэт!
Литература тĕпелĕ
Тĕллевсем:
- Çыравçăсем К.В.Иванов пирки каланă сăмахсемпе паллаштарасси;
- Константин Васильевич пирки çывăх тăванĕсем, пĕрле вĕреннĕ тусĕсем, вĕрентекенсем аса илĕвĕ тăрăх каласа парасси;
- «Асра юлнă поэт» экскурси йĕркелесси;
Кăтарту хатĕрĕсем: поэтăн тĕрлĕ вырăнта лартнă бюсчĕсем, цитатăсем, презентаци, кĕвĕ-çемĕ.
Эпиграф: Поэт пирĕн умра тÿпери çут çăлтăр пекех ялкăшать. Унăн ячĕ Тăван çĕр-шыври аслă поэтсен ячĕсемпе пĕр ретре тăрать.
В. Давыдов-Анатри, поэт.
Вĕрентекен: ырă кун пултăр пурне те! Сире эпĕ литература тĕпелне йыхравлатăп. Паянхи сăмахăмăр Константин Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ пирки пулĕ.
Константин Васильевич Иванов… Çак ята илтмен çын çук та пулĕ. Вăл - чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ.
Эс, çÿллĕ пăнчă пек,- пĕрре.
Çĕршер çĕрте асра тытмалăх
сан сассупа историре
ялан калаçĕ манăн халăх.
Геннадий Айхи.
Тутар та, вырăс та, пăлхар та-
Паян сана тĕнче пĕлет.
Ĕмрÿ пулайрĕ вăрăм мар та-
Яту сан вилĕмсĕр, поэт!
Анатолий Юман.
Вĕрентекен: Константин Васильевич Иванов, çĕнĕ стильпе кăтартсан, 1890- мĕш çулхи майăн 25- мĕшĕнче, Пушкăрт Республикинче, Пишпÿлек районĕнче Слакпуç ялĕнче çуралнă. Пулас поэтăн несĕлĕсем кунта Атăл тăрăхĕнчи чăваш ялĕнчен куçса килнĕ пулнă. Ашшĕ, хăй те хутла пĕлекенскер, ывăлне вĕрентсе кăларса хисеплĕ çынсен шутне кĕртесшĕн пулнă.
Поэт ашшĕ: Константин 1890 çулта майăн 13- мĕшĕнче ирхине, виççĕмĕш сехет тĕлнелле çуралчĕ. Çуралсанах вăл чирлерĕ. Эпĕ ун чухне хирте ака патĕнчеччĕ, çавăнта пырса каларĕç ача сывмарланнине.Ăна Матви пиччепе хамăр атте пĕр тăван хĕрпе кайса тĕне кĕртнĕ. Тĕне кÿртиччен вăл куçне те уçаймастчĕ, тет, тĕне кÿртсенех куçне уçрĕ, тет. Çакăнтан кайран вăл чирлемерĕ.
«Сăпка юрри» янăрать.
Поэт амăшĕ: Константин çамрăк чухнех питĕ йăвашчĕ. Урамра ачасемпе выляса çÿреместчĕ. Картишĕнче ларатчĕ те тăмран ĕнесем, лашасем, сурăхсем туса айкашатчĕ. Ытти ачасем те пуçтарăнатчĕç ун патне, вăл вĕсене те тăмран вылямалли япаласем тума вĕрентетчĕ.
1-мĕш ача: Сакăр çул тултарсан Иванов хăйсен ялĕнчи шкула кĕнĕ. Унта вăл виçĕ çул кăна вĕреннĕ, юлашки класа Кекен ялĕнче пĕтернĕ. Кунта ăна ашшĕпе пĕр тăван аппăшĕ Евгения Николаевна, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă учительница, вĕрентнĕ, пулас поэта вăл. 1902 çулта ăна мухтав хучĕпе пĕтернĕ хыççăн Чĕмпĕрте никама та вĕренме илмен пиркиПелепейри хула училищине кайса вырнаçнă. Çакăнта пĕр çул вĕренсен 1903 çулта Кĕçтенттин учительсене хатĕрлекен Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕме май тупнă.
- мĕш вулакан:
Ачаш кăна ачам пур,
Пĕртте хăпа пĕлмерĕ.
Апат çисе ларнă чух
Аран çилĕ килмерĕ.
«Çыру пĕлме, çын пулма
Ялти шкула яр-ха, — тет. —-
Çыру пĕлни мĕн тума
Кирлĕ çынна, атте?» тет.
— Ачам, ачам, ан йĕтет,
Илтес кунта ху илтĕн,
Хут вĕренни уссине,
Хут вĕренсен, ху пĕлĕн.
Çитес çула çитсессĕн,
Пăртак ăс-пуç кĕрсессĕн,
Ярăп акă сана та
Ялти шкула ăс пухма.
Турă хушсан, çын пулсан,
Курăн Чĕмпĕр хулине. (К.Иванов «Хальхи самана»).
2-мĕш ача: 1903 çулхи кĕркунне Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн килкартинче хура çитсă кĕпе, атă тăхăннă пĕр ача пĕчченех пуçне чиксе çÿренĕ, çулçа тăкса шавлакан хурамасем çине пăхнă. Ăна ытла кичем туйăннă, таçта тухса тарса, лăпкă вырăнта канас килнĕ, аякри сăртсене, хĕрлĕ пилешлĕ Кантăр вăрманне, Силпи енчен килекен кĕлте ураписене аса илнĕ. Типшĕмрех сăнарлă ача вĕренме кĕнĕ, анчах унăн питĕнче савăнăç сисĕнмен. Вăл никампа та калаçман, амăшĕ парса янă шĕшкĕ мăйăрне катнă. Вăл юлташĕсем çине хура куçхарши айĕнчен вăтанса та йăвашшăн пăхнă. Çак хăюсăр ача мухтава тухнă поэтăмăр- 13 çулхи Константин Иванов пулнă.
Вĕрентекен: Чĕмпĕр шкулĕнче вĕренекенсен тарăн пĕлÿ илсе ăс- тăн тĕлĕшĕнчен аталанма пур майсем те çителĕклĕ пулнă. Шкулта нумай енлĕ те тарăн пĕлÿ илнисĕр пуçне, вĕренекенсене ÿкерÿпе юрă-кĕвĕ, ал ăсталăхĕпе тĕрĕ-эреше вĕрентнĕ тата ытти ĕçе хăнăхтарнă. Кĕçтенттин тапса тăракан пултарулăхне çутçанталăкранах туяннă, çавăнпа поэзии тÿпине вĕçсе хăпармашкăн вăй пухма пикеннĕ.
Мĕтри Юман аса илĕвĕнчен: Кĕçтенпе калаçнă чух эпир пуринчен ытла тĕнче литератури çинчен калаçаттăмăр. Çитĕнерехпе вăл ытларах тĕнче поэчĕсемпе интересленнĕ пулас. Çамрăкрах чухне Кĕçтен Пушкинпа, ытларах Лермонтовпа интересленнĕ. Пĕрре хамăр хваттерте эпĕ ăна Байронăн «Чайльд Гарольдне» вуласа панине астăватăп. Пĕрре тата хăй вăл ман патăма Пыпинăн «Славян литературисен историне» илсе пынине астăватăп.
Кĕçтен гениллĕ çын пулнă. Вăл поэзире тÿперен иртекен тивлетлĕ çын пулнă.
Вĕрентекен: Çырулăх ăсталăхне алла илме Константин Иванова вырăс писателĕсен призведенийĕсене вулани тата вĕсене чăвашла куçарни те нумай пулăшнă. Чи малтан çамрăк сăвăç М.Ю.Лермонтов, А.В.Кольцов, Н.А.Некрасов сăввисене куçарать.
2-мĕш вулакан:М.Ю Лермонтовăн «Парăс» сăвви.
1-мĕш ача: Искусствăри йĕкĕреш – литературăпа музыка пĕр пекех илĕртнĕ Константин Иванова, пĕлтерĕшĕ те вĕсен пер пекех пулнă. К.Апанасов кун пирки акă епле каласа панă: «Иванов хăлхи енчен хытăрахчĕ, хулен каланине илтместчĕ, анчах музыкăна ытла та хытă юрататĕ.пирĕн шкулти ачасен хорĕ юрланине итленĕ чух епле хумхануллă пит-куçлă пăхса тăнине астăватăп. Вăл кайран, çитĕнсе çитсен, купăс калама питĕ ăста пулнă тенине илтнĕччĕ эпĕ».
Иванова Перасковья Васильевна (Ивановăн вăталăх йăмăкĕ): Пичче Чĕмпĕрте вĕреннĕ çулсенче киле килсех тăратчĕ. Эпĕ вăл 1912 çулхи раштав уйăхĕнче яла таврăннине лайăх астăватăп. Пичче ку вăхăтра «Нарспи» авторĕччĕ ĕнтĕ. Килте кăштах пурăннă хыççăн вăл Кайрăкла ялне кайрĕ. Унта пирĕн кукка пурăнатчĕ. Пиччепе пĕрле эпĕ те ерсе кайрăм. Эпир пиччепе иксĕмĕр çамрăксен сăвви-юррисене итлерĕмĕр, ташшисене курса савăнтăмăр. Пичче çул çинче мана чăваш юррисене, йăлисене, уявĕсене хут çине çырса илмелли пирки каларĕ. Халăхăн историне пĕлес тесен нимрен малтан çак материалсене пĕлмеллине палăртрĕ.
К.Иванов халăхран çырса илнĕ «Хурăн çулси» юрă янăрать.
Вĕрентекен: Çамрăк ачан таланчĕ литература чиккинче кăна тăман, вăл художество тĕлĕшĕпе вĕрентекенсене те, вĕренекенсене те тĕлĕнтернĕ. Константин Васильевич искусство историне, вырăссен чаплă художникĕсен ĕçĕсене вĕреннĕ, вĕсен картинисенчен ÿкерсе илнĕ, унăн куллен ÿкерсе пымалли альбом та пулнă. Вăл портретсем ÿкерме юратнă, кăранташпа та, шурă пурăпа та сăрланă. Некрасов художник мастерскойĕнче вăл йывăçпа линолеум çине касса ÿкерме вĕренсе пынă. Çапла Никонор Никифирович ăста патĕнче сĕтел- пукан ĕçне çав тери хăнăхса çитнĕ, каярахпа историре пулман япала- йывăçран пичетлекен машина тунă.
2-мĕш ача.«К.В.Иванов-художник» экскурси залĕнче.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Сравнительный анализ стихотворений А.С.Пушкина "Поэту" и В.Брюсова "Юному поэту"
Материал содержит примерный сравнительный анализ двух стихотворений разного времени...
урок литературы в 5 классе "Русские поэты и поэты Алтая о Родине и о родной природе"
Цели урока: • преподнести учащимся тему Родины в русской поэзии как неподвластную времени и расстоянию, познакомить их со стихотворениями русских поэтов XIX века и поэтов Алтая о Родине и о родной пр...
В одном букете - яркие цветы ( Урок-исследование по творчеству А.Твардовского- русского поэта и Я.Ухсая- чувашского поэта)
1.выработать навыки сопоставительного анализа творчества писателей (тĕрлĕ çыравçăсен пурнăçĕпе хайлавĕсене танлаштарса вĕрентесси). 2. Развитие творческих и индивидуальных способностей учащихся; нав...
Урок-диалог с поэтом по теме творчества в лирике поэта Серебряного века Валерия Брюсова.
Урок по теме творчества поэта "Технология исследования поэтического материала"....
Русские поэты о Родине,родной природе и о себе.Поэты Русского зарубежья об оставленной Родине.
Данный материал учит понимать поэтический язык; помогает ученикам осмыслить прочитанное; развивает навыки анализа поэтического текста....
Поэт мысли - литературный вечер, посвященный поэту Е.А. Баратынскому
Материал для учителей русского языка и литературы....
Сопоставительный анализ произведений чувашского поэта А.Алги "22 июня" и марийского поэта Миклая Казакова "22 июня 1941 года"
Модуль теми: ХХ ĕмĕр варринчи чăваш литератури (40-50-мĕш çулсем).Урок теми: «ЭПĔ ВĂЛ КУНА ПУРĂНАН ПУРНĂÇĂМРА НИХĂÇАН МАНАССĂМ ÇУК»Сапăрлав тĕллевĕ: тăван çĕр-шыва юратма, ăна упрама, мирлĕ пурн...