Жизнь и творчество И. Я. Яковлева
презентация к уроку

Васильева Лариса Юрьевна

 

В статье рассмотрены информационные технологии в образовании.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon inf.t.doc42.5 КБ

Предварительный просмотр:

+ĕнĕ информаци технологийĕсем

Чаваш чĕлхи вĕрентекенĕсен уроксенче педагокǎн йǎлана кĕнĕ вĕрентĕвĕн методикине хальхи информаци технологийĕсемпе тачǎ çыхǎнтарса усǎ курма пĕлес пулать. Всем урокǎн пахалǎхне ÿстереççĕ, унǎн содержанине пуянлатаççĕ, вĕренÿ материалне анлǎрах тишкерме пулǎшаççĕ.

    Паянхи кун эпĕ пултарнǎ таран çĕнĕ информаци технологийĕсне хамǎн кулленхи ĕçе кĕртме тǎрǎшатǎп.  Интернетри хама кирлĕ сайтсемпе усǎ курса тĕрлĕ слайдсем хатĕрлетĕп.

Пуçламǎш классенче ытларах ЦОР материалĕсене тематика принципĕсене шута илсе йĕркелет\ĕп. Уроксенче ачасем тема çине тайǎнса çĕнĕ сǎмахсемпе паллашаççĕ, вĕсене ушкǎнлама вĕренеççĕ. Урок теми тǎрǎх калаçу ирттернĕ май экран çине ÿкерчĕксем тата сасǎ схемисем тухаççĕ. Çакǎ пĕр-пĕр япалана тĕрлĕ енчен сǎнлама, сǎмахǎн сасǎ тишкерĕвне тума май парать. Уроксенче слайдсепе усǎ курса тĕрлĕ ĕçсемпе вǎйǎсем ирттерме пулать. Сǎмахран:

1.          «Мĕн ытлашши?».Вĕренекенсен ытлашши ÿкерчĕке тупмалла, мĕншĕнне   ǎнлантарса памалла.

2.          «Пĕр сǎмахпа». Сǎмахсене пĕлтерĕшне кура ушкǎнлама, ушкǎн ятне тĕрĕс калама  вĕренмелле.

3.    «Ку хǎçан пулать?» Ку слайд ушкǎнпа ĕçлеме аван. Ачасене, çулталǎк вǎхǎтне кура 4 ушкǎна пайламалла. Экран çине çут çанталǎкǎн тĕрлĕ вǎхǎчĕпе çыхǎннǎ ÿкерчĕксем тухаççĕ. Кашни ушкǎн хǎй вǎхǎчĕпе çыхǎннǎ япалана е пулǎма алǎ çупса палǎртать.

4.    «Мĕн тĕслĕ» Ку слайдпа ĕçлени ачасене тĕссене хǎвǎрт ас туса юлма пулǎшать.

5.   «Юмах ярǎп - юптарǎп».Вĕренекенсем слайдсем тǎрǎх юмах каласа пама, ǎна тишкерме пултараççĕ.

6.    Видео файлсемпе усǎ курса кану саманчĕсем ирттерни. Ачасем экран çине пǎхса пырса тĕрлĕ хусканусем тǎваççĕ.

Пуçламǎш классенчи кĕнекесемпе ĕçленĕ чух кашни пай хыççǎн пĕтĕмлетÿ урокĕнче  тĕрлĕ слайсдсемпе усǎ курма пулать.

5-7 классече ЦОР материалĕсемпе усǎ курса ирттернĕ уроксем тǎван чĕлхе программинче палǎртнǎ ытти урооксемпе тата ытти предметсене вĕрентессипе тачǎ çыхǎнса тǎмалла.Вулав, ÿкерÿ тата музыка урокĕсем хушшинчи çыхǎну ачасене илемлĕ хайлавсене ǎнланас, вĕсене хаклас пултарулǎхне лайǎхлатать, вĕсене пур енлĕн аталанма май парать. 5-7- мĕш классенче эпĕ хам практикǎра слайдсемпе усǎ курса çакǎн пек ĕçсем туса ирттеретĕп:

1. «Вулав умĕнхи калаçу». Сǎмахран «Кĕркунне» темǎна вĕреннĕ тапхǎрта ачасем кĕрхи вǎрмана сǎнлакан слайд çине пǎхса хǎйсем мĕн курнине, сǎнанине каласа параççĕ. Çапла вара чǎваш чĕлхи урокĕсем ытти предметсемпе çыхǎнаççĕ. Ку уроксем ачасен илем туйǎмне, ǎс- тǎнне, çыхǎнуллǎ пуплевне аталантарма пулǎшаççĕ.

2. «Кĕнекери интереслĕ самантсемпе ĕçлени».Вĕренекенсем ушкǎнсем çине пайланса тĕрлĕ ĕçсем пурнǎçлаççĕ. Слайд çинчи  ÿкерчĕксем тǎрǎх хайлавǎн ятне, авторне пĕлмелле. Произведенире сǎмах мĕн çинчен пынине, мĕне вĕрентсе каланине аса илсе пĕтмлетÿсем тумалла, тĕрлĕ ыйтусем çине хурав тупма пĕлмелле.Паллах, ку ĕç çǎмǎл мар, анчах та ачана твочествǎлла ĕçлеме хистет, унǎн пуплевне аталантарать

3. Тест мелĕпе темǎна мĕнле анланнине тĕрĕслени. Экран çине ыйту тухать тата хурав варианчĕсем. Ачасен тĕрĕс хурав суйласа илмелле.

4. Сǎмахлǎ  ÿкерчĕксем туни. Слайдри ÿкечĕксем е хатĕр сǎн ÿкерчĕксем тǎрǎх çыхǎнуллǎ калав йĕркелемелле.

5. Тĕрлĕ вǎйǎсем ирттерни.Ку темǎпа слайдсем тǎвасси вĕрентекен тавçǎрулǎхĕнчен тата ачасен ÿсĕм тапхǎрĕнчен килет.

6 Ребуссем. Ребус çинче тĕрлĕ япала ÿкерчĕкĕсем.Кашни япалана пĕлтерекен сǎмахǎн пĕрремĕш сас паллине илеççĕ. Çак саспаллисене йĕркипе лартса сǎмах тǎваççĕ.

8, 9- мĕш классем валли  слайдсем тунǎ чух литература чĕлхи виçине пǎхǎнса, илемлĕх мелĕсемпе тивĕçлĕ усǎ курса пĕтĕмлетÿсем тума, вуланǎ текстǎн тĕп шухǎшне хǎйсем тĕллĕн палǎртма хǎнǎхтарасси - йывǎр ĕç. Ачасемпе кашни хайлава тишкернĕ хыççǎн вĕсен ǎс – тǎн шайне, ырǎпа усала уйǎрас пултарулǎхне, илем туйǎмне, пуплевне, ĕçченлĕх сулǎмне, аталанǎвне палǎртса хǎвармалла.Çÿлте асǎннǎ классенче слайдсемпе усǎ курса çакǎн пек ĕçсем туса ирттеретĕп:

1. «Кĕнекери интереслĕ самантсемпе ĕçлени».Вӗренекенсем ушкǎнсем çине пайланса тĕрлĕ ĕçсем пурнǎçлаççĕ. Слайд çинчи  ÿкерчӗксем тǎрӑх хайлавǎн ятне, авторне пĕлмелле. Произведенире сǎмах мĕн çинчен пынине, мĕне вĕрентсе каланине аса илсе пĕтмлетÿсем тумалла, тĕрлĕ ыйтусем çине хурав тупма пĕлмелле.Паллах, ку ĕç çǎмǎл мар, анчах та ачана твочествǎлла ĕçлеме хистет, унǎн пуплевне аталантарать.

2. «Сǎнавсемпе тата паллǎсемпе ĕçлени». Пĕри сǎнавсемпе паллǎсене вулама пуçлать, теприсем вĕсене вĕçлеççĕ, виççĕмĕшĕсем пĕлтерĕшне уçса параççĕ.

3.  Ваттисен сǎмахĕсемпе ĕçлени.Тĕрлĕ ĕç туса ирттерме пулать. Сǎмахран:

  - ваттисен сǎмахĕсене темǎсем тǎрǎх пǎхса тухмалла;

  - вĕсене тишкермелле;

  -пĕрисем ваттисен сǎмахĕсен пуçламǎшне калаççĕ , теприсем вĕçлеççĕ, виççĕмĕшĕсем пĕлтерĕшне уçса параççĕ.

4. Тест мелĕпе темǎна мĕнле ǎнланнине тĕрĕслени.

5.Видеофайлсемпе усǎ курса диспутсем, тĕрлĕ лекцисем, вǎйǎсем ирттерме пулать.

6.Кроссвордсемпе ребуссем.

ЦОР материаӗсемпе усǎ курни чǎннипех те вĕрентĕве интереслĕ, тулли, тухǎçлǎ тǎваççĕ, ачасен çыхǎнуллǎ пуплевне аталантарма, тавра курǎмне ÿстерме, вуланǎ хайлавǎн шухǎш - туйǎм пуянлǎхне ǎнланса илсе пĕтĕмлетÿсем тума май параççĕ.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Из опыта работы. Урок. Тема: Жизнь и творчество А. Н. Островского. Традиции русской драматургии в творчестве писателя.

Урок литературы в 10 классе. Жизнь и творчество Островского. Традиции русской драматургии....

Урок литературы по творчеству С.Есенина "Светлое и трагическое в жизни и творчестве Сергея Есенина"

Методическая разработка урока-обзора по творчеству Сергея Есенина.Цели урока:Обучающая: проанализировать стихотворения Есенина, отражающие взгляд на окружающий мир, его понимание прекрасного и возвыше...

Жизнь и творчество И. Я. Яковлева на уроках русского языка и во внеклассной работе

Выступление на межрегиональной научно-практической конференции, посвященной 165-летию И. Я. Яковлева...

Конспект урока литературы в 11 классе. Тема "Жизнь и творчество С. А. Есенина. Тема родины в творчестве Есенина".

Урок посвящен творчеству Есенина, предназначен для учащихся 11 класса. Оборудование: презентация "Есенин", аудиозаписи....

Конкурс знатоков творчества П.П. Бажова Викторина "Жизнь и творчество уральского писателя».

Конкурс знатоков творчества  П.П. БажоваВикторина "Жизнь и творчество уральского писателя»....