"Пурнăç çулĕ". Сăвă. С. Васильева.
материал (7 класс) на тему

Васильева Светлана Германовна

                      Аслă Отечественнăй Вăрçă ветеранĕсене халалланă сăвă. 

                                                                                            С. Васильева–Тельмова.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл purnac_cule_dokument_microsoft_office_word.docx15.38 КБ

Предварительный просмотр:

Васильев Герман Васильевича,

                                                                                                        вăрçă ветеранне хисеплесе.

С. Васильева–Тельмова 

                               Пурнăç çулĕ

Ак ман умра ÿкерчĕк – вăтанчăк ял ачи.

Вăл çемьере пĕрремĕш ашш(ĕ)- амăш(ĕн) шанчăкки.

Граждан вăрçи пĕтсессĕн вăл курнă кун çути.

Кăштах вăя кĕрсессĕн, ĕç вĕрентет апи.

Чăваш ачин кун-çулĕ пуçланнă шав ĕçре.

Атте-аннен сăмахĕ ялан асра, пĕрле.

Яш каччă. Герман – ячĕ. Кунта вун саккăрта.

Пуласшăн пулнă тухтăр, ят тухнă вăрçăна.

Фронтра хăюллă пулнă çап-çамрăк лейтенант.

Ăна амантнă пулнă. Сывалнă та, фронта.

Вăл утса тухнă пурнăç – тумхахлă, йывăр çулĕ.

Вăл хаяр вăрçă курнă, анчах хытман ун чун.

Çапăçусен шăв-шавĕ тухман пуль çав асран,

Шуралнă ун тăнлавĕ Çĕнтерÿччен малтан.

Мăшăрĕпе пĕрлешнĕ, Ишекелле куçсан,

Ачасене ÿстернĕ – пăх-кур: виç ывăл тан!

Ман алăра ÿкерчĕк – хисеплĕ ял çынни.

Сăн-питĕнче хĕвеллĕ çап-çутă йăл! кулли.

Ак тепĕр сăн ÿкерчĕк: кунта вăл ветеран.

Çулланнă çын, кĕрнеклĕ, чунпа хăй ватăлман.

Вăл таврара хисеплĕ, ят-сумлă пулнăран,

Ыр тĕслĕхĕ, халалĕ пулать асра  ялан.

Хуракасси (Эльбарусово).

    Ака уйăхĕн 23-мĕшĕ, 2017 ç.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

А.С.Артемьев пурнăçĕпе пултарулăхĕ

А.С.Артемьев пултарулăхне тишкернĕ чух усă курма пулать....

Презентация "Н. Теветкел пурнăçĕпе пултарулăхĕ"

Презентация к уроку чувашской литературы в 8 классе....

Презентация "Иван Мучи пурнăçĕпе пултарулăхĕ"

Презентация к уроку чувашской литературы в 8 классе...

Халăх йăли – пурнăç йĕрки

Современные традиции со временем полностью вытесняют старинные традиции села. Пока живы наши бабушки и дедушки, мы, распрашивая их,  должны оставить для наших будущих детей и внуков описание традиций....

Шыв пулмасан пурнăç çук.

Вода, поступающая к нам из водопровода, в большинстве случаев пригодна для питья и безопасна. Есть, однако, исключения. Иногда вода, проходящая по старым свинцовым трубам, загрязнена свинцом. В некото...

Презентация к отрывку из книги Н.Симунова "Пурнăç юмах мар"

Отрывок посвященный матерям о правильном  воспитании детей....

Презентация к отрывку из книги Н.Симунова "Пурнăç юмах мар"

Отрывок, посвященный матерям о правильном  воспитании детей....