План-конспект по окружающему миру по теме "Жизнь леса. Лес - природное сообщество"
методическая разработка по окружающему миру (4 класс) по теме
Урок окуржающего мира в 4 классе, на котором дети знакомятся ярусами леса, лесной подстилкой, микроорганизмами, ролью грибов.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
uroktemi_1.doc | 54.5 КБ |
Предварительный просмотр:
Урок теми: Вăрман пурнăçĕ.
Урок тĕллĕвĕсем:
1) Ачасене вăрман пурнăçĕпе паллаштарасси: вăрманти айсарăм, яруссем, микроорганизмсем çинчен, вăрман çутçанталăк пĕрлĕхĕ пулни çинчен вĕрентесси.
2)Çутçанталăка юратма, упрама вĕрентесси.
Урока кирлĕ хатĕрсем:
- «Вăрманта»-cюжетлă ÿкерчĕк.
- «Апатлану çыхăнăвĕ» ÿкерчĕк.
- Чĕрчунсен ÿкерчĕкĕсем.
- Усентăрансен ÿкерчĕкĕсем.
- Кроссворд.
- Таблица.
Урок йĕрки.
- Класа урока йĕркелесси.
- Урок темипе тата тĕллевĕсемпе паллаштарасси.
- Тупмалли юмахăн тупсăмне тупасси.
-Çулла симĕс, хĕлле хура. Мĕн вăл?
2)Ыйтусем çине хуравласси:
-Мĕн вăл вăрман? Мĕнле вăрмансем пулаççĕ?
-Пире вăрман мĕн парать?
- Çĕнĕ темăна ăнлантарасси.
- Ачасем, тухар-ха çулçÿреве, каяр-ха вăрмана, çÿресе пăхар унăн сукмакĕсемпе. Вăрман алăкĕн урати урлă каçатпăр та вăрмана кĕрсе тăратпăр.
-Ачасем, эсир вăрман темиçе хутлă пулнине асăрханă-и?
Учёнăйсем çав хутсене яруссем теççĕ. Чи çÿлте йывăçсен ярусĕ.
. Вĕсенчен аяларахра тĕмлĕ йывăçсен ярусĕ
вырнаçнă. Унтан та аяларах - лутра тĕмсем тата курăк.
Чи аялти ярусра мăкпа лишайник. Вăрманта çутă çителĕклĕ. Вăрманти ытти ÿсентăрансене çутă нумаях кирлĕ мар,çавăнпа вĕсем йывăçсен сулхăнĕнче те ÿсме пултараççĕ.
-Миçе ярус пулчĕ?
-Пĕрремĕш ярусра, чи аялта мĕнле ÿсентăрансем ÿсеççĕ?
-Иккĕмĕш ярусра мĕнле ÿсентăрансем вырнаçнă?
-Виççĕмĕш ярусра мĕнле ÿсентăрансем ÿсеççĕ?
-Тăваттăмĕш ярусра мĕнсем ÿсеççĕ?
- Йывăçсем çинчен калаçу ирттересси. Вĕсен çÿллĕшне, миçе çул пурăнма пултарнине кăтартакан таблицăна пăхса тухасси. (таблица ватман çинче)
Йывăç ячĕ | Çÿллĕшĕ | Миçе çул пурăнать? |
ăвăс | 35м | 80 - 100 |
хурăн | 20 – 30м | 150 (300) |
хурама | 25 – 30м | 150 (300) |
чăрăш | 30 – 35м | 300 - 400 |
хыр | 20 – 40м | 300 - 400 |
çăка | 30м | 300 - 400 |
юман | 30 – 50м | 300 -1000 |
- Кроссворд тупсăмне тупасси.
- Пĕр çăмхана пин йĕп чикнĕ. (чĕрĕп)
- Хĕрлĕ-хĕрлĕ хĕрлемес
Хир чăххине хĕрхенмест. (тилĕ)
- Урлă упа-утаман. (упа)
- Хÿри-тукмак, шăлĕ-шак-шак. (кашкăр)
- Африкăран çуран утнăшăн карăшран тĕлĕнекен чĕрчун. (каюра)
- Кăнтăрла çывăрать, çĕрле сунара тухать. (тăмана)
- Шăтăкра пытанать, кушакран хăрать. (шăши)
- Кăмпа-çырла таврашне кам вăрманта типĕтет? (пакша)
- Вăрман тухтăрĕ мĕн ятлă? (улатакка)
- Мĕнле чĕрчун пуçĕ çинче турат йăтса çÿрет? (пăши)
11) Мĕнле тискер чĕрчунăн хăлхисем çинче кистĕксем пур? (çÿлевĕç)
- Кĕске хÿреллĕ Кĕçтенкке йĕтем хыçне вĕçтерет. (мулкач)
VI. Чĕрчунсем çинчен калаçу ирттересси.
-Вăрманта пур çĕрте те – йывăç тăрринчен пуçласа çĕре çитичченех чĕр чунсем пурăнаççĕ.
- Йывăçсем çинче мĕнле чĕр чунсем пурăнаççĕ? (пакшасем, кайăксем, хурт-кăпшанкăсем)
-Çĕр çинче мĕнле чĕр чунсем пурăнаççĕ? (мулкач, тилĕ, кашкăр, упа, чĕрĕп)
- Çĕр айĕнче, тăпрара мĕнле чĕр чунсем пурăнаççĕ? (каюрасем, ăмансем, хуртсем)
Физкульминутка.
VII. Апатлану çыхăнăвĕ çинчен калаçу ирттересси.
-Халĕ, ачасем, вăрман арифметикипе паллашăпăр. Вăрман хăйĕн шут йĕркипе, хăйĕн арифметикипе пурăнать. Унăн хăйĕн
хушмалли, кăлармалли меслечĕсем пур. Тепĕр чух унта пĕрре çумне пĕрре хушсан иккĕ мар, пĕрре çеç пулма пултарать. Тĕслĕхрен:
- Ăсанпа хурчка – сывлăшра. Вĕсем миçен?
- Мулкач, тилĕ тата çÿлевĕç. Пурĕ миçен?
- Юр çинче чакак тата шăши. Пурĕ миçен?
Вăрманта кам мĕнле хушас-кăларас е хутлас-пайлас тет, çавăн пек хушма-кăларма та, пайлама-хутлама та май çук, мĕншĕн тесен унта
пурте пĕр-пĕринпе питĕ тачă çыхăннă, улăштармалла мар шайлашура тăраççĕ. Вăрманта пакшана пĕтертен- сăсарсăр тăрса юлтăн. Сăсарне вăйлă ерчетсе ятăн-пакшасăр юлатăн.
VIII. Кăмпасем çинчен калаçу ирттересси.
-Çĕр ашĕнчен шлепке тăхăнса тухать. Мĕн вăл?
-Эсир мĕнле кăмпасем пĕлетĕр?
- Кăмпасем вăрмана кирлĕ-и?
Кăмпа тĕввисен çипписем йывăç тымарĕсемпе пĕрлешсе лараççĕ те
вĕсене тăпраран шыв тата шывра ирĕлнĕ тĕрлĕ тăварсене илсе тăма пулăшаççĕ. Усентăрансене çак ĕçре чи малтан шăна кăмпи пулăшать. Кăмпасемпе нумай чĕр чунсем тăрăнса пурăнаççĕ.
Хăш-пĕр наркăмашлă кăмпасене çисе чĕр чунсем чир-чĕртен сывалаççĕ.
IX. Вăрманти айсарăм çинчен анлантарни.
- Вăрманта çулталăкăн пур вăхăтĕнче те илемлĕ. Халĕ вăрмана кайсан мĕн куратпăр-ха эпир? Укнĕ çулçăсем, хăрнă йывăç тураттисем. Çаксене учёнăйсем вăрманти « айсарăм» теççĕ. Типĕ
çулçăсем, ытти йывăç-курăк юлашкисем, унта пурăнакан микробсем, е урăх майлă микроорганизмсем пулăшнипе «айсарăм»
майĕпен çĕрет. Çавна пула тăпра çĕрĕк тăприпе пуянланать. Вăрманти « айсарăм» юр айĕнче хĕл каçакан чĕрĕпсене, уярсене
тата ытти чĕр чунсене хĕл сиввинчен хÿтелет. Вăрманта пурăнакансем пурте: ÿсентăрансем, чĕр чунсем, кăмпасем, микроорганизмсем- пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Вĕсем пĕр пĕрлĕхре пурăнаççĕ. Çавăнпа вăрмана çутçанталăк пĕрлĕхĕ теççĕ.
X. Урок тăрăх пĕтĕмлету.
-Вăрман пурнаçĕ çинчен мĕн пĕлтĕмĕр?
- Мĕншĕн вăрмана çутçанталăк пĕрлĕхĕ теççĕ?
XI. Киле ĕç парасси.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
План-конспект урока по окружающему миру в 1 классе «А» по теме: «Животные и растения леса» с применением информационных технологий
План-конспект урокапо окружающему миру в 1 классе «А»по теме: «Животные и растения леса»с применением информационных технологий...
План-конспект урока по окружающему миру в 1 классе «А» по теме: «Животные и растения леса» с применением информационных технологий
План-конспект урокапо окружающему миру в 1 классе «А»по теме: «Животные и растения леса»с применением информационных технологий...
Разработка урока по окружающему миру 4 класс.Тема: Луг - природное сообщество. Автор программы А.А. Плешаков
Замысел урока заключается в том, чтобы учащиеся самостоятельно учились добывать знания в ходе групповой работы.Специфика урока заключается в использовании разных источников зна...
План-конспект урока по окружающему миру. Тема: "Природные зоны. Наш край."
Урок составлен ввиде экспедиции. Учащиеся заранее готовятся по своим направлениям. На уроке они рассказывают о своем крае - Ростовской области. Урок воспитываает любовь к своей малой Родине. Мат...
Тест по окружающему миру для учащихся 3 классов Природные сообщества
Тест по окружающему миру для учащихся 3 классов по теме " Природные сообщества"https://docs.google.com/forms/d/1ZUMtlpeHSTndAivA3Fb5VHC_9axzRk392f5UB06SJkg/viewform...
Технологическая карта урока по окружающему миру на тему: "Человек и природные сообщества. Значение лесов" 3 класс (Перспективная начальная школа)
Конспект урока по окружающему миру...
План-конспект урока по окружающему миру «Птицы – лесные обитатели леса».
План-конспект урока по окружающему миру «Птицы – лесные обитатели леса»....