Çуркунне йыхравçисем
план-конспект урока (4 класс) на тему

План урок для 4 класса

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon shankarchsem-surkunne_yyhravsisem.doc67 КБ

Предварительный просмотр:

    Уçă урок теми: Çуркунне йыхравçисем.

    Урок тĕсĕ: Хутăш урок

    Тĕллевĕсем: 1) фонетика, лексикăпа грамматика, аудировани, вулавпа куçару, диалог

                            хăнăхăвĕсене аталантарасси; 2) валли хыçсăмахпа пуплевре усă

                            курма хăнăхтарасси; 3) çут çанталăка сăнама, унăн илемне курма тата

                            упрама вĕрентесси.

    Лексика материалĕ: çырма, шăхăр, кĕвĕле, шăнкăр-шăнкăр, çуркунне  

                                         йыхравçи, улăм пĕрчи, Вăта çĕр Европа.

    Кирлĕ хатĕрсем: Учебник: Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн  4-мĕш классĕ валли /  

                                   Г.В.Абрамова. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке  изд-ви, 2009 –

                                  223 с.; компьютер, проектор, диск «Птицы  средней полосы России».

Урок юхăмĕ:

  1. Класа йĕркелени, сывлăх сунни.

  1. Пуплеве аталантарни.

    1) Ыйтусене хуравлани.

    - Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ?

    - Халĕ çуркунне.

    - Çуркуннен хăш уйăхĕ?

    - Ака уйăхĕ.

    - Паян ака уйăхĕн миçемĕшĕ?

    - Çанталăк мĕнле?

    - Хĕвеллĕ, ăшă, çилсĕр çанталăк.

    2) «Çуркунне» ÿкерчĕксене сăнласа пани. 1-2 слайдсем. (2 ача калав тăвать)

        Çуркунне çитрĕ. Тÿпере сарă хĕвел пăхать. Юр ирĕлет. Шыв шăнартатса çырмана юхать. Йывăçсем  çулçă кăларман-ха. Кайăксем ăшă енчен вĕçсе килеççĕ.

    Çуркунне – илемлĕ çулталăк вăхăчĕ. Йывăçсем çулçă кăлараççĕ. Симĕс курăк ешерет. Пĕрремĕш  чечексем  тухаççĕ, таврана ырă шăршă сараççĕ. Кайăксем юрă юрлаççĕ.

     «Вĕçен кайăксем». 3 слайд.  Ачасем, çуркунне пирĕн пата мĕнле кайăксем вĕçсе килеççĕ? – Кураксем, шăнкăрчсем, тăрнасем, шăпчăксем, куккуксем, тăрисем, чĕкеçсем тата ыттисем те.

IІI. Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарни.

«Тупмалли юмах». 4 слайд.

1.  Тупмалли юмаха вуласа ăнланнине тĕрĕслени (вырăсла куçарни)

    - Ăшă куншăн савăнать – çунат çапса шăхăрать.

2. Тупсăмне пĕлни. Шăнкăрч. 5 слайд.

3. Сас паллисенчен предложени йĕркелени. 6 слайд.

        ШĂНКРЧСЕМÇУРКУННЕЙЫХРАВÇИСЕМ.

1

    - Паян урокра эпир шăнкăрчсем çинчен калаçăпăр. Урок теми – «Шăнкăрчсем – çуркунне йыхравçисем». Эпир вĕсем çинчен сăвă, текст вулăпăр, куçарăпăр, диалог, синквейн тата калав йĕркелĕпĕр, çыру тетрачĕсемпе ĕçлĕпĕр.

ІIІ. Çĕнĕ материалпа ĕçлени.

1. Словарьĕçĕ. 7 слайд.

    Çырма´ – овраг, речка

    Шă´хăр – свистеть

    Кĕвĕле´ – сочинять

    Шă´нкăр-шă´нкăр – журчание ручья  

    Çуркуннé йыхравçи´ – вестник весны

    У´лăм пĕрчи´ – соломинка

    Вăта´ çĕр Европа´ – Центральная Европа

1) учитель – хор;

2) ача вуласа вырăсла куçарни;

3) мăшăрсенче çурма сасăпа вулама вĕренни;

4) сăнчăрпа пĕрер сăмах вулани;

5) сăмахсене словаре çырса хуни.

2. « Çуркунне» сăвăпа паллашни.

1) Кирлĕ сăмахсем лартса ачасем харпăр хăй тĕллĕн вулани;

2) Учитель вулани;

3) Вуласа вырăсла куçарни;

4) Ушкăнăн-ушкăнăн вулани;

5) Ыйтусене хуравлани:

    - Хурăн çинче мĕнле кайăк ларать?

    - Шăнкăрч мĕн тăвать?

    - Юрăç валли автор мĕн турĕ?

    - Вĕлле мĕнле?

    - Шăнкăрч мĕншĕн юрлать?

   - Унăн юрри мĕнле-ши: хаваслă-и, кичем-и? (Шăнкăрч юррине итлесси)

3. Физкультура саманчĕ.

    Вĕçсе килчĕç кайăксем:

    Шăнкăрчсем те шăпчăксем,

    Куккуксем те кураксем,

    Тăрнасем те тăрисем,

    Тинех çитрĕ çуркунне.

4.Текстпа ĕçлени.

Шăнкăрчсем.

   

    Шăнкăрчсем – çуркунне йыхравçисем. Пирĕн пата февральте е мартра вĕçсе килеççĕ.

2

Çулçăллă вăрмансенче, йывăç хăвăлĕсенче пурăнаççĕ. Йăвине ами тăвать. Аçи хушăран улăм пĕрчисем, типĕ курăк, тĕксем, туратсем йăтать.

    Çут çанталăка юратакансем шăнкăрчсем валли сахал мар вĕлле тăваççĕ.

    Шăнкăрчсем – илемлĕ тата ĕçчен кайăксем. Вĕсем уйсене, пахчасене, садсене сыхлаççĕ. Çуркунне хурт-кăпшанкăпа тăранса пурăнаççĕ, çулла – ÿсен-тăранпа.

    Шăнкăрчсем – августра-сентябрьте Африкăна, Вăта çĕр Европăна вĕçсе каяççĕ.

1) Текста вĕрентекен вулать;

2) Ачасем сăнчăрпа пĕрер предложении вулаççĕ;

3) 1-2 ача пĕтĕмĕшле илемлĕ вулать;

4) 1-2 ача содержанине вырăсла каласа парать;

5) Текст содержанийĕ тăрăх ачасем пĕр-пĕринпе ыйту-хурав йĕркелеççĕ.

    -  Хăçан пирĕн пата шăнкăрчсем вĕçсе килеççĕ?

    - Вĕсем ăçта пурăнаççĕ?

    - Шăнкăрчсем йăвине мĕнрен тăваççĕ?

    - Вĕсем мĕнсене сыхлаççĕ?

    - Шăнкăрчсем мĕн çиеççĕ?

    - Кĕркунне вĕсем ăçта вĕçсе каяççĕ?

5. Çирĕплетÿ.

1) Шăнкăрч çинчен синквейн йĕркелесе тетраде çырса хурăр. 8 слайд.

                          шăнкăрч

                      илемлĕ, ĕçчен

                 пурăнать, йăтать, сыхлать

            шăнкăрч – çуркунне йыхравçи

                             кайăк

2) « Шăнкăрч» темăпа диалог тăвасси. (Тĕслĕх вырăнне компьютерпа усă курма пулать)

 9 слайд.

    - Эсĕ шăнкăрчсене курнă-и?

    - Курнă?

    - Вĕсем хăçан вĕçсе килнĕ?

    - Март вĕçĕнче?

    - Шăнкăрчсем ăçта пурăнаççĕ?

    - Шăнкăрч вĕллинче.

    - Вĕсем валли вĕлле турăн-и?

    - Турăм.

    - Маттур.

3) Предложенири палăртнă сăмаха вырăсла тĕрĕс куçарăр. Унпа усă курса тĕслĕхсем тупăр.

   Çут çанталăка юратакансем шăнкăрчсем валли сахал мар вĕлле тăваççĕ. (10 слайд)

3

     Ачасем, эсир шăнкăрч йăви туса курнă-и? Вĕсене кайăксене çакса памалла-ши? Мĕншĕн? Шăнкăрчсем – пире пулăшакансем, вăрмансемпе хирсене, садсене упракансем.

Пĕр шăнкăрч çемйи чĕпписене ÿстернĕ вăхăтра 8-10 пин таран сиенлĕ нăрра пĕтерет.

Вĕсен кĕлетки илемлĕ, сасси питĕ хитре. Вĕсен юрри пĕтĕм тавралăха, вăрмансене, кÿлĕсемпе юхан шывсене, ялсемпе хуласене савăнăç кÿрет.

V. Пĕтĕмлетÿ.

1) Кластерпа усă курса текст тăвасси (11 слайд)

                                   хитре  

        усăллă                                             вĕçет

хурт-кăпшанкă          шăнкăрч                тăранса пурăнать

савăнтарать                                         юрлать

                                   хура

    Ачасем, шăнкăрчсем ăшă енчен вĕçсе килни çуркунне çитнине пĕлтерет.Вĕсем ăслă та ĕçчен кайăксем. Кун каçипе 20 сехет таран ĕçлеççĕ, чĕпписене вара 200 хут тăрантараççĕ, 50 çула çити пурăнма пултараççĕ. Вĕсен çут çанталăкри, этем пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ пысăк. Кайăксем  хурт-кăпшанкăсене, çум курăк вăррисене пуçтарса пысăк усă кÿреççĕ. Çавăнпа кайăксем валли çынсен  йăва тумалла. Мĕн чухлĕ нумайрах тăватăн, çавăн чухлĕ лайăхрах. Ырă ĕç тума ан манăр, вара шăнкăрчсем сире хăйсен уçă сассипе савăнтарĕç.

VI. Ачасен ĕçне хаклани.

VII. Киле ĕç пани. «Шăнкăрч» ятлă калав тăвăр.

4


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

"Килчĕ ырă çуркунне" (вырăс шкулĕсенчи чăваш ачисене вĕрентмелли уçă урокăн план-конспекчĕ)

Тĕллевсем:         1. Çурхи çанталăка сăнама, илемне курма, унпа киленме, сăнани çинчен каласа пама хăнăхтарасси; И.Я. Яковлевпа паллаштарасси, унăн «Çуркунне» хайл...

" Çуркунне çитсен..." К.В.Иванов

Урок по литературному чтению ( на чувашском языке) "Çуркунне çитсен..."  К.В.Иванова...

Презентация к уроку «Çуркунне çитсессĕн»

Презентация по литературному чтению на чувашском языке в 4 классе на тему «Çуркунне çитсессĕн»...

Килчě ырǎ ҫуркунне

Конспект открытого урока по литературному чтению на родном (чувашском) языке...