Л.Сачковăн "Чĕкеçĕм,чĕкеç..." хайлавĕнчи Ырăпа Усал.
творческая работа учащихся (8 класс) по теме

8 класра чăваш литературипе проект мелĕпе ирттермели урок конспекчĕ

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл klementeva_lyudmila_nikolaevna.docx29.61 КБ

Предварительный просмотр:

Клементьева Людмила Николаевна¸

Пучинкери вăтам шкул вĕрентекенĕ

Л.Сачковăн «Чĕкеçĕм¸ чĕкеç…» хайлавĕнчи Ырăпа Усал.

(8 класра чăваш литературипе ирттермелли урок конспекчĕ)

        Сапăрлăх тĕллевĕ:  вĕренекенсене  Ырăпа Усала уйăрса илме вĕрентесси; ачасенче ыркăмăллăх¸ сăпайлăх¸ çынлăх¸ чыс туйăмĕсене вăратасси¸ вĕсем çыннăн пурнăçĕнчи чи кирлĕ¸ пĕлтерĕшлĕ енĕсем пулнине çирĕплетесси;  пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме¸ усала хирĕç кĕрешме¸ туслăхпа  юратăва упрама вĕрентесси.

        Пĕлÿ тĕллевĕ: «Чĕкеçĕм¸ чĕкеç…» хайлава пĕтĕмĕшле тишкересси; автор хайлавра хускатнă пурнăçăн        кăткăс ыйтăвĕсене ырăпа усал проблемине мала кăларса çынсен хутшăнăвĕсенче тĕрĕсленине  пăхса тухасси.

        Аталантару тĕллевĕ:  ачасен шухăшлавне аталантарасси¸ тĕпчев ĕçне явăçтарасси¸ проект тума вĕрентесси.

        Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ; ыйту-хурав;  проект - хÿтĕлев; кластер тăвасси;  пĕтĕмлетÿллĕ калаçу.

        Пуплеве аталантарасси:  текстпа  ĕçлеме хăнăхасси¸  ыйтусене терĕс ăнланса хуравласси¸ шухăша çирĕплетесси.

        Курăмлăх хатĕрĕсем: слайдсем¸ копьютер¸ проектор¸ проект ĕçĕсем.

        Урок тĕсĕ: пĕтĕмĕшле тишкерÿ урокĕ¸ проект хÿтĕлемелли урок.

        Урок эпиграфĕ:  Ырăпа ырра тухăн¸ усалпа усала тухăн.

Урок юхăмĕ.

        Класа йĕркелени.

        I. -Ачасем¸ эпĕ сире пĕр хайла (притча) каласа паратăп. «Ĕлĕк-авал пĕр ватă хăйĕн мăнукне вĕрентсе çапла каланă:

- Кашни çын ăшĕнче кĕрешÿ пырать¸ çак кĕрешÿ икĕ кашкăр тытăçнине аса илтерет. Пĕр кашкăрĕ хура – усал вăя - хаярлăха¸ кĕвĕçĕве, мăнкăмăллăха¸ çынна ним вырăнне хуманнине¸ суяна пĕлтерет:  Тепĕр кашкăрĕ шурă – ырра -  туслăха¸ юратăва¸ шанчăка¸ тĕрĕслĕхе¸ ыркăмăллăха пĕлтерет

        Аслашшĕн сăмахĕсемпе чунтан хумханнă мăнукĕ шухăша каять¸ унтать ыйтать: «Хăш кашкăрĕ çĕнтерет вара?»

        - Ачасем¸ эсир мĕнле шутлатăр¸ аслашшĕн  хуравĕ мĕнле пулнă-ши? (ачасен хуравĕсем)

        «Мĕн хуравланă-ха аслашшĕ? Вăл кулса илет те калать: «Хăш кашкăрне  тăрантаратăн¸ çав яланах çĕнтерет».

        - Çут тĕнче пуçланнăранпах Çĕр çинче икĕ вăй хуçаланать: Çутăпа Тĕттĕм¸ Ырăпа Усал. Вĕсем хушшинче ĕмĕрхи хирĕçÿ пырать. Хăшĕ çĕнтересси пирĕнтен¸ çынсенчен килет¸ эпир тăвакан ырă е усал ĕçсенчен килет.

        Паян урокра эпир  Л.Сачковăн «Чĕкеçĕм¸ чĕкеç…» хайлавĕнчи Ырăпа Усала пăхса тухăпăр.

                                                                                                                                                         Хайлав нумай-нумай ыйту хускатать:  пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илесси¸ юратупа туслăхра телей тупасси¸ çынлăх¸ ерет-нĕсеплех¸ пурнăçпа вилĕм… Автор çак ыйтусене  ырăпа усал проблемине мала кăларса уçса пама тăрăшать.

        Урок тĕллевĕ: автор хайлавра хускатнă пурнăçăн         кăткăс ыйтăвĕсене Ырăпа Усал проблемине мала кăларса çынсен хутшăнăвĕсенче тĕрĕсленине  пăхса тухасси.

        Мĕн вăл Ыр㸠мĕн вăл Усал?

çынлăх

туслăх

юрату

телей

чыс

Ырă

тивĕç

шанчăк

тĕрĕслĕх

кĕвĕçÿ

хаярлăх

вăрçă

эрех-сăра

вилĕм

Усал

вĕчĕхÿ

харкашу

курайманлăх

ЫРĂ вăл çĕр çинчи пурнăçа упрама¸ сыхлама¸  малалла аталантарма пулăшать¸ УСАЛ вара çакна пĕтĕмпех хирĕç тараканĕ.

Ыррăн чи вăйлă палли туслăхпа юрату¸ Усалăн - вăрçăпа вилĕм.

Малалла хайлаври Ырăпа Усал çинчен калаçăпăр. Ушкăнсем хăйсен ĕçĕсене хÿтĕлĕççĕ.

        II. Проект ĕçĕсен хÿтĕлевĕ.

  1. Тема: «Чĕкеçĕм¸ чĕкеç…» хайлаври çамрăксен туслăхĕпе юратăвĕ¸ чысĕпе телейĕ.

        Тĕллевĕ: çут çанталăк парнеленĕ чи сăвапл㸠чи илемлĕ¸ чи хăватлă туйăмсене – туслăхпа юрату туйăмĕсене – кашни çыннăн упрама пĕлмелле.

Эпиграфĕ:  Юратусăр пурнăç çук. (Ваттисен сăмахĕ)

        

Ĕç планĕ:

  1. Мĕн вăл туслăх¸ мĕн вăл юрату?
  2. Вăйпа юратма е юраттарма пулать-и?
  3. Шкул пахчинче Рая хăйĕнчен пилĕк çул аслă каччăпа çĕрĕпе çÿрени çăмăлттайлăх е пысăк юрату?
  4. Алюш Райăна чăнах та юратать-и?
  5. Юратура мĕн хакл㸠мĕн чи кирли?

Пĕтĕмлетÿ: Çамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килет. Çамрăклăх чечек çурнă вăхăт. Илемлĕ чечек пурне те илĕртет. Татса илсен вара – шанса¸ типсе каять. Хăш-пĕр чечек часах тăкăнса пĕтет. Тепри вара юр çăвичченех таврана илем кÿрсе ларать. Çамрăксен  çак илемлĕ вăхăт телейлĕ пуласси хăйсенчен килет¸ пурнăç çулĕпе тĕрĕс утнинчен килет. Малашнехи пурнăç еплерех пуласси çамрăк чухнехи ĕç-хĕлрен¸ кăмăл-сипетрен нумай килет. Кайран чавса çывăх та – çыртма çук.

«Юратупа тĕнче тăрать»¸ - тенĕ ваттисем. Çынсем пĕр-пĕрне юратмасан¸ çирĕп çемье тĕвĕлемесен – пурнăç малалла каймасть. Хăшĕ-пĕрисем юратăва черченкĕ япалана упранă пек сыхлаççĕ¸ теприсем вара ним шелсĕр таптаççĕ. Упрамасан¸ хакламасан вăл ванать¸ арканать¸ вилет.

  1.  Тема: «Чĕкеçĕм¸ чĕкеç…» хайлаври хĕрарăм шăпи.

Тĕллевĕ: çын шăпи хăйĕн аллинче тенипе килĕшме пулать-и? Çыннăн хăйĕн пурнăçĕшĕн хăйĕн тăрашмалла¸ хăйне упрама пĕлмелле.

Эпиграфĕ: Кĕрешÿсĕр пурнăç çÿк. (Ваттисен сăмахĕ)

Ĕç планĕ:

  1. Мĕн вăл шăпа?
  2. Рая сăнарĕ¸ унăн телейсĕр шапи.
  3. Рая хăйĕн çине алă хуни унăн вăйне е вăйсăрлăхне кăтартать?
  4. Рая вилĕмĕшĕн кам айăплă? Ăçтан çитĕнеççĕ Алюш пек хытă чунлă çынсем?
  5. Çын шăпи хăйĕн аллинче тенипе килĕшме пулать-и?

Пĕтĕмлетÿ: Хĕрарăм шăпи вăл нихçан та çăмăл пулман. Унăн пурнăçĕ телейлĕ е телейсĕр пуласси вăл мĕнле çемьере ÿснинчен те¸ еплерех мăшăр лекнинчен те килет.  Çапах çынран хăйĕнчен те нумай килет: кашнин чун-чĕре хушнă пек¸ чун-чĕре ыйтнă пек¸  пурнăç чиккинчен тухса каймасăр таса чунпа¸ ырă-кăмăл туйăмпа пурăнмалла.

  1.  Тема: Чуна кĕвĕçме парас марччĕ.

Тĕллевĕ: пурнăçра ырă чунлă пулма вĕренесчĕ¸ кĕвĕçÿ нихçан та ырри патне çитермест.

Эпиграфĕ: Кĕвĕçекене кĕве çиет. (Каларăш)

Ĕçĕн планĕ:

          1.Мĕн вăл кĕвĕçÿ?

          2. Кĕвĕçÿ –и кунта, е ухмахлах? Юратнипе хĕнеççĕ-и?

          3. Урăхла вĕçленме пултарĕччĕ-и Алюшпа Рая  юратăвĕ?

          4. Телейлĕ пулас тесен Рăйăн мĕн тумаллаччĕ?

Пĕтĕмлетÿ: Кĕвĕçÿ ырри патне çитермест¸ çыннăн хăйне алăра тытма пултармалла.

4.Тема: Хайлаври символла сăнарсем.

Тĕллевĕ: хайлаври символсене тупса вĕсен пĕлтерĕшĕсене уçса парасси; символсем хайлаври ĕçсемпе тÿр килнине палăртасси.

Эпиграфĕ: Тĕнчене сăмахпа саккун та мар¸ паллăсемпе символсем тытса тăраççĕ.

Конфуций (Китай ăсчахĕ)

Ĕçĕн планĕ:

        1. Мĕн вăл символ?

        2. Хайлаври символсем:

                - чĕкеç символĕ;

                - лĕпĕш символĕ;

                - тылă символĕ.

Пĕтĕмлетÿ: Хайлавра автор тĕп сăнарăн синкерлĕ пурнăçне сăнласа пама символла санарсемпе усă курать.

III.  Проект пĕтĕмлетĕвĕ:

В: «Ырăпа ырра тухăн¸ усалпа усала тухăн» - теççĕ ваттисем. Рая шăпипе тÿр килеççĕ çак сăмахсем. Усал та йĕркесĕр упăшка çумĕнче вăл ырă ятлă пулаймарĕ. Рая  йывăрлаха чатаймасăр усал ĕç турĕ¸ ятне те ячĕ¸ чысне те вараларĕ. Пурнăçшăн¸ малашлăхшăн кĕрешме  унăн тÿсĕмĕ те¸ вăй-халĕ те¸ çирĕп кăмăлĕ те  çитмерĕ.  

Çыннăн яланах çирĕп кăмăллă пулмалла¸ пурнăçра пĕрмаях ырришĕн¸ усаллине çĕнтерессишĕн кĕрешме тивет. Пурнăç çавăн пек ыйтать. Ырришĕн кĕрешме пăрахсан¸ çĕр çинче усалли çеç хуçаланма пуçлать. Ун пек пулма парас марччĕ. Ыр㸠телейлĕ пурнăçшăн яланах кĕрешмелле¸  хастарлă пулмалла¸ çыннăн хăйне упрама пĕлмелле. Яланах асра тытмалла - чи хитри – пурнăç. Йывар пулсан та унран пахи çук.

        Урока Валери Туркай сăввинчи йĕркесемпе вĕçлес килет:

Ырри?.. Ырри хушать пулмашкăн тимлĕ.

«Ан вараланччăр¸ тет¸ чун-чĕрĕрсем»

Тата Ырри калать: «Турра ĕненĕр!

Вара сăваплă пулĕç ĕçĕрсем.

Вăхăт юлсан ачасем икĕ енлĕ дневник тăваççĕ:

В.Туркай шухăшĕ

Ман шухăш

Ырри?.. Ырри хушать пулмашкăн тимлĕ.

«Ан вараланччăр¸ тет¸ чун-чĕрĕрсем»

Тата Ырри калать: «Турра ĕненĕр!

Вара сăваплă пулĕç ĕçĕрсем.

IV. Ачасен пĕлĕвне хакласси.

Проектсене  хакламалли виçе (экспертсене урок пуçламăшĕнчех палăртса хăваратпăр)

1.

Содержани

24

16

8

Ĕçĕн тĕллевне палăртни

3

2

1

Тĕп ыйтăва палăртни

3

2

1

  Проблемăн актуаллăхĕпе пĕлтерĕшĕ

3

2

1

Ĕçре тĕрлĕ литература усă курни

3

2

1

Информацисем тĕрĕс пулни

3

2

1

Ĕçе уçăмлă та ăнланмалла каласа пани

3

2

1

Пĕтĕмлетÿ пуррипе çукки

3

2

1

Проекта хÿтĕлекен кашни  ача активлăхĕ

3

2

1

2.

Текст йĕркелĕхĕ

2

1

0

Йăнăшсем пуррипе çукки

2

1

0

3

Дизайн

6

3

0

Эстетика енчен пĕлсе йĕркеленĕ

2

1

0

Презентации темăпа килĕшсе тăрать

2

1

0

Анимации вырăнлă

2

1

0

«5» - 27-32 балл, «4» 22-27 балл


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Усал - утпа, ырри çуран çÿрет (6-мěш класра литературăпа ирттермелли урок)

Урок тěсě: пěтěмлетÿ урокěУрок форми: литература эстафети.Сапăрлăх тěллевě:  1. Ушкăнпа ěçлеме тат пěр-пěрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси. 2. Тимлě пулма, туслăха хаклама,чыса упр...

Трубчевский путешественник А.Усов

Материал о забытых земляках....

Квест-игра для малышей "Сами с усами"

Квест-игра разработана для детей до 3 лет. Направлена на развитие навыков практической жизни...

Квест-игра для малышей "Сами с усами"

Квест-игра разработана для детей до 3 лет. Направлена на развитие навыков практической жизни....