Чăваш чĕлхи - анне чĕлхи
классный час (7 класс) на тему
Предварительный просмотр:
Чăваш чĕлхи - анне чĕлхи
Литературăпа музыка каçĕ
1-мĕш ертÿçĕ: Ырă каç пултăр хаклă юлташсем!
2-мĕш ертÿçĕ: Ырă каç!
1-мĕш ертÿçĕ: Ирĕк парсамăр пире «Чăваш чĕлхи - анне чĕлхи» ятлă литературăпа музыка каçне уçма.
2-мĕш ертÿçĕ: Эй, аслă чĕлхемĕр, пире усран ырсемĕр! Сан ятна сăвапласа, ырлăхшăн тав туса пуçа таяс кăмăл пур, чунтан калас сăмах пур.
1- мĕш ертÿçĕ: Сан сулăмупа, чĕлхемĕр, сăвай ларать лайăхрах, никĕс чăтать ытларах, пÿрт хăпарать хăвăртрах.
2-мĕш ертÿçĕ: Сан пехетÿпе , чĕлхемĕр, кĕреке илпеклĕрех, туй юрри илемлĕрех, туй ташши хĕлхемлĕрех.
1-мĕш ертÿçĕ: Сан хисепÿпе , чĕлхемĕр, атте-анне сумлăрах, тăван-пĕтен чыслăрах, пĕлĕш-хурăнташ хаклăрах.
Пĕрле: Пирĕн шăкăлчи чĕлхемĕр!
Пирĕн шăнкăрти чĕлхемĕр!
2-мĕш ертÿçĕ: Юрă
1-мĕш ертÿçĕ: Çĕр-шывăм, йăмраллă кĕтесĕм
Çĕр-пин юррунтан пĕрине
Таçта ăнсăртран çеç илтсессĕн
Темскер пĕçертет чĕрене.
2-мĕш ертÿçĕ: Юрă
1-мĕш ертÿçĕ: Эп чăваш ачи, саватăп
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене
Юратап сăвва-юрра та,
Купăса та кĕслене.
2-мĕш ертÿçĕ: Юрă
1-мĕш ертÿçĕ: Тĕлĕнтерет мана тăван хуламăр,
Шур Шупашкар - чăвашăн тĕп хули…
Чăн-чăн чăваш пулсассăн, каласамăр--
Мĕн-ма эпир пулатпăр çын кулли?
2-мĕш ертÿçĕ: Мĕн-ма-ха калаçма та вăтанатпăр
Пĕр-пĕринпе тăван чĕлхепеле?
Мĕн-ма-ха уямасăр сутăнатпăр?..
Тăван чĕлхе! Иртсемччĕ тĕпеле!
1-мĕш ертÿçĕ: Юрă
2-мĕш ертÿçĕ: Тăван чĕлхем! Тăван аннем-чĕлхем--
Хĕвел те эс, çĕр чăмăр çаврăнни,
Кашни çынна вăй паракан хĕлхем,
Хăватлăн, аслăн, чаплăн пурăнни.
1-мĕш ертÿçĕ: Юрă
2-мĕш ертÿçĕ: Юрланă чух сассу хитре те уçă,
Каять вăрман та, хир те янраса
Чулсем çинчи канми-тăми çăл куçĕ
Юхса йăпаннă пек сассу таса.
1-мĕш ертÿçĕ: Юрă
2-мĕш ертÿçĕ: Чăваш юрри -- кĕсле юрри.
Чăваш тĕрри -- кун-çул тĕвви.
Сас хыççăн сас,
Йĕр хыççăн йĕр
Чĕре кĕвви тĕрре кĕрет.
Тĕрре курсан юрлас килет.
1-мĕш ертÿçĕ: Шÿт
1-мĕш ертÿçĕ: Çырулăх пулмасассăн та чухланă
Йăх-несĕлсем чĕлхе пит кирлине.
Ламран-лама куçса ăна упранă
Ăмсанĕ кирек кам еткерлĕхне.
2-мĕш ертÿçĕ: Юрă
1-мĕш ертÿçĕ: Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем
Парсам пăлхавлă чунăма
Пар чăнлăх, савăнăç, илем,
Пар ирĕк çутăрах çунма.
2-мĕш ертÿçĕ: Çĕр çинче хитре сăмах
Шучĕ çуккă пуль чăнах
Ман шутпа чĕлхе ахахĕ--
«Юрату» текен сăмах.
1-мĕш ертÿçĕ: Юрлатăп юрă хамăнне кăна,
Çăпатине те хамăннех сыратăп,
Шăтсан-тусан саплатăп эп ăна,
Юррăмсене йăлт çĕнĕрен çыратăп.
2-мĕш ертÿçĕ: Юрă
1-мĕш ертÿçĕ: Савар, мухтар чĕлхемĕре,
Ăна усрар чыс-хисепре,--
Унпа эпир ĕçе вĕреннĕ,
Чăн тÿпене çити çĕкленнĕ.
Упрар тăван чĕлхемĕрем -
Чун-чĕрери хĕлхемĕре,--
Эпир ăна ялан ĕненнĕ,
Çĕр-шыв ятне çÿле çĕкленĕ.
2-мĕш ертÿçĕ: Чăваш юрри тĕррин мерчен-ахахĕ
Упраннă хамăр халăх асĕнче.
Сÿнмен, сÿнмест--юлать чăваш сăмахĕ,
Пĕрне-пĕри хисеплеме пĕлсен.
1-мĕш ертÿçĕ: Çакăнпа хамăрăн каçа вĕçлетпĕр. Тавтапуç сире пурне те пире хапăл туса кĕтсе илнĕшĕн.
2-мĕш ертÿçĕ: Таймапуç сире пурне те.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Исследование. Портреты Анны Ахматовой на границе живописи и поэзии
Исследование. Портреты Анны Ахматовой на границе живописи и поэзии....
Персональная запись Игнатьевой Анны (руководитель Глухова Светлана Анатольевна) на Международной детской Доске почёта
Воспитанница МБОУ ДОД "Янтиковская детская школа искусств" – Игнатьева Анна (руководитель Глухова Светлана Анатольевна) за свои победы на конкурсах разного уровня решением к...
Беседы по истории хореографии. Анна Павлова
Работа о творчестве выдающейся русской балерины А. Павловой...
Анна Ахматова.
Презентация знакомит с жизнью и творчеством Анны Ахматовой....
Урок по творчеству Анны Андреевной Ахматовой.
Дается характеристика первых сборников поэта, введется рассказ о детстве и юности А. Ахматовой...
Урок "Анна Андреевна Ахматова и Тверской край"
Ранний период творчества связан с жизнью А.А.Ахматовой на Тверской земле. Здесь, на этой земле , она находила вдохновение. Тверской край стал второй её родиной....
Çĕре –Анне, ĕçĕ – Аттемĕр тейĕр» Ухсай Яккăвĕн «Атте-анне» поэмине пĕтĕмĕшле тишкермелли урок
Урок тĕсĕлирика хайлавне вуласа тишкермелли урок - хутăш урок.Урок тĕллевĕсем:Сапăрлăх тĕллевĕ:ачасене паллă поэтăмăр пултарулăхĕпе кăсăкланма мухтанма, ăна тĕслĕх вырăнне хумаллине вĕрент...