Килчě ырǎ ҫуркунне
план-конспект урока по чтению (4 класс)
Конспект открытого урока по литературному чтению на родном (чувашском) языке
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
Н.Матвеевǎн «Ҫěр ыйхǎран вǎранать» тǎрǎх ирттернě уҫǎ урок | 32.39 КБ |
Предварительный просмотр:
Патǎрьел районěнчи
«Хирти Пикшикри пěтěмěшле пěлӳ паракан вǎтам шкул»
муниципалитетǎн вěренӳ бюджет учрежденийě
«Килчě ырǎ ҫуркунне»
(Н.Матвеевǎн «Ҫěр ыйхǎран вǎранать» тǎрǎх ирттернě уҫǎ урок)
Ěҫ авторě: Бородкина Ираида Васильевна,
пуҫламǎш классен вěрентекенě
Килчĕ ырă çуркунне
(Литература вулавĕ,4-мĕш класс. Н.Матвеевăн «Çĕр ыйхăран вăранать» калавĕ тăрăх ирттернĕ урок)
Урок тěсě: Хутǎш урок.
Сапǎрлǎх тěллевě:
1. Ачасене çуркуннехи пулăмсемпе паллаштарасси.
2.Тăван тавралăха юратма, унăн илемне туйма, упрама вĕрентесси.
Пěлӳ тěллевě:
1.Ҫут çанталăкри пулăмсене сăнама тата танлаштарма хăнăхтарасси.
2.Илемлěх мелěсене тупма, вěсемпе усǎ курма вěрентесси.
Аталантару тěллевě:
1.Ачасен çыхăнуллă пуплевне , шухǎшлавне, тавракурăмне аталантарасси.
Урок мелěсемпе меслечěсем:
-вěрентекен сǎмахě;
-ыйту-хурав;
-кроссворд шутласси;
-карточкǎсемпе ěҫлесси;
-презентаципе ěҫлесси;
-словарь ěҫě;
- экспресс –тěрěслев.
Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, кроссворд ÿкернĕ плакат, ачасен ÿкерчĕкĕсен стенчĕ, ачасене валли ятарласа хатĕрленĕ чăваш эстрада юррисен дискĕ.
Урок юхăмĕ:
I.Урока йĕркелени.
Шăнкăрав сасси янрарĕ,
Урока пире васкатрĕ.
Парта хушшине ларатпăр,
Урасене тăп пусатпăр,
Çурăма йăрăс тытатпăр,
Алсене тĕрĕс хуратпăр,
Тимлĕ итлесе ларатпăр.
II.Кроссворд шутласа урок темине ушкăнпа палăртни.
-Ырă кун, ачасем. Ырă кун пултăр, килнĕ хăнасем.
Чи малтанах эпир,ачасем,çак кроссворда шутлăпăр(ыйтăвĕсем слайд çинче). Кунта паянхи урокăн теми пытаннă. Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тĕрĕс тупсассăн, эсир пурте тавçăрса илетĕрех ăна.
1.Юр каяссине кĕтмесĕр,
Мăн уçланкă варринче
Хăрамасăр, шикленмесĕр
Чи малтан тухаканскер.(Çеçпĕл)
2.Кĕпи шурă, çÿçĕ симĕс.(Хурăн)
3. Кĕрхи шывра çуралать, çурхи шывра çухалать.(Пăр)
4.Пĕчĕкскер, хитрескер, çĕр мăкăртса тухнăскер, пурçăн тутăр çыхнăскер.(Кăмпа)
5.Сăмсасăр кăвакал пăр шăтарать.(Тумла)
6.Шурă ĕнен сĕчĕ пылак.(Хурăн шывĕ)
7. Хура йăмăкăн юрри хитре.(Шăнкăрч)
8.Пурте ăна юратаççĕ, куçран пăхма вăтанаççĕ.(Хĕвел)
ç | е | ç | п | ĕ | л | |||
х | у | р | ă | н | ||||
п | ă | р | ||||||
к | ă | м | п | а | ||||
т | у | м | л | а | ||||
х | у | р | ă | н | ш | ы | в | ĕ |
ш | ă | н | к | ă | р | ч | ||
х | ĕ | в | е | л |
- Çÿлтен аялалла тепěр сăмах вулама пулать. Мěнле сăмах-ши вăл, ачасем?(Çуркунне) .
III.Çĕнĕ темăпа ĕçлени.
1.Экран çинчи сăвва вуласа унăн тĕп шухăшне палăртни.
Килчĕ ырă çуркунне,
Килчĕ ячĕ ăшăтса.
Хĕвел савать тĕнчене
Хĕл ыйхинчен вăратса. (К.Иванов)
-«Çуркунне» сăмаха илтсен сирěн куç умне мěн тухса тăрать?
(Ачасен хуравĕсем: ăшă хěвел, юр ирěлни, шыв шăнкăртатса юхни,кайăксем вěçсе килни, çут çанталăк чěрěлни…)
-Ку ěнтě пěтемпе çуркуннен пулăмěсем. Апла пулсан урокра тумалли ěçсене паян çак темăпа çыхăнтарăпăр.
2.Сăвăри илемлĕх мелĕсене тупса палăртни.
-Автор çак сăвăра мĕнле илемлĕх мелĕсемпе усă курнă?(сăпатлантару, эпитет).
-Çыравçăсем тата мĕнле илемлĕх мелĕсемпе усă курма пултараççĕ?
1) Карточкăсемпе кашни хăй тĕллĕн ĕçлени. «Танлаштару», «эпитет», «сăпатлантару» ăнлавсен пĕлтерĕшне палăртни.
( ачасен литература терминне унăн пĕлтерĕшĕпе тĕрĕс çыхăнтармалла)
Танлаштару Чĕрĕ мар япалана чĕрĕ пек туса кăтартни
Сăпатлантару Пĕр-пĕр япалана е пулăма сăнлама усă куракан,
ăна сăнарлăх кÿрекен сăмах
Эпитет Пĕр япалана е пулăма тепĕр япалапа(пулăмпа)
танлаштарса кăтартни
2)Карточкăсемпе икшерĕн ĕçлени. Илемлĕх мелĕсен тĕслĕхĕсене ачасене туптарни.
Эпитет Хěвел кулсассăн
Ырă çуркунне
Çěр ыйхăран вăранать
Танлаштару Сарă хěр пек кулакан хěвел
Кăтра хурăн
Тÿпе халь тěкěр пек таса
Сăпатлантару Кěмěл сасă
Çут çанталăк чěрěлет
Шăнкăрав пек сасси
IV. Кану саманчĕ
Чупрě шур мулкачě
Кÿршě пахчана
Татас тет, çиес тет
Вăл купăстана.
Сике-сике чупнă чух
Хăлхисене вырттарать.
Пěр вырăнта тăнă чух
Хăлхисене чанк тытать.
V. Н.Матвеевăн «Çĕр ыйхăран вăранать» калавĕ тăрăх хатĕрленĕ презентаципе ĕçлени
-Халě вара эпир чи илемлĕ вăхăтра,пĕтĕм çут çанталăк чĕрĕлнĕ вăхăтра пулăпăр, çак вăхăтри пулăмсене тĕпчĕпĕр.
(Ачасем вулаççĕ)
1слайд(çуркунне …)
Хĕвел тÿпере çÿлтен-çÿле хăпарса пырать. Кунран-кун вăл ытларах хĕртекен пулчĕ. Çурт çамкисенчи тумла пăрĕсем вăрăмлансах, мăнтăрлансах пыраççĕ.
Часах хĕл каçа пухăннă юр кĕске хушăрах ирĕлсе пĕтет те кĕрлесе юхса каять.Çакăн хыççăн улăх-çаран, вăрмансем ешерме тытăнаççĕ.
2слайд(çеçпĕл)
Кама илĕртмеççĕ пулĕ вăрман уçланкинчи çеçпĕлсем-юр кайнă-кайман тухакан чечексем! Кĕрен, кăвак сăнлăскерсем, уçланкăна чăн-чăн асамлăх кĕртеççĕ.Çеçпĕл тепĕр чухне çу уйăхĕн вĕçне çитичченех чечекре ларать.
Пĕр гектар вăрман лаптăкĕ çинчи çеçпĕл 30-75 килограмм таран пылак сĕткен парать. Çавăнпа хăшпĕр вырăнсенче çеçпĕле «пыл курăкĕ» теççĕ.
Асамлă курăк ÿпке чирĕнчен сипленме пулăшать.
3слайд(ама курăкĕ)
Юр ирĕлнĕ-ирĕлменех тухакан тепĕр чечек пур. Чăвашла ячĕ унăн тĕрлĕрен:ама курăкĕ, амаçури курăкĕ, ама хупаххи, йÿç хупах, шапа хупаххи. Кашни чечекĕ çурхи сарă пĕчĕк хĕвел евĕрех курăнать. Вĕсенче нектар нумай, çавăнпа пыл хурчĕсем те унталла туртăнаççĕ. Ама курăкĕнчен вĕретнĕ чейпе халăхра пыр шыççинчен, ÿслĕкрен сипленме усă кураççĕ.
4слайд(кăтра кăмпа)
Пĕрремĕш чечексемпе пĕрлех вăрман уçланкисенче, çулсем хĕрринче, çырмасенче чи малтанхи кăмпасем те шăтса тухаççĕ. Акă кăтра кăмпа. Юр шывĕн шăрши кĕрет унран. Сивĕрен- мĕнрен хăрамасăр, чи малтан шăтать вăл. Сивĕре майĕпен кăна ÿсет, хĕвел хĕртме, таврара ăшă сывлăш варкăшма тытăнсан, питĕ хăвăрт çĕкленсе, сарăлса каять.
5слайд(çĕвĕ кăмпи)
Пирĕн таврара çавăн пек тепĕр кăмпа пур. Ăна çĕвĕ кăмпи теççĕ. Çиелти сийĕсем чăнах та çĕвĕ машинипе çĕлесе тухнă йĕрсем пек курăнаççĕ. Тĕсĕ вĕсен ăвăс вăрманĕнче çутă хăмăр, хурăн вăрманĕнче – хурарах.Ку кăмпасем хăйсен вырăнĕсенче кашни çулах шăтса тухаççĕ.
6слайд(чакак)
Çуркунне çитнине вĕçен кайăксем лайăх туяççĕ. Акă чакак сасси хĕллехинчен уçăмлăрах та хаваслăрах.
7слайд(çерçи)
Çерçисене пăхар-ха тата ! Аллăн-утмăлăн йывăç çине ларнă та чарăна пĕлмесĕр чĕвĕлтетеççĕ.
8слайд(шĕпшĕл)
Шĕпшĕлсене илер тата. Хĕл варринче вĕсем çерçисенчен вăрăм хÿрисемпе уйрăмччĕ.Халь йăлтах урăхла: хÿрисем витĕрех сархăмланнă, юррисене илтсен чун савăнать.Çин-çин-çин-çи-н-н янратаççĕ шĕпшĕл аçисем. Ку – çуркунне пуçламшĕн кĕвви ĕнтĕ.
9слайд(курак)
Çуркунне çитнине палăртса пирĕн аякри туссем – хупа кураксем вĕçсе килеççĕ. Малтанах вĕсем пĕлтĕрхи йăвисем çийĕн ушкăнăн-ушкăнăн кăшкăрса вĕçеççĕ. Часах хĕрÿ пуçланать:йăвисене юсамалла, çĕнĕ йăвасем çавăрмалла.
10слайд(шăнкăрч)
Каярахпа вара пирĕн печек йăмăкăмсем-шăнкăрчсем вĕçсе килеççĕ. Вĕсем ачасем туса хатĕрленĕ вĕллесене хаваспа йышăнаççĕ. Ытла та хитре юррисемпе пĕтĕм тавралăха илĕртеççĕ. Шăпчăк пек те шăхăраççĕ, чĕкеçле те чĕвĕлтетеççĕ… Пулаççĕ те мĕн юрă ăстисем!
11слайд
Тавралăх тĕрлĕ енлĕн пуянланса улшăнать. Йывăç папкисем пысăкланаççĕ, катасем, вăрмансем, садсем ешереççě. Вăранать, чěрěлет, хавхаланать çурхи çутçанталăк!
-Ачасем, çуркунне патĕнче хăнара кăмăла кайрĕ-и сире?(Ачасем хуравлаççĕ)
-Паллах. Эпир çуркунне- питĕ илемлĕ вăхăт пулнине, çак вăхăтра çут çанталăк чěрěлнине çакăнта куртăмăр. Чăнахах та çěр те ыйхăран вăраннăнах туйăнать.
VI. Словарь ěçě.
Н. Матвеевăн «Çěр ыйхăран вăранать» хайлавěпе тĕплĕнрех эсир килте паллашатăр.Çут çанталăк çинчен çырнă хайлавěсем унăн татах та пур. Вěсене çак кěнекене кěртнě. Кăмăлăрсем пулсан, вуласа паллашма пултаратăр.
Халĕ словарь ěçне пурнăçлатпăр. Калавра сайра тěл пулакан сăмахсене палăртса хăваратпăр.(Ачасем доска çинче чăвашла панă сăмахсене вырăсла пĕлтерĕшĕпе çыхăнтараççĕ)
çеçпěл строчок
ама курăкě сморчок
çěвě кăмпи овсянка
шěпшěл мать-и-мачеха
кăтра кăмпа подснежник
VI. Ачасен пултарулăхĕпе паллашни( киле ĕç пулнă)
-Халĕ вара ачасем çуркуннене юратса, ырласа çырнă хăйсен сăввисене каласа кăтартĕç.
Çуркунне
Иртсе кайрĕ сивĕ хĕл,
Çитрĕ ырă çуркунне.
Хĕвел ячĕ ăшăтса,
Юр ирĕлет васкаса.
Кайăксем вĕçсе килеççĕ,
Юрăсем шăрантараççĕ.
(Морковкина Анастасия)
Ырă çуркунне
Çитрĕ ырă çуркунне
Хĕвел пăхать ăшăтса.
Шăнкăртатса шыв юхать,
Палюк карап ăсталать.
Карапĕ вăйлă каять,
Палюк кун хыççăн чупать.
Карап йĕпенсе каять,
Палюк урăххи тăвать.
(Вушнаева Кристина)
Шăнкăрчсем
Çуркунне çитсен килеççĕ
Пĕчĕк йăмăксем.
Чун-чĕрене илĕртеççĕ
Юррипе вĕсем.
Васкаса вĕлле тăваççĕ
Ача-пăчасем.
Хапăл туса йышăнаççĕ
Вĕллесене шăнкăрчсем.
(Зуева Вероника)
Çуркунне çитсен
Урамра юр ирĕлет,
Акă çуркунне çитет!
Пур ача та хаваспах
Канмалли куна кĕтет.
Кайăк-кĕшĕк савăнса
Çиреп йăва çавăрать.
Çерçи-курак мухтанса
Ик çунатне шарт! çапать.
(Михайлов Никита)
Çĕр ыйхăран вăранать
Хĕвел пит хĕртсе пăхать.
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать.
Çĕр ыйхăран вăранать,
Çеçпĕл чечеке ларать.
Кăнтăр енчен хаваспа
Вĕçсе килеç кайăксем.
Çавăраççĕ йăвасем,
Кăлараççĕ чĕпĕсем.
(Иванкина Диана)
-Çуркуннен пěтěм илемлěхне ачасем хăйсен сăввисенче çеç мар, ÿкерчěкěсем çинче те кăтартса панă…..( ачасем «Килчĕ ырă çуркунне» темăпа хатĕрленĕ стенд)
VII. Вěреннине пěтěмлетни. Ачасен ĕçне хаклани.
1)Экспресс -тěрěслев туса ирттерни.
-Халě эсир вěрентекенсем пулатăр. Эпě каланипе килěшетěр пулсан, хисепсем айне (+) паллă, килěшмесен (-) палли лартатăр.
1)Кăрлач, нарăс, пуш – çуркуннехи уйăхсем.
2)Çуркунне çырмасенче пăр каять.
3)Çуркунне çěр тěрлě тěслě çулçăсемпе хупланать.
4)Инçе çěртен, кăнтăртан,
сар хěвеллě вырăнтан ,
вěçсе килчěç çерçисем,
пирěн хаклă хăнасем.
5)Çуркунне тěттěм вăрман чěрěлет, ешěл тумтир тăхăнать.
6)Çуркунне чи малтан çеçпěл шăтса тухать.
7)Çуркунне кантăка çил эрешлет.
8)Хура курак килсен пěр уйăхран пăр каять.
9) Юхан шывсем, кÿлěсем, пěвесем çуркунне пăрпа витěнеççě.
10)Çуркунне кăнтăрла тумла юхать, ирěн-каçăн шатăрах шăнтать.
1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 |
- | + | - | - | + | + | - | + | - | + |
VIII. Киле ěç пани.
-Паян урокра калаçнине шута илсе килте «Çуркунне» ятлă сочинени çырмалла. Илемлěх мелěсемпе усă курма тăрăшмалла.
IX. Урока юрăпа вěçлени.(«Çуркунне» юрă. Сăвви Т.Козловăн, кĕвви И.Любимовăн)
- Сарă хěвел йăл кулать,
Çуркуннене савăнать.
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать,
Хăй юррине вăл юрлать.
Çуркунне, çуркунне,
Юрлăр савăк юррине.
Çуркунне, çуркунне,
Савăнтартăр чěрене.
- Сěм вăрманě чěрěлет,
Хăй тумěпе киленет.
Çÿлте тăри юр юрлать,
Çутă тěнче вăранать.
- Юр юрлатпăр савăнса,
Çуркуннене юратса.
Хěвел пултăр яланах-
Çуркуннене ай тавах.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
"Килчĕ ырă çуркунне" (вырăс шкулĕсенчи чăваш ачисене вĕрентмелли уçă урокăн план-конспекчĕ)
Тĕллевсем: 1. Çурхи çанталăка сăнама, илемне курма, унпа киленме, сăнани çинчен каласа пама хăнăхтарасси; И.Я. Яковлевпа паллаштарасси, унăн «Çуркунне» хайл...
Çуркунне йыхравçисем
План урок для 4 класса...
" Çуркунне çитсен..." К.В.Иванов
Урок по литературному чтению ( на чувашском языке) "Çуркунне çитсен..." К.В.Иванова...
Презентация к уроку " Çуркунне çитсен"
О весне...
Презентация к уроку «Çуркунне çитсессĕн»
Презентация по литературному чтению на чувашском языке в 4 классе на тему «Çуркунне çитсессĕн»...