Урок "Уçă сасăпа пĕтекен япала ячĕсен вĕçленĕвĕ" 4 класс 5.12.2019
план-конспект урока (4 класс)

Львова Елена Николаевна

План урока на чувашском языке на тему "Уçă сасăпа пĕтекен япала ячĕсен вĕçленĕвĕ", проведенного 5.12.2019. Так как тема рассчитана на два урока, данный урок является первой частью темы.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon uca_sasapa_peteken_yapala_yachesen_vecleneve.doc41.5 КБ

Предварительный просмотр:


Уҫӑ сасӑпа пӗтекен япала ячӗсен вӗҫленӗвӗ

Урок тӗллевӗсем:

1) япала ячĕ çинчен вĕреннине, падежсем çинчен вĕреннине, хупӑ сасӑпа пӗтекен япала ячӗсен вӗҫленӗвӗ çинчен вĕреннине аса илни; уҫӑ сасӑпа пӗтекен япала ячӗсен вӗҫленӗвӗпе паллаштарасси;

2) япала ячĕсемпе пуплевре тӗрӗс уса курма хǎнǎхтарасси; ачасен пуплев культурине тата логикǎлла шухǎшлавне аталантарасси;

3) пӗр-пӗрин шухǎшне, калаçǎвне итлеме хǎнǎхтарасси; ачасен тавçǎрулǎхӗпе ǎнкарулǎхне аталантарасси.

Урок юхӑмӗ. Урока йӗркелени. 
- Ырă кун пултăр, хаклă ачасем. Эпĕ сире курма питĕ хавас. Паян пирěн уҫă урок, çавна май пирěн патра хăнасем те пур. Хăнасене сывлăх сунатпӑр. 

- Сывлăх сунатпăр, хисеплĕ хăнасем! 

- Халĕ доска çинчи сарă хĕвел çине пăхăр-ха. Сире паян урокра çак сар хĕвел пек савăк кăмăл сунатăп. Халь пĕр-пĕрин çине пăхса илер, ăшă кулӑ  парнелĕр.

- Ларăр. 

Вӗреннине аса илни (Доска ҫинче е слайд ҫинче)
Кашни хуравшăн сире жетонсем паратăп. Вĕсене нумайрах пухма тăрăшăр. Урок вĕçĕнче вĕсем сире хаклама пулăшĕç.


-Ачасем экран çинчи ÿкерчĕк çине пăхса илер-ха. Мĕн куратпăр эпир унта? («Ҫарăк» юмах) (1 СЛАЙД)

«Ҫарăк» юмахри сӑнарсене аса илер: асатте, асанне, мӑнук, йытӑ, кушак, шӑши (2 СЛАЙД)

Ҫак юмахри сăнарсем пурте япалана пĕлтерекен сăмахсем, кам? мĕн? ыйтусем çине хуравлаççĕ.
- Иртнӗ уроксенче вӗреннине аса илер.

1) Малтан ҫак ыйтусем çине хуравлар:

- Мěн вăл япала ячĕ?

- Япала ячĕн ыйтăвĕсем? (3 СЛАЙД)

- Чăваш чĕлхинче миçе падеж? (4 СЛАЙД)

Хуравсене слайд ҫинче тӗрӗслетпӗр.

2) Халӗ хупӑ сасӑпа пӗтекен япала ячӗсен вӗҫленӗвӗ çинчен вĕреннине аса илер.

Мӑнук, кушак сӑмахсене кирлӗ падежра лартмалла (КАРТОЧКАСЕНЕ ВАЛЕÇНИ)

Хуравсене слайд ҫинче тӗрӗслетпӗр. (5 СЛАЙД)

Урок темипе, тӗллевӗсемпе паллаштарни. 

- Асатте, асанне, йытӑ, шӑши сӑмахсем мӗнле сасӑпа пӗтеҫҫӗ? (уҫӑ сасӑпа пӗтеҫҫӗ) (6 СЛАЙД)

- Апла пулсан эпир паян мӗнле сасӑпа пӗтекен сӑмахсене падежсем тӑрӑх вӗҫлеме вӗренӗпӗр?

Уҫӑ сасӑпа пӗтекен япала ячӗсен вӗҫленӗвӗпе паллашӑпӑр (УРОК ТЕМИ 7 СЛАЙД)  

Ку тема паян пирӗн ҫарӑк пулать, юмахри сӑнарсем пире ӑна кӑларма пулӑшаҫҫӗ.

Çӗнӗ материалпа ӗҫлени. 
- Паянхи число ҫыратпӑр. Таса ҫыратпӑр. 


АСАТТЕ (8 СЛАЙД)

Кӗнекери 173-мӗш хӑнӑхтарӑва пурнӑҫлӑр.
Правило вулатпӑр (пӗр ачана вулатармалла).

АСАННЕ (9 СЛАЙД)

Ĕҫ тетрачӗнчи хӑнӑхтарӑва пурнӑҫлӑр.

Хуравсене слайд ҫинче тӗрӗслетпӗр. (10 СЛАЙД)

Кану вӑхӑчӗ  (11 СЛАЙД)
Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ – Физкультура тумалла! 
5, 6, 7, 8  – Пирӗн вӑйлӑ пулмалла! 
1, 2, 3, 4 – Физзарядка юрататпӑр, 
5, 6, 7, 8 – Пурте харӑссӑн утатпӑр! 


МĂНУК (12 СЛАЙД)

Кӗнекери 174-мӗш хӑнӑхтарӑва пурнӑҫлӑр.

Правило вулатпӑр (пӗр ачана вулатармалла).


Урока пӗтӗмлетни. 
- Ҫарӑк юмахри асатте, асанне тата мӑнук пулӑшнипе, туслӑн тӑрӑшса ӗҫленипе ҫарӑка ҫурри таран туртса кӑлартӑмӑр. Тепӗр урокра вара пире йыта, кушак тата шăши пулăшĕҫ.

 Юлташпа вăйсăрри те вăйлă (Ваттисен сăмахĕ) (13 СЛАЙД)
- Паянхи урокра мӗн ҫинчен пӗлтӗмӗр? 

Рефлекси (14 СЛАЙД)

1. Хам ĕçпе эпĕ: кăмăллă е кăмăлсăр

2. Маншăн урок: кĕске е вăрăм

3. Урокра эпĕ: ывăнтăм е ывăнмарăм

4. Маншăн урок:  интереслĕ е кичем

5. Маншăн паянхи урок теми: йывăр е çăмăл


Ачасене хакласси (Жетонсене тӗрӗслени, шутлани)

Пурте тӑрӑшса ӗçлерӗр! Маттурсем!

Килти ӗҫ. (Ĕҫ тетрачӗнчи хӑнӑхтару) (15 СЛАЙД)


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Тема:«[Йа] өнө ниндәй хәреф менән тамғалана».Открытый урок по башкирскому языку, 2 класс, КМО учителей начальных классов, 20.03.2019 год

Тема: [Йа] өнө ниндәй хәреф менән тамғалана. Нығытыу дәресе.  Маҡсат: 1) Я хәрефенең ҡалын ижекле һүҙҙәрҙә яҙылыуын миҫалдарҙа күрһәтеү был хәреф ингән һүҙҙәрҙе күреп  яҙырға өйрәтеү;2)...

Открытый урок русского языка в 3 классе 23.01.2019 год

Тип урока: открытие нового знания.Тема: Род имен существительных.Цель: формирование представлений о роде имени существительного как его грамматическом признаке....

Презентация "Уçă сасăпа пĕтекен япала ячĕсен вĕçленĕвĕ" 4 класс 5.12.2019

Презентация к открытому уроку на чувашском языке, проведенному 5.12.2019 на тему "Уçă сасăпа пĕтекен япала ячĕсен вĕçленĕвĕ". Так как тема рассчитана на два урока, презентация содержит матер...

Урок русского языка во 2 классе_21.10.2019

Технологическая карта урока русского языка во 2 классе "Различение Д-Т"...

Урок русского языка во 2 классе_21.10.2019

Технологическая карта урока русского языка во 2 классе "Различение Д-Т"...

Урок по математике на тему: «Таблица умножения 6» проведенного во 2 «А» классе СОШ № 588 в 2019 г. Учителем (Бернадской Ольгой Владимировной) ТЕХНОЛОГИЧЕСКАЯ КАРТА

Урок по математикена тему: «Таблица умножения 6»проведенного во 2 «А» классе СОШ № 588в 2019 г.Учителем (Бернадской Ольгой Владимировной)ТЕХНОЛОГИЧЕСКАЯ КАРТА ОБЩАЯ Ч...