" Çуркунне çитсен..." К.В.Иванов
план-конспект урока по чтению (3 класс) на тему
Урок по литературному чтению ( на чувашском языке) "Çуркунне çитсен..." К.В.Иванова
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
urok_surkunne_sitsen_17_mart.docx | 35.84 КБ |
Предварительный просмотр:
Урок литературного чтения ( на чувашском языке)
Тема:«Ҫуркунне çитсен…» К.В.Иванов сӑвви тӑрӑх
Провела: Егорова Е.В
Учитель начальных классов
МБОУ «Большечакинская ООШ»
17 марта 2017 г.
Сапăрлăх тĕллевĕсем: тăван тавралăха юратма, çуркунне пулса иртекен улшăнусене сăнама хăнăхтарасси, кайăксене упрама, пулăшма вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: вĕреннĕ йывăçсен, кайăксен ячĕсене аса илсе пуплевре усă курма вĕрентесси. Шухăша пĕтĕмлетме хăнăхтарасси.
Аталантару тĕллевĕсем: ачасен пуплевне аталантарасси, предложенисене тĕрĕс йĕркелеме хăнăхтарасси, чăвашла илемлĕ калаçма вĕрентесси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: «Çуркунне» темăпа çыхăннă сюжетлă ÿкерчĕксем, кайăксен, йывăçсен ÿкерчĕкĕсем, Power Point программăра хатĕрленĕ слайдсем (ÿкерчĕксемпе дидактика материалĕсем), компьютер, проектор, магнитофон.
Урок тĕсĕ: урок конкурс.
Урăх юхăмĕ
1. Урока йĕркелени.
А) Ачасене сывлăх сунни.
Ачасем, паян пирĕн традицие кĕмен урок конкурс пулать. Урокра тĕрлĕ ĕç тăвăпăр. Сирӗн пĕр – пĕринпе тупăшмалла пулать. Кашни тĕрĕс хуравшăн, тĕрĕс пурнăçланă ĕçшĕн чечексем илĕр. Камсем нумайрах чечексем пухаççĕ – çавсем урок вĕçĕнче парне илме тивĕçлĕ пулĕç. Пурне те ăнăçу сунатăп. Паянхи урокра эсир чăваш чĕлхипе литературине юратса вĕреннине кăтартасса шанатăп. Паян урамра мĕнле аван ҫанталăк сирĕн те кăмăлсем ҫавăн пекех аван тесе шутлатăп. Пирĕн патне хăнана ҫуркунне хăй килет. Кĕтсе илме хатĕр –и эсир хăнана? (ҫуркунне кĕрет)
- Сывлăх сунатăп ачасем. Сирĕн патне килсе ҫитрĕм. Манăн парнесене илме эсир хатĕр пулĕ тесе шутлатăп. Пурне те ăнăҫу сунатăп.
2. Урок темипе паллаштарни.
-Ачасем, ҫуркунне пирĕн патне ахаль килмен, вăл пире вăрмана илсе кайса кăтартасшăн.Тата вăл сире кашни тĕрĕс хуравшăн чечек парнелĕ. Вĕсене пуҫтарса пырăр.
Ачасем, паянхи урокра мĕн çинчен калаçассине эпир 1 –мӗш ӗç тăрăх ĕçлесе пĕлетпĕр.Чи малтан вӑрмана хӑнана кайса курар- и? Утнӑ чух кичем ан пултӑр тесе таса каларǎшсем туса пӑхар:
Ра-ра-ра Витя чупрĕ урамра.
Ша-ша-ша сĕлĕ юратать лаша.
Па-па-па эп пыратǎп тракторпа.
Не-не-не килсе çитрĕ çуркунне.
Мӗн чухлӗ йывӑҫ кунта! Паллашар –ха вӗсемпе.
1 слайд. Йывăç ячĕсене вырăсларан чăвашла куçарса , вӗсен хыҫӗнчи цифрӑсемпе усӑ курса асамлӑ сăмаха тупмалла. (Тĕрĕс хуравлакансем ҫуркуннерен чечексем илĕҫ).
1.Черемуха
2. Береза
3. Ель
4. Липа
5. Вяз
6. Дуб
7. Калина
8. Рябина
Ачасем, кроссвордра мĕнле сăмах пытаннă? (Çуркунне). Тĕрĕс. Паянхи урок теми - «Çуркунне çитрĕ». – Мӗнле тӗллевсем лартатпӑр?
Ă) Урок тĕллевĕсемпе паллаштарни. (ачасен хуравӗ)Урокра эпир çуркунне паллисем, кайăксем çинчен калаçатпăр. Ḉуркунне ҫут ҫанталӑкра пулса иртекен улшӑнусем ҫинчен калаҫӑпӑр, тăван тавралăха мĕнле упрамаллине те каласа хăварăпăр.
Халлӗхе эпӗ корреспондент пуласшӑн, сирӗнпе калаҫасшӑн. Кам –ши вара вӑл корреспондент?
-Ḉуркунне, ҫуркунне тетпӗр. Мӗн- ши вӑл ҫуркунне? Ответлӗр- ха ,тархасшӑн?
- Эсир вара ҫуркунне уйӑхӗсене каласа парӑр
- Ḉуркунне ҫитнӗ май сывлӑш температури мӗнле улшӑнса пырать?
-Хӑш вырӑнта юр хӑвӑртрах ирӗлет?
- Мӗнле кайӑк чи малтан вӗҫсе килет?
-Ḉуркунне ҫинчен кам сӑвӑ пӗлет?
3. Апла пулсан, çуркунне çитни ăçтан курăнать? (Хĕвел пăхать, юр ирĕлет, урамра шыв юхать, кайăксем вĕçсе килеççĕ). Тĕрĕс. Çуркуннен паллисенчен пĕри – кайăксем кăнтăртан вĕçсе килни. Халĕ кайăксен илемлĕ сассисене итлетпĕр. ( кайăксен сассисене итлеççĕ).
-Мӗн ҫинчен юрлать –ши шӑнкӑрч? (ача сӑвӑ калать)
-Тата кайӑксем ҫинчен мӗнле сӑвӑсем эсир пӗлетӗр?
Кайăксене эпир мĕнле ушкăнсене пайлатпăр?( Пирĕн патра хĕл
каçаканнисем, çуркунне вĕçсе килекеннисем).
3 слайд. Хăшĕ ытлашши? (Хĕл каçаканнисене туртса тухмалла) – ку ӗҫе икшерĕн ӗҫлеҫҫӗ.
1. Курак, уйăп, шăнкăрч, чакак.
2.Тăри, улатакка, кăсăя, сар кайăк.
3. Ула курак, шăпчăк, тăрна, çерçи.
4. Куккук, кăвакарчăн, чĕкеç, чана.
(Кайăксен ÿкерчĕкĕсене доска çине çакнă, вырăсла куçарнă).
Ачасем, кайăксем пире мĕнле усă параççĕ? (Сиенлĕ хурт – кăпшанкăсене пĕтереççĕ, хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтараççĕ). Кайăксем те пирĕнтен пулăшу кĕтеççĕ. Эпир вĕсене мĕнле пулăшма пултаратпăр? (Шăнкăрч вĕллисем тумалла, йăвисене, çăмартисене тĕкĕнмелле мар.)
- Шăнкăрчсем кун каҫа 300 хутчен чĕпписем патне хурт –кăпшанкă илсе пырса ҫитереҫҫĕ. Кăсăя хăй йывăрăшĕ чухлĕ ҫиме пултарать, е 6000 хурт –кăпшанкă. Чĕкеҫ ҫулталăкра 1000000 таран , курак кунне 8000 хурт –кăпшанкă таран пуҫтарать.
(Тĕрĕс хуравлакансем чечексем илеççĕ).
-Тата вӑрманта чӗр чунсем те пур. Мӗнле чӗр чунсем пур, эсир каласа парӑр.(ачасен хуравӗсем)
Кану саманчĕ.
Алӑсене çӳле çӗклетпӗр
Унтан шӑппӑн антаратпӑр
Ик айккине саркалатпӑр
Ҫумма хыттӑн чӑмӑртатпӑр
Хыттӑн- хыттӑн ал çупатпӑр
Шӑппӑн вырнаçса ларатпӑр
Вӑрмантан киле вӗҫсе каяр –ха кайӑксемпе пӗрле.
(Малтан ачасем ура çине тăраççĕ, унтан алăсемпе кайăксем вĕçнĕ пек тăваççĕ, лараççĕ. Çакăн хыççăн хăвăрттăн тăраççĕ те каллех аллисемпе вĕçнĕ пек тăваççĕ).
3. Урок темине çирĕплетни.
4 слайд. Ансăр предложенисене анлăлатмалла.(Учитель калать – ачасем хуравлаҫҫӗ) пĕчченшерĕн ĕҫлеҫҫĕ
… Çуркунне çитрĕ.
… Хĕвел пăхать.
… Çил вĕрет.
… Юр ирĕлет.
Шыв … юхать.
… Кайăксем вĕçсе килчĕç.
… Курăк тухать.
Ачасем … выляççĕ.
Кирлĕ сăмахсем: ырă, сарă,савăнăҫлă, симĕс, вăйлă, шурă, шăнкăртатса ,кăнтăртан.
(Тĕрĕс хуравлакансем чечексем илеççĕ).
7слайд. «Çуркунне» темăпа çыхăннă сюжетлă ÿкерчĕксемпе ĕçлесси, « Мозаика», калав туса каласси, кластер тăвасси. (ушкӑнпа ӗçлеççӗ)
(Тĕрĕс хуравлакансем чечек илеççĕ).
-Халӗ К.В.Иванов ҫырнӑ «Ḉуркунне ҫитсен « сӑвва вулатпӑр. К.В.Иванов 1890 ҫулта Пушкӑртстанри Пелепей районӗнче Слакпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл чӑваш халӑхӗн мӑнаҫлӑхӗпе мухтавӗ. Шкулта питӗ тӑрӑшса вӗреннӗ, час ӑнкарса илнӗ.Уроксем хыҫҫӑн мастерскойӗнчен тухма та пӗлмен. Йывӑҫран тем те тума пӗлнӗ. (К.В.Иванов кӗнекепе паллаштарасси) Кǎçал ǎна 127 çул пулать. Константин Иванов ĕмĕ историне «Нарспи» поэмǎпа кĕрсе юлнǎ ( Нарспи кĕнекине катартни) « Нарспи» поэма сыпакесене тахсанах верену кенекисене вырнаçтарнǎ. Эпир вǎл поэмǎпа тĕплĕн аслǎ классенче паллашатпǎр. Поэма 14 пайран тǎрать. Эпир паян сирĕнпе çак поэмǎн пĕчĕк сыпǎкĕпе паллашатпǎр.Сыпǎкĕ «Çуркунне» ятлǎ.
1. Учитель вулани
2. Словарь ĕçĕ ирттерни.
Хӗл куҫҫулӗ – юр ирӗлни; ешӗл - симӗс
3. Ачасене вулаттарни, анализ туни.-Сӑвӑ мӗнле туйӑм ҫуратрӗ- Хӑш уйӑхри ҫут ҫанталӑка ҫырса кӑтартнӑ? Олицетворенисем пур –и? Тупса калăр.
Интерактивный метод «Алфавит» (Ушкăнпа ĕҫлеҫҫĕ)
Понятие(ăнлав) «Ҫуркунне»
А -атă, ашкăнчăк, апрель
Ă -ăмăр
В -вылянчặк
Е -ешерет
И -илемлĕ
Й -йĕрет
К -кăмăллă, кайăксем, кӳлленчĕксем
Л -лакăм, лĕпĕш
М -мăнаҫлă, март
Н -нӳрлĕ
П -парнелет, пылчăк
Р -раща
С -савăнăҫ, серте
Ҫ -ҫумăр ҫăвать
Т -тĕлĕнтерет, тăри
У -уҫăлтарать
Х -хĕртет
Ч -чĕкеҫ, чĕрĕлет, чечек
Ш -шавлать, шыв, шăнкăрч, шăна
Ы -ырă
Ю -юхать, юрату,
4. Урока пĕтĕмлетни, çĕнтерÿçĕсене чыслани.
-Халӗ вара синквейн туса калаттарасси. Ун хыҫҫӑн ҫӑлтӑрсене шутлатпӑр, ҫӗнтерӳҫӗне палӑртатпӑр.
Ачасем, эпир урокра мĕнле вăхăт çинчен калаçрăмăр. Сире çуркунне килĕшет – и? Мĕншĕн килĕшет? (Ачасем хуравлаççĕ).
Çуркунне – чи илемлĕ вăхăтсенчен пĕри. Симĕс курăк, чечексем тухаççĕ. Йывăçсем çулçă кăлараççĕ. Вĕсем пирĕн тавралăха илем кÿреççĕ. Çак илеме эпир мĕнле упрама пултаратпăр? (Йывăçсене хуçмалла мар, чечексене татмалла мар, курăка таптамалла мар).Эпир çак ырă ĕçсене тума пултаратпăр -и ?
Класра камсем чи хастар пулнине палăртатăп.
-Сирĕн кăмăлсем мĕнле? Çĕнтерÿçĕсене парнесем паратăп.
(пӳрнесемпе кăтартни)
5. Киле ĕҫ пани: килте ҫак К.В.Иванов ҫырнă «Ҫуркунне ҫитсен..»сăвва пăхмасăр калама вĕренетĕр. Пите маттуррисен ҫуркунне ҫинчен сочинении ҫырсан аванччĕ.
Эпĕ сире урокра тăрăшуллă пулнишĕн, мана пулăшнишĕн тав тăватăп. Вĕренÿре ăнăçу сунатăп. Чăваш чĕлхине малашне те юратса вĕренессе шанатăп. Сывă пулăр!
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
"Килчĕ ырă çуркунне" (вырăс шкулĕсенчи чăваш ачисене вĕрентмелли уçă урокăн план-конспекчĕ)
Тĕллевсем: 1. Çурхи çанталăка сăнама, илемне курма, унпа киленме, сăнани çинчен каласа пама хăнăхтарасси; И.Я. Яковлевпа паллаштарасси, унăн «Çуркунне» хайл...
Çуркунне йыхравçисем
План урок для 4 класса...
Презентация к уроку " Çуркунне çитсен"
О весне...
Презентация к уроку «Çуркунне çитсессĕн»
Презентация по литературному чтению на чувашском языке в 4 классе на тему «Çуркунне çитсессĕн»...
Килчě ырǎ ҫуркунне
Конспект открытого урока по литературному чтению на родном (чувашском) языке...