Шыв пулмасан пурнăç çук.
занимательные факты (7 класс) по теме

Григорьева Вера Евгеньевна

Вода, поступающая к нам из водопровода, в большинстве случаев пригодна для питья и безопасна. Есть, однако, исключения. Иногда вода, проходящая по старым свинцовым трубам, загрязнена свинцом. В некоторых районах химические стоки заводов, токсические свалки, отходы производства также приводят к потенциально опасным загрязнениям. Поэтому степень загрязнения водопроводной воды в различных местах разная. По возможности используйте холодную воду для потребительских целей (горячая вода содержит больше свинца), и обязательно кипятите ее перед употреблением. На примере разных ситуаций в течении всего урока дети приходят к выводу, что воду надо беречь.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon shyva_varalani_hamarah_inkek_kyret.doc84.5 КБ

Предварительный просмотр:

Шыва варалани хамăрах инкек кÿрет

Эпиграф: Шыв пулмасан пурнăç çук. (Ват. сăм.)

Урок тĕллевĕсем: 1) Вулав, калаçу, хăнăхăвĕсене аталантарасси;

                              2) Глаголсен хушу наклоненийĕн çуклă формипе пуплевре усă курма хăнăхтарасси;

                              3)  Шыва варалани çынсене те, тавралăха та сиен кÿнине ăнлантарасси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: ватман, аппликаци  тумалли ÿкерчĕксем, хушу наклоненийĕнчи глаголсен  таблици.

Çĕнĕ сăмахсемпе сăмах ушкăнĕсем: анăç, тухăç, шыв хĕрри, çÿпĕ-çапă, пăтранчăк мар, тăрă шыв.

Урок юхăмĕ

               Çанталăк çинчен.

  - Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ?

  - Паян мĕнле çанталăк?

  - Хĕвел пăхать-и?

  - Тÿпе мĕн тĕслĕ?

  - Çумăр çăвать-и?

  - Çил вĕрет-и?

  - Йывăçсем мĕнле?

  - Çынсем мĕнле тăхăнаççĕ?

  - Кайăксем ăçта вĕçсе кайнă?

  - Паян сывлăш температури миçе градус?

  - Сана паянхи çанталăк килĕшет-и?

              Килти ĕçе тĕрĕслени

«Шыва перекетлес тесен мĕн-мĕн тума пулать?» темăпа презентации е калав хатĕрлемелле.

            Çĕнĕ материалпа ĕçлени.

                    Эпиграфпа паллаштарни: « Шыв пулмасан пурнăç çук.»  (Ват. сăм.)

  1. Грамматика материалĕпе ĕçлени.

а) Глаголсене тупни, пĕлтерĕшне ăнлантарни (ĕçе тума хушнине, хистенине, сĕннине е чĕннине пĕлтереççĕ)

       Çут çанталăка ан варала, хăвăн хыççăн çÿп-çап ан хăвар.

       Наркăмăшла кăмпасене тапса ан ывăт, чĕр чунсемшĕн вĕсем сиплĕ.

       Çăла ан сур – хăвăнах ĕçмелле пулĕ.

       Çут çанталăка ăнлан, унăн юлташĕ тата сыхлаканĕ пул.

       Шыва яланах таса тытма тăрăш.

ă) Хушу наклоненийĕнчи глаголсен пулăвне тишкерни.

ХИСЕП

ПУРЛĂ ФОРМА

ÇУКЛĂ ФОРМА

ПĔРРЕЛЛĔ ХИСЕП

1с. çыр-а-м

2с. çыр-V-V

3с.çыр-тар-V

çыр-а-м  мар

ан çыр-V-V

ан  çыр-тăр-V

НУМАЙЛĂ ХИСЕП

1с. çыр-а-V-р

2с. çыр-V-V-ăр

3с. çыр-ччăр-V

çыр-а-р  мар

ан çыр-V-V-ăр

ан çыр-ччăр-V

б) Сур, ÿркен, хăвала, варала, пĕтер, хăвар глаголсене хушу наклоненийĕн çуклă форминче лартни, предложенисем туни.

  1. Текстпа ĕçлени.

а) Çĕнĕ сăмахсемпе  паллашни.

Анăç - закад, запад;

      Тухăç – восход, восток;

        Шыв хĕрри – берег реки

Çÿпĕ-çапă – мусор;

              Пăтранчăк мар – не мутная;

                Тăрă шыв – прозрачная вода.

ă) калава сасăпа пайă-пайăн вулани.

Текст.

     Эпĕ Шупашкарта пурăнатăп. Анăçран Шупашкара пысăках мар шыв юхса кĕрет. Вырăнти çынсем халĕ ăна Чебоксарка теççĕ. Хутран-ситрен эпĕ те çав шыв урлă çуран çÿретĕп.

    Юрататăп эпм çуран утма. Хулан ку енче пысăк заводсем çук та, сывлăш уçă, утма çăмăл. Улăх тăрăх куç таврана каять. Шывăн пĕр енче пысăк туртсем лараççĕ. Вĕсем хула хĕрринчи яла та кĕрсе кайнă. Тепĕр  енче тăршшĕпех садсем, вĕсем темиçе çухрăма тăсăлаççĕ.

     Шыв хĕррине çитетĕп. Çыран хĕррипе икĕ енче те çирĕк ÿсет. Çирĕксем хушшинче вара, тур çырлах! Мĕн кăна йăваланса выртмасть-ши? Купи-купипе çÿпĕ-çапă, пушă кĕленче, консерв е сăра банкисем, кивм атă-пушмак, кирпĕч ванчăкĕ тата темĕн те пĕр.

     Шывĕ вара, шеремет, çавсем хушшипе шăнкăртатса юхать. Пăтранчăк та мар хăй. Тăрă. Чун ыратса каять, йĕрсе ярас килет. Мĕнешкел ырлăха этем варалать.                        

    Мĕскĕн шыв, хăйне тем пек вараласан та, тасалма тăрăшать – юхать, шăнкăртатать, пăтранчăкран хăтăлать, тăрăлать. Çапах пĕтĕмпех тасалма вăйĕ çитмест унăн, çынсем ăна вараласах тăраççĕ, хуçалăхра кирлĕ маррине пĕтĕмпех çыран хĕррине тухса пăрахаççĕ.

     Çак шыв хула варринчи залива юхать, заливран – Атăла. Мĕн чухлĕ çырма çакнашкал вараланчăк юхтарать-ши Атăла! Атăл шывне вара хамăрах ĕçетпĕр, унпа апат пĕçеретпĕр, çăвăнатпăр, çулла шыва кĕретпĕр.

    Мĕншĕн çÿп-çапа пĕр çĕре купалас мар? Вăл çĕрет те тислĕк пулать. Кĕленче е металл ванчăкĕсене те çавнашкалах пухма юрать. Вĕсене çĕнĕрен шăратса тепĕр хут ĕçе яма пулать. Европăра çавăн пек тăваççĕ те.

    Ĕлĕк чăвашсем те тавралăха хальхи пек вараламан.

б) Суйлавлă вулав. Учитель кашни абзацран пĕрер предложени  вырăсла калать, ачасем унпа тÿр килекен чăвашла предложенинетекстра тупса вулаççĕ.

1) Я живу в городе Чебоксары.

2) Изредка я тоже прохожу через эту речку.

3) Люблю ходить пешком.

4) По берегам растёт ольха.

5) Кучами мусор, пустые бутылки, консервные и пивные банки, старая обувь, обломки кирпичей и многое другое есть.

6) Речка, бедняжка между ними течёт.

7) Бедная речушка, как её только не загрязняют, но она хочет очиститься – течёт, журчит, освобождается от мути, становится прозрачной.

8) Эта речка течёт в залив центре города, из залива – в Волгу.

9) В старину и чуваши так не засоряли природу как сейчас.

  1. Аппликаци туни. Ачасем ушкăнсенче ĕçлеççĕ. Вĕрентекен кашни ушкăна Чебоксарка юхан шыв, залив, Атăл схемисене парать. Ачасем  юхан шывсен çыранĕсене хутран касса кăларнă ÿкерчĕксемпе текстпа килĕшÿллĕн çыпăçтарса илемлетеççĕ, мĕн тунине каласа параççĕ.

Çирĕплетни

  1. Плакатсем туни. 4-мĕш хăнăхтарури текст тăрăх ачасем экологи паллисемпе усă курса асăрхаттаракан тата чаракан) плакатсем хатĕрлесе, каласа параççĕ.

                - Çак юхан шыв хĕррипе эсир мĕнле экологи паллисем лартса тухнă пулăттăр?

      2.  2-мĕш хăнăхтару.

 Хальхи вăхăтра шыва  заводсемпе предприятисем, коммуналлă хуçалăхсем, фермăсем,      теплоходсемпе танкерсем ытларах варалаççĕ. Çапах та шыв тасалăхĕ пиртен те нумай килет. Эпир тата ÿссен çав заводсенче ĕçлемелли çынсем. Çут çанталăк ырлăхне упрама ачаран хăнăхса пырăпăр. Ку ырлăх пире кăна мар, пирĕн хыççăнхи ăрусене те çиттĕр.

3.Калав туни.

Çăла ан сур, хăвăнах ĕçмелле пулĕ  ваттисен сăмахĕн пĕлтерĕшне ăнлантараççĕ, текстпа, аппликаципе тата плакатсемпе усă курса калав тăваççĕ.

1

2

3

4

5

6

7

8

9

10

11

12

13

А

Ă

Б

В

Г

Д

Е

Ё

Ĕ

Ж

З

И

Й

14

15

16

17

18

19

20

21

22

23

24

25

26

К

Л

М

Н

О

П

Р

С

Ç

Т

У

ÿ

Ф

27

28

29

30

31

32

33

34

35

36

37

Х

Ц

Ч

Ш

Щ

ъ

Ы

ь

Э

Ю

Я

22

2

15

1

1

17

21

24

22

27

2

4

2

17

1

27

9

22

16

7

15

15

7

19

24

15

9

Пĕтĕмлетни

  1. 1-мĕш хăнăхтару.

Ыйтусене ответлĕр.

- Эсир шыва текстра каланă пек çавнашкал вараланине асăрханă-и?

- Хăвăр вараламастăр-и? Шыва кĕленче, консерв банкисем ывăтмастăр-и?

- Шыва кĕме кайсан çыран хĕррине хăвăр хыççăн тирпейсĕр хăвармастăр-и?

- Сиенлĕ шĕвексене çĕр çине кăларса сапмастăр-и?

- Кимĕпе е теплоходпа ишнĕ чух шыва кирлĕ мара ывăтмастăр-и?

  1. Ваттисен сăмахне сылтăмран сулахаялла вулани.

                 

 терÿккекнихарăмахиналарававыШ

        (Шыва варалани хамăрах инкек кÿрет)

Килте тумалли ĕç.

«Пĕчĕк юхан шыва тасатас тесен мĕн тумалла?» темăпа проект тумалла.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

А.С.Артемьев пурнăçĕпе пултарулăхĕ

А.С.Артемьев пултарулăхне тишкернĕ чух усă курма пулать....

Презентация "Н. Теветкел пурнăçĕпе пултарулăхĕ"

Презентация к уроку чувашской литературы в 8 классе....

Презентация "Иван Мучи пурнăçĕпе пултарулăхĕ"

Презентация к уроку чувашской литературы в 8 классе...

Халăх йăли – пурнăç йĕрки

Современные традиции со временем полностью вытесняют старинные традиции села. Пока живы наши бабушки и дедушки, мы, распрашивая их,  должны оставить для наших будущих детей и внуков описание традиций....

Презентация к отрывку из книги Н.Симунова "Пурнăç юмах мар"

Отрывок посвященный матерям о правильном  воспитании детей....

Презентация к отрывку из книги Н.Симунова "Пурнăç юмах мар"

Отрывок, посвященный матерям о правильном  воспитании детей....

Презентация открытого урока "Ялти пурнăҫ"

Эпě Андрей ятлă. Манăн хушамат Соколов. Эпир Тăвай районěнче пурăнатпăр. Пирěн хуҫалăх пысăк. Лашапа ěне, сурăхсем, чăхсемпе автан пур. Лаша Венера ятлă, ěне – Зорька. Лашана эпир аттепе пăхатпăр, ěне...