Проект урока по чувашскому языку
план-конспект урока (4 класс)

Васильева Венера Альбертовна

Проектирование по чувашскому языку для 4 класса по теме "Туслăхра - вăй". Тип урока - закрепление пройденного.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл Технологическая карта урока345.64 КБ

Предварительный просмотр:

Урокăн технологи картти (Васильева В.А.), Комсомольски районĕ

Предмет, класс

Чăваш чĕлхи, 4 класс (чăваш чĕлхиллĕ шкул)

Урок теми

Туслăхра – вăй.

Урок тĕллевĕсем

Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем (Личностные результаты)

Права:

 а) Ĕç пурнăç никĕсĕ пулнине ăнланни; вĕренÿпе интересленме хавхалантарни;

ă) вĕренÿре харпăр хăй тивĕçне туйма, хăйĕн пултарулăхне шанма хăнăхни;

б) ачасен çыхǎнуллǎ пуплевне аталантарни;

в) туслăха упрама, тус-юлташа хисеплеме вĕренни;

 Тĕллевпе тупсăм: ача хăй вăй-пултарулăхне шаннă май ĕç суйласа илме ăнтăлни;

Моральпе этика: кăмăл-сипет енчен хăйне тус-юлташĕ умĕнче тирпейлĕ тытма пĕлни.

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем (Метапредметные результаты)

Йĕркелÿ:

 а) кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче шыраса тупма пултарни; харпăр хăй тĕллĕн ĕçлес туртăма аталантарни; илтнине ас туса юлма пултарни;  

ă) вулавпа çыру усă курни; сăмах йышне пуянлатни; ваттисен сăмахĕсене текстра тупма пултарни, рифма тăрăх кирлĕ сăмах тупма вĕренни, текста вуласа ăнланма хавхалантарни;

б) карточкăсемпе ĕçленĕ чух тишкерни, ăнлав патне çитерни, çирĕплетсе калани.

 Хутшăну: тĕрлĕ мелпе – мăшăррăн е ушкăнпа ĕçлени, пĕччен е иккĕн кĕнекепе, Интернетпа усă курса  информаци тупма хăнăхни;

 Информаци: туслăх темăпа çыхăннă материала вуласа тишкерме, кирлине суйласа илме, пĕтĕмлетÿ тума пултарни; тишкерÿре схемăсемпе усă курма пĕлни; туслăх сăмах ытти чĕлхесенче мĕнле вуланнипе паллаштарни, вĕсене астуса юлни.

Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем (предметные результаты)

Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнăху ĕçĕ-хĕлĕ:  

- текста илемлĕ вулама, унǎн илемне туйса ǎнланма, тишкерме вĕренни, тытǎмне кǎтартни;

- туслăх çинчен хăй шухăшне çыхăнуллă калани;

-урок вĕçĕнче ĕç юхăмĕн результачĕсене тĕрĕслени, хак пани;

- пĕлÿ шырас ĕçе план тăрăх туса пыма хăнăхтарни.

Вĕрентÿ хевти-талпăнăвĕ: пуслăх сăмахăн пĕлтерĕшĕпе паллашни.

Урок тĕсĕ

Содержани тăрăх – пĕтĕмлетӳ урокĕ

Тĕллевĕ тăрăх – вĕреннине аса илсе çирĕплетмелли урок

Форми тăрăх – вăйă урок

Урокра кирлĕ ĕç хатĕрĕсем

компьютер, презентаци, мультимеди проекторĕ, экран

Урокра кирлĕ кăтарту хатĕрĕсем

Слайдсем: «Метаграмма», «Словарь ĕçĕ», «Ыйтусене хуравласси», «Антонимсем», «Туслăх» кластерпа синквейн, «Юлташсем» синквейн, валеçсе памалли материалсем (карточкăсем, текстсем), рефлекси ĕçĕ валли карточкăсем, видеоролик, музыка.

Урок юхăмĕ

Урок тапхăрĕсем

Вĕрентекенсен ĕçĕ

Вĕренекенсен

(ĕçĕ-хĕлĕ)

Ĕçлевлĕхĕн тĕп

енĕсем (виды деятельности)

Мелпе меслетсем (приемы и стратегии)

1

2

3

4

5

1. Кăсăклантарни (мотиваци)

(4-5 минут)

Сывлăх сунатăп сире!

Сывлăх сунатăп сире!

Класа йĕркелени

1.Сывлăх сунни

2.Дежурнăй сăмах илни  

Ачасем ушкăнпа калани

Метаграммăна вуласа тухса мĕнле сăмахсем пытаннине тупăр.  (1 слайд)

Пуçлансассăн П-пала

Шутсăр кирлĕ япала.                                                          

Лав çинчи утта ялан

Унпала туртса çыхан.

Пуçлансассăн Т-пала

Пирĕн кăмăл тулмалла,

Тĕрлĕ халăх асĕнче

Çак сăмах çеç пулмалла.  (ПУСЛĂХ – ТУСЛĂХ)

Пуслăх сăмаха ăнлантарни.

Пуслăх - гнёт, притужина (для пригнетания сена, соломы, снопов на возах).

Ачасем вулаççĕ. Метаграммăра пытаннă сăмахсене тупаççĕ.

(ПУСЛĂХ – ТУСЛĂХ)

Пуплев зарядки

Ачасем ушкăнпа калани

Сасса тĕрĕс калама вĕрентни

Ачасем пĕчченшерĕн калани

Тупсăмне тупнă хыççăн урок темипе тĕллевĕпе пллаштарни.  (2 слайд)

Ыйту: Сирĕн пурин те юлташсем, туссем пур. Ҫак ӑнлавсем пĕр-пĕринпе питĕ ҫывӑх пулсан та пĕр-пĕринчен уйрӑлса тӑраҫҫĕ. Мĕнле?

Ыйту: Сирĕн шутӑрпа, чӑн-чӑн туслӑх мĕн вӑл?

Хуравсем: Юлташ - шухӑш пĕрлĕхĕпе тепĕр ҫынна ҫывӑх ҫын.

Тус - ҫывӑх хутшӑнура тӑракан питĕ шанчӑклӑ ҫын.

Санӑн тус пулни тата ху камшӑн та пулин тус пулни – питĕ пысӑк телей.

Урок тĕллевне лартни

Ыйту-хурав

Ăнланса илни
(15-20 минут)

1) Çĕнĕ темăна ăнлантарни

Урок эпиграфне доска çинчен вулама хушни.  (3 слайд)

«Туслăх ылтăнран та, кĕмĕлрен те хаклă». (Ваттисен сăмахĕ)

Урок эпиграфĕпе паллашни

Вĕрентекен сăмахĕ

Текста вулама хушни.

– Асатте, ылтăнран хакли мĕн пур?  

– Туслăх! – ответленĕ аслашшĕ.

– Тимĕртен çирĕппи мĕн пур тата çĕр çинче?

– Туслăх, – тенĕ вăл.

– Асаттеçĕм, çил-тăвăлран вăйли мĕн пур-ши тĕнчере?

– Туслăх, мăнукăм, çил-тăвăлран та вăйлăрах, – тенĕ каллех аслашшĕ.

Çапла хакланă чăвашсем туслăха авалтанпах. Пирĕн асаттесем çамрăксене кил-йышпа, кӳршĕ-аршăпа, ял-йышпа туслă пурăнма вĕрентнĕ. Чăвашсем ытти халăхсемпе яланах мирлĕ те туслă пурăннă, хăйсен ирĕкĕпе вăрçă-харкашу пуçарман.

Чăвашсем хушшинче ĕлĕкренпех тутар, мари, вырăс йышлă пурăннă. Чăвашсем хăйсем те ытти халăхсем хушшине саланнă. Пур çĕрте те  

чăвашсене кӳршĕсемпе килĕштер-нĕшĕн, уçă кăмăлĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн хисеплеççĕ. Хăйне кӳрентермен çынна чăваш яланах тарават, çур чуне çурса пама хатĕр. 

Ачасем хăйсен умĕнчи  текста хăйсене тĕллĕн  вулаççĕ.

Ачасем ушкăнпа вулани

Текста черетпе вулани

Илемлĕ вулав

Текста тĕрĕс, пĕр тикĕс, сăмахсене  тĕрĕс пусăмласа вулани

Грамматика материалĕпе ĕçлени

2-мĕш çирĕплетÿ

(10 минут)

Словарьти сăмахсене
слайд çине çырса пани
.  (3 слайд)

Словарь ĕçĕ: а) ăнлантармалли пай: туслăх вăйĕ – сила дружбы, тимĕртен çирĕппи – крепче железа, çил-тăвăлран вăйли – сильнее урагана, çапла хакланă – так ценили, авалтанпах – издревле, с древних времен, ватă асаттесем – прадеды, Хăйне кÿрентермен çынна чăваш яланах тарават – с человеком, не обижавшим его, чуваши всегда доброжелательны и приветливы. Çур чунне çурса пама хатĕр – готовы поделиться половиной своей души.       ă) çырма вĕрентмеллли пай:  кил-йыш -  семья, кÿршĕ-аршă – соседи, ял-йыш – односельчане.

тарават căмаха ăнлантарни

Слайд çинче сăмахсене вулаççĕ.

Сăмах йышне пуянлатни

тарават căмаха пĕлтерĕшсем çине пайлани (1. Гостеприимный, хлебосольный, щедрый; 2. Добродушный, приветливый, радушный; 3. Рад)

Вулав-куçару

Ăнлантару

Текст тăрăх ыйтусем (4 слайд)

а) Чăвашсем авалтанпах туслăха мĕнле хакланă?

ă) Ытти халăхсемпе чăвашсем мĕнле пурăннă?

б)  Халĕ чăвашсем ăçта-ăçта пурăнаççĕ?

в) Чăвашсем хушшинче мĕнле халăхсем пурăнаççĕ?

г)  Чăвашсене ытти халăхсем мĕншĕн хисеплеççĕ?

Карточкăпа ĕçлени

Ыйту-хурав

Сылтăм енне сăмахсен антонимĕсене çырса тухăр. Пĕрремĕш саспаллисене çÿлтен аялалла вуласан ваттисен сăмахĕ вуланĕ. (5 слайд)

юрăхлă            

япăх                              

çутă                              

хĕрарăм                        

хура                              

ыран                              

ăслă                              

пур                                

анлă                              

кăнтăр                          

сивĕ                                

çуллĕ

ĕçчен                              

уяр                                  

Ачасем карточкăри сăмахсен антонимĕсене тупаççĕ. Çÿлтен аялалла çырăннă сас паллисенч ваттисен сăмахĕ вуланĕ.

юрăхлă        -        юрăхсăр            

япăх                -       лайăх      

çутă                -        тĕттĕм              

хĕрарăм        -        арçын                

хура               -        шурă               

ыран              -       паян                

ăслă               -        ухмах                

пур                 -       çук                

анлă               -       ансăр                

кăнтăр          -        çурçĕр                

сивĕ                -       ăшă                

çуллĕ            -         лутра

ĕçчен            -         наян                  

уяр                -        ăмăр

Юлташ пуçа çăлнă.  

Карточкăпа ĕçлени

Кăтарту

Антонимсене тĕрĕс тупни

Кану саманчĕ йĕркелени. (6 слайд)

- Юнашар тăракана йăл кулатпăр.

- Лайăх кăмăллă çыннăн пичĕ мĕнле?  Туса кăтартăр.

- Чунра йывăр, начар  кăмăллă çыннăн питне туса кăтартăр.

- Ачасем, алăсем туслашма пултараççĕ-ши?

- Юлташăн аллине тытăр. Вăл мĕнле туйăм çуратать? Мĕн каланă пулăттăр?

- Юлташăн кăмалĕ  мĕн сарлакăш, мĕн çÿллĕш?

- Юлташпа мĕнле утăмсемпе утатăр?

Ачасем кану саманчĕ валли çырнă йĕркесене вулаççĕ, унта мĕн тума хушнине туса пыраççĕ.

Шам-шакка хускатни

Сывлăха упрани

Хăнăхтарусемпе ĕçлени.

Ваттисен сăмахĕсене тĕрĕс йĕркелени. Кирлĕ аффикссем лартса çырса илни. (7 слайд)

1.Çĕр тенкĕ пул…  çĕр тус пултăр.

2.Юлташ…юлташ пул -

Юлташ… ÿксе ан юл.  3.Пурнăçăн илемĕ –

4. Çирĕп туслăх…

Ачасем кирлĕ аффикссем лартса тетрадь çине çырса хуравлаççĕ.

 Çĕр тенкĕ пуличчен çĕр тус пултăр.

2.Юлташпа юлташ пул –

Юлташран ÿксе ан юл.

3.Пурнăçăн илемĕ –

.Çирĕп туслăхра.

Карточкăпа ĕçлени

Ваттисен сăмахне тупса вулани

«Туслăх» сăмах ытти чĕлхесенче мĕнле илтĕннине палăртни. Сасăпа вулани. (8 слайд)

Чăвашла - туслăх

Вырăсла - дружба

Тутарла - дуслык

Акăлчанла - friendship

«Туслăх» сăмах ытти чĕлхесенче мĕнле илтĕннине вулаççĕ. Тетрадьсем çине çырса хураççĕ.

Карточкăпа ĕçлени

Кăтарту

Рифма тăрăх сăмах тупни, вырăсла панă сăмахсене чăвашла куçарни.

Ачасене ушкăнпа ĕçлеттерни.  (9 слайд) 

а) Яланах пĕрле çулла

    Эп çÿреп унпа …  (на рыбалку).

ă) Эп пĕлетĕп хам та лайăх,

    Ман юлташ вăл шутсăр … (хороший).    

б) Ун чăнах та ырă кăмăл,   Çавăнпа мана та … (легко).

в) Ав унта ÿсет сар тырă,

    Ман юлташ епле çав …(хорошо).

г) Е çуратпăр иккĕн вутă,

    Пуçтаратпăр типĕ … (сено).

Ачасем рифма тĕрĕс сăмахĕсене тупаççĕ, ушкăнпа ĕçлеççĕ.

а) Яланах пĕрле çулла

    Эп çÿреп унпа пулла.

ă) Эп пĕлетĕп хам та лайăх,

    Ман юлташ вăл шутсăр лайăх.

б) Ун чăнах та ырă кăмăл,

    Çавăнпа мана та çăмăл.

в) Ав унта ÿсет сар тырă,

    Ман юлташ епле çав ырă.

г) Е çуратпăр иккĕн вутă,

    Пуçтаратпăр типĕ вутă.  

Саспа, черетпе вулани

сăмахсене ушкăнпа çырса хуни

Илемлĕ, палăртуллă вулав

Рефлекси

(10 минут)

Ваттисен сăмахĕсене тĕрĕс вĕçлени.  (10 слайд)

Тус пулсан ...

Çĕр сум пуличчен …

Тусу çук пулсан тупма тăрăш, тупсан …

Укçапа пуйиччен …

Çĕнĕ тус тупсан та, …

Туслăха сутăн…

Туслăхра – …

Ачасем ваттисен сăмахĕсене вĕçлеççĕ, карточкăсем çине çыраççĕ.

Тус пулсан мул та пур.

Çĕр сум пуличчен çĕр тус пултăр.

Тусу çук пулсан тупма тăрăш, тупсан – упрама тăрăш.

Укçапа пуйиччен туспа пуй.

Çĕнĕ тус тупсан та, киввине ан ман.

Туслăха сутăн илеймĕн.

Туслăхра – вăй.

Хăнăхтарăва ушкăнпа çырса пурнăçлани

Ыйту-хурав

Тест ирттерни. (11 слайд)

1. Тĕрĕс мар сăмах майлашăвне кăтартăр.

а) шанчăклă тус

ă) юлташсăр çын

б) хитре ача

в) çывăх тăван

г) туслă тус

2. Тĕрĕс йĕркеленĕ предложенисене палăртăр.

1) Манăн çывăх юлташ шкулта вĕренет.

2) Юлташ çывăх вĕренет манăн шкулта.

3) Вĕренет çывăх манăн шкулта юлташ.

4) Шкулта манăн çывăх юлташ вĕренет.

3. Тĕрĕс куçарăр.

1) тус                   а) родственник

2) тăван                ă) красивый

3) шанчăклă         б) друг

4) çывăх               в) синеглазый

5) туслă                 г) верный

6) хитре                д) дружный        

7) кăвак куçлă  е) близкий

Ачасем сăмах вĕççĕн тест туса ирттереççĕ. Ĕçсене тĕрлĕ ачасене панă.

1. Тĕрĕс мар сăмах майлашăвне кăтартăр.

а) шанчăклă тус

ă) юлташсăр çын

б) хитре ача

в) çывăх тăван

г) туслă тус

2. Тĕрĕс йĕркеленĕ предложенисене палăртăр.

1) Манăн çывăх юлташ шкулта вĕренет.

2) Юлташ çывăх вĕренет манăн шкулта.

3) Вĕренет çывăх манăн шкулта юлташ.

4) Шкулта манăн çывăх юлташ вĕренет.

3. Тĕрĕс куçарăр.

1) тус                   а) друг

2) тăван                ă) родственник

3) шанчăклă         б) верный

4) çывăх               в) близкий

5) туслă                 г) дружный

6) хитре                д) красивый        

7) кăвак куçлă      е) синеглазый

 Çыру ĕçĕ

Пуплеве аталантарни

Юлташсем, туслăх сăмахпа синквейн, кластер туни. (12,13 слайд)

Сăмах вĕççĕн хурав тупни

çыру ĕçĕ, кластер, синквейн тултарни

Ыйту-хурав

«Барбарики» группăн «Друзья» (Дружба) юрри тăрăх хатĕрленĕ видеоролика пăхни. (14 слайд)

Ачасем «Барбарики» группăн «Друзья» (Дружба) юрри тăрăх хатĕрленĕ видеоролика пăхаççĕ. (060cd98b94b2-115931443.vk.flv)

Юрра итлени, видеоролика пăхни.

Ыйту-хурав

Диалогпа монолог усă курни

Киле ĕç пани: (15 слайд)

1. «Туслăх вăйĕ» пурнăçра пулса иртнĕ ĕç çинчен кĕске хайлав çырăр.

2. Виçĕ енлĕ дневникпа паллашăр (доска çинче).

2-3 ача пурнăçри самантсем çинчен аса илсе каласа параççĕ.

1. «Туслăх вăйĕ» сочинени çырăр.

2. Виçĕ енлĕ дневника ăсра каласа тултарни.

Паянхи урокра

мĕн çĕнни илтĕм?

Маншăн чи кирли вăл …

Эпĕ çакна ăнланса илтĕм…

Пĕтĕмлетÿ.

Вĕреннине пĕтĕмĕшле тĕрĕслени.

Киле ĕç пани

Куçпа курни, хăлхапа итлени, ăша хывни

- Ачасем, паян пирĕн кам нумай тĕрĕс хуравларĕ?

- Кама «пиллĕк» паллă лартатпăр?

- Кама «тăваттă» паллă лартатпăр?

- Кама «виççĕ» паллă лартатпăр?

Урокра илнĕ паллăсене ачасем дневник çине лартаççĕ.

Ачасен хуравĕсене хаклани

Тетрадь çине çырни

Урока пĕтĕмлетни: ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени.

Калаçу ирттерни.

Ачасем урока ваттисен сăмахĕпе пĕтĕмлетеççĕ . (Тĕнчере чи хакли -  

туслăх).

Ачасем хăйсене хак пани.

Вĕренекенсем урока хаклани

Мана урок

килĕшрĕ

тĕлĕнтерчĕ

нумай çĕннине пĕлтĕм

кичем пулчĕ

кантăм

ăнлантăм

Ачасен ĕçне  хаклани

Дневника çырни

Урок вĕçленчĕ.  Чипер кайăр. Тухма пултаратăр.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект урока по чувашскому языку

Этот конспект подготовлен для нестандартных уроков чувашского языка....

Урок по чувашскому языку во 2 классе по теме "Çĕнĕ çул" (Новый год).

Данный урок разработан согласно тематическому планированию уроков чувашского языка во 2 классе....

Урок по чувашскому языку на тему "Ялан янравлă хупă сасăсем"

Открытый урок на тему  "Ялан янравлă хупă сасăсем" в 5классе...

Открытый урок по чувашскому языку в 4 классе

Открытый урок по чувашскому языку в 4 классе по теме : "Мулка" (заяц). Во время презентации включается мелодия "В мире животных".Музыка хорошо успокаивает детей....

Технологическая карта урока по чувашскому языку

Технологическая карта урока с применением новых образовательных технологий для 2 класса по теме "В зооларке", презентация, дидактические материалы....

План - конспект урока по чувашскому языку в 3 классе

План - конспект урока по чувашскому языку в 3 классе...