Ю.Скворцовăн «Ултăк» калавӗнчи сăнарсем
план-конспект урока (7 класс) по теме

Васильева Ираида Ивановна

Урок-обобщение  в 7 классе по рассказу Ю.Скворцова "Ултак". Одной из основных целей урока является развитие  логического мышления учащихся.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon 7_klass_ultak.doc35 КБ

Предварительный просмотр:

   7-мӗш класра чăваш литературипе ирттернӗ урок планӗ.

Тема: Ю.Скворцовăн «Ултăк» калавӗнчи сăнарсем

                                       

 Вӗрентӱ тӗллевӗ: Ю. Скворцовăн «Ултăк» калавне пӗтӗмӗшле тишкерсе тухасси.

  Аталану тӗллевӗ: Ачасен çыхăнуллă пуплевне, шухăшлавне аталанма май туса парасси.

 Сапăрлăх тӗллевӗ: 1.Атте-аннене хисеплеме вӗрентесси.

                                 2.Хамăр çинчен кăна мар, ыттисем çинчен те шухăшлама

                                 пӗлмелли çинчен ăнлантарасси.

 

                                 Урок юхăмӗ

    Класа йеркелесси

1. Килти ӗçе тӗрӗслесси.

    Ю.Скворцовăн «Ултăк» калавне ăнланса вуласа тухнине тӗрӗслесси.

   Пӗр ача калавăн кӗске содержанине каласа парать.

2. «Ултăк» калаври сăнарсене тишкересси.

       1) Калаври тӗп сăнар кам? (Володя)

       2) Ăçта пурăнать вăл? Амăшӗ патне час- часах килет-и?

       3) Мӗншӗн амăшӗ патне килме ерçеймеççӗ ачисем? Сăлтавне кӗнекери тӗслӗхпе çирӗплетӗр. (187стр.)

        4) 196 -197 стр. ыйтусемпе ӗçлесси.

        5) Володя темиçе çул килне таврăнман. Ак паян вăл тăван килте. Володя  юхăннă хуçалăха юсама васкать-и? Калаçма та амăшӗпе типпӗнрех калаçмасть-и Володя? Мӗн çинчен ыйтса пӗлмеллеччӗ унăн амăшӗнчен чи малтан? Эсир мӗнле шутлатăр? (Ачасем хăйсен шухăшӗсене калаççӗ)

        6) Володя та чунсар çын мар. Вăл амăше çинчен шутламасть мар. Акă, килӗнчен тухса каяс умӗн унăн чунӗ пăлханса каять. Мӗншӗн-ши? Мӗн пулса иртет-ха? (192-193 стр.)

        7) Володя амăшне йывăр пулнине те, унан сывлăхӗ хавшанине те пӗлмест, пӗлесшенех те мар пуль. Вăл хайӗн йăнăшне хăçан ăнланать?

        8) Çырăва вуласа тухсан тин çулталăк каялла çав тери илемлӗ курăннă амăш кил-çурчӗ те, хуралти- карти те юхăннине курать Володя. Анчах та кая юлнă иккен.

       9) Сашук - амăшӗн кӗçӗн ывăлӗ. Ăна çын тăваймарăм тесе кулянатчӗ амăшӗ. Тӗрӗсех куляннă –ши вăл Сашукшăн? Мӗнле шутлатăр? Камсем çын пулайман-ши: Сашукăн пиччӗшсем е Сашук?

       10) Эпир Сашукпа Володя çинчен нумай пӗлтӗмӗр, вӗсен кăмăлӗ мӗнлине те аванах чухлатпăр. Пире вӗсем çинчен автор ку капла та вăл çапла тесе çырса паман. Апла пулсан мӗн урлă хаклатпăр эпир çак сăнарсене?

        11) Тепӗр сăнар пур çак калавра. Мӗнле сăнар-ши вал? (Ула тăпа -Ултак)

        12) Ултăк - калавăн тӗп шухăшне уçса паракан сăнар. Мӗн тесе юрлать вăл? Мӗншӗн? Мӗн каласшăн пулнă автор çак сăмахсемпе?

 

         

     3. Кану саманчӗ.

 Ачасем ура çине тăраççӗ.

 Учитель: « Урамалла пăхса илер. Çут çанталăк илемӗпе киленер. Пӗр-пӗрин çине пăхса илер. Хамăр çӗр çинче пурăннишӗн савăнар. Кил çинчен шухăшласа илер. Атте-аннене аса илер. Эпир вӗсене, вӗсем пире кирли çинчен манар мар». Учитель çак сăмахсене каланă чухне ачасем пӗрре пӗр енне, унтан тепӗр енне, çӱлелле, аялалла пăхса илеççӗ.

       

     4. Кенекери 201-202-меш страницари статьяна вуласа тухасси, ыйтусем сине хуравласси.

      5. Тест ыйтăвӗсемпе ӗçлесси.

      6. Килти ӗç. Володьăпа Сашукăн танлаштаруллă характеристикине çырса килмелле.

Тест.

    1)Ю.Скворцов çуралнă район

  1. Елчӗк
  2. Муркаш
  3. Шăмăршă
  1. Хăшӗ ытлашши?
  1. Володя
  2. Çитăр
  3. Илле
  4. Хӗветер
  5. Саша
  1. Володя кам пулса ӗçлет?
  1. врач
  2. учитель
  3. бухгалтер
  1. Володьăсен килӗнче
  1. йăлтах улшăннă
  2. нимӗн те улшăнман
  3. улшăнăвӗ: репродуктор тата электричество лампочки
  1. Амăшне пулашаççӗ
  1. пӗтӗм ачи
  2. Саша çеç
  3. Володя çеç
  1. Миçе кăвакал чӗппи усрать амăшӗ?
  1. 9
  2. 8
  3. 7
  1. «Ултăк…» тесе мӗнле кайăк юрлать
  1. кăвакарчăн
  2. ула такка
  3. ула тăпа
  1. Амăшӗ патне ачисем яланах килсе çӱреççӗ
  1. çапла
  2. çук
  1. Амăшӗн шанчăке те
  1. Иллере çеç
  2. Володяра çеç
  3. Сашăра çеç
  1.  Çак калав пире вӗрентет
  1. Ваттисене хисеплеме
  2. Атте-аннене сума сума
  3. Атте-анне çинчен шухăшлама
  4. Пурте тӗрӗс

 


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Рассказ В.И.Белова "Скворцы"

Урок литературы в 5 классе...

Весенняя прогулка в гости к скворцам

Конспект непосредственно образовательной деятельности с дошкольниками старшей группы...

Интегрированное занятие по аппликации с элементами игры «Строим домики скворцам»

Интегрированное занятие воспитывает заботливое отношение к птицам, желание им  помочь, развивает сюжетно - игровой замысел.Поможет обучить способу обрывной аппликации., дополняя её рисован...

Ю. Скворцовăн «Ултăк» тата К. Паустовскин «Зарубки на сердце» калавĕсенчи ашшĕ-амăшĕ тата ачисем

На уроке сравнивается произведение чувашского писателя Ю. Скворцова "Ултак" с произведением русского писателя К. Паустовского "Зарубки на сердце". Применяются разные методы и приемы обучения. Например...

Василий Белов "Скворцы"

Презентация к уроку литературы содержит иллюстрация к основным эпизодам произведения....

Калаçасса калаçăп эпĕ, Нептун çинче те чăвашла

Тĕллевсем:1.Вĕренекенсем  И.Я.Яковлев пурнăç çулĕ çинчен пĕлнине тĕрĕслесси, çĕннине пĕлтересси.2. Вĕренекенсен пĕлÿ, хăнăху туянас, шухăшлас, ĕçлес пултарулăхне аталантарасси.3. Вĕренекенсен кал...

Тӑван кил- ылтӑн сӑпка. Антонина Васильева. «Çěн кайǎкпа кантраллǎ кукǎль» хайлаври ěçсен йěрки, сǎнарсем.

Антонина Васильева. «Çěн кайǎкпа кантраллǎ кукǎль» хайлаври ěçсен йěрки, сǎнарсем....