"Килчĕ ырă çуркунне" (вырăс шкулĕсенчи чăваш ачисене вĕрентмелли уçă урокăн план-конспекчĕ)
план-конспект урока на тему

Третьякова Ирина Ивановна

Тĕллевсем:

        1. Çурхи çанталăка сăнама, илемне курма, унпа киленме, сăнани çинчен каласа пама хăнăхтарасси; И.Я. Яковлевпа паллаштарасси, унăн «Çуркунне» хайлавне вуласси.

        2. Ачасен калаçу ăслайĕсене аталантарасси, тимлĕхе вĕрентесси.

        3. Ачасене çут çанталăкăн, тăван тавралăхăн илемне курма, ăна упрама вĕрентесси.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon kilche_yra_surkunne.doc62.5 КБ

Предварительный просмотр:

Анат Камăри 34-мĕш гимнази-интернат

Тема: Килчĕ ырă çуркунне.

          (вырăс шкулĕсенчи чăваш ачисене вĕрентмелли уçă урокăн план-конспекчĕ)

 Тĕллевсем:

        1. Çурхи çанталăка сăнама, илемне курма, унпа киленме, сăнани çинчен каласа пама хăнăхтарасси; И.Я. Яковлевпа паллаштарасси, унăн «Çуркунне» хайлавне вуласси.

        2. Ачасен калаçу ăслайĕсене аталантарасси, тимлĕхе вĕрентесси.

        3. Ачасене çут çанталăкăн, тăван тавралăхăн илемне курма, ăна упрама вĕрентесси.

  Кирлĕ хатĕрсем: ноутбук, презентации слайчĕсем, магнитофон, П.И.Чайковский çырнă « Времена года» кĕвви, чăваш кĕвви. «Çурхи вăрман» ÿкерчĕк, чĕр чунсен теттисем, кроссворд, магнитла азбука, светофор макечĕ, Тутар республикин карти, И.Я.Яковлевăк сăн ÿкерчĕкĕ.

Урок тĕсĕ: çĕнĕ темăна ăнлантармалли урок.

                                                         

                                                         Урок планĕ:

I. Класа йĕркелени.

II. Вĕреннине аса илни.

           1. Çуркунне çинчен калав туни.

           2. Çурхи вăрманта.

                       а)  Вăйă «Çĕр е кун»;

                       ă)  Вăйă «Зоопарк».

           3. Кайăк ячĕсене аса илни.

III. Çĕнĕ темăпа паллашни.

           1. И.Я.Яковлевпа паллаштарасси.

           2. И.Я.Яковлев çырнă «Çуркунне» хайлава тишкерни.

           3. И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ. (Тест)

IV. Вĕреннине çирĕплетни.

           1. Çуркуннехи çанталăкпа çыхăннă ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени.

            2. Творчество ĕçĕ. Ирĕклĕ диктант.

V. Пĕтĕмлетни.

VI. Киле ĕç пани.

                      Пуçламăш класра вĕрентекен:            Третьякова И.И.

I.  Класа йĕркелени.

 - Халĕ мĕнле урок? (Халĕ чăваш чĕлхи урокĕ. Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе, атте-анне чĕлхи).

II. Вĕреннине аса илни.

 - Паян мĕнле кун? (Юн кун)

 - Ĕнер мĕнле кунччĕ? (Ĕнер ытлари кунччĕ).

 - Ыран мĕнле кун пулать? (Ыран кĕçнерни кун пулать).

 -Паян эпир çуркунне çинчен калаçăпăр, чĕр чунсен, кайăксен ячĕсене аса илĕпĕр, И.Я.Яковлев çырнă «Çуркунне» хайлавне пăхса тухăпăр.

1. Çуркунне çинчен калав туни.

   - Ачасем, сире В.Даль çырнă «Çулталăк мучи» юмахне вуласа паратăп. Çак юмахра çулталăкăн хăш вăхăчĕ сăнланнă-ши? (Çулталăкăн тăватă вăхăчĕ те сăнланнă).

   - Сире çулталăкăн хăш вăхăчĕ килĕшет? (Ачасем хăйсене килĕшекен çулталăкăн вăхăчĕ çинчен калаççĕ).

    - Мĕншĕн?

             К.В.Иванов çырнă сăвăра çулталăкăн хăш вăхăчĕ сăнланнă-ши?

Шурă юр ирĕлет,

Çеçенхир чĕрĕлет,

Ешĕл курăк ÿсет …

Ку хăçан пулать-ши?

                    (Çуркунне).

     Эсир çуркунне çинчен мĕн пĕлнине тĕрĕслеме 2 вариантпа ĕç пурнăçлăпăр. Икшерĕн ĕçлетпĕр (Парная работа). Карточка çинче панă сăмахсенчен сăмах майлашăвĕсем тăвăр. (Доска умĕнче икĕ ача ĕçлеççĕ).

     1   вариант                                                    2    вариант

            ырă                  хĕвел                                     симĕс               курăк

            сарă                 тÿпе                                      хĕрлĕ               чечек                                                          

            сенкер              çуркунне                                ешĕл               çулçă

    - Çак сăмахсенчен предложенисем тăвăр. (Предложенисем: Ырă çуркунне çитрĕ. Сарă хĕвел хĕртсе пăхать. Тÿпе сенкер. Йывăçсем симĕс çулçă кăларчĕç. Ешĕл курăк ÿсет. Хĕрлĕ чечексем çинче лĕпĕшсем вĕçеççĕ).

    -Пит илемлĕ предложенисем турăмăр. Халĕ çуркуннене савса юрă юрлар-ха.

                                                 Юрă «Çуркунне»

Килчĕ ырă çуркунне,

Килчĕ ячĕ ăшăтса.

Хĕвел савать тĕнчене,

Хĕл ыйхинчен вăратса.

Тĕттĕм вăрман чĕрĕлет,

Ешĕл тумтир тăхăнать.

Çеçенхир те ешерет,

Илемĕпе мухтанать.

     - Ачасем, Тăрнай çуркуннехи вăрмана кайнă та хăй мĕн курни çинчен акă мĕн калать:

    - Пĕлĕт симĕс, - тет Тăрнай. Тĕрĕсех калать-ши вăл? Атьăр-ха, ăна пулăшар.

- Çук, пĕлĕт симĕс мар, пĕлĕт кăвак.

- Чечек хура.

- Çук, чечек хура ра мар, чечек шурă, сарă, хĕрлĕ тĕслĕ.

- Курăксем кăвак, - тет.

- Çук, курăксем симĕс тĕслĕ.

     Çавна пĕлме эпир те вăрмана кайса килĕпĕр. Анчах та çул çинче машинăсен айне пулас мар тесе «Светофор» вăййа выляса илĕпĕр.

                                              Вăйă «Светофор».

Хĕрлĕ çутă – тăратпăр.

Сарă çутă – алă çупатпăр.

Симĕс çутă – утатпăр.

                                                               

 

  2. Çурхи вăрманта.

- Акă, çитрĕмĕр те вăрмана. (Ÿкерчĕк е слайд).

- Ку мĕн? (Вăрман).

- Вăрман мĕнле? (Пысăк, таса).

- Вăрманта мĕнсем ÿсеççĕ? (Йывăçсем).

- Мĕнле йывăçсем? (Ăвăс, çăка, юман, вĕрене, хурăн, хыр, чăрăш).

- Çак йывăç ячĕсенче мĕнле сас палли çухалнă?

ч . р . ш                              хур . н

в . рене                               . в . с

ç . ка                                  . ман      

- Мĕнле йывăçсем çулла та, хĕлле те, кĕркунне те, çуркунне те симĕс? (Хыр тата чăрăш).

- Ачасем, вăрманта мĕнсем пурăнаççĕ? (Тискер чĕр чунсем пурăнаççĕ). Тискер чĕр чунсем çинчен калав тăваççĕ. Ку кашкăр. Вăл сăрă тĕслĕ, хаяр. Кашкăр вăрманта пурăнать. Вăл тискер чĕр чун.

- Çуркунне чĕр чунсем ыйхăран вăранаççĕ, кайăксем ăшă енчен вĕçсе килеççĕ. Кайăксем çинчен вĕреннĕ сăвăсене кам аса илтересшĕн?  (Чĕкеç, тăри, шăнкăрч çинчен сăвăсем калаççĕ).

II вариант

И.Я. Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ.

1. И.Я. Яковлев хăçан çуралнă?

    а) 1848 çулта;

    а) 1868 çулта;

    б) 1872 çулта;

  1. И.Я. Яковлев ăçта çуралнă?

     а) Пушкăрт республикинче

     а) Чăваш республикинче

     б) Тутар республикинче

  1. 1872 çулта И.Я. Яковлев мĕн хатĕрлесе пичетлет?

      а)  Чăваш букварĕ

      а)  Вырăс букварĕ

      б)  Юмах кĕнекисем

 4. Чăваш алфавитĕнче халĕ миçе сас палли?

      а) 25 сас палли

      а) 33 сас палли

      б) 37 сас палли

 5.Чăваш алфавитĕнче миçе уçа сасă?

      а) 13 уçа сасă

      а) 10 уçа сасă

      б) 15 уçа сасă

III вариант

И.Я. Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ.

1. И.Я. Яковлев хăçан çуралнă?

    а) 1848 çулта;

    а) 1868 çулта;

    б) 1872 çулта;

2. Чăваш алфавитĕнче халĕ миçе сас палли?

    а) 25 сас палли

    а) 33 сас палли

    б) 37 сас палли

3. «Автан» сăмахра миçе сас палли?

    а) 5 сас палли

    а) 4 сас палли

    б) 7 сас палли

4. «Сармантей» калавăн ячĕ мĕнле сăмах?

    а) хутăш сăмах

    а) çемсе сăмах

    б) хытă сăмах

 

I вариант

И.Я. Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ.

1. И.Я. Яковлев хăçан çуралнă?

    а) 1848 çулта;

    ӑ) 1868 çулта;

    б) 1872 çулта;

2. И.Я. Яковлев ăçта çуралнă?

     а) Тутар республикинче, Теччӗ районӗ, Кӑнна Кушки ялӗнче

     ӑ) Тутар республикинче, Аксу районӗ, Кивӗ Ӳсел ялӗнче

     б) Тутар республикинче, Элкел районӗ, Сиктӗрме ялӗнче

3. 1871 ҫулта кам пулӑшнипе чӑваш алфавичӗ тӑвать?

     а) Н.И. Ашмарин ертсе пынипе

     ӑ) Н.В.Никольский ертсе пынипе

     б) Н.И.Ильминский профессор ертсе пынипе

4. Миҫемӗш ҫулта чӑваш букварӗ хатĕрлесе пичетлет И.Я.Яковлев?

      а)  1872 ҫулта

      ӑ)  1882 ҫулта

      б)  1892 ҫулта

 5. И.Я.Яковлев букварӗнче мӗнле калавсем пур?

      а) «Виҫӗ упа», «Тилӗпе тӑрна», «Теремок»

      а) «Сармантей», «Автан», «Лаша шырани»

      б) «Шурале», «Айболит», «Икӗ хӗвел»

 6.И.Я.Яковлев ӑҫта Чӑваш шкулне уҫнӑ?

      а) Чӗмпӗрте

      а) Хусанта

      б) Шупашкарта

                               

                      1   вариант

                   1.  Панă сăмахсене мăшăрлăр.

                                   ырă           хĕвел

                                  сарă           тÿпе

                                  сенкер        çуркунне

               2 . Çак сăмахсенчен предложенисем

                    тăвăр.

---------------------------------------------------------------------

         2    вариант

  1. Панă сăмахсене мăшăрлăр.

            симĕс         курăк

            хĕрлĕ          чечек

            ешĕл          çулçă

  1. Çак сăмахсенчен предложенисем

тăвăр.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Тема урока: "СОГЛАСНЫЙ ГЛУХОЙ МЯГКИЙ ЗВУК [ч’]. БУКВЫ Ч, ч" 3.Тип урока: «Урок открытия нового знания» • 4. Форма организации урока: групповая • 5.Предмет - литературное чтение (обучение грамоте) • 6.Класс: 1 • 7.Автор

·Аннотация урока2.Тема урока: " СОГЛАСНЫЙ ГЛУХОЙ МЯГКИЙ ЗВУК [ч’].БУКВЫ Ч, ч"3.Тип урока: «Урок открытия нового знания»4. Форма организации урока: групповая5.Предмет - литературное чтение (обуче...

Урок окружающего мира по теме "Если хочешь быть здоров" МБОУ лицея №32 г.Орла Тип урока: обобщение изученного материала. Форма урока: урок - путешествие Программа: УМК "Перспективная начальная школа" Учебник: Окружающий мир 2-й класс, часть 2. Авторы:

Урок окружающего мира  по теме "Если хочешь быть здоров"Тишина Ирина Викторовна, учитель начальных классовМБОУ лицея №32 г.ОрлаТип урока: обобщение изученного материала.Форма урока:...

Çуркунне йыхравçисем

План урок для 4 класса...

" Çуркунне çитсен..." К.В.Иванов

Урок по литературному чтению ( на чувашском языке) "Çуркунне çитсен..."  К.В.Иванова...

Презентация к уроку «Çуркунне çитсессĕн»

Презентация по литературному чтению на чувашском языке в 4 классе на тему «Çуркунне çитсессĕн»...

Килчě ырǎ ҫуркунне

Конспект открытого урока по литературному чтению на родном (чувашском) языке...