Литература вулавĕн урокĕ
презентация к уроку по теме

Васильева Марина Николевна

4 класра класс тулашĕнче ирттермелли урок

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл Презентаци34.75 КБ
Файл 4b_klasri_uca_urok.pptx1.43 МБ

Предварительный просмотр:

Урок теми: Асамçă хĕл

Урок тĕсĕ:

Класс тулашĕнчи вулав  урокĕ

 Сапăрлăх тĕллевĕ:

1. çут çанталăк илемне чи пĕчĕк пулăмра курма-туйма вĕрентесси;

2. çыравçăн шухăш-ĕмĕтне, сăмахсен ытарлăхне вĕренекенсен чун-чĕри патне çитересси.

3.сывлăха упрас, çирĕплетес тĕллевпе çут çанталăкпа туслă пулма, ăна упрама хавхалантарасси.

Пĕлÿ  тĕллевĕ:

1) хĕл  çинчен мĕн пĕлнине пĕтĕмлетсе хăварасси;

2) ачасен вулавне, ĕç хăнăхĕвĕсене, шухăшлавне, пуплевне аталантарасси.

 Аталантару тĕллевĕсем: çыхǎнуллǎ пуплеве, шухǎшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хǎнǎхĕвĕсене аталантарасси, сǎмах йышне пуянлатасси.

Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну технологийĕсем, сывлăха сыхлас технологисем, проблемăллă тата аталантару технологийĕсен элеменчĕсем, ушкăнра хутшăнса ĕçлесси.

 

Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев,  проблемăллă ыйтăва хуравлани, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, çурма сасăпа, саспа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, диалог,монолог тăвасси, кластер, синквэйн

 

Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс илтесси, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси, палăртуллă вулав, сăмах йышне пуянлатасси, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.

 

Курăмлăх хатĕрĕсем: кĕнеке, компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем; юр пĕрчисем.

 Литература теорийĕ: лирика – çырса кăтартнине йăлтах автор (сăвăç) туйăмĕсем урлă сăнлать; сăнлани – çут çанталăкăн пĕр-пĕр вăхăтне е пĕр-пĕр япалана илемлĕх мелĕсемпе усă курса çырса кăтартни; сăнарлăх хатĕрĕсем (мелĕсем) – чĕлхене илемлĕ те витĕмлĕ тумалли тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмахсем (эпитет, танлаштару, сăпатлантару)

Словарь ĕçĕ: лирик, пейзажист

УРОК ЮХĂМĔ

 

I. Класа йĕркелесси.  

а) Пĕр-пĕрне сывлăх сунни

Шăнкăрав. Вĕрентекен класа кĕрет. Ачасем ура çине тăраççĕ.

Вĕрентекен:

- Ырă кун пултăр, ачасем!

Вĕренекенсем:

- Ырă кун пултăр!

ă) Фонозарядка туса илесси.

Чи малтанах, ачасем, чĕлхене çемçетсе, вылятса илĕпĕр. Тепĕр майлă каласан, чĕлхе зарядки тăвăпăр. Пурте харăссăн ман хыççăн калатпăр:

Ÿс-ÿс  – пысăк ус,

Тумлан-тумлан – ăшăрах тумлан,

Тытăн-тытăн – ĕçе тытăн,

Лар-лар итлесе лар,

Пул-пул – маттур пул. 

II. Çĕнĕ темăна ăнлантарасси

 - Ачасем, паян урокра мĕн çинчен калаçассине пĕлес тесен малтан сирĕн тупмалли юмахăн тупсăмне тупмалла пулать:

«Çулленех пĕр мучи килет, шур кашмине илсе килет».

- Мĕн-ши вăл?

- Тĕрĕс, хĕл.

   1) Учитель сăмахĕ.

    - Хĕл миçе уйăхран тăрать-ши?

    - Раштав уйăхĕнче мĕнле уяв пулать?

    - Хĕллехи вăхăтра тата мĕнле уявсем пулаççĕ?

    - Хĕл килнине эпир мĕнрен пĕлетпĕр терĕмĕр-ха?

    Юр çусан хĕл ларать теççĕ. Вăл тĕлĕнмелле асамлăх илсе килет. Шап-шурă тĕс тавралăха асамлă чатăрпа картлать. Эпир вара сак асама курасшăн тунсăхласа çитрĕмĕр. Çапла-и?

    Хĕл илемĕ кашни çын чунне тыткăна илет. Çак илем чунра кĕвĕ çуратать, куç умне ÿкерчĕк кăларса тăратать, сăвă йĕркисем ăсталама пулăшать, кĕвĕ хывать.

   Асамлă пулăмсене, ĕçсене асăрхама пĕлекен çынсене лирик, пейзажист, композитор теççĕ. Пейзажист ÿкерсе илеме ĕмĕрлĕх хут çине хăварать пулсан, лирик - сăвăç çав илеме тĕлĕнсе каймалла ăста та чуна çывăх сăмахсемпе хут çине ĕмĕрлĕхех çырса хăварать, пирĕн чун-чĕресене тыткăнлать, унăн сăмахĕсем пирĕн чĕлхере, чунра. Композитор вара кĕвĕпе чуна тыткăнлать. Паян эпир илеме курма пултаракан талантлă çынсмпе тата вĕсен ĕçĕсемпе паллашăпăр.

    2) Илле Тукташăн  «Хĕл илемĕ» сăвви тăрăх Аверий Матвеевич Токарев хывнă юрăпа паллаштарасси.

3) Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туканаш ялĕнче çуралнă  художникăн, Анатолий Васильевич Даниловăн, хĕл илемне кăтартакан ÿкерчĕкĕсемпе паллаштарасси.

    4) Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнь ялĕнчи лирик-сăвăç Светлана Вячеславовна Яруткина çырнă «Юр пĕрчисен ташши» сăвва тишкересси.

     а) Сăвва учитель илемлĕ вулани.

Ăшшăн та ыр кăмăлпа

Пăхрĕ хĕвел тÿпере.

Юр пĕрчисем сывлăшра

Ячĕç ташша хаваспа.

Шап-шур юр пĕрчисем

Çăлтăр пекех ялтăраççĕ.

Йăлтăр та йăлтăр куçсем

Тĕрлĕ тĕспе ялкăшаççĕ.

Вăй картинчи хĕрсем пек

Йăкăш - йăкăш тăваççĕ.

Çепĕç, çăмăл кĕвĕпе

Çамăллăн çаврăнкалаççĕ.

Юр пĕрчисен ташшипе

Пăхса тăран савăнать.

Таврари пур илемпе

Пĕтĕм тĕнче савăнать.

   ă) Сăввăн тытăмне тишкени.

– Сăвăра миçе çавра?

– Çаврара миçе йĕрке?

   ă) Сăввăн темине палăртасси

   б) Вĕрентекен пулăшнипе хĕвеллĕ кластер тăвасси:

 - юр пĕрчи мĕн тăвать?

- юр пĕрчи мĕнле, мĕн пек?

 

  в) сăвăри илемлĕх мелĕсене учитель пулăшнипе тупасси, хăш ушкăна кĕнине каласси.

5) а) Вырăс лирикĕ Константин Бальмонтăн «Снежинка» сăввипе паллаштарасси

      СНЕЖИНКА

Светло-пушистая,

        Снежинка белая,

Какая чистая,

        Какая смелая!

Дорогой бурною

        Легко проносится,

Не в высь лазурную,

        На землю просится.

Лазурь чудесную

        Она покинула,

Себя в безвестную

        Страну низринула.

В лучах блистающих

        Скользит, умелая,

Средь хлопьев тающих

        Сохранно-белая.

Под ветром веющим

        Дрожит, взметается,

На нем, лелеющем,

        Светло качается.

Его качелями

        Она утешена,

С его метелями

        Крутится бешено.

Но вот кончается

        Дорога дальняя,

Земли касается,

        Звезда кристальная.

Лежит пушистая,

        Снежинка смелая.

Какая чистая,

        Какая белая!

Физкультминутка: «Куçа кантаратпăр»

ă) сăвăри сăнарлăх мелĕсене  тупма пулăшасси

б) икĕ сăвăри пĕрпеклехсене тупасси.

6) Хĕллехи вăйăсем пирки кĕскен калаçни.

V.Пĕтĕмлетни.

 – Хĕллехи асамлăха малтан мĕнре куратпăр-ха?

 – Тупмалли юмахсен хуравĕсем тăрăх  хĕл асамлăхĕн тупсăмĕсене пĕлесси.

1.Шурăскер, ирĕлекенскер – сахăр мар. Мĕн-ши?

2. Хĕлле те, çулла та пĕр тумпа.

3. Алли çук, пÿрни çук, сăмса вĕçне чĕпĕтет.

4.Çĕнĕ çулта чи кĕтнĕ хăна.

5. Шыв çинче кĕмĕл кĕпер.

6.Пÿрт хыçĕнче кÿпĕннĕ сурăх выртать.

7.Иней сăмах чăвашла мĕнле пулать-ши?

8.  … çул  -  çĕнĕ пурнăç илсе килет.

 – Вĕрентекен пулашнипе темăпа çыхзăнтарса синквэйн тăвасси.

 – Çут çанталăк пире тĕлĕнмелле асамлăх тĕнчине йыхăрать. Апла пулсан çак илемлĕхе камăн упрамалла-ха?

VI. Ачасен ĕçне хакласси.

VII. Киле ĕç парасси. Хĕл илемĕ пирки сăвă çырасси и «Асамçă хĕл» темăпа ÿкерчĕк тумалла

Халĕ эпир сире Н. Сандров çырнă «Пĕрремĕш юр» сăввине вуласа парасшăн.

 

Юр çăвать, пĕрремĕш юр...

Юр çăвать, тухса эс кур...

Ут эс тĕре урампа,

Юр пĕрчи вылять санпа.

 

Юр çăвать, пĕрремĕш юр...

Сахăр пек таса, шап-шур.

Кăмăла çĕклентерет,

Йăпатать те илĕртет.

Ман çĕрес килет каĕчен

Нăтăрт-нăтăрт юр çинче.


Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

Чÿк уйăхĕн çирĕм виççĕмĕшĕ ТЕМА АСАМÇĂ ХĔЛ

Слайд 2

РАШТАВ

Слайд 3

КĂРЛАЧ

Слайд 4

НАРĂС

Слайд 5

Вăш-вăш , вăш-вăш , ай, çил вĕрет . Каш-каш, каш-каш вăрман кашлать , Шур сухаллă Х ĕл мучийĕ Питрен-куçран , ай, хыпашлать . Ух! т ет . Çил ачисем сиккипеле Кĕртсем тăрăх чупкалаççĕ . Мĕн пур хăрăк туратсене Турта-турта хуçкалаççĕ . Шарт ! тутараççĕ . Армак-чармак ват юманĕ Шухă çилпе , ай, тавлашать ; Чĕрик-чĕрик чĕриклетсе Аллисемпе сулкалашать . Ух! тăрмашать . Тулли уйăх пĕлĕт çине Хуллен-хуллен шуса тухать . Лăпкă-лăпкă ялсем çине Ылтăн-кĕмĕл пĕрчи сапать . Ух! шеремет . ХĔЛ ИЛЕМ Ĕ Илле Тукташ Токарев А.М .

Слайд 6

Данилов Анатолий Васильевич Хĕллехи тĕссем Шупашкар . Хĕллехи ватă хула

Слайд 7

Саврасов Алексей Кондратьевич Зимний пейзаж Зимний пейзаж. Иней ЗИМА

Слайд 8

Юр пĕрчисен ташши Ăшшăн та ыр кăмăлпа Пăхрĕ хĕвел т ÿ пере . Юр пĕрчисем сывлăшра Ячĕс ташша хаваспа . Шап-шур юр пĕрчисем Ç ăлтăр пекех ялтăра ç сĕ . Йăлтăр та йăлтăр ку ç сем Тĕрлĕ тĕспе ялкăша çç ĕ . Вăй картинчи хĕрсем пек Йăкăш - йăкăш тăва çç ĕ . Ç епĕ ç , ç ăмăл кĕвĕпе Ç ă мăллăн ç аврăнкала çç ĕ . Юр пĕрчисен ташши н е Пăхса тăран савăнать . Таврари пур илемпе Пĕтĕм тĕнче савăнать . СВЕТЛАНА ЯРУТКИНА тата ЮХМА МИШШИ

Слайд 9

ЮР ПĔРЧИСЕМ ялтăра – ççĕ ялкăша - ççĕ йăкăш-йăкăш тăваççĕ çаврăнкалаççĕ савăн - тараççĕ ячĕç ташша

Слайд 10

ЮР ПĔРЧИСЕМ çăлтăр пек тĕрлĕ тĕслĕ вăй картинчи хĕрсем пек йăлтăр - йăлтăр шап-шурă хаваслă

Слайд 11

Светло-пушистая, Снежинка белая , Какая чистая , Какая смелая ! Дорогой бурною Легко проносится , Не в высь лазурную, На землю просится . Лазурь чудесную Она покинула , Себя в безвестную Страну низринул а. В лучах блистающих Скользит , умелая , Средь хлопьев тающих Сохранно-белая . Под ветром веющим Дрожит , взметается , На нем, лелеющем, Светло качается . Его качелями Она утешена, С его метелями Крутится бешено. Но вот кончается Дорога дальняя, Земли касается , Звезда кристальная. Лежит пушистая , Снежинка смелая . Какая чистая , Какая белая ! СНЕЖИНКА К. Бальмонт Константин Бальмонт

Слайд 13

Ёурё\р ё=лт=р\ - Полярная звезда Ъп\нн\ ё=лт=р – Малая Медведица Алт=р ё=лт=р - Большая Медведица Ала ё=лт=р –Телец

Слайд 14

Юр чăмăркки вĕçет Пурте юртан çурт тăватпăр

Слайд 15

Юр пĕрчисем пухар-и ? 1.Шурăскер, ирĕлекенскер – сахăр мар . Мĕн-ши ? 2. Х ĕ лле те, ç улла та п ĕ р тумпа . 3. Алли ç ук , п ÿ рни ç ук , с ă мса в ĕç не ч ĕ п ĕ тет . 4.Çĕнĕ çулта чи кĕтнĕ хăна . 5. Шыв çинче кĕмĕл кĕпер . 6.Пÿрт хыçĕнче кÿпĕннĕ сурăх выртать . 7.Иней сăмах чăвашла мĕнле пулать-ши ? 8. … çул - çĕнĕ пурнăç илсе килет .

Слайд 17

Хĕл асамлăхĕ ЮР сивĕ пăр пас кĕрт чăрăш Çĕнĕ çул Хĕл Мучи

Слайд 18

СИНКВЭЙН ХĔЛ ШУРĂ, ИЛЕМЛĔ ÇИТЕТ, СИВĔТЕТ, САВĂНТАРАТЬ ИЛЕМЛĔ ХĔЛ ÇИТСЕН САВĂНТАРАТЬ АСАМЛĂХ

Слайд 20

КИЛЕ ПАНĂ ĔÇ Хĕл илемĕ пирки сăвă çырмалла « Асамçă хĕл » ÿкерчĕк тумалла


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Дифференциация обучения на уроках литературы.Технологическая карта урока литературы на основе дифференциации обучения.

Класс: 5 Литературная тема: Н.А.Некрасов. Судьбы крестьянских детей, их жизнь. Тема урока: Н.А.Некрасов. Рассказ о поэте .Стихотворение «Крестьянские дети».  Тип урока: вступительный (опережаю...

Заочная экскурсия в музей-усадьбу "Ясная Поляна". Внеклассное мероприятие по литературе; материалы к урокам литературы.

Внеклассное мероприятие можно провести с целью подготовки учащихся к предстоящей поездке в Ясную Поляну :  заочная экскурсия готовит к более полноценному восприятию того, что предстоит увидеть и ...

ТЕМА ПОЭТА И ПОЭЗИИ В РУССКОЙ ЛИТЕРАТУРЕ ХХ ВЕКА (урок литературы по «сквозной теме» в 11 классе)

Среди  множества    традиционных  сквозных  тем  одна  из  ключевых  -  тема  поэта  и  поэзии. В  школьной  практике...

Методическая разработка по литературе. Технологическая карта урока литературы в 6 классе.

Технологическая карта урока поможет учителям литературы провести урок по творчеству А.П.Чехова, в основе которого лежит постановка проблемного вопроса. Поисковая деятельность учащихся приводит их к ра...

Урок литературы "Нестандартное начало урока литературы"

В презентации предложены интересные этапы начала урока литературы...

Литература Технологическая карта урока литературы в 6 классе “Встреча с ангелом…” (по рассказу Л.Н.Андреева “Ангелочек”).

И в созерцании впервыеДитя познало красоту,Лелея грезы золотыеИ чистой радости мечту....