Нелли Петровская «Шурă лили» повеçĕнчи ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсен вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ.
статья

Нелли Петровская «Шурă лили» повеçĕнчи ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсен вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл statya.docx14.77 КБ

Предварительный просмотр:

Нелли Петровская «Шурă лили» повеçĕнчи ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсен вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ.

Нелли Петровская хăйĕн хайлавĕсене вулакан черене çывăх, чуна тивмелле çырать. Çакна май вăл пире тĕрлĕ лару-тăру тупсăмне ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем урлă уçса парать.

«Шурă лили» повеç çак шухăша çирĕплетет. 20-мӗш ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче ҫырнӑ повеҫ нумайччен пичетленмен Уйрӑм кӗнеке 1987 ҫулта пичетленсе тухнӑ. «Шурă Лили» ҫамрӑк ҫынсен пурнӑҫне, вӗсен юратӑвне тата ҫухатӑвне кӑтартса паракан произведени. Повеҫӗн содержанийӗ вулакансене, уйрӑмах ҫамрӑксене ҫывӑх. герой пурнӑҫӗ писателӗн чунне те, кӑмӑлне те витӗм кӳрет. "Мӗн ҫамрӑкран чысна упра, вара санӑн пурнӑҫу ытти мӗнпур пурнӑҫ пекех илемлӗ пулӗ, эсӗ те ҫынсене кирлӗ пек туйӑнӑн", - ҫак шухӑш"шурӑ лилин"чи вӑйлӑ та хаклӑ йӗрӗ пулса тӑрать. Гальӑн шалти пурнӑҫӗ, унӑн чи хӗрӳллӗ, вӑрттӑн, ҫепӗҫ юратӑвӗ тӗлӗнмелле уҫҫӑн, хумханса та интересленсе ҫырса кӑтартнӑ. Унӑн чунӗ пысӑк, кӑмӑлӗ лайӑх. Чӑн-чӑн каччӑ. Гена хӗре кӑмӑллать. Пӗр-пӗринпе пурӑнма пултарайманнине ӑнланса, вӗсем пӗрлешме шутлаҫҫӗ. Анчах юрату ӑнмасть. Çак повесть никĕсне автор пуçран илнĕ.

Çавăнпа ĕнтĕ унта тĕрлĕрен те тĕрлĕрен, тарăн шухăшлă ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем чылай хут тĕл пулаççĕ. Вĕсен шутĕнче çаксем:

Юратнă çыннуна çĕр чĕрӳне паратăн хăвăн валли çуррине илсе юлатăн. хăвна та йасăр хăварма юрамасть, кайран кирлĕ пулма пултарать. [с. 169]

Илем çĕтĕк-çурăкпа чĕркесен те илемех юлать. [с. 173]

Арпа çинче шăши йĕрĕ палăрмасть. [с. 177]

Çынна çын телейсĕр тăвать, çынна çын телей парать.[ с. 177]

Ура çине пусни чĕре çине пусни мар. [с. 184]

Йывăр хĕрарăмăн хăрах ури тупăкра. [с. 187]

Çын çынпа пурăнать…. Ял çинче çĕрçи те выçса вилмест. [с. 205]

Этемĕн хуйхăпа кăна мар, савăнăçпа та ыйхи вĕçет иккен. [с. 208]

Иртни – вилĕмĕн, пуласси – пирĕн. [с. 220]

Хăй çӳрине тискер кайăк та пăрахмасть. [223]

Тĕнчере иртмен хуйхă çук. [с. 227]

Ачаш хĕр ача тунă, ачаш ывăл вăрă тунă. [с. 228]

Çын çынпа пурăнать. Çын пулăшнипе çын телейпе вăй-хал та тупать. Тĕнчере чи асли этем. Чи ăсли, чи таси те этем. Çĕр çинче пурнăç çуратаканĕ те этем. [с. 242]


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Урок развития речи "Чтоб мудрецом считаться средь людей, повесь кинжал на гвоздь"

Материал урока нацеливает на разговор о толерантности.Учебное занятие содержит интересные притчи, игровые моменты....

Эссе "Чтоб мудрецом считаться средь людей, повесь кинжал на гвоздь"

Размышления о значимости толерантности в современном мире....

Самообразование – одна из форм повы­шения профессионального мастерства педагога

Доклад можно использовать для выступления на заседании педагогического совета, методического объединения. Так как самообразование – есть потребность творческого и ответствен­ного человека любой профес...

ЧӐВАШ ЧӖЛХИ УРОКӖСЕНЧЕ АЧАСЕН ПУПЛЕВНЕ АТАЛАНТАРАС ĔÇРЕ ИНФОРМАЦИПЕ ХУТШĂНУ ТЕХНОЛОГИЙĔСЕМПЕ УСĂ КУРАССИ

Хальхи саманара чăваш чĕлхине вĕрентнĕ чухне компьютер технологийĕсемпе, интернет уçлăхĕнчи информаципе усă курманни пурнăçран  юлнипе танах. Информаципе компьютер технологийĕ пире ÿсĕмлĕ ĕçлеме,...

Антонимсене вĕрентнĕ май ваттисен сăмахĕсемпе усă курасси

Антонимсене вĕрентнĕ май ваттисен сăмахĕсемпе усă курасси...

Р.Ниғмәтиҙең “Үлтер, улым, фашисты!” поэмаһында илһөйәрлек тойғоһоноң сағылышы.

Маҡсат: 1) Поэманың йөкмәткеһе менән танышыу, анализлау. Проект төҙөү, йыйынтыҡ сығарыу.2) Бәйләнешле телмәр, фекерләү ҡеүәһен үҫтереү, үҙ позицияңды яҡлап сығыш яһау оҫталығын арттырыу.3)Тыуған илгә,...