Технологическая карта урока по чувашскому языку
план-конспект урока (2 класс) на тему
Технологическая карта урока с применением новых образовательных технологий для 2 класса по теме "В зооларке", презентация, дидактические материалы.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
tehnologicheskaya_karta_uroka.docx | 858.51 КБ |
Предварительный просмотр:
Технологи картти
Урок теми: Зоопаркра
Чăваш чĕлхи, 2 класс (вырăс чĕлхиллĕ шкул)
Автор – Агафонова Людмила Германовна,
чăваш чěлхипе литература вěрентекенě,
Шупашкар хули 24 №-лĕ
вăтам шкулĕ
СОДЕРЖАНИ
I. ПРОЕКТ ЙĔРКИ
1. Предмет.
2. Класс.
3. Шкул (контингент).
4. Тема (пай).
5. Урок теми.
6. Урок тĕсĕ.
7. Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ результачĕсен тĕллевĕсем
- Права
- Тĕллевпе тупсăм
- Моральпа этика
8. Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем
- Йĕркелÿ
- Хутшăну
- Информаци
9. Предметăн ятарлă пĕлÿ результачĕсен тĕллевĕсем
- Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнăху ĕçĕ-хĕлĕ
- Вĕрентÿ хевти-талпăнавĕ
10. Технологисем
11. Мелпе меслетсем
12. Чĕлхе теорийĕ.
13. Словарь ĕçĕ
а) ăнлантармалли пай
ă) çырма вĕрентмелли пай
14. Курăмлăх хатĕрĕсем.
15. Кăтарту хатĕрĕсем.
16. Урок эпиграфĕ
II. ПРОЕКТ РЕЗУЛЬТАЧĔ
1. Урокăн тулли технологи картти.
2. Урокра уса курнă презентаци.
УСĂ КУРНĂ ЛИТЕРАТУРА
ХУШСА ПАНИСЕМ
1-лĕ хушса пани.«Зоопаркра» текст
2№-лĕ хушса пани.Ăçта пурăнаççĕ?Текста тĕреслемелли валеçÿ карточки.
3-лĕ хушса пани. Кăмăл карточки (2 вариант)
I. ПРОЕКТ ЙĔРКИ
Предмет: Чăваш чĕлхи (вырăс чĕлхиллĕ шкул).
Ачасен ÿсĕмĕ: 2-мĕш класс.
Вĕренÿ кĕнеки: Игнатьева В.И. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 2-мĕш класĕ валли / В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова, Л.В. Николаева. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2014. – 175 с.
Блок (тема е раздел): Чĕр чунсем
Урок теми: Зоопаркра (21-мĕш урок)
Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ илмелли хутăш урок.
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ результачĕсен тĕллевĕсем:хăш-пĕр ĕçе пĕччен мар, ытти çынсемпе пĕрле пурнăçлани вырăнлăрах пулнине тавçăрни
- Права: чăваш чĕлхи урокенчетĕрлĕ çитĕнÿ тума пултарнине ăнланни;
- Тĕллевпе тупсăм: чăваш чĕлхине вĕреннĕ май ачан ăсĕ-тăнĕ аталанни, тавра курăмĕ анлăланни;
- Моральпа этик: чăвашла тĕрĕс вулама-çырма вĕренес кăмăл ÿсничĕр чунсене сыхламаллине ăнланни.
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:Вырăс чĕлхинчи пулăмсене чăваш чĕлхинчи пулăмсемпе танлаштарма пултарни
- Йĕркелÿ: çĕннине пĕлме тĕрлĕ вĕренÿ хатĕрĕсемпе усă курма хăнăхни
- Хутшăну: „Зоопаркра“ текст çинчен çыхăнуллă, кирлĕ сăмахсемпе усă курса каласа пама;
- Информаци: текстпа ĕçлеме вĕренни.
Предметăн ятарлă пĕлÿ результачĕсен тĕллевĕсем:
- Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнăху ĕçĕ-хĕлĕ: пĕлтерĕшне кура сăмахсене ушкăнлама, сăмахсем хушшинче ытлашшине тупма пĕлни; пусăм тĕрĕс лартса сăмахсене вулама вĕренни;
- Вĕрентÿ хевти-талпăнавĕ: хупă сасăсем янравлă тата янрăвсăр, çемçе тата хытă пулнине пĕлни, вĕсене уйăрма пултарни; ăçта? ыйтăва тĕрĕс хуравлама хăнăхни; калаçăва хутшăнма, çыхăнуллă, ăнланмалла каласа пама тарăшни.
Технологисем:Модульлĕ е блок-модульлĕ, вăйă, ушкăнпа вĕренни, пĕрле ĕçлесе вĕренни, «Критикăллă» шухăшлава аталантарасси, сывлăха упрасси, системăллă-ĕçлевлĕхлĕ, информаципе хутшăну, сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.
Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, çурма сасăпа, саспа вуласси, суйлавлă вулав, диалог, монолог туни, валеçÿ карточкисемпе, тĕрев таблиципе, интерактивлă доскапа ĕçлеме хатĕрленĕ презентаципе усă курни, вăйă меслечĕ, рефлекси мелĕ, хăнăхтарăва çырса пурнăçлани, проблемăллă ыйтăва хуравлани, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, илемлĕ вулав, ăнланнине тĕрĕслемели синквейн тăвасси, мăшăрсенче, ушкăнсенче ĕçлесси, диалог, монолог тăвасси, валеçÿ карточкисемпе усă курни, словарь ĕçĕ слайдсемпе ĕçлени (çĕнĕ материалпа паллашасси, грамматика материалĕпе ĕçлесси, ушкăнсенчи ĕçе йĕркелесси), тема тăрăх калаçу ирттересси; ыйтусем çине хурав тупма вĕренесси; ваттисен сăмахĕсемпе пĕтемлетÿсем тума хăнăхнине малалла аталантарасси, кĕвĕ итлени, шыравпа танлаштару, пĕрлештерÿ, уйăру, çыхăнтару.
Пуплев хăнăхăвĕсем: сăмах йышне пуянлатасси, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарасси, текстпа тĕрĕс ĕçлеме, сăмахсене ушкăнлама хăнăхтарасси, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси.
Чĕлхе теорийĕ: Чăваш чĕлхинчи пусăм (ударени) системипе усă курса пусăм тĕрĕс лартма хăнăхасси; икĕ уçă сас палли хушшинчи хупă сас паллисене тĕрĕс вулама, сассине çырура тĕрĕс палăртма хăнăхасси.
Словарь ĕçĕ: а) ăнлантармалли пай: хир сысни – кабан, тĕве – верблюд, упăте – обезьяна, çурçĕр тилли – песец, çурçĕр – север, утă – сено.
Ă) çырма верентмелли пай
Курăмлăх хатĕрĕсем: урок темипе хатĕрленĕ мультимеди презентацийĕ, валеçÿ карточкисем, Самуил Маршакăн «Где обедал, воробей?» мультфильм, валеçÿ карточкисем, Александр Розенбаум çырнă «Зоопарк» МП3 сасă файлĕ.
Ĕç хатĕрĕсем: компьютер, проектор, интерактивлă доска, мечĕк, хĕрлĕ, сарă тата симĕс тĕслĕ кăранташсем, ĕç тетрачĕ, смайликсем.
Усă курнă литературăпа интернет ресурсĕсем:
- Игнатьева В.И. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 2-мĕш класĕ валли / В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова, Л.В. Николаева. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2014. – 175 с.
- Игнатьева В.И. Вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентмелли меслет кăтартăвĕсем: II класс / В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова, Л.В.Николаева. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательство центрĕ, 2012.
- Ожегов С.И. и Шведова Н.Ю. Толковый словарь русского языка – М.: Азбуковник, 1999. – 944стр.
- Школьный этимологический словарь русского языка. Происхождение слов. – М.: Дрофа. Н. М. Шанский, Т. А. Боброва. 2004.
- http://www.youtube.com/watch?v=6ec7mPKRSAs
II. ПРОЕКТ РЕЗУЛЬТАЧĔ
1. Урокăн тулли технологи картти.
Урок юхăмĕ:
Урок юхăмĕ | Мелпе меслетсем | Вĕрентекен ĕçĕ | Ачасен ĕçĕ | |||||
Пĕлÿлĕх результачĕсем | Хутшăну результачĕсем | Йĕркелÿ результачĕсем | ||||||
Пурнăçла ан ĕçсем | Ĕçĕ йĕркелемелли майсем | Пурнăçлакан ĕçсем | Ĕçе йĕркелемелли майсем | Пурнăçлакан ĕçсем | Ĕçе йĕркелемелли майсем | |||
1.Йĕркелÿ саманчĕ (класа йĕркелени) | 1. Класа сăвăпа йĕркелени | Учитель команда пани | Вĕрентекен ыйтăвĕсене хуравлани | Ыйтусем çине хурав тупма вĕренни | Слайдсемпе ĕçлени | Çурма сасăпа вулани | Харпăр хăйĕн ĕçне хаклама вĕренни | Ĕçе пуçăниччен унăн тĕллевне лайăх ăнланмаллине тавçăрни |
2.Сывлăх сунни | Класра туслă ĕçлессине йĕркелни | Чăвашла сывлăх сунни | Ачасем вĕрентекене чăвашла сывлăх сунаççĕ, сăвă каласа пĕр-пĕрне саламлани | Пĕр-пĕрин сине кулса пăхса илни | Чăвашла сăмахсене калани | Урокра чăвашла калаçма çăмăлрах пултăр тесе фонетика зарядки туса ирттерни | ||
3. Пуплев хăнăхтарăвĕ (Çанталăка сăнлани) 1 -мĕшпе 2-мĕш-№лĕ слайдсем | Малтан çанталăка сăнласа пама ыйтни, ун хыççăн экран çинчи ÿкерчĕксем тăрăх калаçу йĕркелени | Паянхи çанталăка сăнлаççĕ, кĕркунне паллисемпе пулăмĕсем çинчен мĕн пĕлнине калани | Çут çанталăка сăнама, ун илемĕпе киленме пĕлни | Экран çинчи ÿкерчĕксем тăрăх ачасем черетпе калани | Иккĕн калаçу йĕркелеме пултарни | Калаçăва хутшăнма, çыхăнуллă, итлекенсем ăнланмалла каласа пама вĕренни | Сăнанине ушкăнпа пĕтĕмлетÿ туни | |
11. Малтан вĕреннине аса илни | 1. Урок теминчи сăмахра тĕл пулакан сас паллипе çыхăннă пуплев (фоно) зарядки | Калани | Мĕн пĕлнине калани | Хуравлас хăнăхусене аталантарни. | Вĕçе-вĕçĕн ыйту парса хуравлани | Пĕр-пĕрне ыйтусем парас ĕçе аталантарни | Хăй мĕн пĕлнине кăтартни | Монолог туни |
2. «Юр чăмăркки» вăйă выляни | Вăйă инструктажне ирттерни | Предложени тума пуçлани | Вăйă выляни | Ачасем йĕркипе сăмах хушса пырса предложение тăсни | ||||
111. Вĕренÿ проблемине палартни (çĕнĕ темăпа ĕçлени) | 1. СамуилМаршак тексчепе ÿкернĕ «Где обедал, воробей?» мультфильм пахни | Ачасене мультфильмри шайлашулăха тупма хушни | Хуравлани | Пĕри ыйтни, тепри хуравлани | Пĕрин хыççăн тепри ĕçлени | Калаçăва ăнланмалла каласа пани | Урок проблемине палăртни. | |
2. Урок темипе тĕллевне палăртни | Ваттисен сăмахĕ тăрăх урок темин ятне пĕлме сĕнни | Урокăн кĕске планĕпе паллашни | Ыйтусем çине хурав тупма вĕренни | Ыйту çине хуравлани | Инструкци илни | Чăваш чĕлхинчи пусăм (ударени) системипе усă курса пусăм тĕрĕс лартма хăнăхни | Ыйту ҫине хуравлани | |
2.Словарь ĕçĕ а) экран çинчи чăваш сăмахĕсене вырăсла ăнлантарни | Текстпа ĕçлес умĕнхи тапхăрта словарь ĕçне туса ирттерни | Вулани Самахсене тĕрĕс калани, çырни | Куçарни | Хăй шухашне сĕнни | Вулани | Ăнлантарни Чăваш чĕлхинчи пусăм (ударени) системипе усă курса пусăм тĕрĕс лартма хăнăхни | Тĕрĕс калани, çырни | |
3. Танлас мелпе ĕçлени | Ачан кăсăклăхне, аудировани хăнăхăвне аталантарма чăвашла сасăлатнă мультфильма кăтартни. | Урок темине палăртаççĕ, лартнăзадачăна хуравлама тĕрлĕ меслетсем сĕнни | Вăл е ку ĕçе пурнăçлама пĕлÿсем кирлине «курма» вĕренни» | Калаçăва хутшăнма, çыхăнуллă, итлекенсем ăнланмалла каласа пама тăрăшни | Пĕр-пĕрнетимлĕ итлемехăнăхни, вĕсеншухăшĕсемпекилĕшнинепалăртма, килĕшмесенпулăшмахатĕрпулни | Ĕçе пурнăçлама тытăниччен ачасем хăйсен пĕлĕвĕншайнепалăртма, шута илме вĕренни | Хăйĕн тата юлташĕн ĕçне хак пама вĕренни | |
4. Текста вулани | Лексика хăнăхăвĕсене аталантарни | Пĕчченшерĕн сасăпа вулани | Черете пăхăнни | Куçарни | Ушкăнпа ĕçлени | Йĕркелени | Çурма сасапа вулани | |
5. А) текста вулани; Ă) текста вырăсла куçарни; Б) текста черетпе вулани В) хорпа калани | Паллаштарни Йĕркелени Куçарттарни Черетпе вулаттарни, калаттарни | Вулани Ушкăнпа ĕçлени | Йăнăшсене курса тÿрлетме тарăшни. | Ыйту=хурав | Черете пăхăнни | Черетпе вулани Калаттарни | Куçарни | |
6. «Çерçи ăçта апатланнă?» текстпа ĕçлени | Чăваш чĕлхинче вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсем пурри çинчен аса илтерни. Унччен вĕреннĕ сăмахсене астуса юлнине тĕреслени Ыйту-хурав хăнăхăвĕсене аталантарма пулӑшни | Тискер чĕр чунсене пĕлтерекен сăмахсене аса илеççĕ, тискер чĕр чунсем çинчен чăвашла каласа пама хăнăхни | Тискер чĕр чуна пĕлтерекен сăмахсене аса илни. Чăваш чĕлхинчи пулăмсене вырăс чĕлхинчи пулăмсемпе танлаштарма вĕренни. | Пĕчĕк диалог тума хăнăхни | Ыттисем калаçнă чухне вĕсене ăнланма тăрăшни, пулăшма хатĕр пулни | Калаçăва хутшăнма, итлекенсем ăнланмалла каласа пама вĕренни | Ĕçе пурнăçлама тытăниччен ача, хăйен пелу шайне шута илни. | |
7. «Хаваслă мечĕк» вăйă | Инструктаж пани: ачасене пĕр-пĕринчен чĕрчунсем çинчен ыйтса пĕлме тата каласа пама хушни | Ыйту-хурав ĕçне туни | Мăшаран-мăшăрăн килĕштерсе ĕçлени | Тимлĕн итлени | Çыхăнуллă каласа пама вĕренни | Хăйĕн пĕлĕвĕн шайне палăртма пĕлни | ||
1У. Сывлăха упрани | 1. Шăмшака чăвашла сăвă сăмахĕсемпе хускатни | Сывлăха упрас технологине тĕпе хурса ачасене ывăннине ирттерме пулăшас тĕллевпе упа çинчен (кирек мĕн çинчен те юрать) хусканусем туса юрă юрлама сĕнни | Ачасем пĕр-пĕрне ыйтусем парса хуравлани. Маларах вĕреннĕ материалпа пуплевре усă курма хăнăхни | Чĕр чунсене сăнлама, тĕп паллисене курма вĕренни | Пĕр-пĕрне итлеме, ăнланма хăнăхни | Пĕр- пĕринпе диалог туса калаçма вĕренни | Юрă юрласа фонетика, лексика, грамматика хăнăхăвĕсене аталантарни | Мĕн вĕренни çинчен каласа пама пĕлни |
Çĕнĕ материала вĕренни çирĕплетни | 1. Çыру тетрачĕпе ĕçлени (31-мĕш страница) 1-мĕш, 2-мĕш №-лĕ хушма ĕçсем | Пуплеве текст никĕсĕ çинче аталантарас ĕçе тухăçлă вулав технологийĕпе усă курса йĕркелени. Текстпа ĕçленĕ вăхăтри тапхăрта текста ăнланнине тĕрлĕ мелпе усă курса тĕрĕслениТекста мĕнле ăнланнине тĕрĕслесе тест ирттерни | Текста ăнланса çурма сасăпа, хăйсем тĕллĕн вулани, содержанине вырăсла каласа партарани, текстран информаци шыраса тупма вĕренни, текст содержанийĕ тăрăх калаçу ирттерни. Çĕнĕ сăмахсене сасă моделĕсем тăрăх тĕрĕс вулама, çырма вĕренни. | Çĕннине пĕлме тĕрлĕ вĕренÿ хатĕрĕпе усă курма вĕренни. Текстпа ĕçлеме пултарни. Сăмахсене ушкăнлама пултарни. Ăçта?ыйтăва пама, ăна хуравлама вĕренни | Пĕрле вĕренекенсен хуравĕсене тимлĕ итлеме, вĕсен шухăшĕсемпе килĕшнине вăхăтра кăтартма, е килĕшмесен пулăшма хăнăхни. Ушкăнпа сăнаса пĕтĕмлетÿ туни. | Пĕр-пĕрне тимлĕ итлеме пĕлни, калаçăва хутшăнма пултарни, харпăр хăй шухăшне ыттисене ăнлантарса пама пĕлни. | Ĕçе пуçăниччен унăн тĕллевне лайăх ăнланма хăнăхса пыни, харпăр хăй ĕçне хаклани, ыттисем панă хаксемпе танлаштарса тишкерме вĕренни. | Пĕр предметра вĕреннĕ пĕлÿ тепĕр предметра усă курма юрăхлă пулнине ăнланни. Харпăр хăйен пĕлĕвне тĕрĕслев ĕçне пуçăниччен хак пани. Ĕçе пурнăçланă хыççăн малтан панă хака тепĕр хут пăхса тухса, çитменлĕхсене кăтартма пĕлни |
| 1.Ÿкерчĕкспе ĕçлени. | Чĕр чуна ÿкерме хушать. Урокра вĕреннине пĕтĕмлетсе мĕн астуса юлнине тĕрĕслени | Хорпа чăвашла сăвă каласа хусканусем туни. | Çĕнĕ самахсене астуса юлмалли меслетсемпе усă курма вĕренни. Сăнаса пĕтĕмлетÿ тума пултарни | Шухăша ытти вĕренекенсене пĕлтерме, шухăш тĕрĕс е тĕрĕс мар пулнине палăртма, лартнă ыйтăва татса пама хăнăхни. | Харпăр хăй шухăшне çыхăнуллă, ăнланмалла каласа пама пултарни, хуравланă чух ватанмасăр, хыттăн, ăнланмалла калаçма вĕренни, ушканпа ĕçлеме,пĕрле ĕçлекен ачасене хутшăнура хисеплеме пултарни. | Хорпа чăвашла сăвă каласа хусканусем туни. | Харпăр хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслев ĕçне пуçăниччен хак пани, ĕçе пурнăçланă хыççăн малтан панă хака тепĕр хут пăхса тухса, çитменлĕхсене кăтартма пĕлни. |
Рефлекси | 1. Кăмăл карточкипе ĕçлесси. Урокра ĕçленĕшĕн хăйсене паллă лартни. Ачасен ĕçне хаклани. | Урокра мĕнле кăмăлпа ĕçленине, хăй ĕçĕпе кăмăлллă пулнине палартма хушни. | Урокра мĕнле ĕçленине кура ачасем „Кăмăл карточкинче“ кирлĕ сăмаха сăрласа палартни. | Йышăннă модельсемпе усă курса шухăша кĕскен çырса хума пĕлни | Пĕр-перне итлеме, ăнланма, килĕштерсе ĕçлеме, хăнăхни | Кашни çыннăн хăйĕн умне яланах мĕнле те пулин тĕллев лартмаллине ăнланни | Ачасем хăйсен ĕçне хаклани. | Харпăр хăй шухăшне ыттисене ăнлантарса пама пĕлни |
Ачасен ĕçне хаклани. | 1. Çыру тетрачĕпе ĕçлени, 32 стр. | Ачасен ĕçне хаклани. . Текстпа ĕçленĕ хыççăнхи тапхăрта пĕтĕмĕшле калаçу йĕкелени | Харпăр хăй ĕçне хаклани | Сăнаса пĕтĕмлетÿ тума пултарни | Кампа та пулин мăшăрланса килĕштерсе ĕçлеме вĕренни. | Хăйĕн ĕçне панă хака ытти çынсем панă хаксемпе танлаштарса тишкерме вĕренни. | Харпăр хăйĕн, юлташĕн ĕçне хаклани, йăнăшсене курма, тунă йăнăшсене тÿрлетсе пыма вĕренни. | Тунă ĕçе критерисемпе ăнлантарса хаклани. |
Киле ĕç пани 7-мĕш №-лĕ слайд | Суйлавлă киле ĕç пани Урока вĕçлени | Киле панă ĕçе мĕнле тумаллине ăнлантарса парани ыйтусем пулсан хуравлани, ачасемпе тепĕр урокчен сыв пуллашни. | Киле панă ĕçе мĕнле тумаллине пăхса тухни, ыйтусем парса ăнланма тăрăшни дневник çине çырса хуни | Киле панă ĕçе пăхса тухни | Пĕр - пĕрне тĕрĕслени, хăйсене оценка лартни | Пĕр-пĕринпе, вĕрентекенпе сывпуллаш-ни | Хăнăхтарăва çырса пурнăçлани. Хăйсем тĕллĕн ĕçлени. | Вĕрентекен каланине итлеме пĕлни |
Литература
- Крылова О.Н., Муштавинская И.В. Новая дидактика современного урокав условиях введения ФГОС ООО. Методическое пособие. ‒ СПб.: КАРО, 2013 (Серия «Петербургский вектор введения ФГОС основного общего образования»).
- Крылова О.Н., Кузнецова Т.С. Рабочая программа: Методические рекомендации для разработки / О.Н. Крылова, Т.С. Кузнецова. ‒ СПб.: КАРО, 2014 (Серия «Петербургский вектор введения ФГОС основного общего образования»).
- Трунцева Т.Н. Проектирование технологических карт уроков литературы и русского языка. 5-9 классы. М. :ВАКО, 2015 (Мастерская учителя-словесника).
- Муштавинская И.В. Технология развития критического мышления на уроке и в системе подготовки учителя. Учебно - методическое пособие; [2 изд.]- СПб.: КАРО, 2015 (Серия "Петербургский вектор введения ФГОС основного общего образования")
- Лекции очно - дистанционного курса повышения квалификации учителей чувашского языка и литературы по программе "Преподавание родного (чувашского) языка и литературы в школах с русским языком обучения в условиях ФГОС"
11. 2. Урокра усă курнă презентаци.
1№-лĕ хушса пани
Зоопаркра.
Эпир вырсарни кун зоопарка каятпăр. Унта кашкăр, упа, тилĕ, пăши, мулкач, чĕрĕп, пакша, хир сысни пур. Вĕсем пирĕн вăрмансенче пурăнаççĕ.
Слон, жираф, тĕве, упăте, арăслан вара ăшă енче пурăнаççĕ.
Шур упа, пăлан, çурçĕр тилли, тюлень çурçĕрте пурăнаççĕ.
Зоопаркра чĕр-чунсене лайăх пăхаççĕ, тутлă çитереççĕ. Кашкăр, тилĕ тата арăслан какай юратаççĕ. Слонпа пăши утă çиеççĕ. Мулкачпа жирафа купăста, кишĕр, курăк параççĕ.
2 №-лĕ хушса пани
Ăçта пурăнаççĕ?
(текста ăнланнине тĕрĕслетпĕр)
пирĕн вăрмансенче | çурçĕрте | ăшă енче |
|
|
|
ĔÇ. Отметь галочкой (∨) правильный ответ
3№-лĕ хушса пани
Кӑмăл карточки (духовная рефлексия)
Вĕренекенсем урока хаклаççĕ
Мана урок | ||
килĕшрĕ | тĕлĕнтерчĕ | нумай çĕннине пĕлтĕм |
кичем пулчĕ | кантăм | ăнлантăм |
мана пур пĕрех | Ăнланмарăм | ыттисене пулăшрăм |
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Технологическая карта урока по английскому языку 2 класс по теме "Спорт и спортивные игры" по УМК М.З.Биболетовой. Самоанализ урока.
Урок построен в соответствии с ФГОС, с использованием информационно-коммуникативных технологий.Так как в нашей стране идёт активная подготовка к олимпиаде в Сочи, весь урок направлен на это событие. В...
Пример технологической карты урока по русскому языку в 1 классе по теме: "Главное средство общения- родной язык".
Пример технологической карты урока Учитель _____________________________________________________________________Класс: 1Предмет: русский языкМесто и роль урока в изучаемой теме: урок изучения нов...
Технологическая карта урока по русскому языку.Тема урока: «Родственные слова разных частей речи» 3 класс( ПНШ) + презентация
Цели урока: уточнить представления о том, что корень в однокоренных словах пишется одинаково; учить находить корень в словах; способствовать формированию умения находить однокоренные слова, умение под...
Технологическая карта урока по русскому языку 4г класс ФГОС Тема урока: Как отличить простое предложение от сложного.
Конспект урока русского языка для четвертого класса по теме: Как отличить простое предложение от сложного....
Технологическая карта урока по русскому языку «Отличие языка человека от языка животных» ("Начальная школа XXI века", 1 класс)
Тип урока: «открытие» нового знанияЦель урока: создание условий для формирования представлений о языке животных.Задачи урока...
Технологическая карта урока по английскому языку «Our Hobbies» (УМК «Английский язык», 4 класс)
Тип урока: урок рефлексияЦель урока: формирование навыка диалогической речиЗадачи урокаДидактические:1. отработать произношение звука [n] посредством выполнения фонетической зарядки;2. закрепить знани...
Технологическая карта урока по русскому языку "Знакомство с учебником "Русский язык ".Язык и речь ,их значение в жизни людей."
Познакомить с учебником русского языка, его структурой; дать первоначальное представление об устной и письменной речи и о языке как средстве речевого общения, об основных видах речевой деятельности че...