Урок по чувашскому языку во 2 классе по теме "Çĕнĕ çул" (Новый год).
план-конспект урока (2 класс) на тему
Данный урок разработан согласно тематическому планированию уроков чувашского языка во 2 классе.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
urok_cene_cul._2_klass.doc | 77.5 КБ |
Предварительный просмотр:
Григорьева Инна Валериановна,
Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 8-мĕш вăтам
шкулти вĕрентекен
«Çĕнĕ çул»
Уçă урокăн план-конспекчĕ. 2 класс.
Воспитани тĕллевĕсем: Ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: Малтан вĕрннĕ пуплев тĕслĕхĕсене, Хĕл мучи, Юр пике, çăлтăр сăмахсен пĕлтерĕшĕсене, ударени правилине пуплевре тата çырура тĕрĕс усă курма вĕрентесси.
Аталану тĕллевĕсем: Хĕл мучи, Юр пике, çăлтăр, хутаç сăмахсемпе пуплевре усă курма, текста ăсра тата сасăпа вуласа ăна туллин ăнланма, вулав правилисене, интонацие тĕрĕс татса пыма, панă ыйтăва хуравлама, текстран кирлĕ информацие суйласа илме, вĕреннĕ сăмахсене, сăмах майлашăвĕсене тĕрĕс çырма пултармалла.
Лексика материалĕ (çĕнĕ сăмахсем): хутаç – мешок, çăлтăрсем – звезды, капăрлат – наряжать, украшать; ёлка тавра – вокруг ёлки.
Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем; вĕренÿ кĕнеки, ачасен 2-мĕш номерлĕ «Çыру тетерачĕ», ёлка, парнесем(закладкăсем, тĕрлĕ канихвет), «Çĕнĕ çул» юрă.
Усă курнă литература:
- Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи: учебник чувашского языка для 2 класса русской школы. – 2-е изд. – Чебоксары: Чувш. кн. Изд-во, 2011
- Çыру тетрачĕ. 2 – мĕш номер.
- Абрамова Г.В. Методические указания к учебнику чувашскогоязыка для 2 класса русской школы: книга для учителя/ Г.В. Абрамова. – Чебоксары: Издательство Чувашского республиканского института образования, 2008.
- Игнатьева В.И. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн пуçламăш (I-IV) классен программи. Вырăс шкулĕн пуçламăш класĕсенче чăваш чĕлхи вĕрнтмелли минимум. Вĕренекенсен пĕлĕвĕпе хăнăхăвĕсене тĕрĕслемелли тата хакламалли виçесем/ В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова, З.С. Антонова. – Шупашкар, 2008.
Слайдсен аннотацйĕ:
1-мĕш слайд: Тема. Урока ирттернĕ кунхи числона çырнă информации.
2- мĕш слайд: Çанталăк çинчен калаçса пуплев хăнăхтарăвĕ ирттернĕ чух фон вырăнне усă курмалли ÿкерчĕк.
3- мĕш слайд: Килти ĕçе тĕрĕслетпĕр. Отметь галочкой слова, которые могут обозначать названия игрушек.(Ачасем килте паллă тунă сăмахсене вуласа пыраççĕ, слайдпа килĕшÿллĕ тĕрĕслеççĕ).
4- мĕш слайд: Урок темине ачасем ÿкерчĕкпе калаççĕ.
5- мĕш слайд: Словарь ĕçĕ иртермелли сăмахсем.(Сăмахсенче ударении лартса вуламалли сыпăксене паллă тунă, ачасен тĕрĕс вуламалла).
6- мĕш слайд: «Капăр ёлка» текстпа ĕçлеме килĕшÿллĕ ÿкерчĕк.
7- мĕш слайд: «Калавран çĕнĕ сăмахсемпе предложенисем тупса вулăр» ĕç. (Ачасем предложенисене вуласа пынă май слайдра текстри предложенисем тухса пыраççĕ).
8- мĕш слайд: «Ыйтусене хуравлăр» ĕç.
9-мĕш слайд: «Çĕнĕ çул» юрă тата юрă сăмахĕсем,
10-мĕш слайд: Çыру тетрадĕнчи 1-мĕш ĕç.
11-мĕш слайд: Çыру тетрадĕнчи 2-3-мĕш ĕçсем.
12,13- мĕш слайдсем: Пĕлме интереслĕ.
14- мĕш слайд Урокра мĕн туни çинчен пĕтĕмлетни. «Скажите, какие слова можно соединить со словом ёлка» ĕç. (Слайдри самахсене ачасем вулаççĕ, кирлисене тепĕр хут калаççĕ, ударени тĕрĕс лартнине тĕрĕслеççĕ.)
15- мĕш слайд: Киле ĕç пани.
Урок юхăмĕ.
I.Класа урока йĕркелени.(1-мĕш слайд).
- Сывлăх сунатăп ачасем!
- Сывлăх сунатпăр вĕрентекен!
- Фонетика хăнăхтарăвĕ.
Урокра лайăх ĕçлемешкĕн чĕлхе-çăвара çемçетни:
Вĕçсе килчĕç кайăксем, (вĕçнĕ пек алăсемпе сулаççĕ)
Пĕчĕк, пĕчĕк кайăксем. (кукленсе караççĕ)
Хавслăн сикеççĕ, (сикеççĕ)
Пĕрчĕсем сăхаççĕ. (на левую ладонь «клюют» правой рукой).
- Учитель: - шăппăн ларăр.
Ачасем «Шăппăн ларăр» сăвва каласа вырăна лараççĕ.
Шăппăн ларăр, шăппăн ларăр.
Урок пырать ку класра.
Эп вулатăп, эп çыратăп,
Калаçатăп чăвашла.
- дежурнăйпа калаçни.
- Класра паян кам дежурнăй? Паян мĕн кун? Паян миçемĕш число?
( - Класра эпе пан дежурнай. Паян кĕçнери кун. …уйăхĕн …мĕшĕ.
II. Пуплев хăнăхтарăвĕ.(çанталăк çинчен калаçни) (2-мĕш слайд.)
Çанталăк çинчен ачасем вĕçе-вĕççĕн(по цепочке) ыйту парса хуравлани. Дежурнăй 1-мĕш ыйтăва парать.
(У - А1 - А2 - А3 - А4 - А5)
- Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ? (Халĕ хĕл.)
- Паян çанталăк ăшă-и, сивĕ-и? ( Сивĕ.)
- Юр çăвать-и? (Çук. Çумасть. е Çапла. Юр çăвать.)
- Çумăр çăвать-и?( Çук. Çумасть.)
- Тÿпе мĕн тĕслĕ?(…)
- Хĕвел пăхать-и?(Пăхать е пăхмасть)
- Сана хĕлле килĕшет-и? (Çапла. Мана хĕл килешет. – Çук. Манна хĕл килĕшмест.)
III. Килти ĕçе тĕрĕслени. (3-мĕш слайд.)
- Проверьте отмеченные слова, которые могут обозначать названия игрушек. Пĕр ача вулать, ыттисем хăйсен тетрачĕсенче тĕрĕслеççĕ, йăнăшсене тÿрлетеççĕ.
IV. Урокăн темипе, тĕллевĕсемпе, планĕпе паллаштарни.(4-мĕш слайд)
1)Ÿкерчĕкпе усă курса ачасен урок темине каламалла.
2) Урок темипе паллаштарни.
- Паян урокра эпир Çĕнĕ çула кĕтсе илме чĕр чунсем мĕнле хатĕрленни çинчен вулăпăр, çĕнĕ сăмахсем вĕренĕпĕр, ударени тĕрĕс лартассине çирĕплетĕпĕр, юрă юрлăпăр.
V. «Капăр ёлка» текстпа ĕçлесси. ( 5-мĕш слайд)
1. Словарь ĕçĕ. хутаç – мешок, çăлтăрсем – звезды, капăрлат – наряжать, украшать; ёлка тавра – вокруг ёлки, хамăр – сами.
- Вĕрентекен – хор;
- Ача вуласа вырăсла куçарни;
- Мăшарсенче çурма сасăпа вулама вĕренни;
- Сăнчăрпа пĕрерĕн вулани;
- Паллă тунă сыпăксенче ударени тĕрĕс лартса вулани.
2.Кĕнекери калавпа ĕçлени. (111-112 стр., 3-мĕш хăнăхтару).(6 –мĕш слайд)
- кăтартуллă вулав;
- вĕрентекен хыççăн вулама вĕренни;
- ачасем хăйсем тĕллĕн вулани;
- çĕнĕ сăмахлă предложенисене тупса вулани, куçрни; (7-мĕш слайд) (-Паллă тунă сыпăксем çине ударени мĕншĕн ÿкнине ачасене калаттармалла.)
- Ăна Тая, Мурзик тата Чита капăрлатнă.
- Кунта шариксем, çăлтăрсем, пан улмисем, тĕрлĕ чĕр чун пур.
- Хĕл Мучин хутаç пур.
- Ёлка тавра ташлаççĕ, юрлаççĕ.
- Паллă тунă сăмахсенче ударении ăçта, мĕншĕн лартнине калаттарни;
Капăрлатнă, çăлтăрсем, хутаç, ташлаççĕ
- Ыйтусем çине хуравлаттарни. (8-мĕш слайд).
- Уçланкăра мĕн пур?
- Ёлкăна камсем илемлетнĕ?
- Ёлка çинче мĕнле теттесем çакăнса тăраççĕ?
- Хĕл Мучин мĕн пур?
- Юр пикен мĕн пур?
- Пирĕн ёлкана кам капăрлатнă?(Эпир.)
- Ёлка çине вали теттесес туса килнĕшĕн тав таса пĕчĕк парнесем пани
- Воспит. Момент. Учитель хвалит детей за сделанные игрушки и украшенную ёлку. Просит всегда участвовать в таких мероприятиях и самим мастерить игрушки.
VI. Физкультура саманчĕ. (9-мĕш слайд).
«Çĕнĕ çул теттисем» юрă
1.Юр пике юрă юрлать,
Хĕл Мучи çумра ташлать,
Шур сухалне ачашлать,
Çĕнĕ çулпа саламлать.
Эпир пурте телейлĕ-
Пулĕç пире парнесем!
Чăрăш çинче илемлĕ
Йăлтăр-йăлтăр теттисем.
Припев:
Çĕнĕ çул теттисем,
Çĕнĕ çул теттисем
Илĕртеççĕ пире
Йăл кулма, выляма.
Çĕнĕ çул теттисем,
Çĕнĕ çул теттисем
Илĕртеççĕ пире
Юрлама савăнма.
VII. Çыру ĕçĕ. (10-11 слайдсем).(Çыру тетрадьĕнче 42-мĕш урокпа ĕçлни)
- Раздели цепочку букв на отдельные слова. Запиши их, поставь знак ударения. (10 –мĕш слайд)
КАПĂР/ÇĂЛТĂР/ПАРНЕ/САВĂНĂÇЛĂ
- Соедини стрелкой начало и конец предложения. (11-мĕш слайд)
- Хĕл мучин хутаç… пур.
- Хутаçра парне … нумай.
- Туссем уявра … ташлаççĕ.
- Впиши в клеточки первые буквы названий предметов. Ты прочитаешь название предмета, в котором находятся подарки для зверят и вас.
ХУР УПА ТУРИЛККЕ АЛЬБОМ ÇĂЛТĂР
Х У Т А Ç
- Доска умĕнчи ёлка айĕнчен парне хутаççине илсе парнесем пани.
- Пирĕн елка айĕнче мĕнле хутаç выртать? Ачасем уçса пăхар! Хĕл Мучи пире валли те парнесем хатĕрленĕ! Хăналанăр ачасем!
VIII. Пĕлме интереслĕ рубрика. ( 12,13-мĕш слайдсем)
Скажите
-без чего не может быть праздник Новый год? (без ёлки, деда мороза и подарков)
В старину в России елку украшали различными сладостями: орехами в блестящих обертках, конфетами и даже овощами. На ветках тогда горели восковые свечи. А блестящие шары появились сравнительно недавно — примерно сто лет назад. Макушку елки венчала Вифлеемская звезда.
- куда принято класть подарки в разных странах ? (в РОССИИ, в АНГЛИИ, в КИТАЕ ) (под ёлку, в носки и чулки у камина и стены.)
В России: на Руси вначале была странной, не дед Мороз дарил подарки, а наоборот, их дарили ему, чтобы он стал добрее. Но со временем, он заметно подобрел и стал сам приносить подарки. В дореволюционной России подарки клали в рождественские носки, в советскую эпоху, новогодние презенты стало принято класть под елочку. Сегодня поступают по-разному.
В Англии местному Деду Морозу, точнее, Отцу Рождества (Father Christmas) пишут письмо, кидают в камин, откуда через дым из трубы оно попадает к волшебному адресату.
В Китае дети вывешивают на стены чулки, и в них кладет подарки Дун Че Лао Рен (Дедушка Рождество)
IX. Урока пĕтĕмлетни. (14 –мĕш слайд)
Ачасене хăйсене урокра мĕн туни çинчен, мĕн çĕнни пĕлни çинчен, мĕн килĕшни çинчен калаттармалла, ёлкăна сăнласа памалла.
X.Ачасен ĕçне хаклани.
XI. Киле ĕç пани. (15-мĕш слайд)
- учебникри 112 страницăри 6 хăнахтару (предложенисенче сăмахсем хушмалла);
- ĕç тетраĕнчи 2 страницăри 4 ĕç (распутай герлянду, впиши буквы и прочитай предложение).
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Урок окружающего мира в 1 классе по теме "Я-школьник. Новый распорядок дня"
Тема урока: Я – школьник. Новый распорядок дня.Цели:Способствовать формированию у учащихся активной позиции в получении знаний, познакомить с режимом дня школьника, правилами перехода через улицу, пр...
Урок литературного чтения во 2 классе по теме " Введение в новый раздел «Сказка – ложь, да в ней намёк…» Ю. Мориц «Слониха, слонёнок и слон».
Урок литератрного чтения во 2 классе (УМК "Школа 2100") Цель урока: введение в раздел «Сказка – ложь, да в ней намёк…» через изучение...
Технологическая карта урока по английскому языку 2 класс по теме "Спорт и спортивные игры" по УМК М.З.Биболетовой. Самоанализ урока.
Урок построен в соответствии с ФГОС, с использованием информационно-коммуникативных технологий.Так как в нашей стране идёт активная подготовка к олимпиаде в Сочи, весь урок направлен на это событие. В...
конспект урока по русскому языку 3 класс Перспектива Тема:"Обобщение знаний по теме Состав слова"
коспект урока с презентацией...
План-конспект урока по иностранному языку (3 класс) на тему: Технологическая карта урока по теме "My favourite animal" в 3 классе
План-конспект урока по иностранному языку (3 класс) на тему: Технологическая карта урока по теме "My favourite animal" в 3 классе План-конспект урока по иностранному языку (3 класс) на...
Открытый урок по русскому языку 4 класс по теме "Обобщение по теме "Местоимение""
Конспект урока русского языка в 4 классе с применением технологии сотрудничества.Урок по русскому языку для 4 класса по УМК "Школа России" к учебнику Канакиной. Урок разработан в соответстви...
Урок русского языка «Безударные гласные в корне слова» план-конспект урока по русскому языку (2 класс) на тему
Урок по теме «Безударные гласные в корне слова" по учебнику А.В. Поляковой....