Ю. Скворцовăн «Ултăк» тата К. Паустовскин «Зарубки на сердце» калавĕсенчи ашшĕ-амăшĕ тата ачисем
план-конспект урока (7 класс) по теме

На уроке сравнивается произведение чувашского писателя Ю. Скворцова "Ултак" с произведением русского писателя К. Паустовского "Зарубки на сердце". Применяются разные методы и приемы обучения. Например, составление кластера, таблиц, двойного и тройного дневника ...

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon 2._podrobnyy_konspekt_uroka.doc207 КБ

Предварительный просмотр:

Урок теми: Ю. Скворцовăн «Ултăк» тата К. Паустовскин «Зарубки на сердце» калавĕсенчи ашшĕ-амăшĕ тата ачисем

Урок тĕсĕ: тишкерÿ урокĕ

Сапăрлăх тĕллевĕ: проза ăстин пултарулăхне хаклама вĕрентесси, калав чĕлхин илемлĕхне туйма вĕрентесси, пуплев культурине аталантарасси, пĕр-пĕр çын шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси.

Пĕлÿ тĕллевĕ:

  1. Ю. Скворцовăн «Ултăк» тата К. Паустовскин «Зарубки на сердце» хайлавĕсене танлаштарса тишкересси.
  2. Хайлавсенчи сюжет йĕрне сăнасси, сăнарсене хак парасси.
  3. Çыравçă çын чун-чĕрине уçмалли мелсене пăхасси.

Аталантару тĕллевĕ:

  1. Ачасен калаçу чĕлхине аталантарасси.
  2. Харпăр хăйĕн шухăшне уççăн калама хăнăхтарасси.
  3. Кăмăл-туйăм туртăмне аталантарасси.
  4. Танлаштару тума вĕрентесси.

Воспитани тĕллевĕ:

  1. Ырă кăмăллă пулма вĕрентесси.
  2. Атте-аннене хисеплеме, хаклама вĕрентесси.
  3. Ачисем ашшĕ-амăшĕ умĕнче яланах пысăк парăмра пулнине, кирек хăш самантра та пулăшма хатĕр пулнине туйса илме вĕрентесси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, проблемăлла ыйтусем, текста тишкерни, кластер туни, сăнарсене танлаштарни, вĕренекен пĕлтерни, «икĕ енлĕ дневник», «виçĕ енлĕ дневник», эпиграфпа усă курни, словарь ĕçĕ, пĕтĕмлетÿ.

Курăмлăх хатĕрĕсем: К. Паустовскин тата Ю. Скворцовăн портречĕсем, компьютер, проектор, аудиодиск.

Пуплеве аталнтарасси:

  1. Вуланине кĕскен каласа пани.
  2.  Хайлава хак пани.
  3. Сăнарсене хак панă чух цитатăсемпе усă курса çирĕплетни.
  4. Хайлавăн тĕп шухăшне палăртса пĕтĕмлетни.

Словарь ĕçĕ.

Урок эпиграфĕ: «Аçу-аннÿне хисеплесе пурăн,

хăвнах ырă пулĕ,

çĕр çинче ĕмĕрÿ вăрăм килĕ».

(Атте Турă Моисей пророкăн заповечĕ (халалĕ))

«Чти отца своего и матерь твою,

Да благо ти буде,

И долголетен будешь на земле».

(Библейская заповедь Божия)

Урок тытăмĕ:

1 утăм. Ачасене темăпа кăсăклантарса яни.

2 утăм. Хайлава ăнланни, ăса хывни.

3 утăм. Текстри ĕç-пуç пирки шухăшлани, пĕтĕмлетÿсем туни.

4 утăм. Ачасен пултарулăхне аталантарани.

5 утăм. Урока пĕтĕмлетни. Киле ĕç пани.

Урок юхăмĕ:

1 утăм                         Ачасене темăпа кăсăклантарса яни (7 мин.)

1-мĕш слайд                  

Учитель вулать:

Ах, намăс та çылăх мана!

Епле пусарас-ха чуна?

Атте-аннене чысласа

Куллен пулăшма пĕлеймерĕм…

Чунтан кураймастăп хама,

Ăçта-ши чикес пуçăма? (Геннадий Юмартăн сăвви)

- Ачасем, эсир Геннадий Юмарт çырнă «Çылăх мана» сăвă йĕркисене итлерĕр. Мĕнле шухăш палăрать çак йĕркесенче?

(Ачасем калаççĕ)

- Тĕрĕс каларăр. Çапла, вăрттăнлăх мар, кун-çул парнеленĕ чи çывăх çынсене – аттепе-аннене, вĕсем ырми-канми тăрăшнипе çитĕнсе çитсе çуралнă килтен тухса кайса килсе те курман, çыру та çырман тĕслĕхсем пирĕн пурнăçра сахал мар. Ватă çынна пур енчен те пулăшу кирлĕ, уйрăмах унăн сывлăхĕ хавшак пулсан. Канлĕ ватлăх вăл – ачисем ăна юратни, хисеплени, пулăшни, юнашар пулни. Паянхи урокра пирĕн калаçу çак çивĕч ыйту тавра пулĕ.

- Ачасем, паянхи числопа урок темине, эпиграфне çырса хурар-ха тетрадьсене.

2-мĕш слайд                                Урок темипе эпиграфĕ

- Калаçу пирĕн Ю. Скворцов çыравçăн «Ултăк» тата вырăссен паллă писателĕн К. Паустовскин «Зарубки на сердце» хайлавĕсем тăрăх пулать. Эпир çак икĕ хайлава танлаштарса тишкерĕпĕр. Сире килте асăннă калавсене тĕплĕн вулама хушса янă. Вуланă май сирĕн çакăн пек ыйтусене хуравласа кĕскен çырмалла тата калаври ĕçсене хак парса пĕтĕмлетÿ тумалла пулнă:

«Ултăк»

«Зарубки на сердце»

    1.Мĕнле ăнланатăр эсир ултăк юрланă юрра: у-ултăк! у-ултăк!

ул та турăм, хĕр те турăм,

ул уссине кураймарăм.

    2.Айăплă-и ачисем амăшĕ умĕнче? Çав айăпа эсир мĕнре куратăр?

    3.Володя амăшне ял-йыш хисепленĕ-и?

    4.Мĕншĕн Володя амăшĕ чунтан хурланса йĕрет? Вăл макăрни сирĕн мĕнле туйăмсем çуратрĕ?

   1.Как вы понимаете выражение «зарубки на сердце»?

    2.В чем состоит «непоправимая вина» Насти?

     3.Как относятся к Катерине Ивановне окружающие?

    4.Какие «зарубки на сердце» оставил у вас этот рассказ?

Пĕтĕмлетÿ:

чĕре суранĕ                                                      зарубки на сердце

- Паян эпир урокра хайлавсенчи сăнарсене, унти ĕçсене хак парăпăр.

2 утăм                                    Хайлава ăнланни, ăса хывни(10 мин.)

3-мĕш слайд (авторсен портречĕсем, кĕске биографийĕ).

Учитель:

- Ачасем, калăр-ха, мĕнле чĕре суранĕ çинчен каласшăн пулнă-ши çыравçăсем? Ю. Скворцовăн «Ултăк» хайлавăн кĕске сюжечĕпе пире ______ паллаштарать.

Вĕренекен калавĕ.

- Хайлаври тĕп сăнар Володя институт пĕтернĕренпе те тăван ялĕнче пулман. Унăн çемйи те пур. Володьăсăр пуçне амăшĕн хулара тата икĕ ывăл пур, пурте çемьеллĕ. Анчах вĕсем те амăшĕ патне кайса курманпа пĕрех. Сăлтавĕ: яла пырас тенĕ кун яланах çанталăк пăсăлнă (çумăр, çил, сивĕ) е килти «çанталăк» пăтранса кайнă, е арăмĕсем упăшкисене хăраххăн ярасшăн пулман, е отпускĕсем нихçан та тĕл килмен…

Пилĕк çул иртсен Володя амăшĕ патне яла килет. Пĕр кун пурăнать ялта вăл. Анчах çав куна та çанталăкпа киленсе вăхăтне ирттерет. Амăшĕпе шăллĕ пурăнакан çурт кивелсе япăхланнине курмарĕ Володьăн куçĕ. Тепĕр кун ывăлĕ хулана кайма тухсан амăшĕ кучченеçсем хатĕрлерĕ, ывăлне систермесĕр чунĕ кÿтсе килнĕрен хурланса макăрчĕ…

Володя кайрĕ. Анчах та тăван амăшне мĕнпе те пулин пулăшасса асне те илмерĕ. Тепĕр çултан амăшĕ вилчĕ. Тинех вăл çĕрĕшнĕ пĕренесене асăрхать. Мĕншĕн вăл амăшĕ пурăннă чухне унăн сывлăхĕпе интересленмен, укçа-тенкĕпе пулăшман? Хăй айăпне тин ăнланать Володя.

Учитель:

- Тавах. Малалла К. Паустовскин «Зарубки на сердце» хайлавăн кĕске сюжетне пире ______ каласа парать.

- В усадьбе известного в свое время гравера Пожалостина одиноко доживала свой век дряхлая, ласковая старушка, дочь Пожалостина – Екатерина Ивановна. Единственная ее дочь Настя жила в Ленинграде и совсем позабыла о матери – она только раз в два месяца присылала Катерине Ивановне деньги.

Три года страдает от одиночества Катерина Ивановна, три года проводит в муках. И эти же три года живет вдали от матери Настя. И живет, по ее словам, так, что «нет времени не то, чтобы приехать, а даже написать настоящее письмо». Катерина Ивановна уже плохо видела, и к ней прибегала раза два-три за день соседская девочка Нюрка. Катерина Ивановна жаловалась на старческую слабость. У нее не жизнь, а одно горе горькое. Настя вот уже четвертый год не приезжает – забыла, значит, мать, а дни Екатерины Ивановны считанные.

И вот, Катерина Ивановна слегла и уже не вставала. У нее ничего не болело, жалавалась только на усталость. Насте в Ленинград отправили телеграмму… она опоздала на три дня и приехала уже после похорон.

Учитель:

- Тавах.

4-мĕш слайд                              Словарь ĕçĕ

ула тăпа (ултăк) – вăрман кăвакарчăнĕ, вяхирь

шур пÿс кĕпе – шуратман пир кĕпе

ĕнĕçмест – ăнăçмасть, хунамасть

хĕрен – хăлат, коршун

масар – çăва

сала – ял

кункăра – çăнăх такани

зарубка – отметка рубящим орудием; переживания, воспоминания; чĕре суранĕ

лайковые перчатки – перчатки, сделанные из мягкой кожи

3 утăм             Текстри ĕç-пуç пирки шухăшлани, пĕтĕмлетÿсем туни (20 мин.)

Учитель:

- Çак икĕ хайлава тишкерме икĕ ушкăна пайланăпăр:

1-мĕш ушкăн – тăван чĕлхе ăстисем; 2-мĕш ушкăн – знатоки русской речи

Кашни ушкăна ĕçсем пулаççĕ. Халĕ çак ыйтусем çине хуравлама тăрăшăпăр.

5-мĕш слайд

1-мĕш ушкăна панă ыйтусем

Вопросы для 2-ой группы

     1. Володьăпа пиччĕшĕсен тăван амăшĕпе шăллĕ патне килменнин чăн сăлтавĕсем мĕнре-ши? Амăшĕ уншăн ывăлĕсене кÿренет-и?

    1.Как вы считаете, были ли у Насти серьезные причины, чтобы не приехать к матери? Почему и как пытается Катерина Ивановна оправдать дочь?

     2. Ывăлĕсемпе кинĕсем амăшне аса илеççĕ-ши? Вĕсем яла килме тапрансан мĕнле чăрмав сиксе тухать? Текстра çавна тупăр.

     2.Вспоминала ли она о Катерине Ивановне? Найдите в тексте слова и мысли, которые говорят о том, что Настя не желает ехать к матери.

     3. Пÿрте кĕнĕ Володьăна пÿрт ăш-чикки еплерех курăнчĕ?

   3. Какие детали интерьера свидетельствуют о том, что жизнь замерла в старом доме?

Ачасен хуравĕсем

1-мĕш ушкăн

2-мĕш ушкăн

        1. Ачисем амăшĕ патне килменнин сăлтавĕ вăл- амăшне хисеплеменни, ун çинчен манса кайни. Кама кирлĕ-ха ватă çын? Çамрăк чух ватăласси çинчен никам та шухăшламасть. Анчах амăшĕ амăшех пуль çав. Темле пулсан  та ачисене кÿренмест. Вăхăчĕсам çукрах пуль çав тесе хăйне лăплантарма тăрăшать. «Ывăлсене, кинсене  курас килекен пулчĕ» тесе кучченеçсем йăтса хăй хулана каять.

     1. Катерина Ивановна знала, что Насте теперь не до неё, старухи. У них, молодых, свои дела, интересы, своё счастье, лучше не мешать. Любовь Катерины Ивановны лишена эгоизма. Женщина готова простить и даже оправдать и отсутствие писем и нежелание приехать.

       2. Вĕсем тăван ялĕ çинчен те, унта амăшĕпе чи кĕçĕн шăллĕ пурри çинчен те манса кайнă теме çук: 2-3 çулта пĕрре çыру çыркаланă, киле пырса курас шут та тыткаланă. Анчах вĕсем яла пырас тенĕ кун яланах тĕнче шавкăнĕ пăсăлнă е килти «çанталăк» пăтранса кайнă, арăмĕсем упăшкисене хăраххăн ярасшăн пулман, отпускĕсем вара нихçан та тĕл килмен

  2. «Куда там сейчас ехать? Разве отсюда вырваться?» она подумала о переполненных поездах, пересадке на узкоколейку, тряской телеге, засохшем саде, неизбежных материнских слёзах, о тягучей, ничем не скрашенной скуке сельских дней.

   3. «Володя пÿрт ăш-чиккине пăхса çаврăнчĕ. Ним те çыпăçтарман, хĕрелсе якалса ларнă, тĕл-тĕл çурăлнă пĕренесем. Тикĕс мар урай, пĕр тĕлтен, ахăртнех, хĕлле тимĕр кăмака лартнă тĕлтен кăштах çунса лупашкаланнă. Кĕтесе лартнă виçĕ пичуркаллă вырăсла кăмака.

 3. «Горький запах» не отопленных печей, пыльный «Вестник Европы», пожелтевшие чашки на столе, давно не чищенный самовар.

Учитель:

- Мĕн калама пултаратăр эсир çакăн хыççăн? Çуратнă атте-аннерен çывăх та хаклă çын пур-ши çак çĕр çинче?

 Ачасен хуравĕ:

- Атте-анне чи çывăххи, чи хакли. Вĕсем пире çуратман пулсан эпир çак пурнăçа, тĕнче илемне курман пулăттăмăр. Пирĕн вĕсене пулăшмалла, хисеплемелле, пăхмалла, мĕншĕн тесен эпир яланах вĕсем умĕнче парăмлă.  Атте-аннене пăхасси- пирĕн тивĕç.

Учитель:

- Этем чунĕн илемлĕхне, тасалăхне тĕрĕслемелли мелсем тупатех. Чирлĕ, вăйран сулăннă амăшне манса кайни шăпах ачисем мĕнле шухăш-кăмăллă çынсем пулнине хаклама май пачĕ. Чи çывăх çынсене, тăвансене манас марччĕ! Тепĕр чух тем пекех вĕсене пирĕн пулăшу кирлĕ пулĕ!

6-мĕш слайд                              Кластер тăвасси.

                                          Анне пурнăçне курар-ха

 Учитель:

- Ачасем,  «Чи çывăх çыннăмăр – анне» ăнлавпа эсир мĕнле сăмахсем çыхăнтарнă пулăттăр?

Пĕрремĕш ушкăн

Учитель:

- Кластер тăрăх эпир ватлăхра пĕччен тăрса юлнă аннесен пурнăсĕ çăмăл марине автор еплерех кăтартса панине  куртăмăр.  Халĕ текстри паллăрах пулăмсем çинче чарăсанса тăрăпăр. Унти ĕçсене иккĕллĕ тата виççĕллĕ дневниксенче çырмалла пулнă сирĕн.

         

7-мĕш слайд                                   Шухăшлар-ха

1-мĕш ушкăн                                 Икĕ енлĕ  дневник

Хайлаври цитатăсем

          Эпĕ çапла ăнланатăп

    1. «Илле пулчĕ-и ку? Уй, Володя-çке. Килсе курас терĕн-и карчăка, ывăлăм?» (Володя амăшĕ)

   1.Енчен те ывăлĕсем яла час-часах килнĕ пулсан амăшĕ ун пек ыйтмасчĕ. Халĕ вăл Володя килнĕрен тĕлĕннĕ.

    2. «Ну, тепре çапла çаврăнса киличчен чипер тĕрĕс-тĕкел пурăнмалла пултăр!» (Володя амăшĕ)

  2. Амăшĕ кăна ывăлĕ тепре часах килсе курас çукне ăнланса çапла каларĕ.

    3. «Вăл кăвакал чĕпписене шыраса улăх тăрăх чупрĕ, хăй куççульпех макăрать» (кÿршĕ хĕр ачи  Полина)

3.Амăшĕн чунĕ татăлса йĕрет, вăл ачисемшĕн тем тума та хатĕр, юлашки çăкăр тĕпренчĕкне парĕччĕ. Анчах ачисене ватă амăшĕ кирлĕ мар, унăн пурнăçăпе интересленмеççĕ.

2-мĕш ушкăн                                  Двойной  дневник

Выражения и цитаты из текста

            Я это понимаю так

    1. «У Катерины Ивановны не жизнь»

   1. Она осталась одна, никому не нужная, дряхлая, слабенькая. Она еле передвигалась, очень любила свою дочь. А дочь даже и не приезжала.

    2. «Хочется мне напоследок посмотреть сад!» (Катерина Ивановна)

  2. Катерина Ивановна чувствовала, что ей осталось недолго, а в молодости она любила гулять по саду. Да и кое-какие деревья она посадила сама и теперь хочет всё это видеть в последний раз.

    3. Катерина Ивановна остановилась около обветренной липы, оперлась о неё рукой и заплакала. Плакала она как очень старые люди, не стыдясь своих слёз.

3.Ей было обидно, что перед смертью она дочь не увидит, не может с ней попрощаться и  видеть её в последний раз. Ей обидно, что это - конец.

8-мĕш слайд                                        Шухăшлар-ха  

      1-мĕш ушкăн                                Виçĕ енлĕ дневник

Хайлаври пулăм

Автор çырать

Эпĕ шухăшлатăп

  1.Ула тăпа юрлать.

У-ултăк!у-ултăк!                       Ул та турăм, хĕр те турăм,       Ул уссине кураймарăм.

Ырми-канми тăрăшса ачисене ура çине тăратнă амăшĕ ачисенчен пулăшу кĕтсе илеймерĕ.

2. Кĕçĕн ывăлĕ Саша амăшĕ патне çырать

«Юрĕ, анне, ан кулян… Пирĕн ĕнтĕ вĕсем çине шанмалли çук пĕр пус та... Ахаль каламаççĕ ваттисем авланиччен амăш ывăлĕ авлансан хунь ывăле тесе.

Саша пиччĕшĕсем пулăшманнине, амăшĕпе шăллĕ ялта пурăннине манса кайнине, вĕсем çине шанмалла маррине ăнланчĕ. Пиччĕшĕсем халĕ арăмĕсен ашшĕ-амăшне пулăшаççĕ, тăван амăшĕ асра та çук.

3.Пĕлтĕр çав тери илемлĕ курăннă ÿкерчĕк тухса тăчĕ  Володя умне.

«Кивелнĕ» пÿрт… пĕренисем çĕрĕшнĕ, пÿрт çине витнĕ хĕç тимĕр тутăхса, шăтса пĕтнĕ. Карти-хури тайăлнă»

Володя амăшне пулăшмаллине тин ăнланчĕ. Мĕншĕн пурăннă чухне пулăшмарĕ-ха! Акă халĕ кая юлчĕ.

2-мĕш ушкăн                                         Тройной  дневник

Событие в рассказе

Автор пишет

Я думаю

1.Катерина Ивановна умерла.

Она лежала тоненькая, как девушка, в старинном бальном платье. Из-под ног видны маленькие чёрные замшевые туфли. На руках натянута до локтя белые лайковые перчатки. Букет из шёлковых алых роз был приколот к корсажу.

Катерина Ивановна в таком наряде хотела уйти из жизни, в наряде, который она  носила в молодости. Ведь в молодости она была очень красивой. И это красивый наряд она хотела носить в загробной жизни.

2. Счастливая жизнь в молодости.

«Катерина Ивановна жила когда-то с отцом в Париже, знала Тургенева, была на похоронах Гюго»

Это была счастливая и насыщен-ная событиями жизнь. А теперь она живёт воспоминаниями. Они бы могли скрасить её одиночество.

Учитель:

- Мĕн чăрмантарчĕ-ха ачисене амăшĕ патне килме?

9-мĕш слайд                Амăш патне килме чаракан сăлтавсем

.  

пÿтсĕр çанталăк              не выбраться из города

арăмĕсем упăшкисене                         переполненные поезда

хăраххăн ярасшăн мар         пересадка на узкоколейку

килти «çанталăк»                                   тряская телега                                                                                                            

пăтранать                                 засохший сад

пÿтсĕр çанталăк                        материнские слезы

Учитель:

- Çапла, тупăнсах пыраççĕ тĕрлĕ чăрмавсем. Анчах вĕсем чăн чăрмавсемех-ши? Ашшĕ-амăшне хисеплекен ачишĕн килсе курас тесен нимĕнле чăрмав та тытса тăма пултараймасть. Чăрмав – амăшне хисеплеменни, ун çинчен манни, унăн сывлăхĕпе интересленменни. Икĕ калавĕнче те амăшĕпе ачисем хушшинчи хутшăнусем çинчен чылай шухăшлаттараççĕ авторсем.

Çывăх çыннисене пулăшманнине ăçта куратпăр

«Ултăк»

«Зарубки на сердце»

  1. Килсе курманни пилĕк çул
  2. Кăшт укçа яркаланă
  1. Килсе курманни тăват çул
  2. Кăшт укçа яркаланă

- Этемлĕхĕн нихçан сÿнми пахалăхĕсем пур. Çаксем - çынна хисеплени, пулăшни, тÿрĕ чунлă пурăнни, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешме пĕлни. Çапла пулсан кăна этем телейлĕ.

10-мĕш слайд                       Йăнăш тунине ăнланчĕç-ши ачисем?

«Ултăк»

«Зарубки на сердце»

Хулара пурăнакан ывăлĕ Володя пилĕк çул хушшинче пĕрре амăшĕ патне килсен çуралнă килĕ ытти çуртсемпе танлаштарсан япăхса юлнине курчĕ вăл, нимĕн те улшăнманни ăна пĕр енчен савăнтарчĕ те: Володя ачалăха аса илчĕ… Халĕ амăшĕ вилнĕ. Володя кил картине тухать те «пĕлтĕр ун чунне илемлĕн курăннă ÿкерчĕк» вырăнне «çара çил карти» асăрхать. Автор риторикăллă ыйту парать «Чухăнччĕ-и Володя уйăхсерен вунă тенкĕ те пулин амăшне укçа ярса памалăх? Чĕлхесĕрччĕ-и вăл амăшĕн сывлăхĕ çинчен ыйтса пĕлме?» Володя хăй айăпне тинех ăнланать, анчах та кая юлса.

Бросив все, она наконец-то поехала к матери. Проплакала всю ночь, пока за окнами не засинел мутный и тяжелый (как на душе у Насти) рассвет, уехала, «крадучись» (стыдно перед людьми). И не зря ей казалось, что никто, кроме матери «не мог снять с ней непоправимой вины, невыносимой тяжести». Она переживает душевный кризис. Ее горькие слезы – это слезы очищения. Но с просветленьем души пришло и твердое понимание: «Поздно! Маму я больше не увижу!»

4 утăм                         Ачасен пултарулăхне аталантарасси (3 мин.)                                

11-мĕш слайд                            Итлер-ха пĕр-пĕрин шухăшне

Ыйтусем:

  1. Ачисем ашшĕ-амăшĕ умĕнче яланах парăмра тенине эсир мĕнле ăнланатăр?
  2. «Кайăк хитре тĕкĕпе, этем ырă ăсĕпе» текен ваттисен сăмахне эсир мĕнле ăнланатăр?

Учитель:

- Сирĕн килте çак ыйтусем тавра шухăшласа пĕчек ăслав çырмалла пулнă. Итлесе пăхар.

Ачасен ĕçĕсем:

  1. Атте-анне умĕнче эпир яланах пысăк парăмра, мĕншĕн тесен вĕсем пире пурнăç парнеленĕ. Эпир чирлесен çĕрĕ-çĕрĕпех çывăрмасăр пăхнă, пире тумлантарнă, ырă çынсем пулччăр тесе ырми-канми тăрăшнă. Нивушлĕ вĕсем ватăлсан пирĕн вĕсене пăхмаламар? Ун пеккисем те пур палах. Атте-аннене хисеплеменни – çĕр çинчи чи пысăк çылăх тесе шутлатăп эпĕ.
  2. «Кайăк хитре тĕкĕпе, этем ырă ăсĕпе» тесе ваттисем мĕнле тĕрĕс каланă. Çыннăн яланах ăспа çÿремелле. Пур ĕçе те тăвиччен пуçпа шутламалла. Япăххипе ырри хушшинчи уйрăмлăхне пĕлмелле. Атте-аннене пăхманни, пулăшманни, вĕсене манса кайни – этемĕн ăсĕ çуккине пĕлтерет пуль тетĕп эпĕ. Этем ăсĕ – унăн чун-чĕри кăмăлĕ, çынна хисеплени.

Учитель:

- Хайлавсене тишкерсе тĕп сăнарсене хакланă хыççăн мĕнле пĕтĕмлетÿ тума пулать?

Ачасен хуравĕсем:

  1. Атте-аннене манмала мар, вĕсем патне килсех тăмалла.
  2. Атте-анне çулне эпир те çитессине асра тытасчĕ.

5 утăм                           Урока пĕтĕмлетни, киле ĕç пани (5 мин.)

12-мĕш слайд                            Пĕтĕмлетсе каласан

Çапла. Çыннăн хайне çуратса ÿстернĕ амăшĕ пур. Пур чухне те ачи-пăчи вĕсем çинчен асра тытсах каймасть çав. Час-час çыру та çырмасть, пырса та çÿремест, уяв ячĕпе саламлама та манать. Пирĕн çак калавсенчи ывăлсемпе хĕрсем пек чунсăр пулас марччĕ. Хамăр атте-аннене куç пек упрасчĕ, нихăçан та кулянтарас марччĕ. Урока А. Фадеевăн «Çамрăк гвардии» романĕнчи Олег Кошевой каланă сăмахсемпе вĕçлес килет; «…Ты глядела на меня своими запавшими очами, будто из тьмы, сама вся тихая и светлая, будто в ризах. Я целую чистые, святые руки твои!

Оглянись же и ты, юноша, мой друг, оглянись как я, и скажи, кого ты обижал в жизни больше, чем мать, - не от меня ли, не от тебя, не от него, не от наших ли неудач, ошибок и не от нашего ли горя седеют наши матери. А ведь придет час, когда мы мучительным упреком сердцу обернется все это у материнской могилы. Мама, мама!... Прости меня, потому что ты одна, только ты одна на свете можешь прощать, положи на голову руки, как в детстве, и прости…»

Оценкăсем

Киле ĕç пани. Сочинени «Атте-анне пурри - телей».


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Сюжет романа. Онегин и Татьяна: герой и героиня. Письмо Татьяны Онегину. Письмо Онегина Татьяне

Урок является интегрированным: применены межпредметные связи с музыкой. Активно используются ИКТ....

Открытый урок по чувашскому языку на тему: «Эпир - И.Я.Яковлев ачисем» - «Мы – ученики И.Я.Яковлева»

Данный урок в учебном процессе относится к разделу «Славные люди Чувашской земли» на уроках чувашского языка и культуры родного края....

Сценарий семейной гостиной «Легко на сердце от песни веселой». Автор Болеева Татьяна Владимировна.

Автор Болеева Татьяна Владимировна.Сценарий семейной гостиной «Легко на сердце от песни веселой» предназначен для педагогов дополнительного образования...

Конспект урока "Зарубки на сердце" по рассказу К.Г. Паустовского "Телеграмма"

Конспект урока "Зарубки на сердце" по рассказу К.Г.Паустовского "Телеграмма"...

«Вăйă выляр-и савăнса?» (Г.Н.Волков хайлавӗсем тăрăх 7-мӗш класс ачисем валли хатӗрленӗ вăйă)

Сценарий игры по произведениям чувашского этнопедагога Г.Н.Волкова...